Н. Краснов

И. Я. Яковлев халӑха ҫутта кӑларассишӗн кӗрешни

Кӑҫалхи апрелӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсен чаплӑ педагогӗ, пӗтӗм ӗмӗрне Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассишӗн кӗрешсе ирттернӗ Яковлев ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. «Ялав» журнала вулакансене ҫавна май эпир ун пурнӑҫне тӗпченӗ чух тупӑннӑ хӑшпӗр ҫӗнӗ материалсемпе паллаштарасшӑн.

Халӑха ҫутта кӑларасшӑн И. Я. Яковлев 50 ҫул ытла ӗҫленӗ (1808-1922 ҫҫ.). Ҫав вӑхӑт хушшинче паллӑ педагог мӗн тӗрлӗ кӑна пархатарлӑ ӗҫ туса хӑварнине шутласа кӑларма та йывӑр. Ӗҫ вырӑнӗсем унӑн, хисеплесе-чысласа суйланисене шута илсен, мӗнпурӗ 32 пулнӑ. Наука ыйтӑвӗсемпе, хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе вӑл 100 ытла кӗнеке е тӗрлӗ статья пичетленӗ, 400 ытла шкул уҫнӑ. Кунсӑр пуҫне хӑйӗн ҫывӑх тусӗсемпе пӗрле чӑваш букварьне 33 хутчен кӑларнӑ, хресченсем валли вулав ҫурчӗсем, ялти пурнӑҫра кирлӗ ӗҫсене вӗренмелли кружоксем, тӗрлӗ мастерской чылай уҫнӑ. Ҫак ӗҫсене вӑл чӑвашсемшӗн ҫеҫ мар, Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакан ытти халӑхсемшӗн те тунӑ. Тӗслӗхрен, хӑйӗн шкулӗнче вӗренекенсемпе пӗрле И. Я. Яковлев Чӗмпӗрте чӑвашла кӗнекесем ҫеҫ мар, вырӑсла е тутарла ҫырнӑ кӗнекесем те сахал мар кӑларнӑ. Вӗсем хушшинче хут вӗренмелли, чирсене хиреҫ кӗрешмелли, ялхуҫалӑх ӑсталӑхне пӗлмелли кӗнекесем пулнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ пӗр вырӑс историкӗ ун ҫинчен ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Имя И. Я. Яковлева как пионера в деле просвещения инородцев останется памятным в Поволжском крае». (А. С. Агринский. Симбирская гимназия (1809-1909). Историческая записка. 1909, 145 стр.)

И. Я. Яковлев, пӗчӗккӗллех тӑлӑха тӑрса юлнӑскер, тӗрлӗ халӑх хушшинче пурӑнса ӳснӗ, ачаллах ҫав халӑхсен ачисемпе пӗрле вӗреннӗ, ӗҫленӗ. Шкула вӗренме кайиччен вӑл, сӑмахран, Хаким ятлӑ тутарпа кӗтӳ кӗтнӗ. 1856 ҫулта тӑлӑх Ивана Пӑрӑнтӑкри шкула вӗренме илсе кайнӑ. Унта вӑл тутар, чӑваш, вырӑс, мӑкшӑ ачисемпе пӗрле вӗреннӗ, Мушкалев хушаматлӑ вырӑс хресчен патӗнче хваттерте пурӑннӑ. Ҫак шкултан вӗренсе тухсан, тӑлӑх чӑваш ачи Чӗмпӗре каять, унта каллех тӗрлӗ халӑх ачисемпе пӗрле малтан учитель пулма, каярахпа ҫӗр виҫме вӗренет. Ҫакӑнтах пулас педагог С. Д. Раевскипе, ватӑ полковникпе, паллашать, каярахпа ун патне пурӑнма куҫать.

1863 ҫулта И. Я. Яковлев ҫӗр виҫме вӗренмелли шкултан (землемерно-таксаторские классы) вӗренсе тухнӑ. Май уйӑхӗнче ӑна ҫакӑн пек хут панӑ (хутне Ульяновск облаҫӗн архивӗнче тупрӑмӑр, 932 ф. 11 оп., 281 ӗҫ, 2 л.):


СВИДЕТЕЛЬСТВО

Дано от Землемерно-таксаторских классов, открытых при Симбирской гимназии сроком на шесть лет, удельному крестьянину Ивану Яковлеву, имеющему ныне от роду 15 лет, в том, что он обучался в оных классах топографии, нивелированию, черчению, иллюминовке, надписыванию, естественным наукам и межевым законам и окончил курс, почему на основании Положения об оных классах № 16 примечания к оному, равно высочайше утвержденного 18 июня 1860 года мнения государственного Совета, отдела лит. В пункт 3, с утверждения г. управляющего межевым корпусом, признан имеющим право именоваться частным землемером и таксатором, и по этому званию, при производстве, как в частных, так и в казенных имениях, съемочных и таксационных действий, может делать нарезки и даже в натуре указывать предположенные межи с постановкой частных признаков; но не имеет право производить окончательные юридические межевые действия, сопряженные с официальным утвержде-нием возобновлением межевых признаков. По истечении же шестилетнего срока, на который дано сие свидетельство, оно должно быть представлено по принадлежности для выдачи согласно сказанного высочайше утвержденного мнения государственного Совета № 3 и лит. В окончательного аттестата или нового свидетельства, сообразно тому удостоверению, какое будет представлено о действительном исполнении в течение того срока обязанностей по званию частного землемера и таксатора.

г. Симбирск, май 6 дня 1863 года

Директор училищ Симбирской губернии

статский советник и кавалер

И. Вишневский (подпись)

Инспектор Землемерно-таксаторских

классов капитан Н. Сегедий (подпись)

У сего свидетельства Симбирской

гимназии печать

(Место печати)


1864 ҫулхи май уйӑхӗнче И. Я. Яковлев пӗр мӑкшӑ ачипе (Г. Александров хушаматлӑскерпе) Сызрань уездне ҫӗр виҫме тухса кайнӑ. Питӗ йывӑр пулнӑ ӑна ырӑ чунлӑ Раевскисенчен уйрӑлмашкӑн. Вӗсем патӗнче пурӑннӑ чухне вӑл вырӑс чӗлхи малашнехи пурнӑҫра ӑна сывлӑш пекех кирлӗ пулассине пӗлсе ҫитет, вырӑссем хӑйне малалла вӗренме те, тӑван халӑха ҫутта кӑларма та пулӑшассине лайӑх ӑнланса илет.

1864 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче И. Я. Яковлев юлташӗпе пӗрле Сызране пырса ҫитнӗ. Вырӑнти удельнӑй кантур вӗсене часах ӗҫе хутшӑнтарнӑ. Ун пирки ҫакӑн пек приказ упранса юлнӑ:


«Из числа межевых учеников, прибывших из Симбирска в здешнюю контору для усиления работ, ученики Григорий Александров и Иван Яковлев... назначены сельскими мерщиками с производством по 120 руб. в год каждому со дня состояния определения, т. е. с 1 мая».

(Ульяновск облаҫӗн архивӗ, 322 ф., 11 опись, 158 ӗҫ, 15 л. Малтанхи хут пичетленет.)


Сызрань уездӗнче И. Я. Яковлев каллех тӗрлӗ халӑх хушшинче 1866 ҫулччен ӗҫленӗ. Вак халӑхсен йывӑр пурнӑҫӗ, чиновниксем вӗсенчен «инородцы», «иноверцы» тесе кулни пулас просветителе канӑҫ паман. Хура халӑха мӗнле те пулин пулӑшасси ҫинчен ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр пуҫ ватса шухӑшлать вӑл. Юлашкинчен пӗр тӗрӗслӗхе ӑнланса илет: халӑха пулӑшас тесен, малтан хӑвӑн вӗренмелле.

1867 ҫулта И. Я. Яковлев Чӗмпӗрти гимназие вӗренме кӗрет, тепӗр ҫултан С. Д. Раевский пулӑшнипе хӑй патне А. Рекеева вӗренме чӗнет. Каярахпа И. Н. Ульяновпа гимназири ытти хӑшпӗр преподавательсем пулӑшнипе тӑлӑх ача хваттерӗнчен учительсене хатӗрлекен пысӑк шкул пулса тӑрать. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче тутар, мари, мӑкшӑ, калмӑк ачисем вӗреннӗ, ҫуррине яхӑн вырӑс ачисем пулнӑ.

В. И. Лении ашшӗ И. Н. Ульянов та, И. Я. Яковлев та Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсене пуҫламӑш шкулсенче тӑван чӗлхепе вӗрентме тӑрӑшнӑ. 1875 ҫулхи июнӗн 4-мӗшӗнче И. Н. Ульянов ун пирки, сӑмахран, акӑ епле ҫырнӑ: «Пӗр класлӑ шкулсенче вырӑс мар ачасен шучӗ ҫурри ытла пулсан, вӗсене 3 ҫул вырӑнне 4 ҫул вӗрентес пулать.» (Тутар республикин государство тӗп архивӗ. 92 ф., 1 оп. 12347 ӗҫ. 34 л.) Ҫапла вара чӑваш, тутар... ачисем тӑватӑ ҫул хушши тӑван чӗлхепе май килнӗ таран вӗреннӗ, пӗрремӗш класра пӗтӗмпе тӗнӗ пекех тӑван чӗлхепе вӗреннӗ.

И. Я. Яковлев, Чӑваш шкулӗсен инспекторӗ, пуҫламӑш шкулта ачасене тӑван чӗлхепе вӗрентес ӗҫ ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхма тытӑнать. Ҫав вӑхӑтрах ытти инспекторсем ҫаплах-ха вырӑсла ҫеҫ вӗрентессишӗн кӑшкӑрашаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Хусан вӗренӳ округӗнчи вырӑс мар шкулсенче ку вӑхӑтра йӗркелӗх питех те сахал пулнӑ. Хӑшпӗр шкулсенче вӗренӳ ҫулӗ сентябрӗн 15-мӗшӗнче, теприсенче октябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, пӗтессе те пӗр вӑхӑтра мар пӗтнӗ. Чылай шкул пуҫӗнче пупсем тӑнӑ. Ачасене вӗсем хӑйсене кирлӗ пек вӗрентнӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакнашкал лару-тӑрура вырӑс мар ачасем лайӑх вӗренме пултарайман. Шкул ӗҫӗсене йӑлтах урӑхлатмалла пулнӑ, анчах та ҫакна тума ҫӗнӗлле ӗҫлекен учительсемсӗр май килмен.

Чӗмпӗр хулинчи учительсем хатӗрлекен чӑваш шкулӗнчен 1872 ҫулта А. Рекеев вӗренсе тухать, унтан Иван Исаев вырӑс, мӑкшӑ чӗлхине аван пӗлнӗскер, Атяшкино ятлӑ мӑкшӑ ялӗнче учительте ӗҫлеме пуҫлать, Фома Аксанский Стерлитамак уездӗнчи Мелеузра пушкӑртпа тутар ачисене вӗрентет, Гаврил Яковлев Царевококшайск уездӗнчи Шиньши ятлӑ чиркӳллӗ ялти мари шкулне каять. (Кун пирки «Народные училища в Казанской губернии. Козьмодемьянский уезд» кӗнекине пӑхӑр. Хусан, 38 стр.) Каярахпа И. Я. Яковлев вӗрентнӗ ачасем Украинӑра, Ҫӗпӗрте, Казахстанра тата ытти ҫӗрте те учительте ӗҫленӗ.

1880 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Хусанта шкул инспекторӗсен пысӑк съезчӗ пулса иртнӗ. Унта И. Я. Яковлев пӗтӗм Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар шкулсенче хут вӗрентес ӗҫе йӗркелесси пирки тухса каланӑ, кайран хӑйӗн проектне сӳтсе явма тӑратнӑ.

Хӑйӗн проектӗнче И. Я. Яковлев, вырӑс мар шкулсенче вӗренӳ ӗҫне лайӑхлатас тесе, хӑш-пӗр ыйтусене акӑ епле татса панӑ:

1) Пӗтӗм шкулта 4 ҫул вӗрентмелле, вӗренӳ ҫулне пӗрмаях сентябрӗн 15-мӗшӗнче пуҫламалла та майӑн 15-мӗшӗнче пӗтермелле;

2) Вӗренме 9 ҫула ҫитсен тин илмелле;

3) Учительсен пурин те ачасен чӗлхине пӗлмелле;

4) Малтанхи ҫул ачасене хӑйсен чӗлхипе вӗрентмелле, 2-мӗш—4-мӗш ҫулсенче тӑван чӗлхепе ҫырмалли, вуламалли уроксем эрнере тӑваттӑран кая мар пулмалла;

5) Вырӑнти условисене шута илсе, вырӑс чӗлхине вӗренме пӗрремӗш е иккӗмӗш класра пуҫламалла, 1870 ҫулхи мартӑн 16-мӗшӗнче кӑларнӑ правилӑсене пӑхӑнса тӑмалла;

6) Вырӑс мар шкулсенче ӗҫлекен учительсем валли ҫуллахи вӑхӑтра курссем ирттермелле, ҫав курссене малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пухмалла;

7) Шкул ачисен тӑван чӗлхине пӗлмен учительсем вырӑнне ҫав чӗлхесемпе вӗрентме пултаракансене илмелле (Циркуляр по Казанскому учебному округу. 337-344 стр.).

Инспекторсен съезчӗ И. Я. Яковлевӑн проектне пӗтӗмпе тенӗ пекех ҫирӗплетнӗ. Ҫакӑ вӑл И. Я. Яковлевӑн питӗ пысӑк ҫитӗнӗвӗ пулнӑ.

Каярахпа И. Я. Яковлев вырӑс мар пуҫламӑш шкулсенче вӗрентес ӗҫе татах та лайӑхлатса ярать. 1890 ҫул тӗлнелле вӑл шкулсенче малтанхи икӗ ҫул хушши тӑван чӗлхепе вӗрентме кирли ҫинчен ҫырать, чӑваш шкулӗсенче ҫак йӗркепе ҫеҫ вӗрентме хушать. И. Я. Яковлевӑн ҫӗнӗ системине Н. И. Ильминский профессор, Хусан вӗренӳ округӗнчи инспекторсем А. А. Воскресенский, А. И. Анастасьев тата ыттисем те хапӑл туса йышӑннӑ.

Ҫапла вара шкулта икӗ уйрӑм пулса тӑрать: кӗҫӗнни, асли. Кӗҫӗн уйрӑмра (1-2 классенче) ачасем пӗтӗмпех хӑйсен тӑван чӗлхипе вӗреннӗ, аслӑ уйрӑмра (3-4 классенче) — вырӑсла вӗреннӗ, тӑван чӗлхе урокӗ эрнере 2 пулнӑ. (Кун пирки тӗплӗнрех Н. И. Ильминскин «Программа школы для крещенных инородцев Восточной России» кӗнекинче вулама пулать. Хусан, 1898.) 1906-1907 ҫулсенче Ҫутӗҫ министерстви И. Я. Яковлевӑн ҫак системипе Раҫҫейри Хӗвелтухӑҫпа Кӑнтӑр енчи вырӑс мар халӑхсене пуҫламӑш шкулсенче вӗрентнӗ чухне усӑ курма хушнӑ. Ун пирки ятарласах правилӑсем ҫырса кӑларнӑ. (Правилӑсем А. Анастасьевӑн «Народная школа. Руководство для учителей и учительниц» кӗнекинче пур. Часть I, М., 1912, 231-234 стр.).

И. Я. Яковлевӑн вырӑс мар шкулсенче вӗрентмелли системине хирӗҫ реакцилле дворянсем, шовинистла инспекторсем пайтах кӗрешнӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ унӑн авторне 1903 ҫулта чӑваш шкулӗсене пӑхса тӑракан инспектор вырӑнӗнчен кӑларса янӑ.

1910 ҫулта Ҫутӗҫ министрӗнче реакцилле чиновник Кассо ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе министерство ҫӳлте асӑннӑ правилӑсене пӑрахӑҫа кӑларнӑ. Вырӑс мар пуҫламӑш шкулсенче ачасене каллех пӗрремӗш класранах вырӑсла вӗрентме тытӑннӑ. В. И. Ленин ҫав ҫулсенче Кассо министерстви пирки ҫапла ҫырнӑ: «Министерство полицейского сыска, глумления над молодежыо, надругательства над народным стремлением к знанию». (В. И. Ленин. Пӗтӗм сочиненисен пуххи. 19 т., 122 стр.).

Кассо И. Я. Яковлева та хӗсӗрлеме пуҫлать. Министр хушнипе Хусантан килсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне темиҫе хутчен тӗрӗслеҫҫӗ, инспектора ӗҫрен хӑвалаҫҫӗ, чӑваш шкулӗ вырӑнне вырӑс шкулӗ тума шухӑшлаҫҫӗ. 1913 ҫулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче Хусан вӗренӳ округӗн пуҫлӑхӗ Кульчицкий реакционер И. Я. Яковлев патне ӑна часах ӗҫрен кӑларасси ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ.

Ҫапла вара И. Я. Яковлева реакционерсем 1914 ҫулхи сентябрӗн 20-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларса ямалла пулнӑ. Тискер ҫынсен ӗмӗчӗ ҫитеймен: 1914 ҫулхи июль уйӑхӗнче вӑрҫӑ пуҫланнӑ, ҫав ҫулах тата кӗркунне Кассо йывӑр чирлесе ӳкнӗ те декабрь уйӑхӗнче вилсе кайнӑ.

Вулакансемшӗн И. Я. Яковлевӑн тепӗр пысӑк ӗҫӗ ҫинчен пӗлме интереслӗ пулӗ. 1893 ҫулта вӑл, Чемпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене ялхуҫалӑх ӑсталӑхӗпе тӗплӗ паллаштарас тесе, пысӑк ҫӗр лаптӑкӗ арендӑна илнӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗх ферми те пулнӑ. Ачасем ялхуҫалӑх ӗҫне питӗ юратса вӗреннӗ. Ҫавӑнпа 1895 ҫулта И. Я. Яковлев Чӗмпӗр кӗпӗрнин земствинчен ятарласа ялхуҫалӑх шкулӗ уҫма ыйтнӑ. Земство пухӑвӗ ку сӗнӗве хапӑл туса йышӑннӑ, чӑваш ииспекторне проект ҫырма хушнӑ. Ҫав проект тӑрӑх 1897 ҫулта Чӗмпӗрте ялхуҫалӑх шкулӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗрӗҫ министрӗ И. Я. Яковлева ҫак пархатарлӑ ӗҫе тума пуҫарнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн ҫыру ҫырсах тав тунӑ. (Чӑваш АССР государство тӗп архивӗ, 207 ф., 1 оп., 123 ӗҫ, 26 л.).

Ҫапла вара И. Я. Яковлев Чӗмпӗр хулинче учительсене хатӗрлекен шкул ҫеҫ мар, ялхуҫалӑх шкулӗ те уҫнӑ. Вӗсенче чӑвашсем, вырӑссем, тутарсем, марисем, мӑкшӑсем тата ытти халӑх ачисем те вӗреннӗ.



Краснов, Н. И. Я. Яковлев халӑха ҫутта кӑларассишӗн кӗрешни / Н. Краснов // Ялав. – 1973. - № 4. – С. 21-22