О. Н. Викторов

1. И. Я. Яковлев çинчен çырнă литературăна кĕскен тишкерни тата çак ĕçĕн тĕллевĕ

2. И. Я. Яковлев еткерлĕхĕ тата çамрăксене вĕрентсе ÿстерес ĕç



И. Я. Яковлев çинчен çырнă литературăна кĕскен тишкерни тата çак ĕçĕн тĕллевĕ

Таса чунпа çĕршыв тата тăван халăх умĕнче çакна калама пултаратăп, хам пурнăçăн чи хаклă вăхăтне халăха çутта кăларас ĕçе патăм, хам çамрăклăхри ĕмĕт-тĕллевсене çак енĕпе пурнăçа кĕртрĕм.

И. Я. Яковлев.

Чăваш халăхне тĕнче умĕнче чапа кăларнă çынсен ретĕнче И. Я. Яковлев ячĕ чи малти вырăнта тăрать. Çавăнпа та хăй пурăннă вăхăтра та, ун хыççăн та И. Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан ĕçсем чылай тухнă. Пĕрисем ăна «чăваш Прометейĕ», «пирĕн патриарх», «çырулăхăмăрăн аслашшĕ», «чăваш культурин аслашшĕ», «чăваш улăпĕ» эпитетсемпе çÿле çĕкленĕ, теприсем çĕрпе тан таптаса танлаштарма пикеннĕ те «октябрист», «кадет», «реакционер» «миссионер», «сутăнчăк», «патша чури» суя сăмахсемпе питленĕ.

Хамăр енчен çакна калăпăр: И. Я. Яковлев пирĕн Вĕрентекенĕмĕр, чăн-чăн Педагог - мĕнле пурăнмаллине тата мĕнле ăс пухмаллине сăмахпа та, ĕçпе те кăтартакан çын.

И. Я. Яковлев çинчен çырнă произведенисене пăхса тухсан, çакна калама пулать: ун сăнарне тĕрлĕ енлĕн, туллин уçса пама тăрăшни куç умĕнчех.

Малтанхи кĕнекесенчен пĕри вăл - А. И. Яковлев çырнă «Иван Яковлевич Яковлев. 1848-1930» пурнăç очеркĕ. Ăна Алексей Иванович Яковлев, И. Я. Яковлев ывăлĕ, çемье архивĕнчи материалсемпе усă курса çырнă. Пĕрремĕш кăларăм 1948 çулта, иккĕмĕш - 1958 çулта пичетленсе тухнă.

Г. Н. Волков академик çырнă «И. Я. Яковлев - чăваш халăх педагогĕ» кĕнеке Шупашкарта 1959 çулта пичетленнĕ. Ку кĕнеке И. Я. Яковлевăн пурнăç очеркĕ мар, кунта автор патриархăмăр чăваш халăх педагогĕ пулнине пур енлĕн çутатма тăрăшнă.

Н. В. Муромцевăн «Симбирская чувашская школа» (1968) тата Иван Саламбекăн «Симбирская учительская школа и ее роль в просвещении чуваш» (1959) кĕнекисенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ мĕнле аталанса пынине, унăн чăваш халăхне çутта кăларас ĕçри вырăнĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнă.

1971 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕ «И. Я. Яковлев и его школа» кĕнеке кăларать. Ку ĕçре ăслăх конференцийĕн материалĕсем пичетленнĕ.

И. Я. Яковлевăн тĕнчекурăмне тата философиллĕ шухăшлавне ятарласа тĕпчесе çырнă ĕçсем шутне С. С. Спиридоновăн «Философские и социалистические воззрения чувашского просветителя И. Я. Яковлева» тата И. А. Маркеловăн «Общественно-политические взгляды И. Я. Яковлева» кĕнекесем кĕреççĕ.

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕн пурнăçне терлĕ енчен çутатса паракан ĕçсен шутĕнче Ăслăх тĕпчев институчĕ кăларнă «И. Я. Яковлев. Воспоминания» (1982), «И. Я. Яковлев. Письма» (1985), «И. Я. Яковлев. Из переписки» (1989) кĕнекесем тăраççĕ.

Патриархăмăрăн пурнăçĕн пĕр сыпăкне çырса кăтартнă ĕç - Г. А. Александровăн «И. Я. Яковлев в 1917 - 1920 годы» ятлă кĕнеки.

И. Я. Тенюшевăн 1990 çулта пичетленсе тухнă «И. Я. Яковлев - публицист» кĕнеки - журналистсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç.

И. Я. Яковлевăн наукăри тата вĕрентÿ ĕçĕнчи еткерлĕхне тарăннăн тĕпчекенсенчен пĕри вăл - Н. Г. Краснов. Унăн просветителĕн ĕçне-хĕлне пур енлĕн çутатса паракан ĕçĕсем çаксем: «И. Я. Яковлев. Жизнь. Деятельность. Педагогические идеи» (1976); «Выдающийся чувашский педагог-просветитель» (1992). Ку ĕçсенче автор чăваш алфавитне туса хуни тата чăвашла вĕренмелли пĕрремĕш кĕнекесем тухни чăваш халăх пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине наука тĕлĕшĕнчен уçса панă.

Патриархăмăрăн асаилĕвĕсен тулли кăларăмĕ «Манăн пурăнăç. Моя жизнь» ятпа 1997 çулта тухрĕ. Ăна Чăваш патшалăх университечĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа кăларнă.

Эпир паян кунччен пичетленсе тухнă И. Я. Яковлева халалланă тĕпчев ĕçĕсене кăна кĕскен палăртса тухрăмăр, илемлĕ литература произведенийĕсене асăнмарăмăр.

Вулакан асăрхарĕ пулĕ: ку таранччен тухнă кĕнекесенче пĕринче те И. Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ воспитани памалли никĕс пулнине анлăн çутатман.

Пирĕн умри тĕллев - И. Я. Яковлев чăваш çырулăхне пуçарса яраканĕ, чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе йĕркелекенĕ, чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарса тĕпчекенĕ, пĕрремĕш букварьсене тата тăван чĕлхепе вуламалли кĕнекесене йĕркелекенĕ, чăвашсен илемлĕ литературине çул уçса параканĕ, чăвашсен ача-пăча литературин пĕрремеш çыравçи, литература критикĕ, чаплă тăлмачă, хаçат-журналсен корреспонденчĕ пулнине тĕпе хурса, Чăваш патшалăх университетĕнче воспитани ĕçне мĕнле пурнăçласа пынине çырса кăтартасси.1

И. Я. Яковлев пурнăçĕнче шкулсем сахал мар пулнă, вĕсенче вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ кашнинчех пĕр-пĕринчен расна пулса пынă. Пăрăнтăк шкулĕнчи йĕркесем çĕр виçме хатĕрлекен шкултинчен уйăрăлса тăнă. Гимназири йĕркесем уйрăммăнах палăрса тăнă. Унта этеме хисеплеме вĕрентнĕ. Çакă çамрăк Яковлева хавхалантарнă, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем çуратнă. Çав çулсенченех И. Я. Яковлев ăсĕнче «Турра кĕл ту, çынна пил ту» текен сăмахсем çирĕпленсе юлнă.



Патриархăмăрăн кун-çулне педагог куçĕпе тишкернĕ май, çапла калама пултаратпăр: Яковлев хăйĕн вĕренекенĕсене этеме юратакан çынсем туса вĕрентсе кăларма тĕллев лартнă.


Викторов, О. Н. И. Я. Яковлев çинчен çырнă литературăна кĕскен тишкерни тата çак ĕçĕн тĕллевĕ // Викторов, О. Н. И. Я. Яковлев еткерлĕхĕ тата çамрăксене воспитании парас ĕç / О. Н. Викторов. – Мускав, 1998. – С. 5 – 8.



1 Ĕçĕн ку пайне çырнă чухне автор Наци библиотекин аслă  библиографĕ Полина Семеновăн «Тĕрлĕ енлĕн, туллин...» статйипе усă курнă. (Ялав. 1998. 2 №. 101-106 стр.).


О. Н. Викторов

И. Я. Яковлев еткерлĕхĕ тата çамрăксене вĕрентсе ÿстерес ĕç


Воспитани тĕллевĕ - этем телейĕ,

воспитани ĕçĕ - савăнăç.

И. Я. Яковлев.

Хальхи вăхăтра вĕрентекенсем умĕнче тăракан пысăк ĕç вăл - аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн еткерлĕхне çамрăксене (шкул ачисене, студентсене) ăс парса çитĕнтерес ĕçре пур енлĕн усă курасси.

Ку тĕлĕшпе И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хальхи вăхăтра çакăн пек ĕçсем туса ирттерне тата малашне тума палăртнă:

а) студентсем валли ятарласа наукăпа педагогика экспедицийĕ йĕркеленĕ. Чăваш филологийĕпе культура институчĕн студенчĕсем (пулас учительсем тата журналистсем), Шупашкар - Чĕмпĕр, Шупашкар - Хусан, Шупашкар - Кăнна Кушки маршрутсемпе çÿресе, аслă педагогăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмалла. Хусанта, Чĕмпĕрте пулса, студентсем И. Я. Яковлевăн кун-çулĕн ĕçĕпе паллашрĕç, вырăнти студентсемпе туслашрĕç, малашнехи тĕлпулусем пирки канашларĕç. Кăнна Кушкине çĕр типсен кайса килме палăртнă.

Чăваш çĕрĕ çинче И. Я. Яковлев уçнă шкулсене çитсе курассине профориентаци ĕçĕпе çыхăнтарнă. Кунта пĕр харăсах икĕ тĕллев: пĕри - И. Я. Яковлев уçнă шкулсен паянхи шăпине пĕлесси, тепри - профориентаци ĕçĕ, <вĕренме ăçта каймалла?> текен ыйтăва ăнлантарасси).

1997/98 вĕренÿ çулĕнчи хĕллехи сессире вĕренÿре мала тухнă икĕ ушкăн пуш уйăхĕн çурринче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пулчĕç. И. Я. Яковлев сывланă сывлăшпа сывларĕç, вăл утнă сукмаксемпе утса тухрĕç, вăл ĕçленĕ пÿлĕмсемпе, шкулăн классĕсемпе паллашрĕç;

ă) Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче И. Я. Яковлев ячĕллĕ пулĕм пур, ăна ятарласа Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 150 çул тултарнă тĕле уçнă. Пулĕме А. С. Абрамов ертсе пынипе 5-мĕш курс студенчĕсем хăтланă, йĕркеленĕ. Уйрăмах хастаррисем çаксем: Полина Королькова, Лариса Иванова, Ирина Быкова, Валерий Раштав, Сергей Таймасов. Ку пÿлĕмре халĕ студентсемпе преподавательсен вулав конференцийĕсем иртеççĕ. Шкул ачисем учительсемпе экскурсие килеççĕ. Пуш уйахĕн вĕçĕнче кунта Елчĕк районĕнчи Çуткÿльти тулли мар вăтам шкулта вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсене студентсемпе преподавательсем пÿлĕмри экспонатсемпе паллаштарчĕç, И. Я. Яковлевăн пурнăçĕн тĕрлĕ енĕсене çутатса пачĕç. Шкулсен (аслă шкул-и вăл е вăтам шкул) тĕп принципĕсенчен пĕри - пĕлÿ парассине ăспару ĕçĕпе тачă çыхăнтарасси. И. Я. Яковлев ячĕллĕ пÿлĕм вара çав ĕçе пурнăçланă çĕрте уйрăм вырăн йышăнать: çĕнĕ пĕлÿ парать (кунта çĕнĕ информаци çителĕклех), студентсен ăс-тăнне çивĕчлетме пулăшать.

И. Я. Яковлев пулĕмне уçнă пирки <Хыпар> хаçат çапла çырчĕ: <И. Я. Яковлев пÿлĕмне уçни - Чăваш филологийĕпе культура институтĕнчи студентсемпе преподавательсемшĕн манăçми, пысăк пĕлтерĕшлĕ самант. Эпир, паян пурăнакансем, çав Çын умĕнчи парăма, хамăр ăна мĕнле юратнине, хисепленине мĕнле майпа палăртма пултаратпăр-ха? Чăваш патшалăх университечĕн ĕçченĕсем ку енĕпе пĕрремĕшсем пулчĕç>;

б) Университетăн тĕп корпусĕнче И. Н. Ульянов тата И. Я. Яковлев ячĕсемпе хисепленекен музей уçăлчĕ. Ку музей - икĕ наци çынни туслă пурăннине, пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăннине кăтартакан тĕслĕх. И. Н. Ульянов И. Я. Яковлев пуçарăвĕсене ырланă, чылай чухне ун шухăшĕсене пурнăçа кĕртме пулăшса пынă. Вĕсен пĕрлехи ĕçĕ 1869 çултан пуçăннă. Ун чухне И. Н. Ульянова Чĕмпĕр кĕпернинчи халăх училищисен инспекторне лартнă пулнă. Вăл вăхăтра И. Я. Яковлев хăйĕн çити-çитми укçипе тăватă ял ачине вĕрентнĕ.

И. Я. Яковлев Хусанта гимназире вĕреннĕ чух И. Н. Ульянов чăваш шкулĕн ĕçне тÿрремĕнех туса пынă.

Музее уçнă чухне университет ректорĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ Л. П. Кураков академик каланă сăмахсене (уçă урок-лекцие) студентсем кăсăклансах итлерĕç.


Викторов, О. Н. И. Я. Яковлев еткерлĕхĕ тата çамрăксене вĕрентсе ÿстерес ĕç // Викторов, О. Н. И. Я. Яковлев еткерлĕхĕ тата çамрăксене воспитании парас ĕç / О. Н. Викторов. - Мускав, 1998. - С. 25-27.