Петр Егорович Егоров
(1731-1789)

Архитектор, Ҫуллахи садӑн питӗ паллӑ картин авторӗ, архитектурӑпа вырӑс классицизмне пуҫарса яракансенчен пӗри. XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче Санкт-Петербургра хута янӑ Ҫуллахи сад тӗнче искусствин питӗ паха ӗҫӗ шутланать. Унӑн «танлаштармалли ҫук» илемӗнчен тӗлӗнсе «тӗнчере пӗртен пӗр» тата генилле ӗҫ пулнине йышӑнса, ҫурт-йӗр лартас ӗҫ историкӗсем пӗрре кӑна мар ҫапла каланӑ: ҫав хухӗм карта кӑна хӑйӗн авторне питӗ чаплӑ ӑстаҫӑн мухтавне пама пултарнӑ.

«... ҫав пӗртен-пӗр сад,

Унӑн тӗнчери чи паллӑ карти», – унӑн тӗлӗнмелле ҫыпӑҫуллӑ илемӗпе хавхаланса, ҫапла сӑвӑланӑ Анна Ахматова.

Анчах та чаплӑ архитекторӑн ентешӗсенчен хӑшӗ те пулин шухӑшламан та ӗнтӗ ҫакӑн пирки, карта авторӗ кам пулнине, нумай ҫулсем хушши тавлашнӑ хыҫҫӑн, пирӗн вӑхӑтра ҫеҫ татса панӑ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен сахал пӗлетпӗр, архив хучӗсен типӗ йӗркисем кӑна сыхланса юлнӑ. Архитектура шкулне вӗренме кӗрсе, ҫапла ҫырнӑ Егоров: «Эпӗ чӑваш ҫынни...». Кун ҫумне хӑҫан ҫуралнине хушатпӑр - 1731. Тен пӗр ҫакӑ кӑна эпир ун пурнӑҫӗ мӗнле пуҫланнине пӗлме пултарни.

Мӗнле майпа Петербурга лекнӗ-ха Петр Егоров, вӗреннӗ, архитектор пулса тӑнӑ? Ӑнсӑртран пулса тухнӑ темелле. Пӗчӗк ача чухнех, паллӑ мар лару-тӑрура, вӑл Пӗрремӗш Петӗр патшан ҫывӑх ҫыннин, артиллери генерал-майорӗн Егор Леонтьевич Дадиани кнеҫӗн ҫемйине лекет.

24 ҫула ҫитичченех пурӑннӑ Петр кнеҫ килӗнче. Кунта вӑл пуҫласа «ӳнерлӗхпе» туслашнӑ. Ӳкерме, живопиҫе, архитектура никӗсӗсене хӑнӑхса пынӑ. Ахӑртнех кнеҫ чӗререн юратнӑ чӑваш ачине, ӑна усрав ача вырӑнне хурса пӑхса ҫитӗнтернӗ. Ятне хуни ҫеҫ мар, вӑл ӑна малтанхи пӗлӳ илме, архитектура шкулне кӗме те пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтра кнеҫ ҫырӑвӗсӗр «чӑваш ачине» йышӑну экзаменӗн ҫывӑхне те ярас ҫук. Пирӗн паллӑ ентеш хӑйӗн хушаматне хресна ашшӗн ятӗнчен илнӗ.

Дадиани кнеҫӗн ҫывӑх ҫыннисем хушшинче питӗ паллӑ «ӑсчах патшан», Арчил (грузинсен мухтавлӑ поэт-патши) тӑванӗн VI Вахтангӑн ывӑлӗсем - Бакар, Вахушти тата Георгий Багратионисем те пулнӑ. Вӗсене час-часах «нумай вӗренекенскерсем» тенӗ. Вӗсенчен кашниех грузинсен культурине ҫеҫ мар, вырӑс культурине те пысӑк пайта хывнӑ. Бакар кӗнеке пичетлес енӗпе ӗҫленӗ, Вахушти (Грузин географи институчӗ халӗ ун ячӗпе хисепленет) хӑйӗн Раҫҫейре кӑна мар, Францире те тухнӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗсемпе палӑрнӑ. Георгий ҫут ӗҫе хӳтӗленӗ, Мускав университетне 1000 тенкӗ парса пулӑшнӑ. Ку вӑл питӗ сумлӑ парне, ӑна вырӑс интеллигенцийӗ хапӑлласа кӗтсе илнӗ.

1750-мӗш ҫулсенче Петр Егоров Петербургра Бакар Багратионин ҫемйинче пурӑннӑ. Ахӑртнех, вӑл ун чухнех живопиҫе пӗлнӗ пулас. Документсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх 1750 ҫулта Егорова «Грузи патшин ывӑлӗнчен Бакартан» Опера ҫуртӗнче живопись ӗҫӗсене пурнӑҫлама илсе кайнӑ, ҫав ҫурта патша хушнипе тунӑ. Teн, шӑпах ҫавӑнта, Егоров каярахпа, вӗренме кӗрсен, хӑй ҫырнӑ тӑрӑх, ӑна «архитектурӑна вӗренес шухӑш канӑҫ паман».

Петр Егоровӑн ҫамрӑклӑхӗнчи ӑс-хакӑл лару-тӑрӑвӗ ӳнер пултарулӑхне аталантарма, нумай енӗпе пӗлӳ илме, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пиҫӗхсе ҫитме пулӑшнӑ. Малтанхи пурнӑҫӗнче те, ҫамрӑклӑхри пекех, ӑна ырӑ та сапӑр ҫынсем пулӑшса тӑнӑ, искусство ҫулӗпе утма хавхалантарнӑ.

1755 ҫулта Петр Егоров Петербургӑн Ҫурт-йӗр канцелярийӗ ҫумӗнчи архитектура шкулне вӗренме кӗрет. Вӑл ун чухне ятарлӑ пӗлӳ паракан чи лайӑх вӗренӳ заведенийӗ шутланнӑ (каярахпа ун никӗсӗ ҫинче «Виҫӗ чаплӑ ӳнер Академине» уҫнӑ). Малтан Егоров чаплӑ вырӑс архитекторӗ, Неван гранит ҫыранӗсене тунӑ тесе шутлакан А. Волков (1717-1790) патӗнче, унтан чаплӑ Ф.Б. Растрелли патӗнче вӗреннӗ. Вӑл вунӑ ҫул питӗ ӑста архитекторӑн Ж.Б. Вален-Деламотӑн пултарулӑхне ҫывӑхран сӑнаса тӑнӑ. Лешӗ Раҫҫейре чи малтан классицизм стилӗпе усӑ курнӑ (1759-1769 ҫулсенче Ҫурт-йӗр канцелярийӗнче ӗҫленӗ). Ҫакӑ ӳнер вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшнӑ ӗнтӗ ҫамрӑк Егорова.

Ҫурт-йӗр канцелярийӗнче (кайран - Кантур) – ҫӗршыври чи паллӑ, император килӗн саккасӑсене пурнӑҫлакан строительство организацийӗнче вӑтӑр ҫул ытла ӗҫленӗ вал. Егорова ҫав вӑхӑтра чи паллӑ архитекторсемпе пӗр танах «прожектсем тума» явӑҫтарнӑ, императрица хайланӑ саккассемпе лартакан яваплӑ ҫуртсене, сӑмахран, Мрамор кермене хӑпартма шаннӑ. Вӑл чылай ҫул хушши Ҫурт-йӗр канцелярийӗ ҫумӗнчи архитектура шкулӗнчи аслӑ курсри ҫамрӑксене вӗрентнӗ, «чертежсем хатӗрлесе тӑнӑ», хальхи пек каласан, проект мастерскойне ертсе пынӑ. Документсенче кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл яланах «ыттисенчен чаплӑ ӑстараххипе палӑрнӑ», ӑна пӗрмаях «чи кирлӗ, питӗ тимлесе хатӗрлемелли чертежсемпе» ӗҫлеме шаннӑ.

1760-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче тин ҫеҫ патша вырӑнне йышӑннӑ II Кӗтерне Пярну хулинче пурӑнакансене хысна укҫа-тенкипе чиркӳ лартса пама шантарнӑ. 1763 ҫулта ҫав чиркӳ проектне хатӗрлеме Петр Егорова хушнӑ. Пярну хулинчи Таса Турӑ Амӑшӗн Успени чиркӗвӗ (каярахпа ӑна Кӗтерне патша чиркӗвӗ теме тытӑннӑ) – Петр Егоровӑн пӗрремӗш ӗҫӗ пулнине пӗлетпӗр.

1765 ҫулхи пуш уйӑхӗнче императрица чиркӳ проектне «чи ҫуллӗ шайра тӗрӗсленӗ», ӑна питӗ килӗшнӗ ҫав проект, вӑл Балтика тӑрӑхӗнчи мӗн пур православи храмӗсене ун тӗслӗхӗпе туса лартма хушнӑ. «Пярну тӗслӗхӗпе» Ригӑри паллӑ Петропавловскри собора, ҫавӑн пекех Тартупа Курессааре (халӗ Кингисепп) хулисенче православи храмӗсене туса лартнӑ. Кӗтерне патша чиркӗвӗ паян кун та хулари чи илемлӗ архитектура палӑкӗ шутланать, ӑна патшалӑх сыхласа тӑрать.

1774 ҫулта II Кӗтерне патша Раҫҫейре хӗрарӑмсен пӗрремӗш вӗренӳ заведенийӗсене - Ырӑ ӑруран тухнӑ хӗрсен институтне (ӑна валли Смольнӑй мӑнастирӗн темиҫе корпусне уйӑрса панӑ) тата Мещен хӗрӗсен училищине уҫма шут тытать. Мӗн пур документсенче кӑтартнӑ тӑрӑх, Петр Егоров 1765-1766 ҫулсенче училище ҫурт-йӗрӗсене тума хутшӑннӑ.

Училище проекчӗн авторӗ кам пулни халиччен те паллӑ мар, мӗншӗн тесен чертежсем тупӑнман. Строительствӑна Ю.М. Фельтен ертсе пынӑ, ахӑртнех проектӑн малтанхи вариантне вӑл тунӑ пулас. Анчах ҫав проекта йышӑнман, 1765 ҫулта ҫӗнӗ вариант тӑвас тӗлӗшпе васкавлӑ ӗҫлеме пикеннӗ, вӑл икӗ ҫул тӑсӑлнӑ.

Императрица пуҫарнӑ, пирӗн ентеш те хутшӑннӑ тепӗр «ӗҫ» шӑпи те кӑсӑклӑ. 1768 ҫулхи ҫуркунне II Кӗтерне патша хӑй юратакан Г.Г. Орлов графа парнелемешкӗн «тав ҫурчӗ» Мрамор кермен (архитекторӗ А. Ринальди) лартма шут тытать. Кермене кӗмелли мрамор пусман чертежӗсӗр пуҫне ун ытти чертежӗсене тупайман. Ахӑртнех, архитектурӑпа хытах аппаланнӑ императрица ун эскизне хӑй ӳкерсе панӑ пулас.

Анчах та пӗрремӗш варианта ӗҫре усӑ курма йышӑнман. Юпа уйӑхӗнче М.И. Мордвинов генерал-инженер хӑй патне Мрамор кермен тунӑ ҫӗре Петр Егорова яма ыйтать, документра (1769 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ҫырнӑ) кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн «архитектурӑнa пӗлнипе ҫыхӑннӑ тивӗҫӗсене» пурнӑҫламалла пулать. Егоров 1768 ҫулхи юпа уйӑхӗнче стройкӑна пынӑ. Ҫав уйӑхрах проекта улӑштарма тытӑнаҫҫӗ: «пур енӗпе те ҫӗнетсе урӑхлатаҫҫӗ». Документсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, малалла пӗрре кӑна мар улшӑну кӗртнӗ, 1770 ҫулхи ҫулла кӑна модель тӑвас ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ. 1770 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна императрица «ҫӳллӗ шайра пӑхса тухнӑ», ырланӑ. Кермен тӑвас ӗҫе тытӑннӑ.

Проектпа ӗҫленӗ тапхӑрта (1768-1770) «мрамор ҫуртпа» ҫыхӑннӑ документсенче керменӗн пӗртен-пӗр авторӗ тесе шутланӑ Ринальди ячӗ пачах та тӗл пулмасть. 1771 ҫулхи кӗркунне кӑна, проекта вӗҫлесен тин, документсенче пуҫласа курӑнать ун ячӗ. Ринальди интерьерӑн чаплӑ ӑстаҫи пулнӑ. Мрамор кермен интерьерӗ ун чухне чӑннипех те тӗлӗнтернӗ, хӑйӗн илемӗпе, капӑрлӑхӗпе тыткӑнланӑ. Ун пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнисем пирӗн вӑхӑтченех упраннӑ. Ринальди лартнӑ ҫуртсен чаплӑ «сӑн-сӑпачӗпе ҫепӗҫ илемӗ» вӑл «барокко формисем еннелле» туртӑннине кӑтартать, ӑна кермен интерьерӗнче ҫеҫ палӑртнӑ, унта «барокко форми» хуҫаланнӑ (уйрӑммӑн илсен – керменӗн тухӑҫ фасадӗнче), анчах ку тулашри сивлек фасадсемпе, вӗсенче классика туртӑмӗ яр уҫҫӑн курӑннипе нимӗн чухлӗ те килӗшсе тӑмасть.

Ҫакна тӗпчевҫӗсем тахҫанах асӑрханӑ, вӗсем хытах иккӗленнӗ, Мрамор кермен архитектури пӗр евӗрлӗ марринчен тӗлӗннӗ, кермен тӑвас ӗҫе Ринальди кӑна мар, урӑх архитектор та хутшӑннӑ тесе калаҫнӑ.

Ҫав «урӑх архитектор» Петр Егоров пулман-ши? Вӑл пӗр- пӗччен кӑна Мрамор кермене туса лартнӑ вун ҫичӗ ҫул хушши (1768-1785) унта ӗҫленӗ-ҫке. Кермен проектне хатӗрленӗ тапхӑрта (1765-1770) архиври документсенче пӗр архитектор – Егоров ячӗ ҫеҫ тӗл пулать. Керменӗн тулаш фасачӗсене классицизм стилӗпе купаланӑ. Егоров лартнӑ ытти ҫурт-йӗрсенче шӑпах ҫавӑн пек. Петр Егоровӑн «Аслӑ императрица тӗрӗслесе тухнӑ» проекчӗ тӑрӑх Мрамор керменӗн Хӗсмет ҫуртне туса лартнӑ (1780-1788). Ӑна Марс уйӗ тата Кермен ҫыранӗ енчен тимӗр картапа ҫыхӑнтарнӑ, ӑна та Егоров проекчӗпе тунӑ - ун ӳкерчӗкӗ Ҫуллахи Сад картипе пӗр евӗрлех. Хӗсмет ҫурчӗ Мрамор керменпе пӗр комплексра – вӗсен адресӗ те пӗрле: Кермен ҫыранӗ, 6-мӗш ҫурт. Ӑнсӑртран мар ӗнтӗ XVIII ӗмӗрхи архитектурӑна питӗ лайӑх пӗлекен И.Э. Грабарь Мрамор кермене те, Ҫуллахи сад картине те пӗр архитектор ӑсталанӑ тесе ҫирӗплетнӗ, ҫапла шутланӑ: вӗсем «пӗр почеркпа», «архитектурӑри пӗр шухӑшпа» палӑрса тӑраҫҫӗ.

Егоров Мрамор кермене лартма хутшӑннине ҫирӗплетсе паракан тата тепӗр тӗслӗх. XVIII ӗмӗрте уйрӑмах тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн ҫеҫ сайра-хутра «ранга» пысӑклатнӑ. Мрамор кермен туса лартмалли вӑраха кайнӑ тертлӗ ӗҫе ӑнӑҫлӑн вӗҫленишӗн Егорова укҫан преми кӑна мар, икӗ хутчен мухтав аттестачӗ парса, ӑна чин енӗпе наградӑлама сӗннӗ. 1768 ҫулта Правительство Сеначӗн йышӑнӑвӗпе ӑна «двор канашҫи» пулма ҫирӗплетнӗ. Ранг табелӗпе килӗшӳллӗн, 7-мӗш класлӑ граждан чинӗ ҫар подполковникӗпе тан пулнӑ, дворян ятне панӑ.

1770 ҫулхи ҫулла II Кӗтерне патша Ҫуллахи сада Нева енчен «хапхаллӑ тимӗр картапа» пӳлсе хума «указ кӑларнӑ». Картан пӗрремӗш проекчӗн (вӑл икӗ ҫул вӑйра тӑнӑ) авторӗ И.Б. Фок архитектор (1741-1807) тесе шутламалла. 1772 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «ҫав картапа ӗҫлеме» Петр Егорова явӑҫтарнӑ.

Ҫуллахи сад картин чертежӗсем 11 лист, 1772-1784 ҫулсемпе ҫыхӑннӑскерсем халичченех упранса юлнӑ (вӗсенчен иккӗшне Фельтен алӑ пуснӑ). Карта проектне тума хутшӑннӑ тесе шутлани архитекторсен (Фельтен, Егоров тата Фок) графика почеркӗ вӗсем хатӗрленӗ чӑн-чӑн чертежсенче палӑрнӑ. Вӗсенчен иккӗшне, 1778 ҫулпа ҫыхӑннӑскерсене (картан ҫӳлти эрешӗн варианчӗсем) Фок тунӑ. Анчах вӗсемпе усӑ курма йышӑнман. Картан ытти тӑхӑр чертежне Егоровӑн графика манерӗпе тунӑ, вӑл унӑн ытти чертежӗсемпе паллӑ (Иордан павильон, Кӗтерне тата Раштав чиркӗвӗн иконостасӗ тата ыттисем).

Ҫакна уйрӑммӑн палӑртмалла: Егоров графики хӑйне евӗрлӗ, ун пекки урӑх ҫук. Хӑйӗн проекчӗсене вӑл ирӗклӗ живопись меслечӗпе тунӑ, чылай детале акварельпе хитрен сӑрланӑ. Хӑш-пӗр чертежсем ҫав тери илемлӗ, вӗсене уйрӑм ӳнер хайлавӗ теме пулать. Сӑмахран, Ҫуллахи сад картин кӗҫӗн хапхине ун ҫумӗнчи решетке сыпӑкӗсене кӑтартакан чертежа (1772 ҫул) гравюрӑпа аса илтерекен мелпе пурнӑҫланӑ - ҫамрӑк чухне Егоров ӳнерҫӗ пулма хатӗрленнӗ, рисованипе живопиҫе вӗреннӗ.

Проекта хатӗрлес енӗпе Егоров пӗтӗмпе вуникӗ ҫул (1772-1784) хушши ӗҫленӗ. Майӗпен, ҫул хыҫҫӑн ҫул тӑрӑшса, вӑл проектӑн пӗрремӗш вариантне (1772) йӑлтах урӑхлатнӑ, классицизм ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен уҫӑмлӑ, капӑр, ырӑ ӳкерчӗк патнелле ҫывхартнӑ. Ҫуллахи сад картин вышкайсӑр илемӗ, унӑм пур енлӗ ҫыпӑҫулӑхӗ, ҫирӗп те капӑр решеткесен, тӗлӗнмелле виҫелӗхӗ ҫакна пӗлтереҫҫе: кунашкал чаплӑ проекта мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитичченех пур ӗҫе те пӗр архитектор ӑсӗ кӑна ҫуратма пултарнӑ. Ҫирӗппӗнех ун пек архитектор Петр Егоров ҫеҫ пулнӑ теме май килет. Ҫуллахи сад картин проекчӑн вариантне вӑл тунӑ, сторительство ӗҫӗсене ертсе пынӑ, автор надзорне пурнӑҫласа тӑнӑ.

Анчах та яланах тенӗ пекех, Ҫуллахи сад авторӗсем иккӗн – Ю.М. Фельтенпа П.Е. Егоров архитекторсем пулнӑ теҫҫӗ. Ку ӗҫе Фельтен мӗнле хутшӑннӑ-ха? Ҫакӑ паллӑ, 1770-1771 ҫулсенче вал Фок проекчӗ тӑрӑх смета тунӑ, ун ҫинчен «ҫырса кӑтартнӑ», пулас картан чул пайӗсен калӑпӑшне палӑртнӑ. 1774 ҫулта вара проекта, ҫав шутра картан чул пайӗсене улӑштарнӑ май, сметӑпа ун ҫинчен «ҫырса кӑтартнине» Егоровпа «ӑста чулҫӑ» Насонов пӗтӗмпех ҫӗнетсе урӑхлатнӑ.

Фельтен Ҫуллахи сад картине тӑвас ӗҫе хутшӑннине архиври документсемпе те, графика материалӗсемпе те ҫирӗплетсе памаҫҫӗ. Карта тӑвассипе ҫыхӑннӑ питӗ нумай архив докуменчӗ ун ятне пӗрре те асӑнман. Вӑл Ҫуллахи сад проекчӗн пӗр чертежне те туман. Карта тӑвас ӗҫе Фельтен ҫурт-йӗр кантурӗн тӗп архитекторӗнче ӗҫленӗ пирки кӑна хутшӑннӑ, хӑйӗн аллинчи мӗнпур ҫурт-йӗре сӑнаса тӑрасси унӑн тивӗҫӗ шутланнӑ.

Ҫуллахи сад картан чӑн-чӑн авторне палӑртас енӗпе йӑнӑшасси XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче пуҫланнӑ пулас. Ю.М. Фельтен ун чухне ӳнер академийӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Ҫакнашкал пысӑк вырӑнта лараканскере императрица та, ҫав вӑхӑтри ятлӑ-сумлӑ ҫынсенчен пӗри, ӳнер академийӗн президенчӗ тата Ҫурт-йӗр кантурӗн директорӗ И.И. Бецкий те яланах хӳтӗлесе пурӑннӑ. 1788 ҫулта хӑйӗн формуляр (хӗсмет) списокне Фельтен хӑй ҫырса панӑ, унта вӑл «хӑй пурнӑҫланӑ» проектсен шутне «тимӗр решеткене» те кӗртсе хунӑ, анчах ҫакӑ вӑл Фельтен автор пулнине туллин ҫирӗплетсе параймасть. Кунпа пӗрлех Петр Егоровӑн 1786 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче карта тӑвас ӗҫ малалла тӑсӑлнӑ вӑхӑтра формуляр списокӗ те сыхланса юлнӑ. Ӑна Егоров хӑй мар, официаллӑ ҫын – Иван Харитонов протоколист хатӗрленӗ, унта ҫапла ҫырнӑ: «... Иртнӗ 1788 ҫулта артиллери полковникӗ, кайран генерал-инженер пулнӑ Михаил Иванович Мордвинов ыйтнипе Мрамор ҫурт тунӑ ҫӗре янӑ, вӑл унта 1786 ҫулчченех ӗҫленӗ, ҫурт-йӗр кантурӗн ведомствинче вара Раштав слободинче чул чиркӳ лартнӑ тата Ҫуллахи садӑн Нева ҫыранӗнчи решеткене тунӑ чухне ҫеҫ шутланнӑ».

Ҫак формуляр списокӗнче, Мрамор керменпе Ҫуллахи сад картине асӑннисӗр пуҫне, Раштав чиркӗвне те асӑннӑ, ӑна тӑвас ӗҫ (1779-1786) Петр Егоровшӑн уйрӑмах хаклӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен чиркӗве ҫурт-йӗр кантурӗн слободинче пурӑнакансене валли лартнӑ. Егоров хӑй те 6-мӗш Раштав урамӗнче пурӑннӑ. 1776 ҫулта унччен паллӑ живописец И.Я. Вишняков пурӑннӑ ҫурта сутӑн илнӗ вӑл, ҫав ҫуртра унпа пӗрле тӑванӗсем, тусӗсем, нумай ҫул пӗрле ӗҫлекенсем пурӑннӑ. Чиркӗве тӑрӑшса купаланӑ, ӑна слободари Алексей Антроповӑн пӗр тӑван Иванпа Алексей Бельскисен живопись ӗҫӗсемпе илемлетнӗ. Егоров Бельскисен тӑванӗн хӗрне качча илнӗ.

Шел, 1933 ҫулта Раштав чиркӗвне ишсе антарнӑ.

1788 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫурт-йӗр кантурӗн тӗп архитекторне М.Е. Старова тата П.Е. Егорова ҫапла хушнӑ: вӗсен «кашнин хӑйӗн проекчӗпе ҫурт-йӗрӗн корпусӗсене тумалла». «Ҫурт-йӗр кантурӗн ҫӗнӗ апартаменчӗсен» проекчӗ Петр Егоров пурнӑҫӗнчи юлашки ӗҫ шутланнӑ. 1789 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче пикенсе ӗҫленӗ-ха вӑл. Ҫурт-йӗр кантурӗн докуменчӗсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки вӑл ҫырнӑ «репортсем» тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ, 1789 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара Егоров вилсе кайнӑ. «Госпитальте вилнӗ», ҫапла кӗскен ҫырса хунӑ ҫурт-йӗр кантурӗн протоколӗнче.

XVIII ӗмӗрте ӳнерҫӗ шӑпи ҫӑмӑл пулман. Чапа тухнӑ Растрелли те вилес умӗн ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Раҫҫейре архитектор хӗсмечӗ палӑрмаллах йывӑр...». Ӳнерҫӗне талантне шута илсе мар, мӗнле чинран тухнине шута илсе хакланӑ. Егоров ҫинчен калакан документсем пурте ҫакна палӑртнипе пуҫланаҫҫӗ: «чӑвашран тухнӑ ҫын». Ӑнсӑртран мар ку. Ҫавнашкал «япӑх» сийрен тухнӑ ҫын талант пуррипе ҫеҫ мар, Ломоносов калама юратнӑ пек, хӑй ҫине тӑрса вӑй хунипе кӑна палӑрма пултарнӑ.

Егоровӑн упранса юлнӑ питӗ хитре, сас паллисене кӑштах ҫавралатса ҫырнӑ автографӗсем вӑл лайӑх пӗлӳ илнине кӑтартса параҫҫӗ. Петр Егоров «питӗ сапӑр ҫын», «яланах ырӑ ӗҫсемпе» тата «ӗҫлеме ҫав тери юратнипе» палӑрнӑ ҫын тесе типпӗн пӗлтерекен архив докуменчӗсем те вӑл кӑмӑллӑ этем пулнине ӑнлантараҫҫӗ.

2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче общественность чаплӑ архитектор ҫуралнӑранпа 270 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Шyпашкарта «Петр Егоров архитектор тата ку чухнехи зодчество ыйтӑвӗсем» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ, «Чӑвашгражданпроект» институт ҫывӑхӗнчи скверта пирӗн чаплӑ ентеш палӑкне уҫнӑ.

Хӑйӗн пултарулӑхӗнче ӑслӑлӑхӑн чи ҫӳллӗ шайне ҫӗкленнӗ П. Егоров. Унӑн пурнӑҫӗ, вӑл яланах – юлашки кунчченех тӑрӑшса ӗҫлени «тӳрӗ чунлӑ ҫынсем хисеплеме тивӗҫлӗ» паха тӗслӗх.

Ҫӑлкуҫ: Кузнецова, Э. Ф. Петр Егорович Егоров // Чӑвашсем / [А. И. Кузьмин пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 2018. – С. 586-593 – (Раҫҫей халӑхӗсен культура пуянлӑхӗ).

назад