Волга: знакомая и неизвестная

Виртуальная книжная выставка

Стихи на чувашском языке

Айхи Геннадий «Атăла тайма пуçăм»
Атăла-аттене юррăма кĕртеймерĕм,
Митталла, Çеçпĕлле сăнама пĕлеймерĕм,
Суйламанччĕ те-ха урăх аслă шыва!..
Сассине те пулин кĕртеесчĕ сăвва,
(Атăл хумĕ пирки халь çакна эп калатăп);
Кĕрлевне-шăплăхне, тен, халь çеç ăнкаратăп,
Ача чух, аттене тăнласа маннă пек,
Йăлт мансассăн, кайран çĕнĕрен илтнĕ пек.
Ак вăл Атăл сасси... Инçетрен пуçланать вăл,
Ерипен çывхарса каçсерен йыхăрать вăл,
Кăтăр-кăтăр туса вăратать шухăша,
Пилĕпе ӳпкевне хăварать ман ăша:
«Ман саспа кĕрлесе ав мана эс илтместĕн!
Сан чĕрӳ – ман тымар, – тен, эс ху та сисместĕн:
Манăн хум сас ярса тивмен мар минтерне,
Кĕмен мар сан аннӳн тахçанхи юррине, –
Ак ас ил-ха эппин: вăрçăн виççĕмĕш çулĕ,
Сан аннӳ инçетрен чĕрипе туйнă пулĕ:
Эп çĕр урлă мĕн пур чун-чĕме тапратса
Пулнă – пĕрлĕх палли! Пĕр вăя пуçтарса
Чĕррипе виллине пĕр асра пĕрлештернĕ,
Хурлăхпа шанчăка кашнинех тивĕçтернĕ
Çакă çĕр пек тӳсме, сив тӳпе пек тӳсме,
Чуншăн – панă çĕклем: çĕкленме те ӳсме!
Сас ярса хальчченех минтерне эп тиветĕп,
Сан аннӳн сассипе асăнта эп ӳсетĕп,
Халĕ ун юррипе эп чĕнетĕп сана,
Илт – çав сапăр юрра! Вăл чĕнетчĕ мана:
«Атăл та, – вăл юрлатчĕ, – хумханчĕ пуль», – тетчĕ,
Калăн, сассăр каçра такама вăл кĕтетчĕ, –
Тен, чи кирлĕ сăмах калаяс çыхлавçа,
Чунсене ăнланса хӳтĕлес управçа!
Шутлайман-тăр ун чух: «Тен, вăл – ывăлăм пулĕ»,
Пур пĕрех – сан çине ӳкнĕ унăн куççулĕ,
Чĕринче пуçланса, ман хумран пуçланса!
Ху туйман, ху пĕлмен: çав вăйпа çураçса
Çакă Çĕр сăмахне калама эс пуçланă...
Эс – кĕрленĕ пĕччен, эпĕ – сансăр шавланă;
Ватăлса таврăнан – ывăл пек ман пата!
Эпĕ – ĕмĕрлĕхӳ! Эп – чунри вырăнта;
«Атăл та, – эс юрлатăн, – хумханчĕ пуль», – тетĕн,
Манăн Ĕмĕрлĕхе аçусем пек кĕретĕн
Халь вĕсен юррипе, – тепĕр лăпкă саспа!
Пĕрлĕх – манăн халал, саншăн – пиллĕ шăпа.
Тинĕс те хумханать, эпĕ те хумханатăп,
Эс – манра. Эп санпа пĕр пулса калаçатăп
Тĕпĕмрен пуçласа çĕр пин çăлтăр таран!
Эс манран вăй илсе тӳпере пăлханан,
Халь хăвна çухатса, – халăха çухатмасăр.
Чан сăмах – çавăн пек: уйрăлма тăрăшмасăр
Вăл кĕрлет чунсенчи пĕр юн пек пĕрлĕхре!
...Çывăр. Хумăм тивет инçетри минтере».

Алексеева Зоя (Зоя Сывлăмпи) «Каçхи Атăл»
Кĕмĕл, сарă, кĕрен тĕссемпе
Атăл шывĕ вылярĕ каç кӳлĕм
Киленетĕп кăтра хумсемпе:
Вĕсен çепĕç ташши илĕртӳллĕ!

Шăрăх кун ак вĕçленчĕ тинех:
Сар хĕвел те хула хыçне анчĕ,
Каçхи сĕм ӳкнĕ Атăл çине
Шупашкар çутисем сапаланчĕç.

Лăпкăн-лăпкан шыва сăрхăнса
Парнелерĕç вĕсем çут асамлăх
Çак черчен илеме сăнаса
Эп хыватăп сăвва асăнмалăх...

Байкалова Мария «Юмах пек ǎслǎ Эсě, Аслǎ Атǎлǎм!..»
Юмах пек ǎслǎ Эсě, Аслǎ Атǎлǎм!
Ахаль – им кукаçи те кукамай
Санран тǎрать тесе шур çӳçлě ватǎлǎх
Утаççě Сан çыранупа пěрмай.

Çич Улǎп евěр вǎйлǎ, Эсě, Атǎлǎм!
Ахальтен мар яшсем-хěрсем чунтан,
Нихçан-нихçан сӳнми вěри юратǎвǎм
Вǎрттǎнлǎхне щыраççě çакǎнта.

Çут ěмěт евěр çутǎ Эсě, Атǎлǎм!
Ахаль-им ха эпир ачалǎхра
Çӳл тӳпене çулсем хывас çунатлǎхǎм.
Асамлǎхне куратпǎр Сан сǎнра!

Волгин Василий «Атăл çинче»
Çĕрле. Атăл çийĕн
Яш тантăшсемпе
Аван çӳремешкĕн
Пĕрле кимĕпе.

Çӳлтен çутă уйăх
Йăвашшăн пăхать.
Çути ун шыв тăрăх
Чĕркĕмĕл суйлать.

Пыратпăр хăюллăн
Ишсе, малалла.
Çап-çутă йĕр хумлăн

Юлать хыçала.
Умра тĕкĕр евĕр
Шыв çийĕ яка.
Юхать аслă Атăл
Туллин, сарлакан.

Ун мăшăр çыранĕ
Пит капăр, пуян, –
Ем-ешĕл çаранĕ,
Илемлĕ вăрман.

Эх, Атăлăм, Атăл,
Саватăп сана,
Нихçан эс ан татăл, –
Ан сивĕт чуна.

Воробьев Алексей «Атăл патне янă çыру»
Хум – шурă пулă пек шултра.
Хӳре çапать пуль çăтăл-çатăл...
Ялан куç умĕнче, шутра
Эс, тусăм Атăл.

Пăра тĕпрет те тикĕсле.
Аркантăр-и сехмет хăвачĕ!
Ялан хăюлăх тинĕсне
Ман çул хывасчĕ.

Кĕр шăтарса эс сăрт айне.
Чул çырана хăйра та шăйăр.
Анчах нихçан чун çыранне
Ан хӳтĕр хăйăр.

Хĕвел акан шевле йĕрне
Хуплас тесе ан хăптăр пĕлĕт.
Çăрттан пек, терт сĕрекине
Лекминччĕ ĕмĕт.

Пур вĕтĕр-шакăр шарлака
Лăплантарма эс çеç пултарăн,
Сан пек пуласчĕ сарлака.
Пуласчĕ тарăн.

Ильин Макар (Макар Хури) «Атăл каçĕ»
Лĕп ăшă Атăл каçĕ.
Кĕрлет чăваш хули.
Ĕçчен çынсем канаççĕ
Хитре бульвар тулли.

Кашни хăйне пĕркенĕ
Батист та пурçăнпа.
(Мăн Атăл, тен, кӳренĕ,
Тухсан ĕçри тумпа).

Мĕнле хитре ун каçĕ!
Çампа çынсем ялан
Ăна курма анаççĕ
Илемлĕ тумпалан.

Тахçантанпа эс, Атăл,
Хула çыннисене
Ху çывăхна туртатăн,
Вăй-хал, кану сĕнен...

Исмуков Николай «Атăл урлă кĕпер хывнă иккен...»
Ĕмĕр иртет, тăван, кун юлать,
Сарă хĕвел вăлтса йăл кулать:
Эпир йӳтесе те вилме выртсан,
Ку тĕнчене кун мар – чун юлать.

Ватăласпа пĕр ĕç ик алла:
Туя тытса сĕнксе лармалла.
Мĕншĕн йĕм тĕп çĕре перĕниччен
Пурăнмалла тунă çаплалла.

Çакă юррăм пултăр умсăмах,
Юрлас юррăм пултăр хыçсăмах.
Вăйпитти те вăхăта асаилсен,
Анне юрри килет асăма:

«Атăл урлă кĕпер хывнă иккен,
Эпир каçаймасăр юлнă иккен,
Çамрăк ĕмĕр иртсе кайнă иккен,
Эпир сисеймесĕр юлнă иккен».

Эпир сисеймесĕр юлнă иккен,
Кĕперрине сӳтсе кайнă иккен.
Эпир хут вĕренсе те чап илнĕ чух
Пурнăçĕ те иртсе кайнă иккен.

Ах такăр мар килчĕ утма çул,
Утмăл кукăр килчĕ утмăл çул.
Анне пиллĕхĕпе те, Тур çырнипе
Пуçăм сывă паян, кăмăл – çу.

Хĕвел тухать ĕмĕр тухăçран,
Тĕксĕмленсе килет анăçран.
Апла пурăнтăм-и эп, капла-и, –
Усси пултăр çакă пурнăçран:

Мăнуксене парам вак укçа,
Пăртманĕпе пырĕçин пухса.
Çич пусĕнчен вунçичĕ сум туса
Çӳрĕçинех вара пуç ухса.

Ĕмĕр иртет, çутă кун юлать,
Сарă хĕвел тайăлса юлать.
Эпĕ ватăлса та вилсе выртсан,
Ку тĕнчене кун мар – чун юлать.

Краснов-Кĕçĕнни Григорий «Атăлпа Сĕве хушшисем»
Атăлпа Сĕве хушшисем
Хитре иккен ирхи вăхăтра,
Пурçăн çунат çупса кайăксем
Çут хĕвеле кĕтнĕ вăхăтра,
Ылтăн уйра маттур çамрăксем
Хĕрсе тулă вырнă вăхăтра.

Атăлпала Сĕве хушшисем
Хитре иккен кăнтăр кӳлĕмре,
Çӳл тӳперен хĕвел шăрçисем
Йăлтăр-йăлтăр çунă кӳлĕмре,
Комбайн умне ларса çамрăксем
Çырла шывĕ ĕçнĕ кӳлĕмре.

Атăлпала Сĕве хушшисем
Хитре иккен каçхи вăхăтра,
Сар кайăк пек Ильич ламписем
Клуб садĕнче çиçнĕ вăхăтра,
Баян-купăс тăсса çамрăксем
Тăрăс-тăрăс сикнĕ вăхăтра.

Митта Ваçлейĕ «Атăл юрри»
Ачаш ача пек Атăл ирхине:
Ăш çил лăпкать, вăл тутлан анаслать...
Вăран, савни! Уç чатăр аркине,
Мал ен сана хаваслăн саламлать!

Ĕçри ĕçчен пек Атăл кăнтăрла:
Вылять ун çийĕн тĕтĕм те ăрша...
Кунта мухтавлă тинĕс пулмалла,
Эппин ĕçлер-и, тусăм, тăрăшса!

Пуса каччи пек Атăл каçхине?
Юрлать, ташлать, кăшт хĕрĕнкĕ курнать...
Мĕн пулчĕ, тусăм, санăн киммуне,
Çут уйăх çулĕнчен ма пăрăнать?

Çулри юлташ пек Атăл сĕм çĕрле:
Инçе-инçе чĕнеççĕ çутисем...
Çитер, савни, пĕр тухнă çĕрелле,
Эпир – пулас мăн тинĕс хуçисем!

Родионов Виталий (Сăвар Эртиван) «Атăл шывне ĕçрĕм алтăрпа...»
Атăл шывне ĕçрĕм
алтăрпа,
чунăм каннине
чухлаймарăм.
Савăнăçа çыртăм
сăвăлла,
кăмăл тулнине
туяймарăм.

Родионов Виталий (Сăвар Эртиван) «Ватă Атăл çĕрĕпе...»
Ватă Атăл çĕрĕпе
шур тĕтре пуçтарчĕ.
Лешĕ кăмăлсăр хĕр пек
Йăлăм енне тарчĕ.

Çамрăк хырлăх пур кунта,
хӳтлĕх лăсă пур пек.
Тĕтрене малаш кунта
çакă çитмĕ пурпĕр.

Мĕн кĕтсе явăнать-ши
хĕр-тĕтре çĕр-ирĕн?
Сивĕ сывлăш, ăшă шыв –
ак ăна мĕн кирлĕ.

Çитĕ хĕл. Пĕр ирхине
тĕтрене хыр чĕнтĕр,
вырăн чатăрĕ çине
картăр кĕмĕл чĕнтĕр.

Рсай Виктор «Атăл хĕрринче»
Атăл хĕрне эп тухрăм паян кун
Унта хумсем савнаççĕ ирĕкре.
Кăкăрăм çинче тапранчĕ чĕрĕ юн
Хум халĕпе пĕрле пулас тесе.

Аякра мар, манран виç утăмра
Пуçне усса ларать ват хурама.
Сăртран яш çил килсе вĕрсен аран
Пĕшкĕнленет «мĕскĕн» пуçтурама.

Çĕрсе пĕтет. Вилет вăл çавăнтах.
Тен, ыранах ак анĕ çурăлса.
Анчах ун умĕнчи çамрăк çăка
Куççуль тăкмасăр юлĕ савăнса.

Ăна вăл асапланса тĕшĕрĕлни
Амăш вилли çинчи пек макăртмасть.
Мĕншĕн тесен ват хурама хĕсни
Халь те чĕри çинчен çăвăнаймасть...

Хум халĕпе пĕрле пулас тесе,
Ак тухрăм паян кун Атăл хĕрне.
Çӳлте хĕвел хĕрсе... хĕпĕртесе
Шуса анать сăртсем, уйсем хыçне.

Сачкова Людмила «Мăн Атăла савса»
Çу кунĕсем çăвăнчĕç каçса кайсах мăн Атăлта,
Кĕр кунĕсем пит кая юлчĕç кăçал пушшех ку тăрăхра.
Мĕне кура хĕвел ташлать яра куна çӳл тӳпере?
Кама савса ытараймасăр тăхтарĕ çак Юрату сăмсахĕнче?

Каяс килмесĕр уйрăлан хĕвел
Тӳпе çийĕн кĕренĕн-вутлăн хĕм сапать,
Мăн Атăлта сăн ӳкерсе
Паянлăха сыв пуллашать.

Çын сăмахĕ çитмест ку Илеме сăнарлама,
Çын туйăмĕ çитмест ку кĕтрете чуна хывма...
Эп пуç таятăп сан шывна,
Хĕвел савса юратнă мăн Атăла.

Сачкова Людмила «Шур Атăл хумĕпе ярăнайса»
Шур Атăл хĕрринчи Пăлхар
Паян та чăвашла пуплет.
Чăваш кĕнекине çинĕ ĕне
Чăваш чĕлхине çапах та тивеймен.
Шур палатăри Шурă чулсем –
Чăваш тĕнчин ĕмĕр тӳнми чул юписем.

Шур чатăр карнă çырана.
Музей, мунча та минарет,
Хура палата – Шур Атăл çумĕнче ларать.
Эх, пĕлнĕ çав асаттесем чăн чаплă
вырăнта хула лартма.

Патша илемĕпе мăнаçлăн сарăлса
Юхать Шур Атăл...
Юхан шыв варринче – çăтмах утрав,
Шур акăшсем иленнĕ вырăн, хăмăш
хитрен хумханнă шыв вăрри.

Ах, епле те чаплă
Аслă Пăлхар хĕрĕсем
Каçсерен савни кимми çине ларса
Чăваш юрри юрланă, чăваш юрри юрланă
Шур Атăл хумĕпе ярăнайса...

Сементер Юрий «Кала-ха, Атăл»
Кунта çÿренĕ вăл пĕччен
Вĕри йĕпхÿллĕ кĕркунне.
Кала-ха, Атăл, мĕн çинчен
Пуплетчĕ Çеçпĕл ун чухне?

Эс, ирĕк çул кăтартнăскер
Пăкачава та Разина,
Пĕлнех: çав кунсенче мĕскер
Пит илĕртнĕ хĕрÿ çынна?

Шевченко пек, Некрасов пек
Вăл савнă санăн кĕввÿне,
Сĕм-тĕттĕм каç та чунĕпе
Курса çĕн шуçăм килнине.

Шевле сарриллĕ ылтăн пуç
Ик туртана кěлěннине,
Сипет пěрěхекен çăлкуç
Чăваш енчех уçăлнине.

Çутатнăн ăрăмçă ěнчи
Касаккасси тăкăрлăкне,
Вăл туйнă пěтěм ěç тěнчин
Тăварлă ăраскаллăхне.

Вăл сиснě, сиснě ун чухнех
Инкек чури çывăрмасса,
Пушар ем-ешěл çеçкене
Хăрăмпала хуратасса.

Илтетěп, Атăлăм-аттем,
Эп аслă сăвăç сассине:
Санра вăл тинěс хăватне
Курса хěмленнě ун чухнех!

Станьял Виталий «Мĕнлерех пурăнан, Атăлпи...»
Мĕнлерех пурăнан, Атăлпи,
Хурланатăн-и, шухăш уйлатăн-и?
Атăлта хум вылять шакăлти,
Калаçасшăн санпа вăл, чухлатăн-и?

Чĕререн калаçма Атăлпа
Пĕрле чух çеç аван, ăнланатăн-и?
Саншăн йĕкĕт пек Атăл – тăлпан,
Сан пекех маншăн хӳхĕм-çке Атăлăм.

Мĕншĕнех савăнан, Атăлпи,
Ирĕке савнипе савăнатăн-и?
Чун çунтармĕш тĕнче-ахăлтин
Атăлти хăватне ăмсанатăн-и?

Теветкел Николай «Атăл каçĕсем»
Такам пуссах ман чĕрене итлесшĕн,
хăй лăпчăнать пек кăкăрăм çумне.
Е хăвăрт уйрăлать те, мур илесшĕ,
мĕлке пек пытанать вăл каç сĕмне.

Ку – шухăш-туйăм. Лăпкăлăх тӳшекĕ
çынна сĕнмеççĕ Атăл каçĕсем.
Ĕçчен пулсан, телей турамĕ лекĕ:
эпир – хум саслă Атăл ачисем!

Çӳрет пĕччен çил – ӳсĕр меланхолик,
харлаттарсах çанталăк çывăрать.
Хăй хапхине вăл янă пулĕ сăлăп?
Унпа пуплес тесессĕн – кил, вăрат!

Пулин! Çĕн кун, ав, сар ача пекех
Кулса çӳрет халь пирĕнпе пĕрлех.

Шыв хĕрринчи ват йывăçсем кунта
инçе çула каясшăн пек шавлаççĕ.
Кĕтеççĕ пек вĕсем пăрахута,
çил халапне хавасланса тăнлаççĕ.

Çиле итлеççĕ тайăлса вĕсем –
Çул çӳресе хăйсем нихçан курман-тăр?
Çил савăнать. Çӳрет вăл хĕвĕнсе,
сăмахлама тус-йыш тупăннăран-тăр?

Ак уйăх та шăпланнă вăрмантан
Хаваслăн хĕрлĕ сухалне çĕклерĕ
Мучи пек каçăртса: «Ĕç пур-ха ман –
хуçалăх тĕрĕс-тĕкелех-и?» – терĕ.

Хуралçă пек, пĕчченлĕхрен хăпса,
вăл çаврăнасшăн тĕнчене пăхса.

Ăна курсан, пĕр шухăш çуралать
(Тен, критик те мана кăн-кан пăхкалĕ).
Эх, çамрăк чух вутланнă-тăр, паллах,
Сар уйăхра та ĕмĕт ăраскалĕ!

Хыпса çунан вĕри вут сапнине
малтан часах этем те асăрхамĕ:
хĕрӳлĕхĕ çеç юлтăр çынсене!
Кайран ӳкĕнӳпе те ăш вăркамĕ.

Чĕре те хăй сӳнессине сисет
Çулăмĕсем пĕчĕкленсессĕн – паллă.
Кунçулăн аллинчен тухса ӳкет
вăл кăмрăк лек: чĕртесшĕн ан чупкалăр!

Юлать сăваплă ят, элек-челек –
çӳрет çын пенсире кив уйăх пек.

Кив уйăх пек пуласшăн мар-ха эп:
манпа çӳретĕр анлă Атăл каçĕ.
Ма илĕртмĕ мана ят-сум, хисеп?
Кирлех пулсан, ăс-хакăлпа чул касăп.

Юратакан е курайман чĕре
ман кăкăрта тапса тăрать пулсассăн,
телейлĕ эпĕ аслă тĕнчере,
нихçан та ӳкĕнсе сывламăп ассăн.

Анчах умри çуртсем те хунарсем
ман хыççăн та çаплах йĕркеллĕ юлччăр.
Кунçул пехилĕ çакăнта, атьсем:
ман сăвăсем çак чăнлăхпа тус пулччăр.

Юратакан е курайман чĕре
малашлăхшăн чыс илтĕр тĕнчере!

Хам пурнăçри мĕнпур вак-тĕвеке
пысăклатма ма вĕçĕм тытăп лупа?
Эп сарлака çул варрине лекем:
пĕчченлĕх ӳплинче эп лармăп хупă.

Çак ĕмĕт çунатне касмашкăн ал
çĕклекене эп сăх питрен лач! сурăп.
Хама кура ман хамăн ăраскал –
путсĕрлĕхе хĕç сăмахпа эп турăп.

Хал пулмасан, хăвна çеç айăпла
тесе хама эп вĕçемсĕр хытарăп.
Ĕмĕрлĕхе çĕтсе, вил кайăкла
ӳкессинчен пĕрмай асăрхаттарăп.

Çунатлă шухăш вĕçевне çавах
пăрахмĕ ăраскаллă кун – тавах!

Тетте пек капăр, пĕчĕкçĕ тĕнче
шыракана эп ăмсанмастăп пурпĕр.
Вăл пултăр пукане таврашĕнче –
йăпантăр сăпкари ача, юп куртăр.

Сисетĕп: хăш-пĕри çак шухăша
ачашласа тăвасшăн хăтлă пӳлĕм
хăй чĕринчен. Лĕклентерет ăша
çав шухăш – пăрăнатăп йĕрĕнӳллĕн.

Хам пурнăç туртине туртам ялан
эп нăйкăш сассăр та ӳпкелешӳсĕр.
Чунри çирĕплĕхе тупасчĕ ман
ним палкамасăр, уссăр тĕркĕшӳсĕр.

Çак шухăшпа тупсассăн килĕшӳ,
чуна вут хыпĕ, пулмĕ тĕркĕшӳ.

Такам мана ыталаса илет,
хăй тем калать йĕрсе-кулса: итлетĕп.
Ав, критик та «вăл – кам?» тесе витлет.
«Вăл – эпĕ хам», – тесе çеç евитлетĕп.

Ялан çĕклеççĕ шухăш-кăмăла
мăн Атăл каçĕсем – ăçта иртейĕн?
Е систереççĕ тейĕн тăвăла,
Е тăвăлран та хӳтĕлеççĕ тейĕн.

Анчах нихçан та лăпкăлăх тӳшекĕ
çынна сĕнмеççĕ Атăл каçĕсем.
Ахаль-им савăнса калатăп эпĕ:
Эпир – хум саслă Атăл ачисем!

Пиллетĕп вăрăм ĕмĕрлĕ сăвва
Эп Атăл хум çĕкленĕ çĕршыва.

Тукташ Илле «Шур Атăлта акăш янăрать»
Шур Атăлта акăш ярăнать,
Çамрăк пике евĕр курăнать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çав шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп.

Хурăнлăхра шăпчăк юр юрлать,
Пике сасси евĕр туйăнать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă сарă шăпчăк эсĕ мар-кш тетĕп.

Сад пахчинче мăкăнь çурăлать,
Пике кулнă евĕр туйăнать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă хитре мăкăнь эсĕ мар-ши тетĕп.

Чăн тӳпере çăлтăр çуталать,
Пике куçĕ евĕр йăлкăшать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă çутă çăлтăр эсĕ мар-ши тетĕп.

Федорова Любовь «Саншăн Шур Атăла кĕрсе...»
Саншăн Шур Атăла кĕрсе
пулă тытма
Хатĕррине пĕлсе –
Мана тарăн шыва тĕртетĕн.
Саншăн шурлăха кĕрсе чечек татма
Хатĕррине пĕлсе –
Мана йӳçĕ шурлăха сĕтĕретĕн.
Саншăн тамăка кĕрсе вилме
Хатĕррине пĕлсе –
Мана чĕр тамăка яратăн.
...Хама сĕм авăртан туртса
Кăлармассине пĕлсе тăрсах –
Сана алă паратăп.
Пач савманнине туйса тăрсах –
Вилес пек ю...ăп.

Хусанкай Петĕр «Ак тухрăм эпĕ Атăла та...»
Ак тухрăм эпĕ Атăла та...
Каятăп, тусăм, сывă пул!
Асра сана эп ыталатăп,
Кăкру тавра ман сылтăм хул.

Туятăп акă: вирлĕ-вирлĕ
Тапать сан çитĕннĕ чĕрӳ.
Ăна халь чĕре-тантăш кирлĕ,
Мĕскер вăл сăвăри хĕрӳ!

Тăхта эппин пăртак, ан хуçăл,
Каймастăп эп таçта юта.
Малашлăх ячĕпе чун уçă,
Пĕчченлĕхĕм те çап-çутах.

Тĕреклĕ, çирĕп вăйăм-халăм,
Çанталăк çех пăртак йĕпе...
Шупашкара салам эп калăп
Хам тунсăх тусăн ячĕпе.

Хусанкай Петĕр «Атăла алтăрпа айтараймăн!...»
«Атăла алтăрпа айтараймăн!»
Чи малтан кам каланă çапла?
Урăхла ниепле çавăраймăн, –
Калăпланă чăн-чăн сăвăçла.

Халăх ăсĕ, чĕлхемĕр хăвачĕ
Шăратса хывнă пек курăнать.
Çавнашкал сăмахсем ман хывасчĕ,
Чун пĕр çав ĕмĕтпе пурăнать.

Хусанкай Петĕр «Эп хамӑр Атăл хĕрринче вилесшĕн...»
Эп хамăр Атăл хĕрринче вилесшĕн.
Пĕлме хал çук: таçта тĕл пулĕ лешĕ?
Ун чух манпа пĕрле туссем пулсассăн,
Эп вĕсене çапла тума хушасшăн:

Куç хупăнсан, шух юнăм сивĕнсессĕн,
Чи канлĕ юпăнчă эп витĕнсессĕн,
Кăкăрăмран ман чĕрене кăларăр,
Çуратнă халăха тавăрса парăр.

Ăна вăл Шупашкар сăртне пытарĕ
Е урăхла тирпейлеме пултарĕ –
Хăй ирĕкĕ, хăй кăмăлĕ: эп – унăн,
Мĕскер тума пултарнине эп тунă.

Шавлы Стихван «Атăл улăхĕпе сывпуллашни»
Сывпул, ват хурамаçăм, час ӳкетĕн,
Час килĕ атăлçă сана касма.
Сан айăнта ларса нумай килентĕм,
Сăмах шырарăм шухăша çыхма.

Сулхăнăнта сăнарăм Атăла эп,
Хĕвеллĕ вун вăл çутă, шеп-шенкер.
Пурна-киле эп хам та ватăлайăп,
Юлашкинчен те ман юрра ĕнер.

Кăвак хумсем сан тымарна чӳхеççĕ,
Сĕвек çыран сана хӳтĕлеймест.
Кăвав хумсем хыпар илсе килеççĕ:
«Кунта лартатпăр вăйлă ЧăвашГЭС!»

Сывпул эппни, çаранлăх, йăлăм-улăх,
Кунта тек илтĕнмĕ çава сасси.
Эппин çулса юлам, ĕшни пит тулăх,
Рет хыççăн рет, йаван, валем касси.

Купи çĕклентĕр çӳллĕ пирамидăн,
Сенĕкĕмпе тар çапиччен йăтам...
Хушатъ-çке вăхăт, вăхăт алли хытă,
Карап хăпарĕ тянĕсрен кунта.

Кунта хумханĕ çĕнĕ Атăл çийĕ,
Капан пек хумсене каплантарса.
Чак хырлăха эпппи, куккук сассийĕ,
Кунта çӳретĕр çуйăн çуйăхса.

Хĕвеллĕ Атăл тĕкĕр пек çап-çутă,
Хумсем çинче вылять, сикет шевле.
Çав шевлене республикăмăр çутĕ.
Мĕнле пек, хурама? Эппин – пилле!

Эсхель Аркадий (Ĕçхĕл) «Атăл тапранчĕ»
Хĕрӳленсех пырать хĕвел кăварĕ...
Пуян та аслă пурнăç хуçи пек,
Хĕвел çĕршыв çине сапа пуçларĕ
Хăй ăшшине чăн Улăп ывçипе.

Вара шур юр, чун кĕнĕ пек сасартăк,
Пăшăлтатма пикенчĕ уй-хирте.
Анчах чĕлхи тепле вăрттăн пулсан та,
Эпир ăна чухлатпăр ĕмĕртен.

Вăрттăнланни ахаль кăна шур юрăн!
Ун айĕнче вăранчĕç çулкуçсем.
Пин сасăпа вĕсем пуçарчĕç юрă,
Выля-выля, хаваслăн тĕркĕшсе.

Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупăççĕ,
Çитме васкаççĕ аслă Атăла.
Хĕвел çинче çиçсе йăлтăртатаççĕ
Тăкăнса кайнă чĕрĕ ылтăнла.

Камăн алли çакна халь тытса чарĕ!
Хĕвел пăхать те ăшшăнрах кулать.
Тăван çĕршывăн аслă юн тымарĕ –
Хăватлă Атăл – тулнăçем тулать.

Юханшывсем васкаççĕ пинĕн-пинĕн
Пĕр çулпала, пурте пĕр çĕрелле.
Ачисене ачашшăн кĕтсе илнĕн,
Пурне те Атăл хăй çумне илет.

Çавал, Сăр шывĕ, Ункă, Энĕш, Вылă...
Ытти ĕçчен те ятсăр çырмасем
Сунаççĕ пурте: «Атăл пултăр вăйлă!» –
Хăйсен вăйне тăмаççĕ хĕрхенсе.

Мăн Атăлтан вăйли тупаймăн урăх,
Унпа пĕр юханшыв танлашаймасть.
Тăван Российăн паттăр пĕвĕ тăрăх
Тапса тăрать вăл тулăх та мăнаç.

Вăл акă хăватне пухса çитерчĕ;
Вара, никам та сисейми, çĕрле,
Ун çийĕнчи хурçă пек пăр кисренчĕ,
Хускалчĕ пăр шыв таппипе пĕрле.

Ирпе çынсем çыран хĕрне тухсассăн:
«Тапранчĕ, – терĕç, – хăй вăхăтĕнче!..
Нимех те çук пек çырантан пăхсассăн,
Анчах мĕнле хăват ун таппинче!

Вăл иртĕхмесĕр, меллĕн, васкамасăр,
Хăйĕн виçесĕр хăватне туйса,
Пăр лаптăкне ваклать те касăк-касăк,
Çаплах пĕр шавсăр малалла куçать.

Мĕнле хăват ăна халь тытса чартăр!
Чарсан – ватать! Çитет вăл тинĕсе.
Çаплах куçать мухтавлă пирĕн çар та,
Тăшман çарне хаяррăн çĕмĕрсе.

Ун паттăр чĕринче – çĕршыв хăвачĕ,
Вăйне никам хуçаймĕ унăнне.

...Тапранчĕ Атăл, йывăр пăр хускалчĕ,
Утать çĕршывăм тăрăх çуркунне.

Юхма Мишши «Атăл айне анас терĕм...»
Атăл айне анас терĕм,
Йывăр пулчĕ хăпарма.
Савнă туса тупас терĕм,
Йывăр пулчĕ уйрăлма.

Çунат хушса вĕçес терĕм,
Йывăр пулчĕ таврăнма.
Савнă туса курас терĕм,
Йывăр пулчĕ шырама.

Питĕ нумай шырарăм,
Тупрăм савнă тусăма.
Анчах тусăм палламарĕ,
Кайрĕ урăх урама.

Атăл айне анас марччĕ,
Хăпармаллине пĕлсен.
Савнă туса тупас марччĕ
Уйрăлмаллине пĕлсен.

Юхма Мишши «Атăл урлă...»
Атăл урлă,
Атăл урлă
Кайăкхур васкать.
Куçĕсем ун питĕ хурлă,
Тем кунта шырать.

Пĕр-пĕччен кунта вăл юлнă,
Тусĕсем таçта.
Паянччен телейлĕ пулнă,
Халь телей ăçта?

Çырана хумсем çапаççĕ,
Акăш пĕр-пĕччен.
Кайăксем те юрламаççĕ
Шуçăм киличчен.