Яковлев Иван Яковлевич чăваш шкулне, çырулăхне тата литературине епле пуçарса янă

И. Я. Яковлев çурални кăçал 110 çул тултарать. Вăл хăй çапла çырса хăварнă:

«Эпĕ Пăва уездĕнче, Кăнна Кушкă ялĕнче, 1848 çулхи апрелĕн 13-мĕ-шĕнче çуралнă. Тăхăр çул çине кайсан, мана Пăрăнтăкри ял шкулне илчĕç. Унта 1860 çулхи май уйăхне çити вĕрентĕм. Çав удел шкулĕнчен вĕренсе тухнă чух мана Чĕмпĕрти уделăн чертежнăйĕ çумĕнче мерщиксене вĕрентме тунă шкула илчĕç. Эпĕ унтан 1864 çулхи май уйăхĕнче вĕренсе тухрăм (унта ăслăлăха вĕрентниех те пулмарĕ, çĕр виçес ĕçе кăна вĕрентрĕç теме пулать). Çав шкултан эпĕ мерщик пулса тухрăм. Мерщикра икĕ çул ытларах ĕçлерĕм. Унтан, мерщик ĕçĕнчен аран-аран тухса, гимназие кĕтĕм. Вунă уйăх хушши хатĕрленнĕ хыççăн, 1867 çулхи сентябрьте (хам 20 çул тултараспа), Чĕмпĕрти гимназин 5-мĕш класне кĕтĕм. Çулсерен класран класа куçса пырса, 1870 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче гимназирен ылтăн медальпе вĕренсе тухрăм».

Иван Яковлевич кунта хăйĕн мĕн çамрăкран пысăк тертлĕ пулнă пурнăçĕ çинчен çырман. Чăннипе унăн ачаллах хурапа шурра нумай курмалла пулнă. Вăл тăлăх ÿснĕ.

Икĕ кун çеç пурăнма ĕлкĕрнĕ, амăшсĕр тăрса юлнă Ивана Пахомовсен çемйи усрава илсе, вилĕмрен çăлса хăварнă.

Андрей Пахомов, Севастополь хулинче çапăçса паттăра тухнăскер, салтакран таврăнсан Пăрăнтăкри удел приказĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, каярахпа суккăрланнă та ĕçлеме пăрахнă. Пĕчĕк Иван Яковлевичăн ачаллах суккăр Пахомова çавăтса çÿремелле пулнă. Ватă «ашшĕ» ăна йăпатса ÿстернĕ. Пахомов хĕрĕсем Ивана хăйсен шăллĕ пекех юратса пăхнă.

Сакăр çула çитнĕ-çитменех Иван килхушшинчи пур ĕçсене те ерĕшсе ĕçлеме пуçланă: сÿрере, сухара, вырмара, çумлавра, пахчара шыв сапасра тата ыттисенче те ĕçленĕ. Çăпата хуçма та аван пĕлнĕ. 12 çулсене çитсен Иван, хыт сухаран таврăнсан, кашăк алăран тухса ÿкнине те куркаланă.

1856 çулта çуркунне Ивана удел приказĕн шкулĕнче вĕренме Пăрăнтăка илсе кайнă. Анчах пирвайхи çулах вăл шкулта чечче чирĕпе чирлесе ÿкнĕ, унтан ыйхă тĕлĕшпе сентре çинчен персе анса пуçне шăтарнă, виçĕ кун тăнсăр выртнă. Вара сываличчен ăна килне янă.

Тепĕр çулхине вăл каллех Пăрăнтăка вĕренме пынă, вырăс хресчен Мушкеев патĕнче хваттерте тăнă. Гаврил Иванович Мушкеев ырă çын пулнă. Вăл Ивана кил çынни пекех усранă, ĕçчен пулнăшăн, лайăх вереннĕшĕн юратнă.

Иван Яковлевич çав шкултан 12 çулта чух — 1860 çулта вĕренсе тухнă. Анчах ку шкула пĕтернипе кăна пурнăçра кирлине туянма май пулман. Мĕншĕн тесен çав шкулта ачасене славянла çырнă катехизиса пăхмасăр калама вĕрентсе нумай вăхăт ирттернĕ. Ăса кĕнĕ пекки мĕн пурĕ — арифметикăн тăватă действине пĕлсе, шутлама вĕренни çеç пулнă.

Çапах та шкултан лайăх веренсе тухнипе, тăрăшнине кура, Иван Яковлевича Чĕмпĕрти землемерсен шкулне ямалла тунă. Удел валли çĕр виçсе касма пĕлекенсем кирлĕ пулнă. Çав шкулта виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн 16 çулхи Иван Яковлевич мерщик пулса ĕçлеме тытăннă. Ăна уйăхне 10 тенкĕ шалу тÿленĕ.

Чĕмпĕр кĕпĕрни тăрăх тĕрлĕ çĕрте сĕтĕрĕнсе çÿренĕ хушăра çамрăк мерщике сивчир ернĕ. Пĕррехинче ăна ăнсăртран Долгорукий князь именийĕсен управляющийĕ Коссинский поляк тĕл пулнă. Иван Яковлевич сивчирпе асапланнине кура, сывалсассăн мерщик ĕçĕпе усă пама пултарнине пĕлсе, Коссинский ăна хăй патне, Аскул ялне, куçма сĕннĕ. Иван Яковлевич килĕшнĕ. Пĕррехинче Коссинский Иван Яковлевича имени валли чертежсем тунăшăн, 25 тенкĕ укçа панă. Ăна ку телей пуйса кайнă пекех туйăннă. Вăл вара малалла вĕренме ăс тытать, çавăн валли укçа перекетлесе, пуçтарса пырать. Коссинскипе калаçнă хушăра вăл тĕнчере тĕрлĕ халăх пуррине, вĕсен кашниннех хăйсене кура культура пуррине чухласа илет. Çавна май Иван Яковлевич чăвашсем те, çырулăх пулсан, хут вĕренсен ытти çынсем пекех культурăллă пуласса ĕмĕтленет.

Анчах мерщик ĕçĕнчен вĕçерĕнсе тухса вĕренме каясси ансат ĕç пулман. Удел аллинчен ирĕке тухмашкăн унччен вĕрентнишĕн 480 тенкĕ тавăрса памалла пулнă. Апла пулсан, Иван Яковлевичăн мĕн тери хĕсĕнсе пурăнмалла пулни уççăнах паллă.

Иван Яковлевич мерщикран тухса вĕренме каясшăн тăрăшнине курса-нах, мерщиксен пуçлăхĕ Белокрысенко генерал ăна Улатăр хулине куçарать те, «эсĕ пурпĕрех гимназире пулас çук» тесе, хăтăрса пăрахать. Анчах Иван Яковлевич телейне, Улатăрта ĕçленĕ Мукосеев математик ăна гимназие кĕмелĕх вĕренме пулăшать. Питĕрпура пилĕк хут йăлăнса çырса тин вăл мерщик ĕçĕнчен хăтăлса тухать. Ку 1867 çул пуçламăшĕнче пулнă. Икĕ çул хушши Иван Яковлевич тÿрех гимназин 5-мĕш класне кĕме хатĕрленет. Ăна çавăн чухне пулăшакансем хушшинче (Улатăртан Чĕмпĕре куçнă) Мукосеев, Чĕмпĕрти хаçат редакторĕ Арнольдов тата отставкăри гварди полковникĕ С. Д. Раевский пулнă. Раевский Иван Яковлевича гимназие хăйĕн пиччĕш ачипе пĕрле хатĕрленме сĕннĕ.

Иван Яковлевич 1868 çулта гимназин 5-мĕш класне кĕнĕ те, виçĕ çултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Халь пулсан та акă мĕн тĕлĕнтерет: Иван Яковлевич хăй вĕренме пикеннĕ хушăрах чăваш ачисене вĕрентме тытăнать. Çакăн валли акă мĕнле май тупăннă.

1868 çулта Раевский Питĕрпура куçнă. Каяс умĕн вăл Иван Яковлевича хăй хваттерĕнче пурăнма ирĕк парса хăварнă. Кăштах тăрсан тата Иван Яковлевича вĕренес текен чăваш ачисене ыттисене те çав çуртрах усрама ирĕк панă.

Иван Яковлевич гимназие кĕнĕ-кĕменех, 1868 çулхи октябрĕн 28-мĕ-шĕнче, ун патне Алексей Рекеевпа Игнатий Иванов персе çитнĕ. Вĕсем хыççăн часах тата икĕ чăваш ачи Егор Улюкинпа Кашкаров тата вырăс ачи Иван Исаев килсе кĕнĕ. Иван Яковлевичпа пĕрлех тата унăн юлташĕсем — хваттерсĕр гимназистсем Панаевпа Соколов пурăннă. Кусем те Иван Яковлевичпа пĕрле ялсенчен пуçтарăннă ачасене уездри училищĕне вĕренме кĕме хатĕрленме пулăшнă. Çапла ĕнтĕ, хăйне кура интернатла чăваш шкулĕ пуçланса каять. Вĕренекенсем Иван Яковлевича унчченех пĕлнĕ. Вĕсем чухăн хресчен ачисем пулнă. Вĕсене усрамашкăн Иван Яковлевичăн хăй (репетицисемпе) ĕçлесе тупнă укçине расхутламалла пулнă. Ырă кăмăллă Раевский Питĕрте 1869 çулта вилсе кайнă хыççăн унăн ратнисем Чĕмпĕрти çурт таврашсене сутса янă. Вара Иван Яковлевич урăх çĕрте хваттер илсе, чăваш ачисене унта усрама пуçланă. Унтан тин çуралнă чăваш учителĕсен шкулне урăх çынсем те пулăшкалама пуçланă. Вĕсем хушшинче И. Н. Ульянов, Вишневский т. ыт. пулнă. Вара часах Рекеев, Игнатьев, Кашкаров, Исаев учитель ĕçне тытăнма хатĕрленсе çитнĕ (Улюкин килне тарнă).

Гимназирен вĕренсе тухнă хыççăн, Иван Яковлевич Хусанти университета вĕренме кĕнĕ. Чĕмпĕрте пуçтарăннă чăваш ачисене вĕрентмешкĕн вăл Алексей Рекеева пуçлăх туса хăварнă.

Университетран Иван Яковлевич историпе филологи факультетне пĕ-терсе тухнă. Çапла вара вăл тăрăшса вĕренсе, историпе чĕлхе тĕлĕш кăна мар, философипе литература тĕлĕш те нумай пĕлÿ туяннă.

Чĕмпĕртен вăл вĕçĕмсĕр çырусем илсе тăнă; ун патне Рекеев пек учительсем кăна мар, вĕренекенсем хăйсем те яланах (е вырăсла е чăвашла) çырусем янă. Иван Яковлевич çийĕнче тавăрса çырса, вĕренÿ ĕçне епле лайăхлатмалли çинчен канаш панă.

Çулсеренех вĕренес текен чăваш ачисем йышлăланса пынă. 1871 çултах акă Чĕмпĕре 20 ача пуçтарăннă. Вĕсене ĕнтĕ ăнсăртран, хутран-ситрен тупăннă укçа-тенкĕ вĕççĕн усраса вĕрентме май пулман, учительсем те ялан (шалу илсе) ĕçлекеннисем пулмалла пулнă. Хыснапа земствăсенчен укçа-тенкĕ парса тăмалла тăвас енчен Иван Яковлевича Чĕмпĕрти халăх шкулĕсен инспекторĕ И. Н. Ульянов (Ленин ашшĕ) тата Хусан округĕн попечителĕ П. Д. Шестаков нумай пулăшнă.

1871 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче çырнă хăйĕн пĕр çырăвĕнче Иван Яковлевич акă мĕн палăртать:

«И. Н. Ульяновпа эпир питĕ килĕшÿлле: Вăл — ырă, лайăх çын, кирлĕ çĕрте пулăшмашкăн яланах хатĕр, çавă пирĕншĕн питĕ паха».

И. Н. Ульяновпа И. Я. Яковлев хушшинче çÿренĕ çырусенче вĕсен пысăк туслăхĕ курăнса тăрать.

* * * 

Иван Яковлевич чăвашсем хушшинче шкулсем тăвасси питĕ йывăр, пысăк чăрмавлă пулассине малтанах аван пĕлнĕ. Çав ĕçе укçа-тенкĕ çукки кăна мар, патшапа чиркÿ йĕркисем, улпутла вырăс шовинизмĕ — Раççейре великоруссем кăна хуçа пулмалла тени, вак халăхсем çине йĕрĕнсе пăхни, ытти халăхсене пĕр тана хуманни питĕ кансĕрлесе тăнă. Иван Яковлевич чăнах чăваш ачисем валли шкулсем тăвас тесен, йĕп çăрти витĕр тухмалла тенĕ пекех — ăслă та, чее те пулмалла пулнă.

Патша влаçĕсем пÿлсе, чарса ан хуччăр тесе, Иван Яковлевич чăвашсем хушшинчи шкулсен ĕçне миссионерсен ĕçĕпе çыхăнтарам пек тунă. Ун чухне Хусан таврашĕнчи миссионерсен пуçлăхĕ Н. И. Ильминский профессор, славян чĕлхипе ÿкĕтленипе Атăлçи халăхсем хушшинче христос тĕнне çирĕплетме çуккине кура, крешĕн тутарсем валли тутарла чĕлхепе вĕрентекен (кĕлтăвакан) шкулсем уçма пуçланă. Тăван чĕлхепе вĕрентни ăнăçлă пулни часах палăрнă. Иван Яковлевича тĕл пулсан, Ильминский ăна хăйĕн ĕç меслечĕсем çинчен каласа панă, чăвашсем хушшинче те çавнашкал — тăван чĕлхепе верентекен шкулсем тума май пурри çинчен калаçнă. Чăвашла шкулсем кирлĕ мар тесе янрашакан вырăс улпучĕсемпе пуп таврашĕсене хирĕç Иван Яковлевич педагогика енĕпе кăна тавлашман. Вăл «усала хăй урапи çине ларса кустармалла» тенĕ пек, тепĕр вирлĕ меслет тупнă. Вăл патша улпучĕсемпе тарçисене чăвашсем мăсăльмана тухса каяссипе хăратнă.

Çапла вара Ильминский Иван Яковлевича, университетран вĕренсе тухсанах, Хусан округĕнчи чăваш шкулсен инспекторĕ туса хунă.

1868 çулта 4 ачаран пуçланса кайнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ 1877 çулта учительсем хатĕрлеме права илсе, учительсен шкулĕ пулса каять. 1878 çулта çав шкул çумĕнчех хĕрачасен пайĕ уçăлать, вăл та учительницăсем хатĕрлеме пуçлать. 1890 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ учительсен семинари ятне илет. Семинари çултанçул асланса, йышлăланса пырать: 1916 çулта унта 192 арçын ача тата 143 хĕрача вĕреннĕ. Шкулăн классемпе хваттерсем валли кирлĕ хуралчĕсемсĕр пуçне, тата пысăк ялхуçалăх ферми пулнă. Унта тырă акмалли çĕртен пуçне, улăх, вăрман, пулă кÿллисем, вĕлле утарĕ, ăратлă выльăх витисем т. ыт. те пулнă. Çав ферма вĕренекенсене кĕнеке тăрăх вĕреннине ял хушшинчи ĕçсемпе тачă çыхăнтарса, хресчен хушшинчи ĕçсене тĕплĕ пĕлме пулăшнă.

Çÿлтен çырса панă йĕркесем тăрăх, шкул умĕнче çакăн пек задачăсем пулнă: малашне чăвашпа вырăс халăхĕсене çывхартасшăн ĕçлекен учи-тельсем хатĕрлесси; учительсене тăван çĕршывпа тăван халăхшăн тăрăшма вĕрентесси, вырăс халăхĕпе çывхарас идейăсене ăнлантарасси, ачасене вĕрентес ĕçе тĕплĕн вĕрентсе хăнăхтарасси.

Шкулта çакнашкал предметсем пулнă: закон божий, вырăс чĕлхи, чиркÿлĕх славян чĕлхи, логика, педагогика, арифметика, геометри, алгебра, истори, географи, физика, хими, ботаника, минералоги, естествознани, зоологи, чистописани, черчени, ялхуçалăх ĕçĕ, вăйпитти ĕç (столярнăй е токарнăй мастерскойсенче, уй-хирте, сад-пахчара ĕçлени), юрă ăсталăхĕ, сĕрме купăс вăййи.

И. Я. Яковлев учитель пулас ачасене ăслăлăха тĕплĕн вĕрентме тăрăшнă. Христос тĕнне çирĕплетес ĕçе яланах чи мала лартса асăннă пулин те, чăннипе шкул, хай вĕрентекен ăслăлăхсем урлă, ачасене чылай пĕлÿ, ăслăлăх парса пынă. Ку шкултан вĕренсе тухнă çын, пурнăç йĕрки çинчен, политикăпа философи çинчен те, хăй ăссăнах тавçăрма пултарнă. Ахаль мар ĕнтĕ Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ çынсем нумайăшĕ пирвайхи (1905-1907 çулсенчи) революцирех патша йĕркине хирĕç, халăха ирĕке кăларасшăн çине тăрса кĕрешме пикеннĕ. 1917-1918 çулсенче те Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ е вĕренекен çынсем нумайăшĕ халăх майлă пулса кĕрешнĕ.

И. Я. Яковлев пуçарса янă, пăхса ÿстернĕ Чĕмпĕрти шкул тавра чăваш ялĕсенче çултан-çул кĕçĕн шкулсем уçăлса пынă. 1913 çулта акă Атăлçи чăвашсем хушшинче 463 шкул пулнă, вĕсенче 29600 вĕренекен, 822 чăваш учителĕ пулнă. И. Я. Яковлев инспектор пулса ĕçлеме пуçличчен И. Н. Ульянов тăрăшнипе чăваш ялĕсенче унта-кунта (Кăнна Кушкăра, Хутарта т. ыт. те) шкулсем уçăлкаланă пулин те, вĕсем питĕ сахал пулнă-ха, вĕсем ун чух алри пÿрнесем вĕççĕн шутласа тухмалăх та пулайман. Çапла, Иван Яковлевич тăрăшнипе 1917 çулччен чăваш ялĕсенче 500 шкула яхăн уçăлнă. Вĕсем валли учительсем пуринчен ытла Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ парса пынă.

Анчах шкул ĕçне аталантарса ярасси, чăваш халăхне çутта кăларса пырасси, паллах, пĕр шкулсем уçнипе, учительсем хатĕрлесе панипе кăна пулман. Çакна астăвас пулать: мĕн 1870 çулсене çитиччен чăвашсен хăйсене тивĕçлĕ çырулăх та пулман. Унччен, 100 çул хушши ытла, чиркÿ кĕнекисене чăвашла «çавăрса хурса» кăларкаланă пулин те, пĕтĕмĕшпех вырăс алфавичĕ вĕççĕн кăна пичетленĕ. Вырăс алфавичĕ чăваш чĕлхин кĕввине тĕрĕс ÿкерсе кăтартма çителĕклĕ пулман, çавăнпа ун чухнехи кĕнекесен чĕлхи, чăвашла тенĕ пулин те, халăх ăнланмалла чĕлхе пулман. Сăмахран акă, 1867 çулта çапăнса тухнă пирвайхи календарĕн ятне «çулталăк кĕнеки» тесе каласшăн пулнă, анчах чăвашла алфавит çуккипе ăна «Солдалык кнеге» тесе çырнă, мĕншĕн тесен ун чух «ç», «ă», «ĕ» саспаллисем пулман. Е тата çав кĕнеке çийĕнчех çапла çырни пур: «сагал сирны — бэлэ кон-зэнь яче кутардны». Ку ĕнтĕ «кунсен ятне кĕскен çырни» тени пулнă.

Иван Яковлевич, вырăс студент Белилинпа пĕрле ĕçлесе, Хусан университетĕнче вĕреннĕ хушăрах, вырăссен алфавичĕпе усă курса, чăвашсене юрăхлă алфавит тунă. Унтан шкул ачисене вĕрентме букварь çырнă. Вăл 1872 çулта çапăнса тухнă. Çав букварь ачасене хут вĕрентме питĕ аван учебник кăна мар, чăвашсен литературине пуçарса яракан кĕнеке те пулнă. Мĕншĕн тесен Иван Яковлевич букваре халăх сăмахлăхĕпе, халапĕсемпе, ваттисем каланисемпе усă курса çырнă. Çав букварь тухнине, эппин, чăваш шкулĕнче чăвашла вĕрентессине пуçласа, литературине хунавлатса янăшăн хисепе хуратпăр.

Чăн та, Иван Яковлевич чăваш шкулĕсен инспекторĕ е Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ тапхăрта чăваш литератури çултан-çул аталанса пынă. Ĕнтĕ вырăсларан чăвашла куçарса çапнă кĕнекесем кăна мар, тÿрех чăвашла çырнă кĕнекесем те курăнкалама – пуçланă. Кĕнекесем кăларас ĕç пĕтĕмĕшпех миссионерсен аллинче, укçа-тенкине те вĕсенчен кĕленмелле пулнипе, чиркÿ кĕнекисем ытларах тухса пынă (евангели, псалтирь, святойсен пурнăçĕсем т. ыт. те).Çапах та, çав хушăрах, халăх валли кирлĕ кĕнекесем те тухкаланă. Сăмахран, 1908 çулта «Сказки и предания чуваш. Чăваш халлапĕсем» ятлă кĕнекере К. В. Ивановăн паллă поэми «Нарспи», М. Ф. Федоровăн паллă баллади «Арçури», Шупуççыннин «Хитре чĕкеçĕ» çапăнса тухнă. 1912 çулта А. С. Пушкинăн «Полтава» поэми чăвашла тухнă.

Чăвашсен Иван Яковлевич пуçласа янă литература чĕлхи аталанса çит-нине 1906-1907 çулсенче Хусанта революцилле халăх хаçачĕ «Хыпар» тухса тăни те аван кăтартса парать.

Яковлев Иван Яковлевич чăваш шкулне, çырулăхне тата литературине епле пуçарса янă // Чăваш календарĕ : 1958. – Шупашкар, 1957. – С. 145-147.