А. Ф. Юман

И. Я. Яковлев тата пирĕн вăхăт


Чăваш халăх просветителĕ Иван Яковлевич Яковлев утса тухнă пурнăç çулĕ çăмăл пулман. Вăл çав тумхахлă çул çинче çухалса каймасăр юлнинчен тĕлĕнмелли кăна юлать. Хăвăрах шутлăр-ха, ача çуралнă хыççăнах иккĕмĕш е виççĕмĕш кунне унăн амăшĕ, Наçтук аппа, вилсе каять. Тăлăх ачан хушамачĕпе ашшĕ ятне ăна тĕне кĕртнĕ чух хреснашшĕ пулнă Якку Яковлев хресчен çине çыртарнă. (Вăл Кăнна Кушкинчен ултă çухрăмра вырнаçнă Жуково ятлă вырăс ялĕнчи Ухов помещикăн крепостла хресченĕ шутланнă, улпут патĕнче музыкçă тата регент пулнă). Амăшĕ вилнĕ хыççăн пĕчĕк Ивана Егор-Андрей Пахомов (вăл икĕ ятпа çÿренĕ) хресчен усрава илнĕ. Анчах Пахомовсен килĕнче алри ачана кăкăр сĕчĕ пама пултаракан хĕрарăм тупăнман, тăлăх ачана вара Суеçĕ Хĕветĕр хресченĕн иккĕмĕш арăмĕ кăкăрне ĕмĕртнĕ. (Иван Яковлевич хăйĕн асаилĕвĕнче çав чăваш хĕрарăмĕн ятне асăнмасть, сăнне вăл çитĕнсен те манман, астунă, тăван ялне пырса кайнă чух тĕл пулкаланă, ÿссен ăна ырă тума ĕмĕтленнĕ, пултарнă таран пулăшнă та. Анчах шутланă пекех тав тума ĕлкĕреймен. Çапах та кайран çак чăваш хĕрарăмĕн мăнукĕсем Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ-ха). Çапла вара паллă мар, сăпайлă чăваш хĕрарăмĕн паттăрла ыркăмăллăхне пула (хăй вăл, паллах, çакна паттăрлăх тесе шутламан та) алри мĕскĕн чăваш ачи — Иван — сывă юлать. (Акă кама палăк лартмалла Кăнна Кушкинче!).

Тăлăх-турат ялти ытти хресчен ачисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Пахом суккăр старике çавăтса çÿренĕ пĕчĕк усравкка ача, алли чĕтĕрекен пуличчен ака-суха туса ÿсекенскер, хăй вăхăтĕнчи пысăк вĕреннĕ çын пулса тăрасси çинчен ĕмĕтленме пултарнă-и-ха тата? Паллах, çук.

Анчах кунта та ун телейĕ пулнах, хирти ватă чикан хĕрарăмĕ çамрăк ачан алтупанне пăхса: "Пысăк çын пулатăн. Инçете каятăн...",- тесе тĕсесе калани тÿрре килнĕ-килнех. Ку вăл мĕнрен килнĕ-ха? Унăн пурнăç çулĕ çинче вашават чунлă ăслă çынсем сахал мар тĕл пулнă. Ăнсăртран, çавах та... Хăш-пĕрисене çеç аса илĕпĕр: Пăрăнтăкри хваттер хуçи Гаврила Иванович Мушкеев вырăс хресченĕ, удел училищинче вĕренекен чăваш ачине хăй хÿттине илнĕскер, Осип Львович Косинский, тăван çырулăх пирки шухăша янă поляк çынни, Чĕмпĕр вырăсĕ, отставкăри гварди полковникĕ Самсон Дмитриевич Раевский, Хусанти вырăс мар халăхсен учителĕсене хатĕрлекен семинари директорĕ Николай Иванович Ильминский, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕн хисеплĕ попечителĕ Николай Яковлевич Шатров миллионер тата ыттисем те. Вĕсем хушшинче Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларас тĕлĕшпе аравасăр пысăк ĕç илсе пынă, Чĕмпĕрти халăх училищисен директорĕ Илья Николаевич Ульянов ячĕ уйрăм вырăнта тăрать. Вăл пулман пулсан вăй çитернĕ пулĕччĕ-ши Кăнна Кушкинчен килсе кĕпĕрне хулинче "чăваш ĕçне" чĕртсе яма ăс çитернĕ хăюллă каччă хăй çине тиенĕ йывăр лава тăвалла туртса пыма? Шăпах И. Н. Ульянов просветитель чăваш шкулне тытса тăма патшалăхран укçа-тенкĕ шыраттарман, Иван Яковлев студент Хусанти университетра вĕреннĕ вăхăтра "чăваш ĕçне" хăй хÿттине илсе студентсене аттелле куçламан, усал сунакансен элекĕсене вăхăтра сирсе тăман, ялсенчи хресченсемпе тĕл пулса калаçса вĕсен чĕрисенче ырă ĕçсен вăрлăхне акса шăтарман пулсан... Темле çав... Епле пулсан та, маттур чăваш ачин сывлăшĕ пÿлĕнсе ларас патне çитнĕ самантсем сахал мар пулнă çав тумхахлă çул çинче.

Ку çеç те мар-ха, хура халăх влаçа хăй аллине ярса илнĕ хыççăн та пăшăрханмалли сахал мар тупăнсах тăнă мар-и чăваш улăпĕн — И. Я. Яковлевăн? Куннехинче ăна ĕнер хăй вĕрентсе çынна кăларнă "йĕпе сăмсасемех" юратнă ĕçрен пăрма хăтланнă, элеклеме те вăтанса тăман, çапла вара вуншар çулсем хушши тĕпренчĕк-тепренчĕкĕн пуçтарнă "чăваш ĕçĕ" çĕнĕрен пăчланса ларас хăрушлăх тухса тăнă. Куннехинче ватă просветитель чысне вăхăтсăр çĕре кĕнĕ аслă вырăс тусĕн ывăлĕ — яш чух Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн кил картинче чăваш ачисемпе туслашса мăннисен тĕрлĕ енлĕ канăçсăр ĕçĕнчен пач пăрăнман çивĕч ăслă каччă пулнипе асра юлнă, халĕ тĕнчери малтанхи хут ĕçлĕ халăх хутне кĕрекен аслă патшалăх пуçлăхĕ таран ÿссе çунат сарнă Владимир Ильич Ленин хÿтĕленĕ, чăваш улăпĕ тĕлне капланнă хура пĕлĕтсене сирсе яма пулăшнă; çĕршыв вилĕмле хăрушлăха кĕрсе ÿкнĕ кăткăс лару-тăрура вăхăт тупса, хăй укçипе телеграммăсем çаптарса ватă просветителён пурнăç тупсăмне туллин палăртса хак панă.

Çапла, И. Я. Яковлевăн тăван халăх умĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна чăннипех те улăп вăй-халлă çын çеç тума пултарнă. Унăн çав пуян еткерлĕхне тĕпчекенсем ахальтен мар ĕнтĕ чăваш просветительне чаплăран чаплă эпитетсем тупса чысланă. Ăна "чăваш çутĕç пионерĕ", "чăваш культурин патриархĕ", "аслă йĕркелÿçĕ тата практик", "наци культурин çулпуçĕ", "асатте", - тесе сума суса çырнисене тĕл пулнă эпĕ.

И. Я. Яковлев хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче чăваш халăхĕшĕн туса хăварнă ĕç калăпăшĕ чăннипех те тĕлĕнтерет. Вăл халăхăмăра алфавит, çырулăх парнеленĕ, чăваш букварĕн авторĕ те вăлах пулнă, çав вăхăтрах ача-пăча валли питех те хитре калавсем çырса хăварнă, çав шедеврсене ăсталăх енĕпе Л. Н. Толстойпа К. Д. Ушинский ача-пăча валли çырса хăварнă калавсемпе юнашар тăратма пулать. Эппин, пирĕн И. Я. Яковлев чăвашсен малтанхи писателĕ те. Вăлах вырăсларан чăвашла куçарас тĕлĕшпе те ĕçленĕ, ăста тăлмачă, этнограф, фольклорист, журналист пулнă, букварьсăр пуçне чăваш ачисем валли ытти учебниксем те çырнă, халăх хушшнче ял хуçалăх, медицина пĕлĕвĕсене сарас тĕлĕшпе ĕçленĕ, вырăс, латынь, нимĕç, грек, француз тата тутар чĕлхисене пĕлнĕ, педагог пулнă чăваш халăхĕн малтанхи интеллигенци представителĕсене — учителĕсене, художникĕсене, артисчĕсене, композиторĕсене, писателĕсемпе поэчĕсене, ăсчахĕсене пăхса ÿстернĕ. Аякри чăваш ялĕсене шкулсем сахал уçнă-и тата!..

Кирек мĕнле аслă çын та халăх астăвăмне тивĕç пултăр тесен, ăна чысласа лартнă чи пысăк палăк вăл унăн еткерлĕхне упраса хăварса çĕнĕ ăру умĕнче йышлатса пыни пулать. Эпĕ чул палăка хирĕç мар, анчах хăй пĕччен кăна вăл çĕнĕ ăру ăс-тăнĕнче нимĕнех те çавăрса хурас çук. Чи кирли — чĕрĕ ĕç. Ку енĕпе илсен, эпир И. Я. Яковлевпа унăн вилĕмсĕр еткерлĕхĕ умĕнче çаплах пысăк парăмра-ха.

Эпир пурсăмăр та - самана çыннисем. И. Я. Яковлев та хăй вăхăчĕн çынни пулнă. Çакна самантлăха та манма юрамасть. Мĕнпур аслă çынсем пекех, унăн пысăк кун-çулне тишкерсе хак панă чух шăпах вăл пурăннă самана паллисене шута илмелле те. Самана тени вара вăл нихăçан та тикĕс килмен. Халĕ те çаплах. Анчах та аслă çынсем ахаллисенчен хăйсем суйласа илнĕ пурнăç çулне çирĕппĕн те хастаррăн тытса пынипе уйрăлса тăнă. Пирĕн И. Я. Яковлев пирки те çакнах каламалла. Вăл тăван халăхăн улăп шухăш-кăмăлне, чи паха енĕсене туллин палăртса тăнă, вĕсене чун-чĕререн парăннă ывăлĕ пулнă. Çав вăхăтрах чăнлăха тÿррĕн пусса палăртма та иккĕленсе те хăраса тăман. Сăмахран, кун-çул вĕçĕнче вăл чăваш халăхĕн сăпайлăхĕпе ĕçченлĕхне палăртнипе пĕрлех, тепĕр чухне чăваш çынни, вакланса кайса, хăйне тивĕçсĕр тытма пултарнине те асăрхаттарать. "Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшÿсĕр ĕç час-часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине пыракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр",- тесе вĕрентнĕ Иван Яковлевич. Çакна епле хирĕçлĕн-ха? Тепĕр чухне çак чир пире ку чухне те канăç памасть. Эппин, эпир çак аслă сăмахсен тарăнăшне çаплах кирлĕ пек ăнланса çитмен-ха. Ăспа ăнлансан та, ĕçпе тума вĕренсе çитмен, начар вĕренекенсем пулса юлнă. Ку çеç те мар, çĕнĕ саманара çĕнĕ чирсем те аптратаççĕ пире. Эпĕ чăваш халăхĕ ытти халăхсем хушшинче хăвăрт ирĕлме пултарнине асра тытатăп. Тăван тымарсене хăвăрт татать чăваш. Чăвашлăха кирлĕ пек упраса хăварма тăрăшманнисем пирĕн хушăра темĕн чухлех. Пăртак вырăсла çапкаланма вĕренсенех тăван чĕлхене манма пăхатпăр, ăна хисеплеми пулатпăр, çын умĕнче унпа калаçма вăтанатпăр. Ку çеç те мар, ача-пăчасене те тăван чĕлхепе культурăран ютшăнтаратпăр.

Аллăмĕш çулсен варринче Чĕмпĕр вучахĕ сÿнсе ларнăшăн, тăван культура сăпки сикме чарăннăшăн кам айăплă? Чăвашсем хамăрах. Эпĕ çакна çирĕп шанса тăратăп: ку е вăл наци çыннисем пĕр шухăшлă пулса çине тăрсан ниепле "реакцилле" тытăм та çав халăх çулне пÿлсе тăма хăяс çук. Вырăс халăхне илес пулсан вара, вăл ĕмĕр тăршшĕпех чăвашсене наци хăй евĕрлĕхне упраса хăварма пулăшнă. Иртнĕ ĕмĕрте унашкал вырăс çыннисенчен пĕри И. Н. Ульянов просветитель пулнă. Пĕччен çеç те мар-ха вăл. Шăпах вĕсем куллен хута кĕрсе пулăшнипе мар-и-ха И. Я. Яковлев чи йывăр вăхăтра та хăйĕн ĕçне алран ÿкермен. Пирĕн вăхăтра акă тепĕр вырăс çынни — чăваш педучилищин юлашки директорĕ П. М. Якимушкин çĕнĕ саманара алхаснă çутĕçĕнчи çумкурăк-реакционерсене хирĕç çине тăрса кĕрешнĕ мар-и. Анчах, шел пулин те, ку вăхăтра самай пысăк витĕм пама пултарнă Чăваш патшалăхĕн правительстви те, чăвашран тухнă интеллигенци представителĕсем те çак тĕрĕсмарлăха хирĕç кар! тăма шутламан. Мĕн ку? Мĕскĕнлĕх? Чуралăх? Сÿрĕклĕх? Вăл та, ку та — чир. Халăх чирĕ. Çакна та йышăнма тивет.

Халĕ пиртен ытларахăшĕ çак чир хăрушлăхне ăнланса илтĕмĕр темелле. Чăвашлăха çĕнĕрен çĕклеме кирли çинчен калаçатпăр. Калаçуран ĕç çине те куçма пуçларăмăр. Çавах та лавăмăр майĕпен шăвăнать-ха. Кунта каллех пире вырăссем хăйсем хистесе-хавхалантарса тăраççĕ. Лавĕ майĕпен шăвăнни каллех хамăртан, чăвашсенчен килет. Халăх шăпи шухăшлаттарсах каймасть пире. Эпир хамăрăн кулленхи çăмăл мар пурнăç лачакине путнă. "Паян мана лайăх, канлĕ — юранă. Ыран — куç курать унта",- акă мĕнле "философие" тĕпе хурать обыватель—чăваш.

1989 çулта облаçра пурăнакан 116 пин ытла чăваш валли тăван чĕлхепе "Канаш" хаçат тухса тăма пуçларĕ. Ку вăл культура пурнăçĕнчи пысăк событи пулчĕ. Пысăк тĕллевпе çеç мар, пысăк тăкаксемпе çыхăннăскер. Çак япала чăвашла калаçакансене калама çук хăпартлантарса ямалла пек ĕнтĕ. Редакцине купи-купипе çыру килсе тăмалла пек. Çыхăну уйрăмĕсене подписчиксем пуçĕпех "çавăрса илмелле" пек. Хаçачĕ чиперех тухать-ха. Пĕлекенсем каланă тăрăх, вуламалли те çук мар унта. Çапах та ку е вăл пулăмсем пирки çунмаççĕ куран пирĕн вулакансем. Унсăрăн вĕсем кулленхи чи çивĕч ыйтусем пирки шарламасăр пурăннине епле ăнлантарăн-ха? Подписчиксен шучĕ те... икĕ пин çынна çех çывхарать. Ку вăл — облаç тулашĕнче пурăнакан хаçат тусĕсене шута илсе пĕтĕмлетсен çапла. Шупашкарта тухса тăракан "Ялав", "Тăван Атăл" тата "Капкăн" журналсен тиражĕсем те палăрмаллах чакрĕç юлашки вăхăтра. Хаксем хăпарнине шута илсен те, çакă мĕн çинчен калать? Каллех халăх сÿрĕклĕхĕ çинчен. Хăйсемшĕн çеç пурăнма хăнăхнă обывательсем йышлăрах çав-ха чăвашсем хушшинче. Чирĕ вара шала кайнă. Çакна пытарма çук.

Акă халĕ эпир Чĕмпĕрти чăваш шкулне çĕнĕрен уçас пирки нумай калаçатпăр. Ку, паллах, кирлĕ те сăваплă ĕç. Анчах шкулне уçсан ăна И. Я. Яковлев вăхăтĕнчи шая çити çĕклеме пултарăпăр-ши? Тепĕр чухне пирĕн акă шкул комплексĕн территорийĕнче пулса иртекен чăваш уявĕсене хутшăнма та хал çитсех каймасть. Чăваш çĕршывĕнчен хăнасем йышлăн килсе çитеççĕ - вырăнти чăвашсене хускатма вара çăмăл мар-ха.

Мĕн ку? Каллех чир. Сÿрĕклĕх чирĕ. Унтан хăтăлса çитеймесен инкек-синкексем пире малашне те кашни утăмрах сыхласа тăрĕç.

Халăх вăйĕ - тымарта. Эпир И. Я. Яковлев пек халăх улăпĕсен еткерлĕхне чипер упраса хăварма пултарсан çеç малашлăха тивĕç ăру çыннисем пулса юлăпăр.

Ку чухне иртнине çĕнĕ хак паракансем йышланса кайрĕç. Çакă И. Я. Яковлев еткерлĕхне хак панă çĕрте те сисĕнет. Вăл чăваш халăхне вырăслатма тăрăшнă имĕш. Çавна май хăш-пĕрисем архивра тусанланса выртнă документсене туртса кăларса сенсаци тума пăхаççĕ. Чăннипе вара И. Я. Яковлев чăвашлăхшăн çирĕп тăнă. Анчах вырăс чĕлхипе культурине сивлесе мар, вĕсем çине тăванла таянса, вĕсем пулăшнипе. Кун пирки нимĕн иккĕленмелли те çук пек ĕнтĕ. Анчах иккĕленекенсем тупăнаççĕ. Çавнашкал тÿнтер чунлă интеллигентсенчен те сыхланма-хÿтĕленме пĕлмелле пирĕн. Çакна вара И. Я. Яковлев еткерлĕхне тĕпчесе вĕренмесĕр тума çук. Халăха вĕрентес ĕçре ĕçлекенсемшĕн унăн педагоика системи паян кун та чĕрĕ теслĕх пулса тăма тивĕç. Кун пирки 1993 çулта Ульяновскри И. Я. Яковлев шкулĕн комплексĕнче пулса иртнĕ наукăпа тĕпчев конференцине хутшăннă специалистсем тарăн та ĕçлĕ калаçу ирттернĕччĕ. Шел пулин те, çав телпулăва та вырăнти чăвашсем питĕ сахаллăн пуçтарăннăччĕ.

Пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн, хамăра тиркеме вĕренсе, начар пулăмсене манăçа хăварса, лайăххисене аталантарса пырса, тăван чĕлхе сасси сăваплă Чĕмпĕр тăрăхĕнче тепĕр хут уçăмлăн та мăнаçлăн янраса каяс вăхăтчен те пурăнасчĕ-ха пирĕн. Çакă çутă ĕмĕт пурсăмăра та пĕрлештерсе-чăмăртаса тăма тивĕç. Ун чухне ăна эпир тăван чĕлхепе культурăна çĕнĕ, И. Я. Яковлев витĕмĕпе ÿснĕ кăвар чĕреллĕ чăваш поэчĕсем ĕмĕтленнĕ шая çити çĕклеме пултарăпăр. Çак пархатарлă тĕллевпе пурăнар тата ĕçлер сăваплă Чĕмпĕр-Ульяновск çĕрĕ çинче.

1993-1997 çç.


Юман, А. Ф. И. Я. Яковлев тата пирĕн вăхăт // Юман, А. Ф. И. Я. Яковлев ячĕллĕ… : очерксем / А. Ф. Юман. – Ульяновск, 1998. – С. 84–89.