Библиотека в социальных сетях |
|
|
|
|
|
Новинки художественной литературы - 3/2008
Хисеплĕ вулакансем! Паллашăр: çĕнĕ кĕнекесем. Произведенисем тĕрлĕ тематикăллă: истори, тăван ен, криминал, юрату … Уйрăмах паянхи пурнăç ыйтăвĕсене питĕ çивĕч те тĕрĕс çутатса панă. Кашниех хăйне кирлĕ те кăсăклă кĕнеке тупасса шанатпăр. Краснов, Г. В. Хĕрлĕ тюльпан : повеçсем / Г. В. Краснов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. – 383 с. Кĕнекене чылайăшĕ аван пĕлекен «Тинĕсре тупнă çĕрĕ» приключениллĕ повесть тата хальхи ачасен аслашшĕсемпе асламăшĕсен ачалăхĕпе паллаштаракан «Паскаль виçкĕтеслĕхĕ» тата «Хĕрлĕ тюльпан» повеçсем кĕнĕ. Автор тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин çулĕсенче туптаннă вĕсен пурнăç шăпине питĕ кăсăклăн сăнласа кăтартать. «Тинĕсре тупнă çĕрĕ» приключениллĕ повеçри ĕçсем вара вăрçă хыççăн пулса иртеççĕ. Синичкин çамрăк ученăй Хура тинĕс дельфинĕсем пулăшнипе ашшĕ нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешсе паттăрла вилнине тĕпчесе пĕлет. Произведенисен сюжечĕпе композицийĕ çамрăк вулакансемшĕн илĕртÿллĕ, чĕлхи çăмăл, ăнланмалла. Персонажсен кăмăлĕ-туйăмĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ хальхи вулакансене илĕртет, анлă пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕрентет. | | Симунов, Н. В. Телейне кура шăпи : çырнисен пуххи : повеçсем, калавсем, мыскарасем / Н. В. Симунов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. – 511 с. Николай Васильевич Симунов - паллă чăваш писателĕ, ăста педагог, чăн-чăн художник. Вăл çуралнăранпа 70 çул çитрĕ. Çак юбилей тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви унăн çырнисен пуххине «Телейне кура шăпи» ятпа пичетлесе кăларчĕ. Ку кĕнекене повеçсем, калавсемпе мыскарасем кĕнĕ. Çыравçăн хайлавĕсем трагедие çывăх тăракан çивĕч сюжетсемпе палăрса тăраççĕ. Анчах геройсен кун-çулĕ темĕнле терт-нушаллă çаврăнса килет пулин те вĕсен пурнăçĕнче яланах ырă шанчăк кÿрекен çутă хĕлхем пурри сисĕнет Автор тăван халăхăн йăли-йĕркипе чĕлхине витĕр пĕлсе тăни те куç кĕрет. Н. Симунов харкамçи ачасен ÿсĕм психологине питĕ лайăх пĕлни курăнать. Вăл халăх педагогикине те тĕрĕс ăнланнă, çынна ĕçпе йыш кăна тĕрĕс çул çине тухма пулăшать тесе ĕненет. Кунта автор монологĕсем те тĕл пулаççĕ. Тепĕр хăй евĕрлĕх – писатель ваттисен сăмахĕсемпе тăтăшах усă курма кăмăллани. Унăн пур харкамçи те çав пуянлăх енне туртăнать («Тымар» повесть). | | Карягина, М. Ф. Хура тумлă арçын : повеçсем, калавсем / М. Ф. Карягина. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. – 207 с. Вулакансене уйрăмах паянхи кун кăларса тăратакан ыйтусем хумхантараççĕ. Çапла тусан аван-ши, тен, капла? Марина Карягина çак ыйтусем çине хуравлама тăрăшнă. Калавсемпе повеçсенче аслă çул пуçламăшĕнче тăракан яш-кĕрĕм хурапа шурра, ырăпа усала, илемпе килпетсĕрлĕхе уйăрма хăнăхнă тапхăр ÿкерĕннĕ. Геройсем пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсем, юратăвăн сăваплă вучĕ витĕр шăранса тухса тасалаççĕ. Кĕнекене кĕнĕ хайлавсем: «Виç ачаллă хĕр», «Çуралнă кун», «Хура тумланнă арçын», «Хула варринчи утрав» тата ыт.те. | | Юхма, М. Н. Алтăр çăлтăр çути : «Хур-кайăк çулĕ» историлле романсен ярăмĕ / М. Н. Юхма. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. – 495 с. Истори вăл – ĕмĕрлĕх пĕлÿ. Историлле романра чăнлавсем кăна мар, шутласа кăларнă пулăмсем те пулма пултараççĕ. Анчах унăн тĕп никĕсĕ - историре чăн пулнă ĕçсемпе чăн пулнă çынсем. Çавăнпа кашни историлле произведении вулакана пĕлÿ тĕнчине илсе каять. Кĕнекене чăваш халăх писателĕн вун икĕ хайлавĕнчен тăракан «Хур-кайăк çулĕ» ятлă историлле романсен ярăмĕнчи икĕ произведение кĕртнĕ. Пĕрремĕшĕ «Хĕвел таппи (Тамарислу – ама çынсен патши)» ятлă. Унти ĕçсем икĕ историлле тапхăрта пулса иртеççĕ: хальхи вăхăтра тата пирĕн эрăчченхи саккăрмĕш - улттăмĕш ĕмĕрсенче. Иккĕмĕш роман – «Юрăçăпа патша (Сăкăт пики – Сар пике)». Çыравçă кунти ĕç-пуçа та икĕ туртăм йĕрĕпе илсе пынă: турăсен тĕнчинчи хăйне евĕрлĕ пурнăçа тата пирĕн эрăчченхи улттăмĕш – пиллĕкмĕш ĕмĕрсенчи Вăтам Азипе Малти Азире пулса иртекен ĕçсене çутатса панă. Кĕнеке историпе кăсăкланакансемшĕн питĕ паха пулĕ. | | Андреева, Л. Слабинушка… : повести. – Шумерля : Шумерлинский издательский дом, 2007. – 314 с. В сборник «Слабинушка» вошли три повести: «Трясина», «Розы славы и любви», «Слабинушка». В первой повести описывается история становления человека на путь криминала, где на карту жизни ставится не только личное благополучие, но и счастье близких. Когда в творчестве заключена вся твоя жизнь – путь к личному счастью усыпан отнюдь не розами (повесть «Розы славы и любви»). Три семьи, сложившиеся почти одновременно, но только в одной потеря ребенка становится трагедией и неизменно накладывает неизгладимый отпечаток и на остальных (повесть «Слабинушка»). | Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!
|
|
|
|