19 | 03 | 2024

Состоялся юбилейный вечер Михаила Юхмы

Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Наци библиотекинче паллӑ чӑваш ҫыравҫи Юхма Мишши ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявларӗҫ. Уява ертсе пыракансем, пултаруллӑ сӑвӑҫ Альбина Юратупа Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов пулчӗҫ.
 

Чи малтанах Михаил Николаевича тӗнчен тӗрлӗ кӗтессинчен ярса панӑ телеграммӑсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, Федераци Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Николай Фёдоров, Патшалӑх Думин депутачӗ Алёна Аршинова, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн администраци ертӳҫи Юрий Васильев тата ыттисем хӑйсен ӑшӑ саламӗсенче Михаил Николаевича ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунса халӑх умӗнчи пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн чун-чӗререн тав тунӑ.

Юбиляра саламлама лӑк тулли зал пухӑннӑ: ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ӑсчахсем, шкул ачисемпе студентсем… Вӗсене пурне те Юхма Мишшин анлӑ пултарулӑхӗ тыткӑнлани пӗрлештерет.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Константин Яковлев ҫапла каларӗ: «Юхма Мишши – пурнӑҫри тӗлӗнмелле ҫын. Мӗн ачаран эпӗ унӑн хайлавӗсене вуласа ӳснӗ. Михаил Николаевич чӑваш ятне ҫӳллӗ шая ҫӗклес тесе ҫав тери нумай тӑрӑшать… Ӑҫта кайсан та, Юхма ятне пурте пӗлеҫҫӗ. Хаклӑ Михаил Николаевич, Сирӗнте пирӗн вӑй, Сирӗнтен вӗренмелли пирӗн ҫав тери нумай!...»

Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министрӗ Александр Иванов палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Юхма 80 ҫул хушшинче тӑван халӑхшӑн ҫав тери нумай ырӑ ӗҫ турӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чӑн тупсӑмне шыраса тупма пултарчӗ.

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Князькин вара Юхма Мишшине вырӑс писателӗпе Михаил Булгаковпа танлаштарчӗ, Юхман сумлӑ хайлавӗсем вырӑс тата чӑваш литературисен историне ҫирӗппӗн кӗрсе юлнине пӗлтерчӗ.

Михаил Николаевич Юхма – Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни. Ӑна саламлама Шупашкар хули администрацийӗнчен те килсе ҫитнӗ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ячӗпе культурӑпа туризм управленийӗн ӗҫченӗ Тамара Шамсеева тухса калаҫрӗ, чӑваш литературин анинче нумай ҫул хушши тӑрӑшуллӑ та тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, чӑвашлӑха упраса хӑварассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ.

Тухса калаҫас текенсем ҫав тери нумай пулчӗҫ, кашниех Юхма Мишшине тӳрремӗн саламлас кӑмӑлпа ҫунчӗ, чунра капланнӑ туйӑмсене кӑларма, чӗререн тухакан сӑмахсене пӗлтерме васкарӗ. Вӗсем хушшинче - Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин профессионаллӑ писательсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗн, пирӗн республикӑн тӗрлӗ районӗсен (Патӑръел, Вӑрмар), Раҫҫейри чылай регионсен (Тутар, Удмурт республикисем, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чулхула, Оренбург облаҫӗсем) элчисем пулчӗҫ. Пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗре Юхма Мишшине чыслама ытти ҫӗршывсенчен те килсе ҫитнӗ. Акӑ, нимӗҫ ӑсчахӗ, политолог Кай Элерс Михаил Николаевича 20 ҫул ытла пӗлет иккен. Ҫак кунсенчех Наци библиотекинче Юхма Мишши нумай ҫул каялла Ӑста Наҫтук калавҫӑран ҫырса илнӗ «Ылттӑнпик» чӑваш халӑх эпосӗн нимӗҫле куҫарнӑ кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна нимӗҫле куҫараканӗ шӑп та лӑп пирӗн республикӑн, пирӗн ҫӗршывӑн ҫывӑх тусӗ Кай Элерс пулчӗ. Вӑл Юхма Мишшипе малалла та пӗрле туслӑ ӗҫлессе шаннине пӗлтерчӗ.

Паллах, чаплӑ уяв юрӑ-кӗвӗсӗр пулмасть ӗнтӗ. Хӑнасене паллӑ чӑваш юрӑҫисем, фольклор ушкӑнӗсем хаваслӑ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Юхма Мишши ача-пӑча валли те илемлӗ хайлавсем шӑрҫаланӑ, унӑн пьесисем тӑрӑх чылай спектакль калӑплана. Юбилей каҫӗнче пукане театрӗн артисчӗсем хӑш-пӗр спектакльсен татӑкӗсене лартса пачӗҫ. Ку юбилея халӑх чылай вӑхӑт хушши аса илсе пурӑнӗ-ха!

Эпир те, Наци библиотекин ӗҫченӗсем, Михаил Николаевича пӗтӗм чунтан саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫемьере килӗшӳпе юрату, ӗҫре ӑнӑҫусем сунатпӑр, вулакансемпе куракансене чӗрене тивекен, шухӑшлаттаракан хайлавсем татах та парнелессе шанса тӑратпӑр!

 

Информацие «Чӑваш кӗнеки» центрӗн библиотекарӗ Ольга Тимофеева хатӗрленӗ Тел. 230-217 (144)