А. Канюкова

Виçĕ ăру тивлечĕ

1988 çулта Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 140 çул, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ уçăлни 120 çул çитет. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн Иван Яковлевич Яковлев музейне кĕрсен, унта И. Я. Яковлев 1868 - 1869-мĕш çулсенче Петербугран Чĕмпĕрти гимназие çырăнса илнĕ В. Белинский, Н. Добролюбов сочиненийĕсене, А. Пушкин, М. Лермонтов, Л. Толстой тата ыттисене - пурĕ 2 пин кĕнеке куратăн, çавăн пекех унта унăн сăнÿкерчĕкĕсем, вăл усă курнă япаласем пур. Республикăри краеведени, литература музейĕсенче, Чăвашсен наукăпа тĕпчев институтĕнче, архивра ун пурнăçĕпе çыхăннă экспонатсем, çырусем упранаççĕ.

1984 çулта Ульяновскра В. И. Ленин пурнăçĕпе çыхăннă вырăнсене «В. И. Ленинăн Тăван çĕршывĕ» ятлă государство историпе асăну заповеднике кĕртнĕ. Унта И. Я. Яковлев уçнă чăваш шкулĕн çурчĕсем пур. Çавна май заповедникре Иван Яковлевич усă курнă япаласене, кĕнекесене, унăн вĕренекенĕсен асаилĕвĕсене пухаççĕ. Кам сыхласа усраса ярса парать-ха музейсене çак япаласене, çырусене, документсене? Паллах, Иван Яковлевичăн мăнукĕсем: Иван Алексеевич, Ольга Алексеевна Яковлевсем, Екатерина Алексеевна, Анна Алексеевна Некрасовасем, Иван Яковлевичăн вĕренекенĕсем. Пуринчен нумайрах тăрăшаканни — Ольга Алексеевна Яковлева (кăçал вăл сакăрвунă çул тултарать).

Ольга Алексеевнăпа манăн пĕрремĕш хут 1946 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче тĕл пулма тÿр килчĕ. Вĕсен çемйи ун чухне Мускавра М. Горький урамĕн 82-мĕш çуртĕнче 6-мĕш хваттерте пурăнатчĕ.

Пĕрре, кĕркунне, Чăвашсен наукăпа тĕпчев институчĕн ун чухнехи директорĕ П. Г. Григорьев эпĕ вĕренекен Наука академийĕн вак халăхсен чĕлхисене вĕрентекен институт (халĕ чĕлхе верентĕвĕн институчĕ) аспиранчĕсем пурăнакан общежитие пычĕ те:  «Санăн Алексей Иванович Яковлев патне чăваш чĕлхи урокĕсем ирттерме çÿремелле пулать. Ыран 18 сехетре вĕсен хваттерне каймалла», — терĕ.

Эпĕ каланă вăхăта çитрĕм те хваттер алăкне шаккарăм. Мана çÿллĕ пÿллĕ, шурă çÿçлĕ, çутă сăнлă, кăвак куçлă ватăларах панă арçын уçса кĕртрĕ. Ку Иван Яковлевичăн ывăлĕ Алексей Иванович пулчĕ. Хваттерне кĕрсе тĕпелелле иртсен, вăл хăйĕн мăшăрĕ Ольга Петровнăпа, хăй пекех çÿллĕ, ун сăнлĕ, сарă çÿçлĕ ывăлĕ — Иван Алексеевичпа, самаях çÿллĕ, тапчам кĕлеткеллĕ йăм хура çÿçне варринчен уçса типтерленĕ Ольга хĕрĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем пурте мана хапăлласа йышăнчĕç, пурнăç, вĕренÿ çинчен ыйтса пĕлчĕç, хăйсемпе пĕрле апата лартрĕç. Унтан Алексей Иванович хăйĕн ĕç пÿлĕмне чĕнчĕ. Кунта та, ытти пÿлĕмсенче те, коридорта та урайĕнчен пуçласа мачча таранах кĕнекесем пурри мана тĕлĕнтерчĕ. Алексей Иванович çыру сĕтелĕ çумĕнчи стена çинче ашшĕн портречĕ, Ульяновсен çемйи, хăйĕн ача, студент чухнехи тусĕн — Дмитрий Ульяновăн сăнÿкерчĕкĕсем çакăнса тăнине асăрхарăм. Пирĕн урок пуçланчĕ. Малтанах Алексей Иванович: «Эпĕ Чĕмпĕрте вĕреннĕ чух чăваш ачисемпе мечĕкле вылянă вăхăтра: пер, тыт, ан ÿкер, çапса яр, хытăрах чуп, кил, тар тата ытти сăмахсене каласа чупнине астăватăп. Тата атте шÿтлесе усал ача тенине хăлхана чиксе юлнă. Мускавра университетра вĕреннĕ, ĕçленĕ вăхăтра чăвашла калаçма мана пуçларăм. Халĕ çĕнĕрен вĕренĕпĕр. Кашни эрнере икшер сехет чăвашла калаçăпăр. Иван Яковлевич патне чăваш хресченĕсем çырнă çырусем нумай. Вĕсене чăвашларан вырăсла куçармалла пулать», — терĕ. Çапла 1946 - 1947-мĕш çулсенче чăваш чĕлхи урокĕсем йĕркипе иртсе пычĕç. Çырусене те чăвашларан вырăсла куçартăмăр. Çартан 1946 çулта таврăннă Владимир Яковлевич Канюков, манăн упăшка, институтри занятисем хыççăн, канмалли кунсенче çырусене манпа пĕрле куçаратчĕ. Алексей Иванович хавхалантарнипех эпир 1947 çулта Н. Погодинăн В. И. Ленин сăнарне çутатса паракан «Человек с ружьем» ятлă кинокартинине чăвашла куçартăмăр. Редакторĕ П. П. Хусанкайччĕ. СССР Верховнăй Совет Президиумĕн канцелярине килекен чăвашла çырусене вырăсла куçарса тăтăмăр. Пĕрре, 1947 çулхи март уйăхĕнче, чăваш чĕлхин урокĕ вĕçленсен, Алексей Иванович: «Сашенька, çак алçырăвне Александра Федоровна Ульянова патне Кремльти хваттерне çитерсе парсамччĕ», — терĕ. Вăл вăхăтра Дмитрий Ильич мăшăрĕ Александра Федоровна РСФСР çутĕç министерствинче ĕçлетчĕ. Эпĕ ун патне Алексей Иванович çырнă «Иван Яковлевич Яковлев» ятлă кĕнекен алçырăвне, çухатасран хăраса, Белорусски вокзал патĕнчен çурран, нимле автобус çине лармасăр, çитерсе патăм. Тепĕр эрнерен мана тав туса: «Александра Федоровна алçырăвне вуласа тухса, хăйĕн кăтартăвĕсемпе каялла килсе пачĕ», — терĕ. Çав алçырăвнех тепре Алексей Иванович мана Федор Николаевич Петров профессор, пулас кĕнекен редакторĕ, патне илсе кайса пама ыйтнăччĕ. Çав кунсенчех вăл пире тепĕр алçырăвне, «Четыре встречи с В. И. Лениным» ятлăскерне, вуласа паллашма парса ячĕ. Эпĕ вăл ĕçе кайран, 1968 çулхи июнь уйăхĕнче тухнă «Ырă туслăх» ятлă статьяра, чăвашла куçарса çырнăччĕ («Ялав». 1968 ç., № 6. С. 28-29).

1948 çулта Алексей Иванович Яковлевăн пĕрремĕш хут ашшĕн - чăвашсене аллă çул хушши çутталла туртнă Иван Яковлевич Яковлевăн - пурнăçĕпе, унăн шкулĕн ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштаракан «Иван Яковлевич Яковлев» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ун хыççăн Иван Яковлевич, унăн ĕçĕсем çинчен калакан статьясем, кĕнекесем тухсах пычĕç: 1987 çулта «Иван Яковлевич Яковлев» кĕнеке иккĕмĕш изданипе пичетленчĕ.

1948 çулта Иван Яковлевич Яковлев çурални çĕр çул тултарнине па-лăртса ирттерчĕç. Аслашшĕн юбилейне уявланă çĕре ун чухне Мускав университечĕн доценчĕ, талантлă историк Ольга Алексеевна Яковлева Шупашкара килчĕ. Ку кунсенчи халăх уявĕ, Ольга Алексеевнăпа тĕл пулса калаçнă самантсем нихçан та асран тухас çук.

1968 çулта И. Я. Яковлев çурални 120 çул, чăваш çырулăхĕ пуçланни çĕр çул çитнине палăртнă тĕле Мускаври мăнукĕсенчен искусствоведени докторĕ, МГУ профессорĕ Екатерина Алексеевна Некрасова, ГИТИС доценчĕ, ачасен тĕп театрĕн режиссерĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Анна Алексеевна Некрасова хăйсен ачисемпе уява килчĕç. Пединститутран Чăваш патшалăх университетне çитсен, вĕсене И. Я. Яковлев вĕрентсе кăларнă сумлă ватăсем А. Токсина, М. Алтынова, М. Николаева, Р. Золотова тата ыттисем ăшшăн кĕтсе илсе, Екатерина Алексеевнăна ыталаса: «Катя! Катя!», тесе Чĕмпĕрте вĕреннĕ чухне унпа, пĕчĕк хĕрачапа, шкул пахчинче пĕрле вылянисене хавасланса аса илсе калаçнисем халĕ те куç умĕнчех.

Алексей Иванович Яковлев ывăлĕ, МГУ профессорĕ Иван Алексеевич (кăçал вăл 76 çул тултарать), çĕршыв валли питĕ нумай специалист вĕрентсе хатĕрлет... Унпа пĕрлех унта Дмитрий Ильич Ульянов хĕрĕ - Ольга Дмитриевна доцент хими кафедринче ĕçлет. Вĕсем пĕр-пĕринпе аслашшĕсемпе ашшăсем пекех туслă çыхăну тытаççĕ.

Пĕр-ик çул каялла Иван Алексеевич чирленĕ те, эпĕ унпа калаçнă чух: «Эсир чирлĕ пулсан, мĕншĕн пенсие каймастăр?» — тесе персе ятăм. Вăл: «Мĕнле каяс, хÿтĕлеме тăратнă доктор диссертацийĕсем нумай, физикăпа опыт тума лартнă ĕçсем кĕтеççĕ», — терĕ. Ку сăмахсене илтсен, Юрий Уткинăн «Просветители» ятлă ĕçĕнчи Яковлевсен несĕлĕ çинчен çырнă сăмахсем тÿрех аса килчĕç («Советская Чувашия» хаçат, 1981 ç., февралĕн 13, 15, 18-мĕшĕсем). «Эпĕ нумай вăхăт хушши Иван Яковлевич Яковлевăн тăван-хурăнташĕсене тĕпчерĕм, унăн несĕлĕпе паллашрăм, халĕ çапла калама пултаратăп: пурте вĕсем чăваш халăхĕн аслă ывăлĕн ĕçне малалла аталантарса пыраççĕ. Пĕрисем аслă шкулта пĕлÿ параççĕ, теприсем чăнлăхпа ырра сцена çинче вĕрентеççĕ, виççĕмĕшĕсем чун-чĕре пуянлăхĕпе ăс-хакăла экран çинче сăнарласа кăтартаççĕ, тăваттăмĕшĕсем хăйсен кĕнекисемпе, статйисемпе çутта туртаççĕ...»

Яковлевсен виçĕ сыпăкĕн тивлечĕ пысăкран та пысăк. Пĕрремĕш ăрури Яковлевсем Атăл тăрăхĕнчи халăхсен ачисем валли шкулсем уçнă. Иван Яковлевич, Илья Николаевич Ульянов пулăшнипе, 1868 çулта чăваш шкулĕ уçса пин ытла учитель вĕрентсе кăларчĕ. И. Я. Яковлевăн аслă ывăлĕ Алексей Иванович Яковлев çамрăклах революци ĕçне хутшăннă. Ăна 1898 çулта Мускав университетĕнче студентсем хушшинче марксистла кружок йĕркеленĕшĕн Таганск тĕрмине хупса лартаççĕ, университетран кăларса яраççĕ. Мускав университетĕнчи истори уйрăмĕнчи прогрессивлă ученăйсем çак студент майлă туха-туха калаçнипе çеç ăна тĕрмерен кăлараççĕ, каялла вĕренме илеççĕ.

1900 çулта вăл Мускав университетне 1-мĕш степеньлĕ дипломпа пĕтерет, анчах ăна университетра ĕçлеме 1917 çулта çеç çул уçăлать, ăна истори наукисен докторĕ ятне параççĕ, вăл МГУ профессорĕ, 1920 - 1922-мĕш çулсенче чăвашсенчен пĕрремĕш аслă шкул ректорĕ, 1922 çултанпа наукăсен Академийен член-корреспонденчĕ.

1943 çулта историпе çырнă наука ĕçĕсемшĕн панă государство премине вăл Тăван çĕршыв Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксен тăлăх ачисене пулăшма, Чăваш тата Мордва республикисене, ярса парать.

Тепĕр ывăлĕ Николай Иванович Яковлев, Анна Алексеевна Некрасова каланă тăрăх, Ленинградра инженерта ĕçленĕ, музыковед пулнă. Вăл хăйне евĕр пианино шутласа тунă. Çак музыка инструментне революциччен «Яковлев» тесе ят панă, халĕ «Октябрь» теççĕ. Лидия Ивановна Некрасова, унăн хĕрĕсен Катя, Анна Некрасовасен, вĕсен ачисен ĕçĕсемпе Ю. Уткин маларах асăнна «Просветители» ĕçре аван паллаштарать. Çапла, Яковлевсен виçĕ ăрăвĕ те халăха пысăк тивлет кÿрет.


Канюкова, А. Виçĕ ăру тивлечĕ / Александра Канюкова // Ялав. – 1988. - № 4. – С. 25.