И. Тенюшев

Тӑванла пулӑшсан

Чӑваш халӑхӗшӗн Атӑл хӗрринчи Чӗмпӗрте 1868 ҫулта пӗр пӗчӗк йӑлтӑр ҫутӑ курӑнса каять: кунта чӑваш шкулӗ чӑмӑртанма пуҫлать. Туслӑ ҫемьере Алексей Рекеев, Иван Исаев, Василий Кашкаров, Фома Аксинский пурӑнаҫҫӗ. Ку йыш хушӑнсах пычӗ. Тӗрлӗ ҫултисем кунта: пӗрисен ури ҫине ӗне пусма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, теприсем «автанла авӑтма» пӑрахни те нумай пулмасть-ха. Ҫапах та хӑйсем пурте ҫивӗч те маттур. Егор Улюкин пурччӗ тата. Ашшӗ хулана килчӗ те ачи «пӗр лачака» пулмалӑх куҫҫуль юхтарса йӗнине чӑтаймарӗ, ӑна килне каялла лартса кайрӗ.

Тин чӑмӑртаннӑ шкулта пурте ҫине тӑрса вӗренеҫҫӗ. Виҫҫӗшӗ уесри училищӗне ҫӳреҫҫӗ. Ыттисем общежитирех вӗренсе лараҫҫӗ: пӗрисем пӗрремӗш класа, теприсем иккӗмӗшне кӗме хатӗрленеҫҫӗ. Нумайӑшӗ кунта киличчен саспалли те палламан. Халӗ ӗнтӗ вулама та, ҫырма та хӑнӑхнӑ. Ялта икӗ ҫула яхӑн вӗренмеллине вӗсем кунта икӗ-виҫӗ уйӑхранах пушкаракан пулса ҫитнӗ.

Ҫак пысӑк мар ушкӑн вӗренекен шкула сӗм тӑлӑх ӳснӗ чӑваш ачи Иван Яковлев тӑрӑшнипе уҫнӑ. Хӑй вӑл халӗ Хусанти университетра вӗренет. Чӗмпӗре раштав тӗлне таврӑнмалла терӗҫ. Ӑна кӗтсе илме чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем пурте кайрӗҫ. Телее, ҫанталӑкӗ ырӑ пулчӗ. Хайсем чун-чӗререн сума сӑвакан ҫынна ачасем хӗрӳллӗн саламларӗҫ. Чӗлхисем те салтӑнчӗҫ вӗсен. Пӗр таттисӗр шӑкӑлтатса калаҫаҫҫӗ, шӳт тӑваҫҫӗ.

Ҫапла, хаваслӑччӗ, телейлӗччӗ ачасем пурте, анчах ваттисем «ырӑран усал юлмасть» тесе ахальтен каламан иккен. Акӑ чӑваш шкулӗнчи хавас кӑмӑлӑн асамат кӗперри те пач кӗтмен ҫӗртенех тӗксӗмленчӗ. Мӗн калӑн, пурнӑҫ — чечек сачӗ мар ҫав. Сиссе те юлаймастӑн, йӗплӗ хулӑ ҫине пусатӑн. 1871 ҫулхи январӗн 5-мӗшӗнче ялтан Игнатий Ивановпа пӗрле Алексей Рекеевӑн аслӑ пиччӗшӗ Ваҫҫили персе ҫитрӗ. Ҫӗрелле салхуллӑн пӑхса, Яковлева вӑл ҫапла пӗлтерчӗ:

— Иван Якӑльччӑ, пирӗн Элекҫейӗн те ят тухнӑ...

Вулӑс правленийӗнчен Ваҫҫили хут илсе килнӗ. Унта Чӗмпӗр хулинчи полици управленине А. В. Рекеева салтака ямалли ҫннчен ҫырса хыпарланӑ.

Кӗтмен хыпар Иван Яковлевичшӑн янкӑр уяр ҫанталӑкри аслати пекех пулчӗ. Ачасем те пурте шӑпланчӗҫ. Чӗрисем кӑрт та кӑрт тунӑран вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Иван Яковлевич ҫывӑхнерех куҫа-куҫа ларчӗҫ. Пурте ун ҫине тӗмсӗлсе пӑхрӗҫ. Тирпейлӗ тураса вырттарнӑ йӗпкӗн хура ҫӳҫлӗ ҫак ҫын — ачасен шанчӑкӗ те, пуласлӑхӗ те. Иван Яковлевич чылайччен ним хускалмасӑр ларчӗ. Сӗнк пулнӑ тейӗн ӑна. Ҫук, тӗлӗрмест иккен. Ахӑртнех пуҫне йывӑр шухӑш пӑталать унӑнне.

Ара, пӑталамасӑр ҫавнашкал шухӑш пуҫа! Мӗн тери асаппа уҫнӑ шкул саланса кайма пултарать-ҫке-ха кун пек! Калама кӑна канас. Пӗр Рекеева вӗрентме ҫеҫ мӗн тери вӑй, мӗн чухлӗ вӑхӑт, миҫе тенкӗ укҫа пӗтернӗ! Укҫа шута юратать, теҫҫӗ ваттисем. Тӗрӗсех. Анчах сӑмах укҫарян та хаклӑраххи ҫинчен пырать. Чӑваш шкулӗнче ӗҫлемешкӗн вӗреннӗ ҫын кирлӗҫке-ха. Алексей Рекеев вара ку вӑхӑт тӗлне Чӗмпӗрти земски училище ҫумӗнчи педагогика курсӗнче вӗренетчӗ ӗнтӗ. Ҫак курса И. Н. Ульянов хӑй ертсе пыратчӗ. Халӑх училищисен инспекторӗнче ӗҫлеме И. Н. Ульянов Чӗмпӗре 1869 ҫулта килнӗччӗ. Килсенех икӗ ҫуллӑх педагогика курсӗн ӗҫне лайӑхлатассишӗн вӑй хума тытӑнчӗ вӑл. Учительсемсӗр ҫӗнӗ шкулсем уҫма май ҫуккине пӗлсе, курс ӗҫне вӑл тӳрремӗнех хӑй ертсе пычӗ, вӗренме кандидатсене хӑй суйласа илчӗ, унта чи малтан халӑхран тухнӑ ҫынсене йышӑнчӗ. Кӗпӗрнери чи лайӑх учительсене ҫак курсра вӗрентсе хатӗрлерӗҫ, вӗсене ульяновецсем тетчӗҫ.

Педагогика курсне А. В. Рекеева И. Я. Яковлев сӗннипе йышӑннӑччӗ. Унта вӑл уесри училищӗрен вӗренсе тухсан кӗнӗччӗ. Училищӗре ӑна тӳрех иккӗмӗш класа лартнӑччӗ, анчах ку класра вӗренме унӑн пӗлӳ ҫитеймен пулнӑ иккен. Ҫакӑн ҫинчен Рекеев каярахпа хӑй акӑ мӗнле аса илсе ҫырнӑ:

«Эпӗ географипе каласа пани ытла та кулӑшла пулчӗ; А. В. Констанцев учитель мана карттӑ патне кӑларать те ыйтать: «Эсӗ Раҫҫейри мӗнле юханшывсепе пӗлетӗн?» Эпӗ калатӑп: «Раҫҫей тӑрӑх эпӗ инҫе кайса ҫӳ-реймен, ҫавӑнпа юханшывсем те нумай пӗлместӗп». Паллах, эпӗ мӗн каланинчен пӗтӗм класс ахӑлтатса кулса ячӗ. Учитель малалла ыйтать: «Ҫапах та мӗнле юханшывсем пӗлетӗн-ха?» Эпӗ калатӑп: «Хамӑрӑн Кильнӑна, Сӗвепе Атӑла пӗлетӗп». «Эппин, тет, Атӑла кӑтарт-ха». Эпӗ калатӑп: «Кунтан Атӑла кӑтартма май ҫук, мӗншӗн тесен вӑл хула леш енче», тетӗп, кантӑкран хам Атӑл еннелле кӑтартатӑп. Каллех пӗтӗм класс ахӑлтатать. Унтан учитель ҫапла ыйтать: «Ҫут тӗнче миҫе пайран тӑрать?» Эпӗ калатӑп: «Ҫут тӗнчене пайӑн-пайӑн уйӑрма май ҫук пулӗ, тетӗп, кӑнтӑрла кӑна ҫутӑ пулать, ҫӗрле вара тӗттӗм...»

Ҫакнашкал тамашасем тахҫнах хыҫа тӑрса юлнӑ ӗнтӗ. Халӗ Рекеев ун чухнехи айван ача мар. Вӗренекенсем хушшинче ӑна асли (староста) туса хунӑ. Яковлев Хусана университета вӗренме тухса кайсан, хӑй вырӑнне ӑна шанса хӑварнӑ. Акӑ мӗншӗн пуҫ ватса ларать халь Иван Яковлевич. Мӗн тумаллине малтанлӑха пӗлсех каймасть пулин те, ӑнланать вӑл: алӑ усса ларма юрамасть, вӑй ҫитнӗ таран кӗрешес пулать.

Канӑҫ паман шухӑшсене сирсе ярасшӑн пулнӑ пек, Иван Яковлевич юлашкинчен пуҫне сӗлтсе илчӗ те пурте илтмелле ҫапла пӗлтерчӗ:

— Ку ӗҫӗн майне-шайне тупатӑпах. Питех ӗҫ кӑлараймасан, салтака урӑх ҫынна тара тытса ярӑпӑр.

Вара хӑпӑл-хапӑл тӑрса тумланчӗ те васкаса таҫта тухса кайрӗ.

Тарӑн шухӑша путнӑскер, Яковлев Стрелецки урампа (халӗ Ульянов урамӗ) пырать. Прибыловский купца ҫурчӗсем тӗлне ҫитсен, хӑюллӑнах вӑл пысӑк мар кивӗ флигеле кӗрет. Унта Ульяновсем хваттерте пурӑнаҫҫӗ.

Мӗн ҫинчен калаҫнӑ-ши ҫавӑн чух инспекторпа студент? Ҫакна Яковлев тепӗр кунне Н. И. Ильминский патне янӑ ҫыруран тӗплӗн пӗлме пулать:

«Ҫалла ӗнтӗ, Алексейӑн салтака каяс пулать, иккӗленмелли ҫук, тепӗр виҫ эрнерен ӑна ӑсатса яма тивӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара пӗтӗм ӗҫ пӑчланса ларӗ. Мӗн тери хӳхӗм пуҫланнӑччӗ вӑл, ун валли ҫӗнӗ ҫутӑ ҫӑлтӑр та тухма тытӑннӑччӗ... Ӗнер эпӗ Ульянов патӗнче пултӑм; полицирен хут илсен, вӑл Алексее кайма ирӗк парать, унтан пурин ҫинчен те тӗплӗн попечителе пӗлтерет, Алексее рекрут пулассинчен хӑтарассишӗн тархаслама ыйтать... Тен, Халӑх училищисен инспекторӗпе Ульянов господинпа пӗрле кӗпӗрнери земски Управа та хута кӗрӗ, мӗн тесен те Алексей кӗпӗрнери земствӑран стипенди илсе тӑрать-ҫке-ха...»

Эппин, инкекрен ҫӑлӑнмалли ҫула Яковлева кунта та И. Н. Ульянов кӑтартса панӑ. Рекеева салтакран хӑтарассишӗн хӑй те хытӑ тӑрӑшма пулнӑ вӑл. Пирӗншӗн халӗ ҫакӑ паллӑ: Илья Николаевич хӑй сӑмахне манса кайман, ӑна ҫийӗнчех пурнӑҫлама пикеннӗ. Рекеева салтака ярас мар тесе, вӑл Хусан вӗренӳ округӗн попечителӗ патне ҫыру ҫырнӑ.

Февраль уйӑхӗнче А. В. Рекеева ҫапах та салтака илнӗ-илнех. Тула хулине — пехотӑн 16-мӗш Бутырски полкне янӑ ӑна. Кунта Рекеев темиҫе уйӑх службӑра тӑнӑ. Ҫав хушӑра ӑна салтакран каялла илсе килессишӗн Яковлевпа Ульянов пӗтӗм вӑйпа тӑрӑшнӑ. 1871 ҫулхи майӑн 12-мӗшӗнче Чӗмпӗртен И. Я. Яковлев акӑ мӗнле телеграмма ҫаптарнӑ:


«Бутырски полк командирне.

12-мӗш ротӑри Алексей Васильев рядовоя пӗлтерме ыйтатӑп: учительсен шкулӗнче вӗреннӗрен ӑна ырӑ кӑмӑллӑ Аслӑ Патшамӑр ҫар службинчен хӑтарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен тивӗҫлӗ кӑтарту ярса парӗҫ. Яковлев».


Алексей Рекеев Чӗмпӗре таврӑнсан, чӑваш шкулӗнчисем чунтан хӗпӗртеҫҫӗ. Паллах, И. Я. Яковлев пуринчен ытла савӑнать. Вӑл хӑйне ҫав тери телейлӗ тыткалать. Пурте кураҫҫӗ: ача пекех савӑнма пултарать иккен Иван Яковлевич. Сахалтан та пӗр виҫӗ кун хушши вӑл ҫак хыпара куран пӗрне калать.

Ҫамрӑк И. Яковлев чӑвашсене вӗрентме тӑрӑшнине ырламан чиновниксем кӗпӗрнере сахал мар пулнӑ.

— Рекеева патшамӑр ҫар службинчен хӑтарчӗ, — ҫӗнӗ хыпара юриех васкаса пӗлтерет Яковлев рекрутсем йышӑнакан комисси членне Аргамакова. Ҫак ҫын ӗнтӗ Алексее салтакран каялла илсе килме сахал мар чӑрмантарнӑ. Рекеев таврӑнни ҫинчен пӗлсен, Аргамаков, ҫиллине шӑнараймасӑр, чӗтрене ерет, пӗрре кӑвакарса, тепре шуралса каять.

Ҫӑмӑллӑн утса анать гимнази ҫурчӗн крыльци ҫинчен Яковлев. Хӑйӗн вырӑс тусне — Илья Николаевич Ульянова аса илет те, пичӗ унӑн ӑшӑ кулӑпа ҫуталать. Ҫав кулӑпах вӑл анлӑ Атӑл хӗррине ҫитет. Сарлака юханшыв урлӑ хӗвел ҫулӗ ҫутӑ ярӑм пулса ӳкнӗ. Халӑха ҫутта кӑларас ӗмӗтпе ҫунакан ҫамрӑка ҫав ярӑм пӗр пӑркаланмасӑр, йывӑрлӑхсене парӑнмасӑр хӑюллӑн утмалли умри ҫул пек туйӑнса каять.


Тенюшев, И. Тӑванла пулӑшсан / И. Тенюшев // Ялав. – 1973. – № 11. – С. 14.