Г. Ефимов

И.Я.Яковлев


Яковлев - вăл чĕрĕлĕх,

Нихăçан та иксĕлми çăлкуçĕ.

Хăйĕн вăйĕпе вăл тĕрĕслĕ

Чăнлăха.

Малашлăха çул уçĕ.


Пĕрчĕн-пĕрчĕн сапнă таврана

Хăй пĕлÿлĕхне пĕр шеллемесĕр.

Ěмĕр урлă чыслăн курăнать

Ěçĕ-хĕлĕ çуттăн та сÿнмесĕр.


Хывнă вăл чĕлхемĕр никĕсне:

Çавă никĕс —

Çĕр чĕтренĕ — пĕтмĕ.

Çутнă вăл чăвашлăх çăлтăрне,

Тÿпере çав çăлтăр пирĕн çĕтмĕ.


Иван Яккăльч!

Унăн тавралла

Çаврăнаççĕ пирĕн генисем.

Иванов, Ухсай тесе калап,

Ав утса килеççĕ Волковсем1.


Ăс çумне ăссем хушса пыма,

Туслăн та тăванлăн пурăнма

Пехил панă...

Çавă пехиле

Куç пек упрамашкăн пĕлмелле.


Яковлев — вăл вĕçсĕр эсĕ, эпĕ,

Пархатар та халăхăн хисепĕ.

Унăн ячĕпе

Тĕнче умне

Кăларать чăваш

Ăс-хакăлне.


Ефимов, Г. И. Я. Яковлев : [сăвă] // Ефимов, Г. Ěмĕр иртет – кун юлать / Георгий Ефимов. – Шупашкар, 1999. – С. 175-176.


1 Пĕртăван Волковсем — Г.Н.Волков — академик, профессор, писатель, А.Н.Волков — академик, медицина ăслăлăхĕн докторĕ, З.Н.Волков — медицина ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент.