В. Давыдов-Анатри
Яковлева сума суса
Иван Яковлева манмастпăр, 
Усратпăр халăх асĕнче. 
Ăна сума суса юрлатпăр 
Чăваш совет çĕршывĕнче.
Çын вăй-халне вăл çирĕп шаннă, 
Пире вăл чĕннĕ çутталла. 
Ăна Ульянов асăрханă, 
Савса ал панă тăванла.
Вĕсем пĕрле тăрса çул хывнă 
Ыр ĕмĕтпе - малашлăха. 
Пĕрле тыр акнă, тырă вырнă, 
Пĕрле çĕкленĕ туслăха.
Тавах сана, Раççей-аннемĕр, 
Тавах, манмарăн эс пире. 
Пĕрле пулнишĕн чун-чĕремĕр
Сана саватпăр ĕмĕрех!
Давыдов-Анатри, В. Яковлева сума суса : [сăвă] // Давыдов-Анатри, В. Сăвăсем / Василий Давыдов-Анатри. – Шупашкар, 1986. – С. 86.