Н.И. Краснов

И. Я. Яковлевăн ача чухнехи пурнăçĕ

Чăвашсен паллă педагогĕ И. Я. Яковлев çинчен нумай статья çырнă, анчах ун ача чухнехи пурăнăçне питĕ сахал çутатса панă, мĕншĕн тесен ку вăхăтри ун пурăнăçĕ çинчен калакан материалсем пулман. И. Я. Яковлевăн пурăнăçĕ çинчен эпир пуринчен ытла хăйĕн асаилĕвĕсенчен пĕлетпĕр. 1867 çулта çырнă автобиографинче И. Я. Яковлев çапла калать: «Эпĕ 1848 çулта мункун умĕн çуралнă. Хамăн иртнĕ пурăнăçа 8 çултан пуçласа тин астăватăп». (Чăваш Госархивĕ, 515 ф., 320 упр. ед., 6 л.).

Çак вăхăталла чăвашсем хушшинче çырăва пĕлекенсем сахал пулнă. Çапла вара И. Я. Яковлев хăйĕн ача чухнехи пурăнăçĕ çинчен ваттисем каланă тăрăх çырса хунă пулмалла. Çав хута эпир нумай пулмасть шыраса тупрăмăр.

И. Я. Яковлев кивĕ стильпе 1848 çулта апрелĕн 18-мĕшĕнче Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ятлă ялта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Вăл амăшĕпе икĕ кун та пурăнайман, ашшĕне пачах курман. Çапла И. Я. Яковлев питĕ ир тăлăха тăрса юлнă. Тăлăх ачана ялти Пахум çемйи усрава илнĕ. Пĕр кÿршĕ хĕрарăмĕ Марье кăкăр ĕмĕртнĕ, анчах вăл та нумаях пурăнайман. Çапла ĕнтĕ И. Я. Яковлев икĕ хутчен тăлăха юлнă. Кăвак куçлă ачана такам та юратнă, хăй те çынна курсанах йăл кулнă. Пуринчен ытла вăл сĕт-турăх юратса çинĕ, чупса çÿреме юратнă. Пилĕк çулхи ача 8 çулхи ача пекех пысăк та çирĕп пулнă. Тăлăх ача, йăвашскер, çиллентерсен, пĕр ачаран та хăраман, пурне те хăй патĕнчен хăваласа янă. Лешсем вара ним тăвайманнипе тем те каласа мăшкăлланă: «çын юлашки», «вĕлтрен çинчи», тесе çухăрнă.

Ултта çитсен, Кушкă ачи выльăх пăхнă, хĕлле кĕнчеле арланă, çулла сÿре сÿреме, тырă вырма вĕреннĕ. Пур çĕрте те вăл ватă çын пек тишкерÿллĕ пулнă. Унтан тăлăх ача Хаким кĕтÿçпе кĕтÿ кĕтнĕ. Вĕсем иккĕш те питĕ хастар пулнă. Хаким Ивана шăхличĕпе тĕрлĕрен кĕвĕ калама, çăпата тума вĕрентнĕ. Хупăр вăхăтĕнче Иван чылай хĕрарăмсене çăпата туса панă. Уншăн вĕсем Ивана çăмарта, чăкăт çитернĕ. Кĕтÿç ачи кĕпе-йĕмне те хăйех çунă, хăвăртрах типĕтес тесе, пÿрт тăррине е йывăç çине улăхса çакнă.

Пĕррехинче Кушкă халăхĕ пур енчен те анатри хĕреслĕ урама чупнă. Приказран тиек килнĕ те, пурин те вăл чĕннĕ çĕре пымалла пулнă. Тиек халăха питĕ хытă тытнă. Мăшкăл тумасан, унăн чунĕ канман. Иртнĕ эрнере çеç вăл, сăмаха итлемест тесе, пĕтĕм ялйыш хисеплесе пурăнакан ватă çынна йĕмне хывтарса хулăпа çаптарнă.

Çав вăхăтра чăвашсем вĕренесшĕн пулман, мĕншĕн тесен шкулта тăван чĕлхепе вĕрентмен тата ачасене ниммаршăнах хĕненĕ, нумайăшĕ шкултах вилнĕ.

Усал тиек Кушкă ялне ачасене шкула вĕренме илсе каймашкăн пынă. Çакна пĕлсен, ача амăшĕсем уласа йĕрсе янă, мĕншĕн тесен шкула лекнĕ чăваш ачи, килйышран уйрăлса кайса, киле таврăнман. Килйышра шкулта вĕренекен пулсан, пĕтĕм çемье чысĕ пĕтнĕ, ăру ячĕ çĕрнĕ, мĕншĕн тесен шкулта ачасенчен халăхран куланай пуçтарса çÿрекен е писарь тунă. Пĕтĕм халăх çав ачасен ашшĕ-амăшне курайман. Çавăнпа ваттисем епле те пулин тиеке ачасене шкула памасăр ăсатас тесе ăшталаннă.

Акă, Питнав старик çăка патакки çине камăн веренме юрăхлă ача пур-рине картать. Чăхури килйышĕн пĕр ывăл иккен, Сенĕк çемйи ывăлĕн çулĕ çитеймен, Çав килйышра икĕ ывăлăн çул çитнĕ. Питнав старик тем тĕрлĕ çавăркаласа картнă, анчах, тем тĕрлĕ шутласан та, Кушкă ялĕнчен 8 ача тытса ямаллах. Ваттисем канашласа илеççĕ. Тиек вĕсене шăтарас пек пăхса тăрать.

— Ну, Питнав старик, кÿр-ха патакна. Эпĕ паян миçе каччă ăсататăп? — тет тиек.

Питнав старик тиеке икĕ пÿрне кăтартать. Лешĕ вара чĕнмесĕр кулса илет те виçĕ пÿрне кăтартать. «Картланă карта якатнăшăн ача пуçне 3 тенкĕ туса хаклас», тет тиекĕ. Пурте шăп тăраççĕ, никам та çăвар уçмасть. Тиек малалах калать: «Сирĕн кăçал выльăх апачĕ вăйлă пулнă. Пыл та, çу та, какай та нумай пуль», тет кулкаласа.

Халăх каллех шăп тăрать. Хăшĕсем пăшăлтатаççĕ: «Парас пулать. Хамăр ирĕк мар, çын ирĕкĕ. Ача пуçне 3-шер тенкĕ укçа, пĕрер чĕрес пыл, икшер автан, вуншар çăмарта, пĕр кĕрепенке сар çу», теççĕ ваттисем.

— Мĕн турткаланса тăрасси пур? Пиртен тухнă йăла мар, авалтан çапла,— теççĕ теприсем.

Тиек çакна илтсен сапăр пулать. Ачасем шкултан хăтăлаççĕ. Анчах Иван кĕтÿçе кам хăтарса хăварĕ? Суккăр Пахум та пĕлмест-ха ун çинчен.

Питнав старик, тиек хушнипе, Ивана чĕнме ярать. Нумай та вăхăт иртмест, ăна тиек умне чăпăрккипех пырса тăратаççĕ. Тăлăх ача хăраса ÿкнĕ, пусма илсе каякан выльăх пек йĕри-тавра пăхкалать.

— Э, ку сирĕн кĕтÿçĕ пулас çын мар. Кăна хăвармастăп. Пăрах, чăваш чĕппи, вăрăм пушшуна. Çыру вĕрентетпĕр те аллуна патак тыттаратпăр, вара эсĕ кĕтÿ кĕтес вырăнне çак халăха кĕтетĕн,— тет тиек, çилленне пек пулса.

Çакна илтсен, халăх чĕри лăшах каягь. «Усал çакăнпа иртсе кайтăр ĕнтĕ», теççĕ вĕсем. Çапла вара ял халăхĕ Ивана шкула пама йышăнать. Тепĕр кунне Ивана халăх лавĕпе Пăрăнтăка ăсатать. Пăрăнтăк хула пек пысăк ял пулнă. Унта çурри чăваш, çурри вырăс пурăннă. Вырăссем кунта 300 çул каялла килнĕ. «Пăрăнтăк» тесе кунтан Сĕве шывĕ пăрăнса, кукăрăлса кайнăран каланă 1 .

Ивана малтанах Пăрăнтăк ачисем (вырăссем) хĕнеме пикеннĕ, анчах кĕтÿç-ача вăйлă пулнă, вĕсене хăй хăратнă. Çакна курсан, ытти чăваш ачисем питĕ хĕпĕртенĕ. Кушкă чăвашĕ яланах ытти чăваш ачисен хутне кĕнĕ. Урампа иртсе пыракан чăвашсене мăшкăлланине е чулпа пенине курсан, Кушкă чăвашĕ урса кайнă пек пулса вырăс ачисене хĕнеме пуçланă. Çакна курса чиркÿ хуралçисем чупса тухнă, ачасене лăплантарнă, анчах вĕсем кĕрсе кайсанах вăрçă тепĕр хут пуçланнă, вырăс ачисем татах пуçтарăннă, Кушкă чăвашне йăвантарнă, пăтасемпе чикнĕ, çырмалли хур шăммисемпе чĕрнĕ.

Малтанах Иван Пăрăнтăкра пĕр чăваш çемйинче пурăннă. Каярахпа вăл пуян Мушкей вырăс патĕнче пурăнать. Кунта вăл тарçăри пекех ĕçлет, анчах вăл шкулта та питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Шкултан таврăнсанах кĕнеке хутаççине çакнă та выльăх-чĕрлĕх патне тухнă, картара тислĕк хырнă, çĕрле майрана сÿс тÿсе панă, пир тĕртме пулăшнă. Тăлăх ача хăй тумтирне хăех сапланă, юсанă.

Чăваш ачи çынна пулăшма яланах хатĕр пулнă. Пуринчен ытла вăл чăваш ачисене пулăшма тăрăшнă. Лешсем шкул ачисенчен те, учительсенчен те нумай патак çинĕ. Ачасене пурне те вырăсла вĕрентнĕ. Чăвашсем нумай чухне ăнланманнине пула та патак çинĕ. Вăл вăхăтра ачасене Ланкастер меслечĕпе вĕрентнĕ (аслă ачасем кĕçĕн ачасене вĕрентнĕ). Çапла вĕрентни чăваш ачисемшĕн питĕ йывăр пулнă, мĕншĕн тесен шкулта куштан ачасем хуçа пулса тăнă, вĕрентес вырăнне ытларах хĕненĕ, килтен тутлă апат-çимĕç илсе пыма ыйтнă. Çапла ĕнтĕ Пăрăнтăк вырăсĕсем патша йыттисемпе пĕрле таврари çынсене хăратса тăнă. Ахальтен мар унта утелни шкулĕ уçнă, пĕлĕт çÿллĕш чиркÿ ларнă. Чиркÿ чанĕ пĕтĕм таврана чĕтретсе кĕрлесе тăнă. Çавăнпа та Пăрăнтăкри вырăс çыннисем хăйсене хăйсем пуç халăх вырăнне хунă, ытти ялсене хăратса пурăннă. Пĕр-пĕр ял пусмăрлакан улпута хирĕç кайсан, çавăнтах пăрăнтăксем харăс тапранса тухса парăнтарнă. Чăваш ялĕсем вырăс тĕнне йышăнасшăн пулман, ирĕксĕр пырса лартнă турăшсене кăларса ывăтнă, пупсене хăвала-хăвала кăларса янă, авалхи йĕркепе пурăнасшăн пулнă. Хăш-хăш ялсем, вырăссенчен хăраса, тутар тĕнне йышăнма пуçланă. Çакна илтсен, Пăвари тÿресем Пăрăнтăк вырăсĕсене кăшт кăна вĕкĕртнĕ те, вĕсем, таврари вырăссене пухса, пĕтĕм чăваш ялĕсене хирсе тухнă: хĕнесе, хăратса пĕтернĕ, чăваш йăлинчен пистернĕ, учук юписене касса, çунтарса пĕтернĕ, мичет тăррисене ишсе анарнă.

Çав ялта вĕреннĕ ĕнтĕ Иван. Шкулта унпа пĕрле тăватă чăваш ачи пулнă. Вĕсем пурте кĕтÿрен аташнă путексем пек пурăннă, вырăсла пĕлмен, вĕсене чăвашла калаçма хушман, анчах чăваш ачисем вăрттăн пĕр-ик сăмах та пулин калаçса илнĕ. Аслă класра вĕренекен ачасем куншăн вĕсене хĕненĕ. Самани çавнашкал пулнипе чăвашсем вырăс улпучĕсемпе кĕрешсе нумай пуç хунă. Пĕррехинче выçă чăвашсем вырăс улпут çĕрĕсене туртса илнĕ, тыррисене вырса кĕнĕ. Кун хыççăн чăвашсем патне пĕр рота салтак янă, нумайăшне Чĕмпĕре тытса кайнă, вăрă-хурах пÿртне хупнă. Лешсем вара выçă вилнĕ. Çак усал ĕçсене пурне те Пăрăнтăк вырăсĕсем пулăшнипе тунă. Пăрăнтăк ялĕпе иртсе çÿренĕ чух чăваш хăвăртрах утать, лашине хытă хăвалать. Анчах çав ялтах пĕр паттăр чăваш вĕреннĕ, вăл хăй ăсталăхĕпе вырăссене тĕлĕнтернĕ. Ку Кушкă кĕтÿçĕ Иван пулнă. Пăрăнтăк вырăсĕсем унран чăннипех тĕлĕннĕ: «Чăвашран та çын пулма пултарать-çке», — тенĕ. Пуян Мушки (Мушкеев) чăваш ачи çинчен мухтаса каласа çÿренĕ, хăйпе пĕрле ĕçлеме илсе кайнă.

Пăрăнтăк пупĕ А. И. Баратынский те Кушкă чăвашне ăслă маттур çын пулас çамрăк вырăнне хурса хакланă, Кушкă чăвашне вăл хăй хÿтлĕхне илнĕ, малалла вĕренме пулăшнă.

Кушкă чăвашĕ хăйĕн тăн-пуçĕпе, упа пек тĕреклĕ ÿт-пĕвĕпе Баратынский кăмăлне хăй енне çавăрнă. Кун хыççăн ăна никам та мăшкăллайман. Улпутсем ăна чăваш ачи вырăнне хурса хакласшăн пулман, анчах Иван вĕсене çапла каланă: «Эпĕ чăваш ачи, эпĕ урайĕнче путексемпе, пăрусемпе йăраланса, çукпа тарăхса пурăнакан хура халăх хушшинче çуралса ÿснĕ», — тенĕ. Улпутсем Кушкă чăвашĕ çапла каланинчен хытă тĕлĕннĕ.

Ытти чăваш ачисем Чĕмпĕре пырсан вăтанаççĕ. Иван кĕтÿçĕ вара чăвашсене хула кăтартса çÿрет, хăй вĕренекен шкула ертсе пырса кăтартать, мала чĕнсе лартать, вĕсемпе кулать, чăвашла пуплет.

Кушкă чăвашĕсем Чĕмпĕре пырсан пĕр хваттерте чарăнса тăнă. Иван вара вĕсем патне час-часах пырса кайнă, чăвашĕсем те ун патне шкула çÿренĕ. Çĕрвиçÿ ĕçне вĕрентекен шкул икĕ хутлă чул çуртра пулнă. Çак шкулта Иванпа пĕрле çичĕ чăваш ачи вĕреннĕ. Вĕсене ялти шкулсенчен ирĕксĕр илсе пынă. Вĕсем хушшинче Иван чи пысăкки, чиперри пулнă.

Çĕр виçекенсене хатĕрлекен шкулта пĕр чăваш ачи Прохор Акимов Иванпа туслă пурăннă. Вĕсем иккĕшĕ те вĕренсе тухсан пĕрле ĕçленĕ, каярахпа Чĕмпĕре вĕренме пынă чăваш ачисене пĕрмаях пулăшса тăнă 2 .

1868 çулхи пĕр çутă кĕрхи кун Чĕмпĕр гимнази патне икĕ лаша кÿлнĕ тăрантас пырса тăнă. Тарантасран хура мăйăхлă яш ача сиксе аннă.

Ку вăл Кушкă чавашĕ, ĕнтĕ аталанса çитнĕскер, пурнăç тилхепине хăй аллине çавăрса илнĕскер, Иван Яковлевуч Яковлев пулнă. Вăл ытти çĕр виçекенсем пек пулман. Çĕр виçекенрен ултавçăрах çын кам пур? Кам чăваш çĕршывне авалран чикĕлесе вакласа пĕтернĕ? Кам чăваш çĕршывне улпутсене, утелние, хыснана каса-каса панă? Çĕр виçекен. Мĕн сăлтавпа çак ĕçе вĕренме чăваш ачисене те Чĕмпĕре ăсатнă-ха? Патша чиновникĕсене чăваш хушшинче те хăйсене майлă çынсем кирлĕ пулнă. Анчах Иван вĕсене пăхăнса пурăнасшăн пулман, чăваш халăхне çутта кăларасшăн çуннă. Çав шутпа вăл гимназине вĕренме килсе кĕнĕ.

Çак пархатарлă ĕçе И. Я. Яковлев 1868 çултан пуçласа хăй виличченех (1930 çулччен) туса пынă. Çавăнпа та ăна чăваш халăхĕ нихăçан та манас çук.

Краснов, Н. И. Я. Яковлевăн ача чухнехи пурнăçĕ / Н. Краснов // Тăван Атăл. – 1968. - № 4. – С. 75-76.


1 Халĕ çак ял Тутар республикине, Тетĕш районне кĕрет.

2 Акимов Прохор Акимовичпа И. Я. Яковлев, çĕр виçекенсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Атăл тăрăхĕнче çĕр виçсе çÿренĕ. 1869 çулта И. Я. Яковлев хыççăн Акимов та Чĕмпĕре таврăннă. 1870 çулта Акимов И. Я. Яковлевăн шкулĕнчи ачасене карттă тума, тĕрлĕ картинсем ÿкерме те вĕрентнĕ. 1915 çулта Акимов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчи «Братство» членĕ пулса тăнă.