Н. Краснов

И. Я. Яковлева кам пăхса ÿстернě?

Чăвашсен аслă педагогě çинчен, И. Я. Яковлев çинчен, тěпчев кěнекисемпе статьясем ку таранччен пайтах çырнă. Апла пулин те эпир унăн ача чухнехи пурнăçне начар пěлетпěр-ха. Паян куна çитичченех И. Я. Яковлевăн ашшěпе амăшě кам пулни те, тăван амăшě вилнě хыççăн вăл ăçта пурăнса ÿснн те пирěншěн уçăмлăн паллă пулман.

Нумаях пулмасть А. И. Баратынский (И. Я. Яковлевăн чи малтанхи учителěн) 80 çырăвне тупрăмăр. Вěсене вăл И. Я. Яковлев патне çырнă пулнă.

Çырусене аслă педагог хăй архивěнче усранă, каярахпа вěсем Мускаври В. И. Ленин ячěпе хисепленекен библиотекăн алçыру фондне пырса лекнě, халě те унтах упранаççě.

Пěр çырура А. И. Баратынский И. Я. Яковлев патне акă мěн çырнă:

«Любезный Иван Яковлевич!

Оказалось, что по ревизским книгам ты записан приемным сыном старика Пахома, а не сына его Андрея. Поэтому Петру ты не можешь помешать быть льготным при исправлении воинской повинности»1.

Хăçан çырнине паллă туман çак çыру тěлěнтермеллипех тěлěнтерчě. Ку таранччен И. Я. Яковлева Пахомов хушаматлă çын килйышěнче ÿснě тесе шутланă. Акă ун пирки А. И. Яковлев (И. Я. Яковлевăн аслă ывăлě) хăйěн кěнекинче мěн çырнă: «Семья Пахомовых, его усыновившая, была семья незаурядной. Глава семьи старик Пахомов был на военной службе...»2.

Хăшě тěрěс çырнă-ши? Пěри Пахом, тепри Пахомов, тет. Ыйтăва тěрěс татса парас тесе эпир Ульяновск облаçěн архивěнче нумай документ пăхса тухрăмăр, халиччен паллă пулман документсем те тупрăмăр. Пуринчен ытла Кăнна-Кушкинчи çынсене шута илнě документ (перепись населения) интереслě пек туйăнчě. «9-я ревизская сказка» вăл. Ăна, ялта кам пурăннине, миçе çултине, тěплě кăтартса, 1850 çулхи июлěн 29-мěшěнче çырнă. Списокра 107 килйыш шутланса тăрать, анчах унта Пахомов хушаматлă çын çемйи çук. Шырасан-шырасан списокра «икě çулта, Иван Яковлев» тесе паллă туни тупăнчě. 59-мěш номерлě килйыш вăл. Акă мěн çырнă унта:

Семья муж. пола По послед-
ней ревизии
состояло и
после оной
прибыло
Из того числа выбыло Ныне налицо Женский пол
59 Пахом Кириллов

Пахома Кириллова
сыновья:

Андрей



Филипп


Ефрем
Александр

Пахома Кириллова
приемыш от вдовы
Настасьи Макаровой
незаконнорожденный
сын Иван по крестном
отце Яковлев
лета
34



11



7


4
2





новорожденный
куда именно







отдан в рекруты в
1849 г.


умер в 1837 г.
умер в 1837 г.
лета
50



27










2
Пахома Кириллова
жена – Авдотия
Васильева

Андрея Пахомова
жена – Анна
Васильева
Его же дочь
Настасия

(Ульяновск. обл. госархивě, 156 ф., 2 опись, 387 ěç (дело), 34-35 листсем (малтанхи хут пичетленет))


Çапла ěнтě И. Я. Яковлев Пахомов килйышăнче мар, Кириллов çемйинче пурăнса ÿснě. Сăмах май çакна палăртса хăварма юрать: Иван Яковлевич хăйěн асаилăвěсенче Авдотья Васильевăна ырăпа нумай асăнать. Лешě ăна Ванюш тесе чěннě, питě юратса пăхнă. Яковлевăн тăван амăшě вара Макарова Настасья пулнă.

Асăннă списокра Макаров хушаматлă килйыш çук, урăхла каласан, Кăнна-Кушкинче 1834 - 1850 çулсем хушшинче Макаров хушаматлă килйыш пурăнман, пурăннă пулсан «Ревизская сказка» документра паллă пулěччě вăл, мěншěн тесен унта ялтан кайнине, килнине, салтака илнине пěтěмпех тěплě шута илнě. Эппин, И. Я. Яковлев Кăнна-Кушки ялěнче çуралман, амăшě вилсен, тăванěсем ăна арçынлă килйыша Кăнна-Кушкине усрама килсе панă.

Пирěн шутпа, И. Я. Яковлевăн тăван амăшě Кириллов Пахом арăмěн тăванě пулнă.

А. А. Анастасин каланă тăрăх (И. Я. Яковлевăн пěр тăванě) унăн (И. Я. Яковлевăн) ашшě Ефим ятлă пулнă.

1858 çулта Кăнна-Кушкинчи халăха тепěр хут шута илсе «10-я ревизская сказка» документ çырса хатěрленě. Çак вăхăт хушшинче И. Я. Яковлев пурăннă килйышра акă мěнле улшăнусем пулнă: Андрей Пахомовăн пěр ывăл (Петя), икě хěрача çуралнă. Çавăнпа та А. И. Баратынский çÿлте асăннă çырура «...Петру ты не можешь помешать быть льготным при исправлении воинской повинности» тесе çырнине те çăмăллăнах ăнланма пулать.

Кириллов Петя килйышра виççěмěш ывăл пулса тăнă, И. Я. Яковлев иккěмěш ывăл пулса ÿснě. Çакăн çинчен пирěн паллă педагаг хăй Чěмпěрти гимназире вěреннě чухне анчах пěлнě.

Мěнле-ха вара А. И. Яковлев кěнекине йăнăшсем кěрсе кайма пултарнă?

«И. Я. Яковлев (1848 - 1930)» ятлă кěнекене çырнă чухне А. И. Яковлев çакăн пек материалсемпе усă курнă: «Манăн пурнăç», «Н. И. Ильминский» (иккěшě те асаилÿсем, вěсене И. Я. Яковлев каласа панă тăрăх А. В. Жиркевич çырса хунă), И. Я. Яковлев А. В. Рекеев патне, Н. И. Ильминский патне янă çырусем.

Нумаях пулмасть эпир А. В. Жиркевич архивěнчен И. Я. Яковлев çинчен çырнă материалсем илсе килтěмěр: А. В. Жиркевич 1920 - 1922 çулсенче Чěмпěрти чăваш шкулěнче ěçленě, пěрмаях дневниксем çырнă, И. Я. Яковлев çинчен те нумай çырнă.

И. Я. Яковлев каласа панă тăрăх А. В. Жиркевич И. А. Износков çинчен асаилÿ çырнă пулнă3, анчах вăл таçта çухалнă та, ăна эпир халě те тупаймастпăр-ха.

И. А. Износков Хусан кěпěрнинче малтан шкулсен инспекторě пулнă, кайран директорта ěçленě. Вăл И. Н. Ульяновпа та, И. Я. Яковлевпа та питě туслă пурăннă. Çав асаилÿре И. А. Износковпа И. Н. Ульянов Чěмпěрти чăваш шкулне пěрле пулăшни çинчен нумай каланă пулнă.

Асаилÿсене А. В. Жиркевич çырса илсе И. Я. Яковлева вуласа панă, уншăн ăна 1922 çулта Иван Яковлевич 4000 тенкě укçа панă4. Ун пирки А. В. Жиркевич хăй дневникěнче çапла çырса хунă: «И. Я. Яковлев слышит плохо, читал воспоминания об Ильминском в течение трех часов...»5.

Çав вăхăтсем тěлнелле А. В. Жиркевич хăй те лайăх илтмен. Çавна пула вăл И. Я. Яковлев каласа панă хыççăн «Кириллов Пахом» вырăнне «Гаврил Пахом» тесе çырса хунă та пулě ěнтě. Кайран вуланă чухне И. Я. Яковлев, начар илтнипе, ăна хăй те тÿрлетмен. Çапла вара çав йăнăш ку таранчченех пурăннă, тěрлě кěнекесене кěрсе юлнă. А. И. Яковлев кěнекине та çавăн пекех кěрсе юлнă вăл.


Краснов, Н. И. Я. Яковлева кам пăхса ÿстернě? / Н. Краснов // Ялав. – 1970. - № 12. – С. 21.


1 И. Ленин ячěпе хисепленекен библиотекăн алçыру фончě. 361 фонд, «Письма А. И. Баратынского» ятлă картон, 10-мěш çыру (малтанхи хут пичетленет).

2 И. Я. Яковлев (1848 - 1930)». Шупашкар. 1948. 10 стр.

3 Мускаври Л. Н. Толстой ячěпе хисепленекен музей, алçыру фончě, А. В. Жиркевич архивě. 1921 ç. дневник. с. 496.

4 Çавăнтах, 1922 ç. дневник. 1687 стр.

5 Çавăнтах, 1922 ç. дневник. 1687 стр.