19 | 03 | 2024

Рабочий и колхозница в чувашской прозе

Чӑваш литературинчи ӗҫ ҫыннин прозӑри сӑнарӗ

2016 ҫула Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Ҫавна май ӗҫ ҫыннисене, ҫурт-йӗр хӑпартакансене е вӑрманҫӑсене, тухтӑрсене е вӗрентекенсене, ӑсчахсене е ҫӑкӑр пӗҫерекенсене кӑсалхи ҫул пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Наци библиотекинче те вулакансене ӗҫ ҫынни сӑнарӗпе ҫывӑхрах паллаштарас тӗллевпе тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ.

Фоторепортаж

Акӑ, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Чӑваш кӗнеки» центрта вулакансем «Чӑваш литературинчи ӗҫ ҫыннин прозӑри сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци итлеме пултарчӗҫ. Ӑна Наци библиотеки И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗн тӗпчевҫисемпе пӗрле ирттерчӗ.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев чӑваш литературинчи рабочи сӑнарне тӗплӗн уҫса пачӗ. Александр Иванович ӗҫ ҫынни сӑнарне икӗ пая уйӑрать: ял-хуҫалӑхра ӗҫлекен (хресчен) тата промышленноҫра вӑй хуракан (рабочи). Рабочи теми пахалӑхӗпе ял темине ҫитеймест, апла пулин те Совет саманин юлашки тапхӑрӗнче ҫыравҫӑсем чылай паха роман калӑлпланӑ. А. Талвирӑн «Никӗс», И. Лисаевӑн «Тивӗҫ», Г. Красновӑн «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет», «Кӗвӗҫекене кӗвӗ ҫиет» романӗсем, В. Чебоксаровӑн «Вутпа тимӗр», И. Григорьевӑн «Хумсем пӗрлешеҫҫӗ» повеҫсем - ҫаксем тата ытти хайлавсем тӗрлӗ заводсемпе фабрикӑсенче ӗҫлекенсен пурнӑҫне уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ.

Ӗҫ теми халӑх сӑмахлӑхӗнче те анлӑ тӗл пулать: сӑвай ҫапакансен, бурлаксен, кӗпер тӑвакансен юррисем халӑхра хӑй вӑхӑтенче питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Чӑваш литературинче чӑн-чӑн рабочи теми ҫураласси вара 1905 ҫулхи пӗрремӗш вырӑс революципе, «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланипе ҫыхӑннӑ, тесе пӗлтерчӗ Александр Мефодьев. Уйрӑмах вӑл Михаил Акимов хастар публицистикӑлла статйисене, Тайӑр Тимккин хӗрӳллӗ сӑввисене палӑртса хӑварчӗ.

Николай Осипов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ шучӗпе вара 20-21 ӗмӗрсенчи чӑваш литературинче рабочи теми самай вӑйсӑрланнӑ, пысӑк хайлавсем ҫукпа пӗрех. Паллах, ку самана улшӑннипе ҫыхӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен вара, тӗпчевҫӗ шухӑшӗпе, рабочи сӑнарӗ хаксӑрланнӑ.

Темшӗн пирӗн ӑсчахсем ӗҫ ҫынни сӑнарне заводсемпе фабрикӑсенче ӗслекенсемпе, ҫурт-йӗр хӑпартакансемпе, вӑрманҫӑсемпе, ҫӑкӑр пӗҫерекенсемпе тата ҫавӑн йышши профессиллӗ ҫынсемпе кӑна ҫыхӑнтарасшӑн пулчӗҫ. Пирӗн шутпа вара ӗҫ ҫынни вӑл чылай анлӑрах сӑнар: журналистсем, ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, ӳнерҫӗсем, вӗрентекенсем, вулавӑшҫӑсем, сутуҫӑсем… - эпир кашниех хамӑрӑн ӗҫе тӑватпӑр, тӑван ҫӗршыва, тӑван республикӑна аталантарассишӗн тӑрӑшатпӑр.

Тӗпрен илсен, уҫӑ лекци питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ, итлекенсем чылай ыйтусем пачӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ.

 

Информацие

«Чӑваш кӗнеки» центрӗн библиотекарӗ

Ольга Тимофеева хатӗрленӗ

Тел. 230-217 (144)