Представляем Вашему вниманию следующие книги:
Дубров, Гурий Егорович. Туя туй пек тãвар-и : [йãла-йěркесем] / Гурий Дубров, Юрий Перепелкин. - Красноармейски : Издат. çурчě, 2007. - 79, [1] с., [2] л. фот. : портр.; 20 см. Кашни çыннăнах пурнăçра яланлăхах асра юлакан самантсем пулаççě. Çав самант унăн малашлăхне чылай енчен татса парать. Ку вăл - мăшăрлану, çемьеллě пурнăçа йěркелесе яни. Туй - ял халăхěн ырă хушăвě, пěр-пěрне ăнланса пурăнас тытăмě. Халăх ăна яланах чаплăн чыслама тăрăшать. Чăвашсен çемье çавăрнă вăхăтра пулса иртекен йăла-йěрки ěлěк-авалтан асамлă пěлтерěшлě пулнă. Халě вара вěсенчен чылайăшě: хулăм парасси, сурпан çыхасси, хушпу тăхăнасси, каччăна тумлантарасси, кěрỳ минтерěпе саламачě, хěр йěрри тата ытти туй йăли-йěркисем (мешехисем) манăçа юлса пыраççě. Кěнекере Трак тăрăхěнче ěлěкренпе пыракан туйăн йăла-йěркисем çинчен тěплěн çырса кăтартнă. Унта хальхи ватăсен аса илěвěсем тата мăн аслашшěсемпе асламăшěсенчен илтсе юлнă пысăк пěлтерěшлě йěркесем тěп вырăн йышăнаççě. Çавăн пекех кěнекере юратупа мăшăрсем çинчен калакан ваттисен сăмахěсемпе тата салтака ăсатас йăла-йěркепе паллашма пулать. |
Ваттисен сăмахěсем / Чãваш патшалăх гуманитари ăслăлăх ин-чě ; [О. Н. Терентьева пухса хатěрленě, умсăмахě ; В. Г. Родионов ăслăлăх редакторě ; редактор канашě : В. С. Григорьев т. ыт. те]. - Шупашкар : Чãваш кěнеке изд-ви, 2007. - 493 с.; 24 см. - (Чãваш халãх пултарулãхě ; Кн. 4). - Библиографи : с. 478-485 (148 назв.). Ваттисен сăмахěсем - ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кěскен те çивěччěн, ытарлăн палăртаççě. Ваттисен сăмахěсенче халăхăн кун-çулě, ăс-хакăлě, шухăшлавě, тěнчекурăвě ỳкерěннě. |
Агивер, Хветĕр. Пăрлак : повесть, калавсем / Хветĕр Агивер. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. - 446 с. Паллă çыравçăн чылай çул «шарламасăр» пурăннă хыççăн çырнă хайлавсем кунта. Кĕнекене «Пĕлĕт уçăлни» повесть, «Мăшăр çăлтăрлă çěрě», «Тарасаллă пусă», «Пăрлак», «Юхха», «Таня - утмăлтурат», «Сарăмсăр савни», «Мăй çыххи» калавсем кĕнĕ. Произведенисен тĕпелĕнче - ку чухнехи кăткăс лару-тăрăва çакланнă сăнарсен чун иксĕлменлĕхĕ, кун - çул анинчи хевтелĕхĕ. «Пăрлак» – писателĕн вун иккĕмĕш кĕнеки. |
Волков, Геннадий Никандрович. Кил илемě : [калавсем, юмахсем, очерксем: кěçěн тата вãтам çулхи шкул ачисем валли] / Геннадий Волков ; [И. А. Алексеев, З. И. Чернова ỳнерçисем]. - Шупашкар : Чãваш кěнеке изд-ви, 2007. - 127 с. : ил.; 23 см. Кĕçĕн тата вăтам ỳсĕмри шкул ачисене халалланă кĕнекине паллă ăсчах ахальтен мар «Кил илемĕ» тесе ят панă. «Кил» тени Геннадий Волковшăн çуралса ỳснĕ çурт çеç мар, çарран чупса çỳренĕ улăх-çаран кăна мар, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ. Пурнăçра нихăçан та хакне çухатман пуянлăх çинчен – ырă кăмăллăх, туслăх, юрату, çураçупа килĕшỳ çинчен калаçать автор çамрăк вулаканпа. |
Яккусен П. Я. Эснереш : повесть-юмах / П. Я. Яккусен. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. - 111 с. Вулакансен тỳрех «Эснереш» сăмах мĕне пĕлтернине пĕлес килет пулĕ-ха. Ăна ăнланас тесен сирĕн повесть-юмах геройĕсемпе пĕрле çулçỳреве тухмалла, сивĕпе эрешленнĕ чỳрече витĕр тĕлĕнтермĕш çĕршыва çитсе килмелле. Ан иккĕленĕр! Никама та кичем пулмĕ! |
Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!