Обзор журнала "Таван Атал" №5 2010 г.
Ырă кун, ырă сехет тӗлне пултăр, хисеплӗ вулакансем!
Сирӗн валли Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан «Тăван Атăл» журналăн кăҫалхи 5-мӗш номерӗ. Асăрхарăр ӗнтӗ, январьте журнал икӗ пайран тухма тытăнчӗ, ҫавăнпа калăпăшӗ те кăшт ӳсрӗ. «Тăван Атăлпа» «Сунтала» икӗ журнал тесен те йăнăш пулмӗ: вӗсене пӗр-пӗринчен уйăрса вулама май пур; содержанийӗпе те раснарах – «Тăван Атăлта» илемлӗ литература хайлавӗсем пичетленеҫҫӗ, «Сунталта» ытларах обществăпа политика материалӗсем, публицистика, критика тата тӗпчевсемпе тишкерӳсем вырăн йышăнаҫҫӗ. Урăхла каласан, кăларăмсене тӗрлӗ вăхăтра тухнă чăваш журналӗсене тӗпе хурса калăпланă, вӗсен ырă йăли-йӗркине чӗртсе, ҫӗнетсе малалла тăснă.
Вулакансем, сире аса илтерер, «Сунтал» 1924 ҫултанпа тухать. 1946-2007 ҫулсенче вăл «Ялав» ятпа тухса тăнă. «Тăван Атăл» журналăн чи пӗрремӗш номерӗ вара 1931 ҫулта «Трактăр» ятпа пичетленсе тухнă. 1935 ҫултан – «Илемлӗ литература», 1944 ҫултан – «Тăван Атăл».
«Тăван Атăл» журналăн малтанхи страницинче «Аслă Ҫӗнтерӳ: 65 ҫул» ярăмра
Александр Алка сăвăҫăн «Хăрушлăхпа хаярлăх» сăвăри йӗркисем вырăн тупнă. В
ладимир Бараев ҫыравҫă 1942 ҫулта хайланă
«Пӗтмен ҫыру» ятлă поэма та Аслă вăрҫă вăхăтӗнчи самантсене сăнлать. Вулакансен поэмăн тулли варианчӗпе паллашма май пур. Унта автор чăваш литературинче палăрнă Андрей Петокки, Максим Ястран, Иван Ивник вăрҫăра паттăррăн ҫапăҫса пуҫӗсене хунине ҫырса панă.
В. Бараев – фронта тухса кайичченех палăрнă ҫыравҫă. Унăн малтанхи сăввисемпе калавӗсем, очеркӗсемпе статйисем Самарта тухса тăнă «Колхозник» хаҫатра пичетленнӗ. Ҫыравҫă фронтра 1942 ҫулхи чӳк уйăхӗн 19-мӗшӗнче паттăрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Унăн паллăрах кӗнекисем: «Кавказ хăнисем» (1936), «Али-паттăр: сăвăлла юмах» (1940, 1955), «Сӳнми хӗлхем: сăвăсемпе поэмăсем, калавсемпе юмахсем» (1961).
Вулакансем Валерий Муравьев ҫыравҫăн «Ҫылăхлă арҫын» ятлă романӗн виҫҫӗмӗш кӗнекипе туллин паллашма пултараҫҫӗ. Пуҫламăшӗ 2007 ҫулхи 5-6, пӗлтӗрхи 7-8, кăҫалхи 4-мӗш номерсенче пичетленнӗ. Романри ĕçсем Аслă вăрçă хыççăнхи чăваш ялĕн йывăр пурнăçне сăнлаççĕ. Якур ятлă колхоз председателӗн ҫылăхлă пурнăҫне вулакансем малалла сăнӗҫ, тишкерӗҫ.
«Эткер» ярăмра Василий Алентей ҫыравҫăн «Вун иккӗмӗш ура» ятлă калавӗ пичетленнӗ. Хветӗр Иванччăн хӗрӗх иккӗмӗш ҫултанпа шучӗпе вун виҫҫӗмӗш ура ку. Мӗнле апла? Ҫыннăн икӗ ура кăна вӗт. Сăмах протез ҫинчен пырать. Кашни икӗ ҫулта пӗрре илнӗ ăна Хветӗр Иванччă. Калавра пулса иртекен ӗҫ-пуҫ ҫинчен журнала вуласа пӗлме пулать.
Константин Васильевич Иванов ҫуралнăранпа 120 ҫул ҫитнине халалланă ярăм поэтăмăрăн хайлавӗсемпе пуян: «Хальхи самана», «Тимӗр тылă», «Шуйттан чури». Валерий Муравьев сăвăҫ К. В. Иванова халалласа «Слакпуҫ ҫăл куҫӗ умӗнче» ятлă сăвă ярăмӗ шăрҫаланă.
Журналти «Чăваш поэзийӗн антологийӗн» ҫӗнӗ кăларăмне Ю. Айдаш, П. Афанасьев, Ю. Сементер пухса хатӗрленӗ. Шучӗпе вăл 17-мӗш. Унти ҫыравҫăсемпе паллашар-ха. Валетина Тарават сăвăҫăн «Хӗрарăма», «Чечняра вăрҫă», «Ҫуралнă кун», «Тăван ялăма» тата ытти сăввисем пичетленнӗ. Ҫыравҫă пултарулăхӗ нумай енлӗ. Вăл медицинăра та, юрă-ташăра та, литературăра та ăнăҫлă ӗҫлет. 1994 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ. Паллăрах кӗнекисем: «Ӗҫчен мăнук», «Уяв парни», «Хаклă сасă», «Чун тараси».
Вениамин Петрович Тимаков – сăвăҫ, тӗпчевҫӗ, тăлмачă. «Тăван Атăл», «Хатӗр пул» журналсенче, Чăваш Республикин писательсен союзӗнче, Чăваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Ҫыравҫăн паллăрах кӗнекисем: «Аслă ҫыхăну», «Юмансар», «Туссемпе тӗл пулни», «Хирти сасăсем». Вулакансем поэтăн «Чунри сукмаксем», «Халăх монологӗ», «Авалхи юрăҫă», «Алтăр ҫăлтăр», «Ҫырмари кушак» тата ытти сăввисене вуласа киленме пултараҫҫӗ.
… Пурнăҫне пурăнаҫҫӗ ҫынсем,
Виличчен тăрмашаҫҫӗ вӗсем
Ку енчи ырлăха ас тивесшӗн.
Кун та, ҫул та пит хăвăрт иртет,
Ак, кун-ҫулӗ этемӗн пӗтет.
Ют халь ҫакă этем ҫут тӗнчешӗн, – тесе ҫырать поэт «Пӗр тӗпренчӗк телейшӗн» сăввинче.
Журналта Юрий Сементер сăвăҫăн «Чӗкеҫ баллади», «Амăшӗн чунӗ», «Шурă-шурă акăшсем», «Упăшки те арăмӗ», «Шур ҫăмха», «Виҫӗ ыйту» сăввисем вырăн тупнă.
Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) тăван литературăра аллă ҫул ӗҫлесе вăтăра яхăн кӗнеке пичетлесе кăларнă. Паллăрах кӗнекисем: «Йӗс шăнкăрав», «Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Хурапа шурă», «Хуркайăк ҫулӗ», «Ҫиҫӗм сапаки».
Чăваш композиторӗсемпе туслă пурăннă май Юрий Семеновичăн юрă жанрӗнче чылай ӗҫлеме тивнӗ. Г. Максимовăн «Телей кайăкӗ», «Аттила» оперисене, «Шур акăш» музыка комедине, Ф. Васильевăн «Вăрман ачисем» балетне ҫырнă ҫӗре хутшăннă. Поэт – Ҫеҫпӗл Мишши (1983), Нестер Янкас (1996), Фатых Карим (2002) ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чăваш халăх поэчӗ (1999).
Самант пек – пурнăҫ, е – пин ҫуллăх тейӗн.
Е тепӗр чух тӗтре пек, тӗлӗк пек
вăл сирӗлет – вӗҫсе иртен телейӗн.
Мӗскер теме пулать ку тӗлӗшпе?
Мӗскер теме? Кама мӗнле Тур ҫырнă.
Эп хам шеллеп пурнăҫа мар, вута,
чунри вута, вăл чи хакли ыр ҫыннăн,
ҫав ҫухалать, сӳнет, ҫав макăрать, – тесе ҫырать Михаил Сениэль сăвăҫ хăйӗн «Эрленнӗ чун-чӗре» сăвă ярăмӗнче. Михаил Сениэль (Егоров Михаил Павлович) СССР писателӗсен членӗ. Сăвăҫăн хайлавӗсене украин, белорус, поляк, еврей, тутар, азербайджан, пушкăрт, туркмен, осетин, сербохорват, итали, француз, акăлчан, яппун чӗлхисене куҫарнă.
Вулакансем Николай Дворов ҫырнă «Тавҫăрулăх», «Хуралти чăрăшсем», «Хисеп», «Ан ӳркен», «Шупашкар» ятлă сăввисене те вуласа киленӗҫ.
Шупашкар, тăван енӗм пекех
Йышăнатăн хаваслăн мана.
Эп санран ютшăнас ҫук текех,
Калаҫар-ха санпа пӗр кана.
<…>Ҫут малашлăхлă эс, Шупашкар!
Кунсерен хитрелен, чечеклен!
Чун пилленӗ сана мăн Пăлхар.
Ун пекех хăватпа эс ҫӗклен! – тесе ҫырать сăвăҫ «Шупашкар» сăввинче.
Николай Михайлович Дворов сăввисемпе поэмисем республикăри тата ун тулашӗнчи хаҫат-журналсенче тăтăшах пичетленеҫҫӗ. Унăн халиччен ҫичӗ кӗнеке ҫапăнса тухнă: «Кун-ҫул таппи», «Савăнăҫ куҫҫулӗ», «Сукмак», «Шанăҫ», «Тумхахлă ҫул», «Чун ыратăвӗ», «Ҫулҫă ҫумăрӗ ҫăвать».
Журналăн вӗҫӗнче «Тӗрӗ пултăр парне» кăларăмра тӗрӗ шăрҫалама кăмăллакансене хитре ӳкерчӗк сӗннӗ. «Ял илемӗ – капăр ҫурт» кăларăмра ҫӗнӗ ҫурт планӗ пур.
«Сунтал» журналăн номерӗнче те вуласа пӗлмелли, кăсăкланмалли чылай.
«Автограф» ярăма Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Анатолий Александрович Дуняка халалланă. Вăл сăн ӳкерчӗксемпе тата музыкант аса илӗвӗпе пуян. Анатолий Дуняк мӗн пӗчӗкрен музыкăна ҫывăх пулнă. Ҫарта юлатшӗпе пӗрле музыка взвочӗ йӗркеленӗ. Кайран пенсие тухичченех театр оркестрӗнче ӗҫленӗ. Пӗр вăхăтрах С. М. Максимов ячӗллӗ музыка шкулӗнче ачасене кӗвве туйма вӗрентнӗ. Хальхи вăхăтра Анатолий Дуняк Чăваш патшалăх филармонийӗнче йӗркеленнӗ симфони оркестрӗн чи малтанхи йышӗнчен пӗр-пӗччен тăрса юлнă. Хăй калашле «юлашки могикансенчен пӗри».
«Аслă Ҫӗнтерӳ: 65 ҫул» ярăмра «Вăрҫă хăварнă сурансем» ятпа паллă ҫыравҫăсен аса илӗвӗсем, шухăшӗсем, чӗре ыратăвӗсем пичетленнӗ. Вӗсен хушшинче Борис Борлен, Юлия Силэм, Лев Медведев, Владимир Антонов. Ярăмра сăн ӳкерчӗксем те чылай.
Журналта вулакансем хăйсен пултарулăхӗпе час-часах паллаштараҫҫӗ. Акă, Тутарстанти Элшел ялӗнчи Николай Зимин «Ветерана» ятлă сăвă шăрҫаланă.
Ҫемье вулавӗ валли те хайлав сӗннӗ. Вăл Леонид Кавалсен ҫырнă «Асран кайми» калавӗ. Вырăсларан Юрий Айдаш куҫарнă. Хайлавра Иван Кузьмичпа Миша тете вăрҫă вăхăтне аса илеҫҫӗ. Унтанпа утмăл пилӗк ҫул иртрӗ. Ҫӗнтерӳ кунне кашни ҫулах паллă тăватпăр. Уявӗ юрăри пек, куҫ тулли куҫҫульлӗ уяв.
«Аса илӳ» ярăмра Николай Айзман драматургăн ачалăхпа яшлăх ҫулӗсене ҫутатса панă. Кашни вулаканшăнах ҫак аса илӳ кăсăклă пулӗ. Вӗҫӗ – ҫитес номерте.
Владимир Алмантайăн «Камсем эпир? Хăш йăхран?» тӗпчев статйи «Чăваш тавра шухăш вӗҫрӗ» ярăмра пичетленнӗ. Пуҫламăшӗ иртнӗ номерте кун ҫути курнăччӗ. Малалли пулать. Патăрьел районӗнчи Петр Семенов ҫырнă «Ылтăн Пăлхар саланни» сăвă вара ҫак статьяна тата та пуянлатать.
«Ҫӗнӗ кӗнеке – ҫӗнӗ тӗнче» ярăмра Сергей Павловăн «Сарă хăмăш, сар хăях» тата Нелли Петровскаян «Ҫил-тăманлă каҫ» ятлă ҫӗнӗ кӗнекисен кӗске тишкерӗвӗ.
Ҫакăн пек пуян та хăйне евӗрлӗ «Тăван Атăл» журналăн ҫӗнӗ номерӗ.
Журнал Чăваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви пулăшнипе тухса тăрать.
Вулавӗ кăмăллă та чуна ҫӗклентермелле пултăр, хисеплӗ вулакансем!
«Тăван Атăл» журналăн ҫӗнӗ номерне
Чăваш Республикин Наци библиотекин
«Чăваш кӗнеки» центрăн библиотекарӗ
Алина Павлова тишкернӗ