ЖУРНАЛ "Таван Атал" (2009/5)

Хисеплĕ вулакан!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн 2009-мĕш çулхи 5-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Журналта çакăн пек материалсем пичетленнĕ:

- Проза пайĕнче:

- Юхма Мишши. Атăл шывĕ юхса тăрать. Историлле роман.
- Елена Нарпи. Шантал çинчи çурта çути. Калав.

- Поэзи:

- Николай Исмуков. Питне çăвать ир тăнă çĕнĕ кун.
- Герман Желтухин. Николай Исмуков, халăх поэчĕ…

- Еткерлĕх:

- Çемен Элкер. Сахрун мучи калавĕсем.

- Тишкерÿ:

- Елена Чекушкина. Çамрăксем – шыравра.

- Астăвăм:

- Ева Лисина. Салтак çырăвĕсем. Очерк.

Ĕмĕр сакки:

- Лаврентий Таллеров. Ушкăн-ушкăн асаилÿ. Автобиографиллĕ очерксем.

Чуна уçса:

- Валентина Николаева. Шанчăк çулăмĕ, хĕмлен!

Писатель арчинчен :

Анатолий Юман. Хветĕр Уяр очерк çырать.

Раççейри литература пурнăçĕ :

Петр Краснов. Малаллах утатпăр-ха.

Чăваш поэзийĕн антологийĕ

Ял илемĕ - капăр çурт.

Журналăн "Эткерлĕх" пайĕнче пичетленнĕ Çемен Элкерĕн "Сахрун мучи калавĕсем" чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе паллаштараççĕ.

Е. П. Чекушкина, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, "Çамрăксем - шыравра" статьяра çамрăк авторсен пултарулăхне пăхса тухнă. 2008-2009 çулсенче республикăра тухса тăракан журналсенче çамрăксен ячĕсем сахал мар кун курнă. Çамрăк çыравçăсем шухăшлама пĕлеççĕ-и? Çак ыйту уйрăмах кăсăклантарать тĕпчевçĕне. Пĕр кунлăх повесть-романсем мар, темиçе ĕмĕр иртсен те кивелмен тарăн шухăшлă кĕнекесем çырма сĕнет вăл çамрăк чăваш çыравçисене. Çавăн чухне пирĕн литература вăйлă та çирĕп пулассине палăртать автор.

Юхма Мишшин "Атăл шывĕ юхать" ятлă историлле романĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш пайĕсем пичетленнĕ.

Аслă та чаплă Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ тухса тăрать куç умне çак романа вуланă май. Унти пурнăç йĕркине, пăлхарсен Алмас патшине, пăлхар çыннисем ислам тĕнне куçнине, пăлхар халăхĕн хăйне евĕрлĕ йăхĕ - ама çынсем, вĕсен вăрçă вăййи çинчен автор питĕ сăнарлă çырса кăтартнă.

Ева Лисинан "Салтак çырăвĕсем" очеркĕ чуна пырса тивет. Очерк çыравçăн ашшĕ çинчен. Анчах та вăрçă вăхăтĕнче миллионĕ-миллионĕпе ачасем тăлăха юлнине аса илсен, ку сăмах пĕр ачан ашшĕ çинчен кăна мар, вăл – ашшĕне курмасăр, ун сассине илтмесĕр, унпа юнашар ларса калаçмасăр, атте хÿтти мĕнне пĕлмесĕр ÿснĕ ачасен хурлăхĕ, тунсăхĕ…

Очеркра вăрçăра вилнĕ ашшĕне лайăхах та ас туман хĕр ачан шухăшĕсем, аса илĕвĕсем, ашшĕ вăрçăран савнă мăшăрĕ, ачисем патне янă çырусем.

"Аса илÿсен "çĕршывĕнче" чи малта тăраканни – аттепе çыхăннă ĕç. Акă чĕпкуç çутипе çип арласа ларакан анне лăштăрах каять те ĕсĕклесе йĕрсе ярать. Вăл вĕçсĕр пĕр сăмах каласа йĕрет: "Пуля лексен мĕнле тÿнсе кайрĕ-ши, сар ука пек çÿçĕ мĕнле сапаланса ÿкрĕ-ши?" Анне ниепле те лăпланаймасть, вăл хĕвел пек сарă çÿç юнпа та пылчăкпа пĕрлешнине ĕненме пултараймасăр, çакăнпа килĕшме вăй çитереймесĕр, татăлса йĕрет пулас. Эпĕ те вара, аттене ас туман ача, ăсăмра çакăн пек ÿкерчĕк сăрлатăп: йĕпе çĕр çине пĕр çын пуçĕ ÿкнĕ, унăн хĕвел çаврăнăш çеçки пек çÿçĕ тăмпа вараланса пĕтнĕ… Мана хăрушă пулса каять, - эпĕ ĕсĕклесе яратăп".

Çырусен авторĕ - герой мар, вăл çын тивĕçне туса пынă ахаль салтак, аслă сержант. Çырăвĕсем те унăн – ачасене вĕрентме, çĕр ĕçне тума, выльăх-чĕрлĕх ÿстерме çуралнă çын вăрçă хирĕнчен янă çырусем.

"1943-мĕш çул, июлĕн 8-мĕшĕ. …Чи хаклă чунăм Феня…Эпĕ сана яланах мухтанă, халĕ те мухтатăп, хăвна каламан пулсан та. Санăн сывлăху пулсан ачасем йĕрсе çÿрес çук, пурнăçпа çурт саланас çук. Санăн маттурлăху çине яланах эпĕ шаннă, халĕ те шанатăп. Çавăнпа хăвăн сывлăхна маншăн тата ачасемшĕн упра. Вĕт эсĕ манăн чи юратнă, чи хаклă, чи çывăх юлташăм… Пахчана аван тирпейлени мана питĕ савăнтарать, анчах мĕн-мĕн акни çинчен çырман. Ача пек эпĕ: пурне те пĕлес килет…".

"1943-мĕш çул, августăн 6-мĕшĕ. …Юратнă сынокăм Геннадий, сана хытă юратса пысăк салам яратăп. Кала аннÿне, сана пăрçа татса çитертĕр. Геннадий, йăмăкусене аван пăх, юрат вĕсене, вĕсем айван, нимĕн те пĕлмеççĕ. Аннÿне пулăш. Вара эсĕ маттур пионер пулатăн. Сынок, сана питĕ курас килет. Сана тытса хытă юратас килет, санпа çыврас килет…".

1943-мĕш çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче юлашки çыру килет вăрçă хирĕнчен. Николай Андреевич Лисин сентябрĕн 21 - мĕшĕнче Смоленск таврашĕнчи Демидов хулине ирĕке кăларнă чухне паттăрла вилет.

"Чуна килсе çапрĕ куççульлĕ хыпар
Етре касса татнă атте пурнăçне…
Виç тăлăх эпир… Виç кăтра пуç çине
Хаяр, шелсĕр вилĕм пăрахрĕ кăвар", - çапла çырать салтак ывăлĕ [Геннадий Айхи] çав сентябрĕн синкерлĕ кунĕ пирки.

Очерк тăван çĕршыв чысне сыхласа вилнĕ çынсене хисеплеме, вĕсене асра тытма, сума суччăр тесе ыйтать.

Елена Нарпи çырнă "Шантал çинчи çурта çути" калав та вулакана тарăн шухăша ярĕ. Калавра сусăр ачасем пирки сăмах пуçарнă. Ятарлă диагностика центрĕсенче инкеклĕ пепкесенчен амăш варĕнче чухнех хăтăлни çине мĕнле пăхмалла? Килĕшмелле-и çакăнпа е сивлемелле-и ку япалана? Тен, "сусăр ачана та çут тĕнчене курма шăпа пÿрнĕ пулсан, эппин вăл пире, сыввисене, темшĕн кирлех…". "Ан вĕлер" тени пурне те пырса тивмест-им вăл?

Айăпсăр тĕрмере ларакан, турă пире пурне те виçеллĕ парать, тесе шутлакан Георгийпе курса калаçни калаври тĕп сăнара хумхантаракан ыйтăвăн тупсăмне татса парать: ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен сусăр çуралакан ача та Çул хуçа çутнă çурта. Ахальли кăна та мар, пирĕн чунсене çылăхран тасатма пилленĕ çурта.

Çак номертех вулакан Лаврентий Таллеровăн "Ушкăн-ушкăн асаилÿ" автобиографиллĕ очеркĕсемпе паллашма пултарать.

Лаврентий Таллеров халĕ Комсомольски районне кĕрекен Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пуян ял пулнă Нĕркеç ялĕ. 1912 çулта 12 çил арманĕ, кĕрпе арманĕсем, çăм тапакан, çу çапакан машинăсем ĕçленĕ. Çĕре икĕ лашалла тимĕр плутсемпе те сухаланă, тимĕр сÿресемпе сÿреленĕ, сеялкăсемпе тырă акнă, жаткăсемпе вырнă, молотилкăсемпе çапса веялкăсемпе сăвăрнă, триерсемпе сортланă. Пурте мар ĕнтĕ, пуяннисем. Çаксем – революциччен чăваш ялĕ суха пуçĕпе çурлана, пурака çеç пĕлнĕ текен юмаха сирсе яраççĕ. Хастаррисем, пуçаруллисем пурнăçран юлман!

Çакăн пек ĕçчен хресченсен çемйинчен тухнă та ĕнтĕ пулас çыравçă. Революци хыççăн "раскулачить" туса çĕнĕ çуртне туртса илеççĕ вĕсенне. Кунти йывăр пурнăçа чăтаймасăр Алтай тăрăхне те çитет Таллеровсен çемйи, анчах унта та вĕсене ырă сунса никам та кĕтмест, каяллах таврăнма лекет. Çак "раскулаченной ачи" текен ят Лаврентий Таллерова совет самани вăхăтĕнче нумай ура хурса пырать. Çапах та ашшĕ-асаттĕшĕн чысне çухатмасть вăл, хисепе тивĕçлĕ çын пулать.

Чăваш вулаканĕсемшĕн вăтăр çул паллă, вĕсен чĕрисене çирĕп кĕрсе вырнаçнă Чăваш халăх писателĕ Николай Исмуковăн "Питне çăвать ир тăнă çĕнĕ кун" сăввисен ярăмĕпе, унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен Герман Желтухин çырнă статьяпа паллашма пулать.

"Николай Исмуков, тĕнче литературипе, философийĕпе тĕплĕн паллашнăскер, тĕнче нушипе телейлĕ саманчĕсене никамран та çывăхрах курать, тарăнрах туять. Туйăм, ăс-тăн, сăмах – çакă виçĕ пĕрлĕх Николай Исмуковăн пултарулăхĕнче илемлĕх пулса тăрать, вулакан чун-чĕрине тыткăна илет, савăнăç е хурлăх куççулĕ кăларттарать. Çавна май ăна пурăнма, ĕçлеме, этем идеалĕ патне ăнтăлма хавхалантарать", - тесе çырать Исмуков пултарулăхĕ çинчен Г. Желтухин.

Вулакана çавăн пекех поэзи каçĕсем ирттерекен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткинчен Надежда Кирилловаран илнĕ интервью та килĕшмелле. Поэзи каçĕсем, артистка шухăшĕпе – пурнăç тĕпне анас килменни, пултарулăх анинче каялла чакас мар тесе тăрăшни.
Н. Кирилловăпа Валентина Николаева калаçнă.

Анатолий Юманăн "Хветĕр Уяр очерк çырать" статйи 1971 çулта Хĕветĕр Уяр "Телейлĕ Палюк" ятлă калавсемпе очерксен кĕнекине пичетлесе кăларнипе çыхăннă. Унта статья авторĕ патне çырнă çырусене пичетленĕ, вĕсем Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан чăвашсемпе çыхăннă. Чăвашкасси ялĕ çинчен çырнă очерк Хĕветĕр Уярăн асăннă кĕнекине кĕнĕ.

Раççейри литература пурнăçне çутатакан Петр Красновăн "Малаллах утатпăр-ха" статйи те вулакана кăсăклантармалла. Автор Оренбург тăрăхĕнче пурăнакан писательсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пулать.?

"Тăван Атăл" журналта "Чăваш поэзийĕн антологийĕн" 7-мĕш пайĕ те пичетленнĕ. Кунта Иван Малкайăн, Александр Кăлканăн сăввисем кĕнĕ.

Хисеплĕ вулакан! Журналта пичетленнĕ хайлавсемпе ытти материалсем Сирĕн кăмăла каясса шанатпăр.

Хатĕрлекенĕ
"Чăваш кĕнеки" центрĕн библиографĕ
Т.В. Выйгетова
Тел. 62-56-40.