21 | 01 | 2020

ЖУРНАЛ "Таван Атал" (2009/8)

Хисеплĕ вулакан!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн 2009-мĕш çулхи 8-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Тăван Атăл журналăн 2009 çулхи 8-мĕш номерĕнче пичетленнĕ материалсем:

Геннадий Айхи çуралнăранпа – 75 çул пайра:

- Валерий Егоров. Г. Айхи Шупашкарта.

- Геннадий Юмарт. Айхи. "Илемпи" сăвăлла роман сыпăкĕ.

Проза:

- Валерий Муравьев. Çылăхлă арçын. Роман.

"Шевле çутисем":

- Валентина Деменкова. "Чун чĕре ыратăвĕ".

- Мария Селендеева. Сăвăсем.

- Елена Селиванова. Анне, эп таврăнтăм!

- Альбина Степанова. Пăрланнă куççуль. Калав.

- Валентина Соловьева. Пирте чăваш юнĕ юхать. Сăвăсем.

- Елена Федорова. Ĕненÿ.

- Анатолий Чебанов, Сергей Шерккей, Анатолий Ырьят, Нина Юнгерова. Сăвăсем.

"Шурă Атăл" - хастар йыш:

- Микул Ишимбай. Тор тăрăхĕнче. Повесть.

- Александр Савельев-Сас. Васкавлă пулăшу. Калав.

- Василий Антонов. Шăрăх кун.

- Савели Уварĕ, Яков Степанов, Лидия Львова, Александр Егоров, Альфия Асадуллина, Айнур Утяев, Марина Прохорова, Яков Данилов, Мĕтри Мишши, Геннадий Челпир. Сăвăсем.

Ачасем валли:

- Владислав Николаев. Чăх чĕппи – чемпион. Пьеса-юмах.

Самана тата çыравçă

- Николай Теветкел. Уруна чăнкăрах йăт.

Раççейри литература пурнăçĕ

- Михаил Попов. Пултарулăх пурнăçĕ чĕрĕлет.

Хаклав:

- Леонид Маяксем. Тăван тавралăх юрăçи.

Çĕнĕ кĕнеке

Исмай Исемпек. Чунра хĕмленнĕ çиçĕм çыххи.

Валерий Егоров çырнă "Г. Айхи Шупашкарта" статьяна вуласан Айхин нумай енлĕ сăнарĕ куç умне тухса тăрать, кунта иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчи литература аталанăвĕ, тĕрлĕ юхăм çурални, çĕнĕ поэзи хăйне тавлашуллăн евитлени, литературăра çĕнĕ пахалăхсем мала тухса пыни палăрать. Вĕсем 50-60-мĕш çулсен чиккисенчи тăван литература туртăмĕсене хăйне евĕрлĕ çутатса кăтартаççĕ. Ку статья хальхи вулакансемпе тĕпчевçĕсене кăсăклантарасса шанас килет.

Геннадий Айхи 75 çул тултарнă ятпа журналта Г. Юмартăн "Илемпи" сăвăлла романĕн "Айхи" сыпăкĕ пичетленнĕ. Пысăка хурса хаклать Геннадий Юмарт Айхин пурнăçĕпе пултарулăхне :

…Айхи тесен – Чăвашра
Ун пек чапли никам çук.
Ун вырăсла çырнисем
Бразилипе Япони
Вулаканĕ таранах
Сарăлчĕç халь тĕнчере.
Мускавра, Шупашкарта
Хулăн-хулăн кĕнеке
Тăтăшах ун тухкалать..
…Чун-чĕрери туйăма
Микроскоппа пăхнă пек
Шĕкĕлчесе кăтартать.
Аслă уçлăх кĕрлевĕ
Ун кĕввине витернĕ…

Журналăн çак номерĕнчех Валерий Муравьевăн "Çылăхлă арçын" романăн вĕçĕ кĕнĕ. Романри ĕçсем Аслă аттелĕх вăрçи хыççăнхи чăваш ялĕн йывăр пурнăçне сăнлаççĕ.

Ульяновск облаçĕнче "Шевле" литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕренпе чылай вăхăт иртрĕ. Тĕрлĕ çулхи тата тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансене пĕрлештерет вăл. Пултаруллă çыравçăсем тăтăшах тĕл пулаççĕ пĕр-пĕринпе, тăван культурăна аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. "Шевле çутисем" пайра çак пĕрлешÿре тăракансен хайлавĕсем пичетленнĕ. Вулакан кунта Валентина Деменкова, Мария Селендеева, Валентина Соловьева, Анатолий Чебанов, Сергей Шерккей, Анатолий Ырьят, Инна Юнгерова сăввисемпе, Елена Селиванован "Анне, эп таврăнтăм!", Альбина Степанован "Пăрланнă куççуль", Елена Федорован "Ĕненÿ" калавĕсемпе паллашма пултарĕ.

"Шурă Атăл" - хастар йыш" пая вара Пушкăртстанри чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне кĕрекен çыравçăсен - А. Савельев-Сас, Н. Леонтьев, В. Антонов, А. Русаков, З. Сурпан, В. Валак хайлавĕсене кĕртнĕ. Вĕсен хушшинче Микул Ишимбай çырнă "Тор тăрăхĕнче" повесть пысăк вырăн йышăнать. Хăюллă та хастар Таштимĕр чăвашпа, унăн тусĕсемпе, Емелька Пугач патшапа паллашĕ вулакан ку романа вуласан.

Çавăн пекех вулакана Владислав Николаевăн "Чăх чĕппи - чемпион" пьеса-юмахĕ те килĕшмелле. Юмахри ĕçсем кил хушшинче кайăк-кĕшĕк картинче пулса иртеççĕ. Тин кăна çăмартаран тухнă Чăх чĕппин питĕ кайăк-кĕшĕксем хушшинче ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерес, чемпион пулас килет. Ирсерен физзарядка тăвать вăл, çине тăрса ăмăртусене хатĕрленет. Ир тăрать те мĕн кăн туса ĕлкĕрмест. Хăйĕн ĕçĕсене çеç мар, амăшне те, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсене те пулăшма ĕлкĕрет. Мал ĕмĕтлĕ те çирĕп чунлă Чăх чĕппи ĕмĕтне пурнăçлатех – чемпион пулать.

"Самана тата çыравçă" пайра Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Николай Теветкелĕн "Уруна чăнкăрах йăт" статьйин вĕçĕ пичетленнĕ. Унта автор филологи наукисен докторĕ Г. Федоров профессионал писателĕсен союзĕн пухăвĕнче тухса калаçнă докладне пăхса тухнă.

Журналăн 150-151-мĕш страницисенче Михаил Поповăн "Пултарулăх пурнăçĕ чĕрĕлет" ятлă статйинче Архангельск хулинчи писательсен организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пулать.

"Тăван тавралăх юрăçи" тесе ят панă Л. Маяксем Лидия Ковалюк çинчен çырнă хайлавне. Лидия Ковалюк темиçе кĕнеке авторĕ, хальхи вăхăтра чăваш поэзи каçалăкĕнче ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Акă мĕнле хаклать поэтессăн пултарулăхне Чăваш халăх поэчĕ В. Давыдов-Анатри "Юрату çăлкуçĕ" кĕнеке ум сăмахĕнче "Лидия Ковалюк, тĕпрен илсен, Тăван çĕршыв, çуралнă ен, çамрăклăх тата юратупа туслăх çинчен çырать. Шухăша сăнарлă, витĕмлĕ те ĕненмелле уçса парать, пурнăçа тĕпчевçĕ куçĕпе пăхса курать… Юрий Айдаш поэт калашле, Лидия Ковалюкăн юлашки тапхăрта çырнă сăввисенче хĕрарăмла ачашлăх, çепĕçлĕх, ырă кăмăллăх тыткăна илет".

Исмай Исемпек "Чунра хĕмленнĕ çиçĕм çыххи" статйинче пире Юрий Сементер вулакансене "Çиçĕм сапаки" ятлă сăвă кĕнеки парнеленине пĕлтерет. "Кĕнекере пĕтĕмпех тăватшар йĕркеллĕ сăвăсем. строфасене вулатăн та, аваллăха тĕпе хурса шăраннă сăмахсем чăваш çыннин паянхи шухăш-кăмăлне, пурнăçри туртăмсене, туслăхпа юратури ăнлавсене сăнлани, халăхăмăрăн авалхи тата хальхи йăли-йĕркине философиллĕ куçпа пăхса пахалама ăнтăлни курăнать", - тесе палăртать И. Исемпек. Сăвă кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă.

Информацине хатĕрлекенĕ
"Чăваш кĕнеки" центрĕн библиографĕ
Т.В. Выйгетова