А. Кăлкан
Чăвашсен пур сумлă çын
Чăвашсен пур сумлă çын, 
Пурте ун ятне пĕлеççĕ, 
Ваттисем калаçнă чух 
Ырăпа çеç асилеççĕ.
Хăть чăваш эс, хăть тутар,— 
Пурпĕрех пĕлмешкĕн тивĕç: 
Ача чух вăл çу хута 
Кĕтÿçре çÿренĕ имĕш.
Пĕчĕкрен вăл пит ăста 
Çăпата тума вĕреннĕ; 
Яш пулсассăн, Хусанта 
Кĕнеке тытса çÿренĕ.
Вырăссем пулăшнипе 
Вĕренме ăна май килнĕ; 
Пултаруллă пулнипе 
Пит нумай пĕлÿ вăл илнĕ.
Чăвашран вăл пуçласа 
Университет пĕтернĕ. 
«Халăхшăн вăя хурса 
Халь ĕçлес пулать ман»,— тенĕ.
Чăвашсем валли вара 
Чĕмпĕрте вăл хăй шкул уçнă. 
Букварьсем çыра-çыра 
Пулнă шурă юр пек пуçлă.
Аллă çул хушши çутта 
Чăваша çав çын кăларнă. 
Халĕ пединститута 
Чăвашсем ун ятне панă.
Каламарăм ун ятне - 
Вăл пуриншĕн те халь паллă. 
Маншăн та вăл - чăн атте; 
Сăввăм пултăр асăнмалăх.
Кăлкан, А. Чăвашсен пур сумлă çын : [сăвă] / Александр Кăлкан // Пирĕн 
уявсем. – Шупашкар, 1991. – С. 5.