И. Д. Кузнецов

И. Я. Яковлевӑн паттӑрла ӗҫӗ-хӗлӗ

Кӑҫал Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 120 ҫул тултарчӗ, вӑл Чӗмпӗрте чӑваш шкулӗ уҫнӑранпа ноябрӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарать. Вӑл та, ку та — чӑваш халӑхӗн пысӑк уявӗ.

И. Я. Яковлев 1848 ҫулхи апрелӗн 30-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачаллах ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ пирки ӑна пӗр ырӑ чӑваш — Пахомов — ывӑллӑха илсе усранӑ. 8 ҫула ҫитсен, ӑна удел пуҫлӑхӗсем Пӑрӑнтӑкри мишавайсен (ҫӗр виҫекенсен) шкулне илсе каяҫҫӗ. Унта вӗреннӗ хыҫҫӑн, 1864-1867 ҫулсенче вӑл мишавайра ӗҫлет. Ялан халӑх хушшинче пулса, унӑн пусмӑрлӑ та хурлӑхлӑ пурнӑҫне тутанать. Удел ӗҫӗнчен аран-аран хӑтӑлса, вӑл 1868 ҫулта Чӗмпӗрти гимназин 3-мӗш класне вӗренме кӗрет. Ҫав ҫулах хӑй мишавайра ӗҫленӗ чух пуҫтаркаланӑ укҫипе Чӗмпӗрти чӑваш ачисене вӗрентмелӗх пӗчӗк шкул уҫать. Гимнази пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл 1870 ҫулта Хусан университетне вӗренме кӗрет. 1875 ҫулта историпе-филологи факультетне пӗтерсе тухать. Вара ӑна пур чӑваш шкулӗсен инспекторӗ тата Чӗмпӗрти тӗп чӑваш шкулӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлеме яраҫҫӗ.

И. Я. Яковлева яланах Ленин ашшӗ — Илья Николаевич Ульянов пулӑшнӑ. Вӑл Чӗмпӗрти тӗп чӑваш шкулне ҫирӗплетме кӑна мар, чӑваш ялӗсенче шкулсем уҫма та тӑрӑшнӑ. И. Н. Ульянов И. Я. Яковлевшӑн тӑван ашшӗ пекех ҫывӑх ҫын пулнӑ.

И. Я. Яковлев мӗнле кӑмӑлпа мӗне ӗмӗтленсе ӗҫленине унӑн ҫак ҫырӑвӗнченех уҫҫӑн куратпӑр. 1883 ҫулта Н. П. Ильминский профессор патне вӑл ҫапла ҫырать: «Ним тунмасӑр ӗнтӗ эпӗ акӑ мӗн калама пултаратӑп: чӑ-вашсене юрататӑп эпӗ, вӗсене пур ырлӑх сунатӑп. Вӑй ҫитнӗ таран ӗнтӗ эпӗ 15 ҫула яхӑн вӗсен ӑсхалне хӑпартасшӑн тӑрӑшатӑп. Ман пурнӑҫра чӑвашсене ырлӑх кӳрессинчен пуҫне урӑх ӗмӗт пулман... Чӑвашсен хальхи кунне-ҫулне пӑхсан, савӑнмалли нимех те ҫук. Вӗсем хушшинче пула тӑркач вӗсем ҫине пӑхатӑн та, чӗре ыратать, хурланать — мӗн тери юрлӑх, тӗттӗмлӗх, пурлӑх тӗлӗш, унтан пушшӗ ӑсхал тӗлӗш, виҫесӗр чухӑнлӑх, ҫуклӑх».

И. Я. Яковлев ҫитӗнсе пынӑ ҫулсенче самана питӗ йывӑр пулнӑ. Чӑваш ӗҫҫыннисем 2—3 хутлӑ пусмӑр айӗнче асапланнӑ.

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас, унӑн нациллӗ культурине хӑпартас ӗҫе И. Я. Яковлев мирлӗ меслетсемпе, патша законӗсем май панӑ таран, туса пыма шутланӑ. Апла пулин те, И. Я. Яковлевӑн тӑшман нумай пулнӑ. Пӗр енчен, ӑна улпутла руссификатор-шовинистсем хӗсӗрленӗ, тепӗр енчен — чӑваш националистсем, эсерла авантюристсем. И. Я. Яковлевӑн ырӑ ӗмӗчӗсем пурпӗрех ҫине тӑрса кӗрешмесӗр ним чухлӗ те пурнӑҫа кеме пултарайман.

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас ӗҫе чӗртсе яма нумай хатӗр кирлӗ пулнӑ. Чи пирваях — чӑвашла ҫырулӑх. Чӑвашсен авал пулнӑ ҫырулӑхӗ Атӑлҫи пӑлхарсен хула ҫыннисем мусульманланнӑ пирки, унтан тутар-монголсен пусмӑрӗ айне пулнӑ пирки пачах ҫухалнӑ. «Чӑваш кӗнекине ӗне ҫинӗ!» — тенӗ халӑх. XVIII ӗмӗрте чӑвашсене Христос тӗнне йышӑнтарнӑ хыҫҫӑн пуп таврашӗсем чиркӳ кӗнекисене вырӑс алфавичӗпе чӑвашла куҫарма хӑтланнӑ. Анчах мӗн И. Я. Яковлев ӗҫлеме пуҫличчен чӑвашсен ӑнланмалла кӗнеке тавраш пулман.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ хыҫҫӑн И. Я. Яковлев вырӑс студенчӗпе А. Белилинпа пӗрле ӗҫлесе ҫӗнӗ ҫырулӑх — пур чӑвашсем ӑнланмалла ҫырулӑх тӑвать. Чӑвашсен пӗрешкел литература чӗлхине туса ҫитӗнтерни шкулсем валли кӑна мар, чӑваш халӑхне нацилле пӗтӗҫтермешкӗн те кирлӗ пулнӑ. Унччен пулкаланӑ шкулсене чӑваш ачисем сахал ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен вӗсем славянла-вырӑсла вӗрентнине ӑнланман. Халӗ ӗнтӗ хресченсем ачисене хапӑлласах шкула ҫӳреттерме пуҫланӑ.

Анчах вырӑс пуп е улпут таврашӗ чӑвашла вӗрентнине е чӑвашла кӗнекесем кӑларнине хирӗҫ тӑнӑ. И. Я. Яковлева вӗҫӗмсӗр хӗсӗрленӗ, чӑвашсене вырӑссенчен уйӑрасшӑн, вырӑс чӗлхине тиркеттересшӗн, чӑваш культури тума хӑтланать тесе айӑпланӑ, юнанӑ, элекленӗ.

Сӑмахран, 1903 ҫулта «Казанская газета» хаҫатра пичетленнӗ статйинче шовинист-улпут Мельников ҫапла хӑратса ҫырнӑ: «Чӑваш чӗлхипе кӑларнӑ кӗнекесем сепаратизмпа каппайлӑх кӑна сараҫҫӗ, ку вӑл — питӗ илемсӗр, сиенлӗ япала... Чӑвашсене вулама вырӑсла кӗнекесем кӑна пани, май пур таран вӗсемпе вырӑсла кӑна калаҫни усӑллӑрах пулман пулӗччӗ-и-ха... Чӑвашсен культури нихӑҫан та пулман, пулас та ҫук».

Ҫавнашкал тулани, янрашни, хӗсӗрлени И. Я. Яковлев кунҫулӗнче тӑтӑшах пулнӑ. Вӑл вара вӗсене хирӗҫ тарӑхса, пӗр парӑнми кӗрешнӗ.

...Пуҫламӑш классенче тӑван чӗлхепе вӗрентмесӗр нимле ӗҫ те тухас ҫук. Тӑван чӗлхепе усӑ курма чарни …вырӑссемпе ирӗклӗн ҫывхарассине пӗтерсе хума кӑна пултарать. Чӗлхене хупса хуни — халӑха тӗп тунипе пӗрех», — тесе тарӑхса ҫырнӑ вӑл.

Чӑваш чӗлхипе тата унӑн литературипе усӑ курма тӑрӑшнӑ хушӑрах И. Я. Яковлев чӑвашсене вырӑс чӗлхипе те вӗрентме тӑрӑшнӑ, вырӑс чӗлхине пӗлменни чӑваш ӗҫҫыннисене яланах пӳлсе пынине ӑнланса ӗҫленӗ. Вырӑс чӗлхине тиркетӗр тесе павракансене хирӗҫ вӑл ҫапла тавӑрнӑ:  «Ку чухнехи кӑткӑсланса пыракан пурнӑҫра, ӗҫ вӑйне, ӗҫ аллисене сутасси ӳссе пынӑ хушӑра, инородецсемшӗн вырӑс чӗлхи хӗвел ҫутипе сывлӑш пекех кирлӗ. Вырӑс чӗлхине пӗлмесен, вӗсен умӗнче пӗтесси кӑна. Инородецсен ӗҫне хутшӑннӑ ҫынсем ку чӑнлӑха пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ».

Чӗмпӗрти чӑваш шкулне улпутсемпе пуп таврашӗ темиҫе хут та хупса хума хӑтланнӑ. 1903 ҫултах И. Я. Яковлева чӑваш шкулӗсен инспекторӗнчен кӑларса Чӗмпӗрти шкулӑн инспекторӗ вырӑнне кӑна хӑварнӑ. Анчах вӑл ҫапах парӑнман. Юлашкинчен, 1916 ҫулта Кульчицкий министр Чӗмпӗрти чӑваш шкулне хупас пулать тесе патшана сӗнӳ панӑ. Анчах часах патша сирпӗннӗ, унӑн ылханлӑ стройӗ яланлӑхах арканнӑ пирки вӗсем ку ирсӗр ӗҫе тума ӗлкӗреймен.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ чӑнласах «чӑвашсен наци академийӗ» картне кӗрсе пынӑ. Кӗскен каласан, И. Я. Яковлевпа унӑн шкулӗ, унӑн ученикӗсем 50 ҫул хушшинче историллӗ пысӑк ӗҫсем тума ӗлкӗрнӗ. 1913 ҫул тӗлне Атӑлҫи чӑвашсем хушшинче 463 шкул ӗҫленӗ, вӗсенче 30 пине яхӑн ача-пӑча вӗреннӗ. 1917 ҫул тӗлне И. Я. Яковлев шкулӗ 866 учитель вӗрентсе кӑларнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ уҫӑличчен сайра чӑваш ялӗнче ҫыру пӗлекен ҫын пулнӑ пулсан, 1897 ҫулти перепись тӗлне Хусанпа Чӗмпӗр кӗпӗрнисенчи чӑвашсем хушшинче ҫыру пӗлекенсен йышӗ 7 процента ҫитнӗ, пирвайхи тӗнче вӑрҫи пуҫланас умӗн 11-12 процента. Паллах, ку цифрӑсене ҫителӗклӗ теме ҫук, ҫапах та вӗсем ун чухнехи хисеппе пысӑк ӳсӗме пӗлтернӗ. 1920 ҫулхи перепиҫре акӑ мен палӑрнӑ: Чӑвашсен Автономиллӗ облаҫӗнче ҫыру пӗлекенсем 23,2 процент пулнӑ.

И. Я. Яковлев, такам та пӗр хистенине пӑхмасӑрах хӑйӗн шкулне миссионерла шкул пуласран хӑтарнӑ. Вӑл шкултан агрономи, сад, пахча, пыл хурчӗ, тӗрлӗ ремесла тата музыка ӗҫӗ таранах вӗреннӗ учительсем тухса пынӑ, вӗсем май пур таран хресченсене кулленхи пурнӑҫӗнче пулӑшса тӑнӑ.

XIX ӗмӗр хушшинче чиркӳлле мар, халӑха кирлӗ кӗнекесем пурӗ те 58 кӑна тухнӑ пулсан, XX ӗмӗрӗн пирвайхи 17 ҫулӗ хушшинче — 200 кӗнеке.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче чӑваш писателӗсем аталанса пынӑ (К. В. Иванов, Н. В. Шупуҫҫынни, Тайӑр Тимкки т. ыт. те), ҫавӑн пекех — чӑваш композиторӗсем (П. В. Пазухин, И. М. Дмитриев, Ф. П. Павлов, С. М. Максимов), чӑваш художникӗсем, актерӗсем (вӗсем «Иван Сусанин» ятлӑ оперӑна та лартса кӑтартнӑ). 1906-1907 ҫулсенче революциллӗ «Хыпар» хаҫата та пуринчен ытла Чӗмпӗр шкулӗнче вӗреннӗ ҫынсем кӑларса тӑнӑ.

И. Я. Яковлевӑн шкулӗ чӑваш халӑх культурин пысӑк та хӑватлӑ вучахӗ пулса тӑнӑ.

И. Я. Яковлев хӑй революци ӗҫне куҫкӗрет хутшӑнма пултарайман. Ҫапах та вӑл, чӑваш халӑх массине чуралла мӗскӗн чунлӑхран хӑтарса, чӑваш ӗҫҫыннисене ҫын хисепне кӗртсе, апла пулсан ӗнтӗ — революци ӗҫне хастар хутшӑнма ҫитӗнтерсе пынӑ. Хут пӗлмен ҫын, — тенӗ Ленин, — политика тулашӗнче тӑрать. И. Я. Яковлев чӑваш ӗҫҫыннийӗсене, вӗрентӳ парса, политика ӗҫне хутшӑнма ҫул уҫнӑ.

Ҫавӑнпа пӗрлех тата унӑн тепӗр тӗрӗслӗхне палӑртас пулать. И. Я. Яковлев, руссификаторсене хирӗҫ кӗрешнӗ пекех, чӑваш националисчӗсене хирӗҫ те пӗр парӑнми тӑнӑ. Уншӑн пулсан, национализм чӑваш халӑхне вырӑс халӑхӗпе хирӗҫтерекен киревсӗр идея кӑна пулнӑ. Ҫавӑн пирки ӗнтӗ столыпинла реакци саманинче чӑваш эсерӗсем И. Я. Яковлева хирӗҫ пӗрре кӑна мар элеклесе, мӑшкӑлласа кӗнекесем, статьясем ҫапса кӑларнӑ. 1917-1918 ҫулсенче эсерсем И. Я. Яковлева националистсен ушкӑнне пӑхӑнтарма хӑтланнӑ. Анчах вӑл хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнман. «…»

1920 ҫулта Чӑвашсен Автономилле облаҫӗнчи Советсен 1-мӗш съезчӗ И. Я. Яковлева хисеплесе салам янӑ. Вӑл вара хӑйӗн телеграмминче, культура ӗҫне пысӑккӑн хӑпартма майсем уҫӑлнипе савӑнса, ҫакна асӑрхаттарнӑ: «Манӑн акӑ мӗн сӗнессӗм килет — чӑваш культурине аталантарас ӗҫе аслӑ вырӑс халӑхӗн патшалӑхлӑ интересӗсемпе, идеалӗсемпе тӗплӗн килӗштерсе туса пырас пулать. Вырӑс халӑхӗ халӗ хӑйӗн политикӑллӑ тата обществӑллӑ йӗркисене демократилес еннелле хӑватлӑн ҫаврӑнса пырать».

1921 ҫултах чӑвашла тата вырӑсла ҫырса хатӗрленӗ пехилӗнче И. Я. Яковлев чӑваш халӑхне ҫапла ӳкӗтлет:

«Аслӑ, ырӑ, ӑслӑ вырӑс халӑхне хисеплӗр, юратӑр. Унра ӑс, чӗре, кӑмӑл вӑйӗсем. Ку халӑх сире хӑй ҫемйине пӗртӑван пек йышӑнчӗ, кӳрентермерӗ, кӗҫӗне хумарӗ... Сирӗн аталанӑва ертсе пыраканӗ ҫав халӑх пултӑр та ӗнтӗ: унпа пӗрле пырӑр, ӑна шанӑр.

Ку халӑхӑн пурнӑҫӗ хӗн пулчӗ, вӑрӑм та хурлӑхлӑ кун-ҫулӗнче унӑн нумай хӗн-хур курмалла пулчӗ, анчах вӑл хӑйӗн ӗмӗт ҫутине сӳнтермерӗ, ӳлӗм аслӑ ӗҫсем тӑвас шанчӑка ҫухатмарӗ. Унӑн савӑнӑҫӗсем сирӗншӗн те савӑнӑҫ пулччӑр, унӑн хурлӑхӗсем — сирӗн хурлӑхсем, ҫапла вара эсир унӑн ҫутӑ малашлӑхӗпе, унӑн ҫитес мухтавлӑхӗпе усӑ курма тивӗҫлӗ пулӑр. Ку халӑх сире ӗлӗк те кӳрентермен, ӳлӗм те кӳрентермӗ. Юратӑр ӑна, ҫывхарса пырӑр...

Вырӑс халӑхӗ хӑйӗн тӗрӗслӗхне асаплӑн ҫуратрӗ. Иккӗленмелли те ҫук, ҫав тӗрӗслӗхе вӑл сире те пайласа парӗ. Российӑна шанӑр, ӑна юратӑр, вӑл сирӗн аннӗр пулӗ».

Унччен те, ун хыҫҫӑнхи пурнӑҫ та И. Я. Яковлевӑн чӑваш халӑх пурнӑҫне вырӑс халӑхӗпе пӗрле, ӑна шанса, унпа туслӑ пулса кӑна хӑпартса пыма май пур текен ӗмӗтне тӳрре кӑларса пычӗ. Ку ӗнтӗ И. Я. Яковлев историре пысӑк та пархатарлӑ ӗҫ тунине яр-уҫҫӑн кӑтартса парать.

В. И. Ленин И. Я. Яковлева тивӗҫлипе хисепленӗ. 1918 ҫулхи ҫуркунне — националистсем ана вырӑнтан кӑларма хатланнине пӗлсенех — В. И. Ленин Чӗмпӗрти Совдепа ҫапла телеграмма парать: «...Мана Иван Яковлевич Яковлев инспекторӑн кунҫулӗ интереслентерет, вӑл 50 ҫул хушши чӑвашсене нацилле ҫӗклентересшӗн ӗҫлерӗ, патша влаҫӗ хӑйне хӗсӗрленине нумай тӳссе ирттерчӗ. Яковлева хӑйӗн пурнӑҫ ӗҫӗнчен уйӑрмалла мар тесе шутлатӑп. Совнарком Председателӗ Ленин».

В. И. Ленин И. Я. Яковлевӑн ӗҫне-хӗлне пысӑк хисепе хунӑ. Ҫавна вӑл чӑннипех тивӗҫлӗ пулнӑ.

И. Я. Яковлев, ытти пысӑк ӗҫсемсӗр пуҫне, чӑваш литератури валли никӗс хывса, ӑна пуҫарса яракан тава тивӗҫлӗ писатель те пулнӑ. Унччен анатри чӑвашсемпе вирьял чӑвашсен чӗлхинче пӗрне-пӗри ҫӑмӑллӑнах ӑнлан-малла мар уйрӑмрах калаҫни пулнӑ пулсан, И. Я. Яковлев пур чӑвашсене те ҫывхартса пӗрешкеллентерекен ҫырулӑх (алфавит) туса хунӑ хыҫҫӑн, шкулсенче ҫав азбукӑпа вӗрентсе, учебниксемпе ытти пур кӗнекесене ҫав ал-фавитпа ҫырма хӑнӑхтарни пур чӑвашсемшӗн пӗр литература чӗлхине аталантарса ҫитӗнтернӗ. Ҫав чӗлхепе вара И. Я. Яковлев хӑй те букварьсем кӑна мар, илемлӗ произведенисем те ҫырма тытӑннӑ; ун таврашӗнчи ҫыру пӗлекенсем тӗрлӗ кӗнекесем, ҫав хушӑрах илемлӗ литература кӗнекисем те, прозӑлла кӑна мар, поэзилле (сӑвӑлла) ҫырма ӑста чӑвашсем палӑрса пынӑ. 1908 ҫулта, И. Я. Яковлев 60 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ 40 ҫул тултарнине паллӑ туса, чӑваш писателӗсен пирвайхи антологийӗ пичетленсе тухнӑ. Халь каласан, тӗленмелле пек: ҫав сборникра хӑш сӑвва кам ҫырнине те кӑтартман. Сборникӑн хуплашки ҫинче ҫапла кӑна палӑртнӑ: «Сказки и предания чуваш. Чӑваш халлапӗсем. Симбирск. Типография А. М. Дмитриевых. 1908». Мӗн-ма тесен чӑвашсем ҫӗнӗ сӑвӑсем ҫырса пичетленине уҫҫӑнах кӑтартмашкӑн шикленнӗ те пулӗ. Чӑваш культури пулмалла мар тесе ҫуйхашакан черносотенецсем И. Я. Яковлева хирӗҫ урса кайма, тухнӑ кӗнекене те халӑх хушшинче сармашкӑн чарса хума пултарнӑ...

Ку сборникра ӗнтӗ, М. Федоровӑн «Арҫури» ятлӑ балладисӗр пуҫне, К. В. Ивановӑн «Нарспи» поэми те пулнӑ-ҫке-ха. Вӗсенче чӑваш ӗҫ хресченӗсем нушаланса пурӑнни ҫинчен калани те пулнӑ. Халӗ пурте пӗлеҫҫӗ: К. В. Ива-нов хӑйӗн талантлӑ ӑсталӑхӗпе, ытарма ҫук чӗлхипе чӑваш поэзине хӳхӗммӗн пуҫарса, ӗмӗрлӗхе никӗс хывса панӑ.

1968

Кузнецов, И. Д. И. Я. Яковлевӑн паттӑрла ӗҫӗ-хӗлӗ // Кузнецов, И. Д. Истори тӗрӗслӗхӗпе пурнӑҫри чӑнлӑх / И. Д. Кузнецов. – Шупашкар, 1986. – С. 131-136.