03 | 08 | 2020

Обзор журнала "Таван Атал" №1 2010 г.

Ырă кун, ырă сехет тĕлне пултăр, хисеплĕ вулакансем!

Сирĕн валли Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 1-мĕш номерĕ. Мĕнпе илĕртме, кăсăклантарма пултарĕ-ха вăл вулакана?

Чимĕр-ха, çĕнĕлĕхĕ пур. Унчченхи "Тăван Атăл" журнал çумĕнче "Сунтал" ятлă журналăн кăларăмĕ пичетленсе тухнă.

Вулакансем, сире аса илтерер, "Сунтал" 1924 çултанпа тухать. 1946 – 2007 çулсенче вăл "Ялав" ятпа тухса тăнă. "Тăван Атăл" журналăн чи пĕрремĕш номерĕ вара 1931 çулта "Трактăр" ятпа пичетленсе тухнă. 1935 çултан – "Илемлĕ литература" ятпа. 1944 çултан – "Тăван Атăл".

Унсăр пуçне, журналта Аслă Çĕнтерĕве халалласа çырнă статья, сăвă, калав чылай.

"Тăван Атăл" журналăн номерĕнче:

Поэзи

"Хусанкай академийĕ"
Василий Антонов "Халăха эсĕ кирлĕ ялан"

Проза

Лев Кузьмин "Хура юпа" роман (2-мĕш пайăн 11, 12 сыпăкĕсем)
Николай Максимов "Шурă акăш" роман-легенда (4, 5, 6 сыпăкĕсем)

"Сунтал" журналăн номерĕнче:
Афиноген Кузьмин "Ку çурчĕ рейхстаг мар-тăк, тепĕр çуртне илĕр"

Еткерлĕх

Леонид Агаков "Нихçан та манас çук"

Поэзи

Юрий Сементер "Пайтул"
Николай Теветкел "Хурăнсен тăрринче явăнать симĕс хум"

Юбилей

Митта Петĕрĕ "Виçĕ калав"

Пултарулăх лаççи

Николай Теветкел "Састашсăр сăвăсем пултарусăр çуралмаççĕ"

 

«Тăван Атăл» журналăн хуплашки çинче Николай Яковлев художникăн сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Ӳнерçĕн шÿтлĕ ÿкерчĕкĕсемпе эсир хуплашкан 3 страницинче паллашма пултаратăр. Укерчĕкĕсенче - А. Хусанкай, П. Осипов, Д. Анатри, П. Ялкир.

«Хусанкай академийĕ» ярăмра Петĕр Хусанкай поэт 1936 çулта çырнă «Шелепийĕн Шерепи» ятлă сăвви пичетленнĕ. Унапа тĕплĕнрех Атнер Хусанкай «Поэзипе поэтсем çинчен» ятлă ăнлантарăвĕнче çапла çырать: «…Петĕр Хусанкай сăвăлла çыру жанрĕпе 20-30 – мĕш çулсенче час-часах усă курать. Поэт унта хăй çинчен, хăйĕн поэзири тивĕçĕпе вырăнĕ пирки шухăшлать, литературăри лару-тăрăва, унăн çитĕнĕвĕсене хак парать, юлташ-сăвăçсенчен шÿтлесе тăрăхлать е кăштах кулса илет. П. Хусанкай сăвăлла çырăвĕсенче чăваш сăмахĕн малашлăхĕ пирки те ĕмĕтленет». Хăш-пĕр йĕркипе паллашар:

Часах сÿнчĕ тепри те, анчах
Мана ун чун хавалĕ паха.
Çуттăн эпĕ курап çав пăнча,
Ĕмĕрех ялтăртаттăр Ахах!

Тăван халăхăн чĕрĕлĕхĕ çеç тĕл,
Телей – тимĕр татан чĕлхе çеç:
Украин хирĕнче выртать Çеçпĕл
Хăй республикинчен тĕлĕнсе.


Çавăн пекех сăвăра Гурий Комиссарова, Турхан Энтрине, Тарас Кириллова, Константин Иванова, Тайăр Тимккине, Çемен Элкере, Митта Петĕрне, Иван Мучине, Илпек Микулайне тата ыттисене те асăннă.

Лев Кузьмин çыравçă хайланă «Хура юпа» романăн 2-мĕш пайăн 11, 12 сыпăкĕсем пичетленнĕ. Роман мĕншĕн «Хура юпа» ятлă-ши? Упăшкипе арăмĕн хутшăнăвĕсем хавшамĕç-ши, çемье арканмĕ-и? Çакна пĕтĕмпех журналăн çĕнĕ номерĕнче вуласа пĕлме пулать. Пуçламăшĕ иртнĕ çулхи 10, 11, 12-мĕш номерсенче тухнă. Малалли - çитес номерте.

Кăларăмра Василий Антонов поэтăн «Кăрлач», «Атте-анне», «Пурнăç вальсĕ», «Утăм», «Тăватă сăмах», «Сонет» ятлă тарăн шухăшлă сăввисем пичетленнĕ. Сăвăçă кун-çул, атте-анне, самана çинчен çырать.

Николай Максимов çыравçăн «Шурă акăш çулĕ» роман-легендăн пуçламăшĕ 2009 çулхи 12-мĕш номерĕнче пичетленнĕччĕ. Шупашкар карманĕ çунса кайнă хыççăн чăваш çĕршывне мĕн кĕтет? Хайлаври тĕп геройсен шăпи еплерех çаврăнса тухать? Вулакансем роман-легендăн 4, 5, 6 сыпăкĕсенче çак ыйтусем çине хурав тупма пултарĕç. Малалли - çитес номерте.
Ял илемĕ – капăр çурт кăларăмра çĕнĕ çурт планĕ сĕннĕ.
Тĕрĕ пултăр парне кăларăмра тĕрĕ шăрçалама кăмăллакансене çĕнĕ ÿкерчĕк сĕннĕ.

«Тăван Атăл» журнал çумĕнчи «Сунтал» номерĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккассинче хĕрÿ чĕреллĕ сăвăç, поэт-фронтовика Валентин Урташа çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа палăк уçнă чухнехи сăнÿкерчĕкĕсем пур.
«Ку çурчĕ рейхстаг мар-тăк, тепĕр çуртне илĕр» статьяра Афиноген Кузьмин таврапĕлÿçĕ, çыравçă 1945 çулта К. Я. Самсонов батальонĕ рейхстага илни, Çĕнтерÿ Ялавне çĕклени, кайран çакă паян кунчченех легенда пулса юлни çинчен çырса кăтартать. Рейхстага штурмлама нумай-нумай чаçри салтаксемпе офицерсем хутшăннă. Ун чухне асăннă батальон чи малтисенчен пĕри пулнă иккен.

«Еткерлĕх» ярăмра Леонид Агаков çыравçăн 1972 çулта ака уйăхĕнче çырнă фронтри аса илĕвĕсемпе паллашма пулĕ. «Кам вăрçăра пулнă, унти этемле мар йывăрлăхсене тÿснĕ, тăшман вăхăтлăха тытса илнĕ пирĕн таса çĕр çинче тунă тискер ĕçсене курнă, камăн чи çывăх юлташĕсене, тусĕсене хăй аллипе çĕре чикме, уншăн калама çук хуйхăрма тивнĕ, кам чи хăватлă çапăçусене хутшăнса тăшмана хамăр çĕр çинчен каялла, хĕвел анăçнелле хăваланă çĕрте пулнă, çавăншăн чун-чĕререн савăннă – унăн çынсене каласа кăтартмалли питĕ нумай», - тесе çырать Л. Агаков.

«Пайтул – пирĕн халăхăн чапĕ. Пайтул – пирĕн халăхăн мухтавĕ. Вăл чăнласах та пирĕн историри чи чаплă та чи çутă çичĕ çăлтăртан чи чапли, чи çутти», - тет Юхма Мишши. Çак паттăр çинчен чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер «Пайтул» ятлă çичĕ çиçĕмлĕ юри журналăн çĕнĕ кăларăмĕнче пичетленнĕ. Вулакансен Пайтулăн мухтавлă ĕçĕсемпе туллин паллашма май пур.


… Шуррăн-хĕрлĕн çутăлать ав тул,
Пысăк шухăшпа пырать Пайтул:
Раçăн утаман шанать ăна,
Чыслăн пулăшса пыракана.
Йĕкĕт хисеплет ун шанăçне,
Чĕререн тăвать мĕн хушнине,
Кисретме тискер чуралăха
Вăл çĕклерĕ пĕтĕм халăха…

Митта Петĕрĕ çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Чăваш литературине тĕпчекенсем ăна «кĕске калав ăсти» тесе хаклаççĕ. Журналта та çыравçăн «Çемьери тавлашу», «Ахаль çеç…», «Клемукпа унăн ашшĕ Йăкăнат» ятлă виçĕ кĕске калавĕ тухнă.

«Састашсăр сăвăсем пултарусăр çуралмаççĕ», - тет хăйĕн статйинче Николай Теветкел. Поэт ирĕклĕ сăвă çыракансене Степан Лашмана, Петĕр Хусанкая, Геннадий Айхине, Петĕр Эйзина, Любовь Мартьяновăна, Марина Карягинăна, Алина Сосаевăна, Петĕр Яккусене, Станислав Сатура асăнать, кăшт вĕсен пултарулăхне тĕпчет.
Кăларăмра Николай Теветкелĕн «Хурăнсен тăрринче явăнать симĕс хум» сăвви пичетленнĕ.

Çуйăн Хĕветĕрĕ пухса хатĕрленĕ Чăваш халăх эпосĕ «Улăп» вулакансем патне вырăсла çитрĕ. Ăна, Аристарх Дмитриев куçарнă, Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе тухнă. Журналта çак асăннă çĕнĕ кĕнекен хуплашки пичетленнĕ.
Çакăн пек пуян та хăйне евĕрлĕ «Тăван Атăл» журналăн çĕнĕ номерĕ. Вулавĕ кăмăллă та чуна çĕклентермелле пултăр, хисеплĕ вулакансем!