А. А. Алексеев

И. Я. Яковлев тата ăна çырулăх тума пулăшакансем

Чĕлхе - нацин тĕп паллисенчен пĕри, унăн ăс-тăн пуянлăхĕ. Вăл çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, ăнланма пулăшакан хатĕр.

Кашни халăх çырулăхĕн никĕсĕнче çав чĕлхен хăй-евĕрлĕхне палăртса тăракан графикпла орфографи йĕрки пулмалла. Кунсăр пуçне наукăра çыру палăкĕсен пĕтĕм йышне те çырулăх теççĕ.1

Аслă Октябрь революцийĕ хыççăн Совет Союзĕнчи 50 халăх ытла хăйĕн çырулăхне тунă, илемлĕ литература, хаçат-журнал, шкул учебникĕсем кăларма тытăннă. Тăван чĕлхепе хайласа çырнă кирек мĕнле литература произведенийĕ те наци культурин çырулăх палăкĕ шутланать.2

Чăваш çырулăхĕ революцичченхи тапхăртах пысăк çитĕнÿсем тунă. Уншăн эпир тăван чĕлхемĕрĕн шалти асамлă вăйне хăват кĕртме пултарнă çынсене тав тума тивĕç, мĕншĕн тесен вĕсен çырулăхри сăпайлă ĕçĕ-хĕлĕ пусмăр саманинчех халăхăмăрӑн чун-хавалне çĕклентерме, ăна хăйĕн тивĕçне ăнланса илме, тăван халăх культурине вăйлă аталаннă çырулăхлă халăхсен культури шайне çити çĕклеме, чăвашсен наци ăнланулăхне вăратма пулăшрĕ.

Пирĕн çырулăх хăйĕн çулĕсемпе çамрăках мар: чăваш сăмахĕсене хут çине çырса пичетленĕренпе 240 çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Хăшпĕр тĕпчевçĕсем çырнă тăрăх, чăвашсен пиллĕкмĕш ĕмĕртех çырулăх пулнă.3 Ахальтен мар пуль ĕнтĕ вĕсен тĕррисенчи ÿкерчĕксем авалхи çырулăх паллисене аса илтереççĕ.

Историксем чăваш сăмахĕсене чи малтан швед çарĕн капитанĕ Ф. Страленберг çырса илнĕ теççĕ. Хăй вăл, 1709 çулта Полтава патӗнчи пĕр çапăçура Пĕрремĕш Петĕр çарне тыткăна лекнĕскер, 18 çул хушши Çĕпĕрте пурăннă, унти халăхсен культурипе йăла-йĕркине сăнанă, чĕлхине тĕпченĕ. Каялла хăй тăван çĕршывне таврăннă чух (1827) Страленберг Хусанта чарăнса тăнă, чăвашла чухлакан кунти тăлмачсенчен 28 сăмах çырса илнĕ. 1769 çулта Наукăсен Петербургри академийĕ чăваш чĕлхин малтанхи грамматикине «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ятпа пичетлесе кăларнă.

Чăвашсене Христос тĕнне йышăнтарни те вĕсен культурипе çырулăхне аталанма пулăшнă, чăвашла кĕнекесем кăларас ĕçе хăвăртлатнă. Кивĕ çырулăх тапхăрĕнче (1730 - 1870) тĕн содержаниллĕ çирӗме яхăн чăвашла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Анчах вĕсем пурте тенĕ пекех ниме юрăхсăр куçарусем пулнă-ха.

Аякран, ĕмĕрсен сĕм чăтлăхĕ витĕр, вăрах çуталса килнĕ чăн-чăн чăваш çырулăхĕн илемлĕ шурăмпуçĕ. Ку вăл тăван çырулăхăмăрăн Аслă Октябрь революцийĕчченхи (кивĕ çырулăх хыççăнхи) иккĕмĕш тапхăрĕ - И. Я. Яковлев пуçарса янă çĕнĕ çырулăх ĕмĕрĕ.

Чăваш çырулăхĕн çĕнĕ тапхăрне И. Я. Яковлев пек хастар чун-хаваллă, халăхăмăрăн малаш ĕмĕтне, шухăш-кăмăлне, хуйхи-суйхине чĕрере тытса тăракан пысăк чĕреллĕ çын çеç пуçарса яма пултарнă. Унăн чăваш çырулăхĕпе культурине аталантарас тĕлĕшпе 50 çул хушши (1868 - 1918) тунă пархатарлă ĕçĕ - чăн-чăн паттăрлăх.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче патша правительстви Российăри капитализма хăвăртрах аталанма май паракан хăшпĕр реформăсем туса ирттернĕ: 1861 çулхи февральте крепостной правăна прахăçланă, ун хыççăнах земствăна, суда, цензурăна, çутĕçне çĕнĕлле йĕркелеме май паракан реформăсене çирĕплетнĕ. 1864 çулта кӗпĕрнесемпе уессенчи земство учрежденийĕсем çинчен калакан положение çирĕплетнĕ. Çак положени кĕпĕрнесемпе уессенчи земствăсене хуçалӑхпа халăха вĕрентес ĕçе вырăнти условисене кура йĕркелеме тата ертсе пыма ирĕк панă. 1864 çултах патша правительстви пуçламăш халăх училищисем çинчен калакан положение çирĕплетнĕ. Çак положени хăшпĕр учрежденисемпе уйрăм çынсене шкулсем уçма та ирĕк панă.

1866 çулта çутĕç министрĕпе Д. А. Толстой графпа Хусанти тĕне кӗнĕ тутар ачисен шкулĕнче ĕçленĕ Н. И. Ильминский Хусан вĕренÿ округĕнче халăха вĕрентес ĕçе тĕрĕсленĕ, çавна май Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсен шкулĕсемпе паллашнă. Чăвашсем, марисем, удмуртсем йышлăн тутара тухни Хусан вĕренÿ округĕнчи вырăс мар халăхсене вĕрентес ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме хистенĕ. Тĕрĕслев итогĕсене, педагогикăла методика ыйтăвĕсене Хусанта, Петербургра пухнă канашлусенче çине-çинех сÿтсе явнă. Уйрăмах шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентме юрани-юраманни пирки хĕрÿ тавлашусем пуçланнă. Ку ыйту пирки Çутĕç министерстви те татăклă сăмах калайман. 1866 çулта çак тавлашăва татса парас тĕллевпе Хусан вĕренÿ округĕнче ятарласа комисси йĕркеленĕ. Комиссие Хусан вĕренÿ округĕн попечительне П. Д. Шестакова, Хусанти тĕне кĕнĕ тутарсен шкулĕн заведующине Н. И. Ильминские, Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторне Н. И. Золотницкие тата Хусанти духовнăй академи профессорне Е. А. Малова кĕртнĕ. Комисси ертсе пынипе 1866 - 1870 çулсенче Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш, мари, удмурт, Çĕпĕрти тата Вăтам Азири халăхсен шкулĕсенче тăван чĕлхепе хăçан мĕнле тата мĕн чухлĕ усă курмалли ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явнă.

Тăватă çула яхăн пынă дискусси материалĕсене 1869 çулта С.-Петербургра «Сборник документов и статей по вапросу об образовании инородцев» ятпа пичетлесе кăларнă. Материалсене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн комисси, пĕр саслă пулса, Н. И. Ильмииский тĕне кĕнĕ тутарсен шкулĕнче тĕрĕслесе пăхнă педагогикăпа методика системине ырласа йышăнать. Атăл тăрăхĕнчи халăхсен шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентме ирĕк памалли çинчен калакан положени проектне çырса хатĕрлет. Çав проекта 1870 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче правительство çирĕплетнĕ. Положени чăваш, мари, удмурт, çавăн пекех Çĕпĕрти, Вăтам Азири халăхсен шкулĕсенче тăван чĕлхепе вĕрентме ирĕк панă. Унăн содержанийĕ çапла: «По отношению к системе образования инородцы должны быть прежде всего разделены на две большие группы: а) инородцы-христиане и б) татары-магометане... Общим для всех инородцев-христиан в системе образования их должно быть следующее: а) орудием первоначального обучения для каждого племени должно быть родное наречие его; б) учителем инородческих школ должны быть из среды соответствующего племени инородцев и притом хорошо знающие русский язык, или же русские, владеющие, соответствующим инородческим наречием и в) должно быть обращено внимание на образование женщин, так как племенное наречие и племенные особенности инородцев преимущественно сохраняются и поддерживаются матерями...».4

Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсене çутта кăларас тĕлĕшпе уйрăмах Н. И. Ильминский (1822 - 1891) нумай тăрăшса ĕçленĕ. Вăл 1863 çултах Хусанта тĕне кĕнĕ тутар ачисем валли шкул уçнă, унта хăйĕн педагогикăпа методика принципĕсене тĕрĕслесе çирĕплетнĕ.

Çамрăк И. Я. Яковлев 1864 çултах, Атăл тăрăхĕнчи кĕпĕрнесенче çĕр виçсе çÿренĕ вăхăтра, çырулăх тăвасси çинчен ĕмĕтленнĕ. Унăн асаилĕвĕнче çапла çырса хăварнă йĕркесем пур: «1864 çулта эпĕ Сызрань уесĕнче Винновка ялĕнче ĕçлеттĕм. Мана пĕр шухăш канăç памастчĕ: тăван халăхăн çырулăх çукки пăшăрхантаратчĕ. Мĕншĕн ытти халăхсен - вырăссен, тутарсен хăйсен çырулăхĕ пур, мĕншĕн чăвашсен çук, теттĕм. Винновка ялĕнче эпĕ хытă чирлесе ÿкрĕм, вилес патнех çитнĕччĕ ĕнтĕ. Сасартăк Винновка ялне пар лашапа Долгорукова княгиня именийĕн управляющийĕ О. Косинский поляк пырса кĕчĕ. Çĕр виçекен кирлĕ пулнăран вăл тÿрех ман пата пычĕ. Эп чирлшне курсан, вăл мана хăйпе пĕрле имение илсе кайрĕ. Килте Косинскийсем полякла калаçатчĕç, вулатчĕç. Кунта эпĕ поляксен те хăйсен çырулăхĕ пурри çинчен пуçласа илтрĕм. Мана, хам чăваш пулнă май, хамăр тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесем çукки хытă пăшăрхантарчĕ».5

Çак ĕçре ăна 1869 çулта Чулхуларан Чĕмпĕре куçса килнĕ Илья Николаевич Ульянов инспекторпа паллашни, унӑн ырă канашĕсем те нумай пулăшнă.

1870 - 1875 çулсенче И. Я. Яковлев Хусан университетĕнче вĕреннĕ. Кунта та вăл çырулăх тăвас ĕмĕте пăрахман. 1870 çулхи пĕр кĕрхи кун вăл Хусан университетĕнче арабпа тутар чĕлхисем вĕрентекен Н. И. Ильминский профессорпа паллашать, çĕнĕ çырулăх тăвасси çинчен сăмах пуçарать. Н. И. Ильминский, И. Я. Яковлев студентăн шухăшне ырласа, ăна çак ĕçре пулăшма килĕшет. Чăваш çырулăхĕн малтанхи тапхăрĕнчи ĕçсене тĕплĕн тишкерсе тухсан, Н. И. Ильминскипе И. Я. Яковлев акă мĕн асăрханă: малтанхи тăлмачсем, çавăн пекех Хусан вĕренÿ окргĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ Н. И. Золотницкий те чăваш чĕлхин тĕп законĕсене çителĕклĕ таран пĕлменнине тата вĕсем пĕтĕм чăваш чĕлхине тивĕçтерекен пĕр литература чĕлхи тумалли идейисемпе принципĕсем йăнăш пулнине курнă. Н. И. Ильминский И. Я. Яковлева чи малтанах чăвашсен калаçу чĕлхинчи сасăсен йĕркине тĕрĕс палăртакан алфавит тумалли çинчен каланă. Вăл çак ĕçе И. Я. Яковлевсăр пуçне университетăн историпе филологи факультечĕн арабпа тутар чĕлхисен уйрăмĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренекен В. А. Белилин студентпа Хусанти тĕне кĕнĕ тутар ачтасен шкулĕнче вĕренекен чăваш ачине С. Н. Тимрясова хутшăнтарнă. Çапла вара, Н. И. Ильминский кăтартăвĕсене тĕпе хурса, И. Я. Яковлевпа ăна пулăшакансем çĕнĕ çырулăхăн никĕсне хывма ĕçе кÿлĕннĕ. Чăваш алфавитне тума çăмăлах пулман. Чи малтанах чăваш чĕлхинчи сасăсен (хисепне, сăн-сăпатне, вĕсем пуплевре хăçан епле илтĕннине уçăмлăн палăртмалла пулнă. Вырăс пулнă май В. А. Белилин чăваш чĕлхинчи сасăсене çăмăллăнах уйăрса илме пултарнă. И. Я. Яковлев аса илнĕ тăрăх, В. А. Белилин чĕлхе ăслăлăхне аван чухлакан, пултаруллă та ĕçчен студент пулнă.

1871 - 1873 çулсенчи çуллахи каникул вăхăтĕнче И. Я. Яковлев хăйĕн юлташĕсене Пăва уесĕнчи Кăнна Кушкипе ытти ялсенчи чăвашсен калаçу чĕлхине сăнаса вĕренме виçĕ хутчен экспедицие илсе кайнă. Çынсене пухса, вĕсен калаçăвне тимленĕ, малтанхи букварьсем валли халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене çыра-çыра илнĕ, вĕсен конструкцине, унта шухăш мĕнле йĕркеленнине, сăмахсен пуплеври вырăнне, сасăсен тытăмне сăнанă, тĕпченĕ. Чăваш чĕлхинчи сасăсен хисепĕпе пахалăхне тĕрĕс палăртас тесе, малтанхи вăхăтра уйрăмах В. А. Белилин тăрăшса ĕçленĕ. Сăнавсем тăва-тăва, И. Я. Яковлевпа ăна çырулăх тăвас ĕçре пулăшакансем В. А. Белилин, С. Н. Тимрясов, А. В. Рекеев, И. И. Иванов, Т. П. Петров чăваш чĕлхинче хытă тата çемçе хупă сасăсемпе кĕске уçă сасăсем ă, ĕ пуррине асăрханă. Çапла тăрăшса ĕçленĕ май вĕсем чăваш чĕлхинче 8 уçă сасă - а, ъ (хальхи ă вырăнне), е, ь (хальхи ĕ вырăнне), ы, и, ÿ, ÿ — тата 37 хытă тата çемçе хупă сасă — пĕтĕмпе 45 сасă палăртнă. Çакăнпа И. Я. Яковлевпа ун вĕренекенĕсем чӑваш чĕлхин çĕнĕ алфавитне пултарас тесе тунă тĕпчевĕн малтанхн тапхăрĕ вĕçленнĕ. Вĕсем кашни сассăн хытă тата çемçе варианчĕ сăмах пĕлтерĕшне уйăрса илме пулăшакан уйрăм фонема тесе шутланă. Ку шухăша пĕтĕмпех тĕрĕс тесе йышăнма çук.

Каярахпа И. Я. Яковлев хăй те çак алфавитăн хăш-пĕр çитменлĕхĕсене тата чăваш чĕлхинчи сасăсен тытăмне вĕçне çитиех тĕпчесе çитерейменнине асăрханă. Апла пулин те 1871 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлнелле, хăйсем тунă алфавитпа усă курса, И. Я. Яковлевпа ун юлташĕсем «Чăваш ачисене çырăва вĕренмелли кĕнекен» алçырăвне хатĕрлесе çитернĕ, ноябрĕн 15-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе ноябрĕн 27-мĕшĕнче) ăна пичете яма çирĕплетнĕ. 1872 çул пуçламăшĕнче ăна Хусанта пичетлесе кăларнă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ И. Я. Яковлев пуçарнă çĕнӗ çырулăх кунçулĕ. 1872 çулта И. Я. Яковлев чăваш алфавичĕн 27 саспаллирен тăракан иккĕмĕш вариантне туса хатĕрленĕ, унта вырăс чĕлхинчи янăракан хытă хупă сасăсем пулман. Çав çулах алфавитăн çĕнĕ варианчĕпе усă курса, И. Я. Яковлев «Çырăва вĕренме тытăнмалли кĕнеке» пичетлесе кăларнă.

1873 çул пуçламăшĕнче вăл чăваш алфавичĕн 25 саспаллирен тăракан (вырăс чĕлхинчи 17 саспалли çумне чăваш чĕлхинчи сасăсен хăйевĕрлĕхне палăртакан 8 саспалли хушнă) виççĕмĕш вариантне туса хатĕрленĕ, çак алфавитпа усă курса, çĕнĕрен букварь пичетлесе кăларнă. Кĕнекен пĕр экземплярне вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен инспекторне И. Н. Ульянова ярса панă. «Эпĕ ĕнер Сирĕн кĕнекен экземплярне те илтӗм. Ӑна пичетлесе пĕтернĕшĕн эпĕ сирĕнпе пĕрле савăнатăп, хам енчен эпĕ ăна май пур таран чăваш шкулĕсенче сарма пулăшăп», — тесе çырнă. 1873 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Н. И. Ульянов И. Я. Яковлев студент патне янă çырăвĕнче.6 Çак вăхăтран пуçласа И. Я. Якавлевăн çĕнĕ алфавичĕ чăваш наци çырулăхĕнче татăклăнах çирĕпленет. Хăшпĕр пĕчĕк улшăнусене шута илмесен, унпа тăван çырулăхра паян кунчченех усă куратпăр.

Çапла ĕнтĕ, çĕнĕ чăваш çырулăхне тунă чухне И. Я. Яковлев пĕччен пулман, ăна çак ĕçре ертсе тата хастар пулăшса пыракансем пулнă. Сăмахран, вăл Н. И. Ильминский çинчен ак мӗн çырать:

«Чести личной самостоятельной инициативы в деле чувашских переводов я себе приписать не могу. И тут толчок дал мне Н. И. Ильминский, раскрывший мне отношения между чувашским, русским и европейскими языками, научивший меня улавливать, усваивать себе особенности, дух инородческих и иных языков, их фонетику... Помню еще следующие советы, мнения Николая Ивановича: «Не будьте самоуверенны! Учитесь и учитесь! Не стыдитесь учиться у какого-либо старика-рассказчика из народа! Вслушивайтесь! Улавливайте тон, оттенкн, выговоры, произношения! Надо развивать свой слух. Переводчик должен прежде всего сам понимать то, что он переводит...» Так учил меня Н. И. Ильминский. Под влияннем его наставлений и указаний я, в первый же год пребывания моего в Казанском университете, делал опыты переводов с татарского языка на чувашский при помощи Алексея Рекеева и Игнатия Иванова, хорошо знавших татарский язык. Опыты удавались. Затем уже я приступил к опытам переводов с русского на чувашский язык по программе Ильминского...».7 Кунсăр пуçне, И. Я. Яковлев хăйне çырулӑх йĕркелесе яма пулăшнă В. А. Белилин, С. Н. Тимрясов, А. В. Рекеев, И. И. Иванов, Т. П. Петров çинчен те чылай çĕрте ырăпа асăнать. Камсем пулнă-ха вĕсем — чăваш халăхĕн культурине çĕклессишĕн пĕтĕм чун-хавалĕпе тăрăшса ĕçленĕ çак çынсем?

Василий Алексеевич Белилин 1852 çулта Хусанта мещен çемйинче çуралнă. 1869 çулта Хусан университечĕн историпе филологи факультечĕн арабпа тутар чĕлхисен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1874 çулта университетран вĕренсе тухнă. Унтан пĕр вĕçĕмсĕр 33 çул хушши (1874 — 1907) Хусанти гимназисенче чĕлхепе лнтература вĕрентнĕ, 11 çул хушши (1907 — 1918) Хусанти 2-мĕш реальнăй училище директорĕнче ĕçленĕ. 1918 çулта ăна Хусанти Советски районĕнчи икĕ сыпăклă шкула ĕçлеме куçарнă. Шкулта ĕçленĕ хушăрах вăл 1920 — 1921 çулсенче рабпрос аппаратĕнче ĕçленĕ. 1923 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче, 71 çула çитсен, пенсие тухнă. В. А. Белилин 1932 çулта, 80 çул тултарсан, Хусанта вилнĕ.

Выçлăх çул, 1922 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш облаç ĕçтăвкомĕн ларăвĕнче В. А. Белилина апат-çимĕç тĕлĕшпе пулăшасси çинчен ыйту сӳтсе явнă, ăна 20 пăт çăнăх парса пулăшнă.8

Çĕнĕ чăваш çырулăхне тума хастар хутшăннăшăн тата çуралнăранпа 80 çул тултарнă ятпа 1932 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Совет правительстви (ВЦИК) В. А. Белилина «Ĕç геройĕн» хисеплĕ ятне панă.9

Сергей Николаевич Тимрясов10 1851 çулта хальхи Тутар республикинчи Чистай районне кĕрекен Ишел ялĕнче тĕне кĕмен чăваш хресченĕн çемйинче çуралнă. Малтанах вăл Ишел ялĕнчи тĕне кĕнĕ тутарсен шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан ăна Н. Ильминский ыйтнипе Хусанти тĕне кĕнĕ тутарсен шкулне вĕренме илнĕ. Кунта вăл 1872 çулхи январьччен пурăнать. И. Я. Яковлева çĕнĕ çырулăх тума хастар пулăшать. Тутарсем хушшине çуралса ÿснĕрен вăл ачаранпах тутарла та аван пĕлнĕ, ҫакă вара ăна тутарла çырнă тĕн кĕнекисене чăвашла куçарса кăларма май паратъ. 1871 çул пуçламăшĕнче С. Н. Тимрясов И. Я. Яковлевпа тата В. А. Белилинпа пĕрле чăваш чĕлхинчи сасăсене вырăсла тутар чĕлхисенчи сасăсемпе танлаштарса тĕпчеме тытăннă. Тĕпчев ĕçĕ çăмăлах пулман. Çак ĕçе вĕсем диктантсенчен пуçланă. С. Н. Тимрясов тутарларан чăвашла куçарса вуланă текстсене В. А. Белилин вырăс алфавитĕнчи саспаллисемпе чăвашла çырса пынă. Н. И. Ильминский аса илнĕ тăрăх, вĕсем темиçе эрне хушшинчех тутарла çырнă тĕн кĕнекисене пĕтĕмпех чăвашла куçарнă, чăваш чĕлхинчи сасăсене тĕрĕс палăртма тĕрлĕ сăнавсем тунă. 1872 çулхи январьтен пуçласа май уйăхĕччен С. Н. Тимрясов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче учительте ĕçлет. 1872 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Н. И. Ильминский хута кĕнипе С. Н. Тимрясов пуçламăш шкул учителĕн ятне илме экзамен тытнă. Халăх учителĕн ятне илнĕ С. Н. Тимрясова хăй çуралса ÿснĕ Чистай уесĕнчи Ишел ялне тĕне кĕнĕ тутарпа чăваш ачисене вĕрентме янă.

1874 - 1877 çулсенче С. Н. Тимрясов Хусанти Н. И. Ильминскин ертсе пынă учнтельсен семинарийĕнче вĕреннĕ. Çакăн хыççăн И. Я. Яковлев ыйтнипе ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулне ĕçлеме янă. Кунта вăл виçĕ çул хушши (1877 - 1880) ĕçленĕ, И. Я. Яковлева тĕн кĕнекисем куçарма пулăшнă. 1880 - 1883 çулсенче С. Н. Тимрясов — Чистай уесĕнчи Сунчелейри чăваш шкулĕн учителĕ, кунтах вăл Н. М. Охотниковпа çывăх паллашнă. 1885 - 1886 çулсенче çав уесрах Кивĕ Мокшина ялĕнче чăваш ачисене хутла вĕрентнĕ. С. Н. Тимрясов хăйĕн юлашки çулĕсене Чистай уесĕнчи Чăваш Шупашкарĕ ялĕнчи шкулта ĕçлесе ирттернĕ. 1910 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче, 58 çул тултарсаи, С. Н. Тимрясов çĕре кĕнĕ.

С. Н. Тимрясов пултаруллă учитель пулнă. Ун пирки архив материалĕсемпе тĕрлĕ шкул отчечĕсенче чылайăшĕ ăшă сăмах каласа çырнă. Акă «Годичное собрание братства святителя Гурия» журналăн 1874-мĕш çулхи кăларăмĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Тимрясов обладает природным мягким характером, с любовью и ревностно исполняет свою учительскую обязанность и таким образом вполне оправдывает доверие к нему братства и заслуживает любовь, как от своих питомцев, так и от лиц, наблюдающих за самим Тимрясовым». С. Н. Тимрясов пултаруллă учитель пулни çинчен И. Я. Яковлев Хусан кĕпĕрнинчи Чистай уесĕнчи халăх училищисен инспекторĕ патне çапла çырнă: «При этом считаю долгом присовокупить, что Тимрясов состоял учителем в Симбирской чувашской школе с 1 августа 1877 г. по 1880 год и во все время был усерден к исполнению своей обязанности, отличного поведения».11

С. Н. Тимрясов хăй вăхăтĕнче чăваш халăх этнографийĕпе те иитересленнĕ. 1875 çулта «Известия по Казанской епархии» журналăн 9-мĕш номерĕнче унăн «Похороны и поминки чуваш-язычников в дер. Ишалькиной Чистопольского уезда» ятлă статйи пичетленсе тухнă. С. Н. Тимрясов мĕн виличченех хăйĕн аслă вĕрентекенĕпе И. Я. Яковлевпа çыхăну тытса тăнă.

Алексей Васильевич Рекеев — И. Я. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ, чи çывăх пулăшаканĕсенчен пĕри. Вăл та 1848 çулта Кăнна Кушкинчех удельни хресчен çемйинче çуралнă. 1869 - 1872 çулсенче И. Я. Яковлев пулăшнипе Чĕмпĕрти хула училищинче вĕреннĕ. 1872 çулта И. Я. Яковлев Хусан университетĕнче вĕреннĕ çулсенче вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, И. Н. Ульяновпа туслă пулнă. Çĕнĕ чăваш çырулăхне тунă тапхăрта А. В. Рекеев Тимĕрçенти (халĕ Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрет) чăваш шкулĕнче вĕрентнĕ, малтанхи букварьсен пахалăхне сăнаса тĕрĕсленĕ. 1874 - 1881 çулсенче вăл Хусанти Н. И. Ильминский ертсе пынă учительсен семинарийĕнче чăваш ачисене вĕрентсе пурăннă. 1881 çулта А. В. Рекеев Тетĕш уесĕнчи Кивĕ Эйпĕç (халĕ Чăваш республикинчи Елчĕк районĕ) ялĕнчи шкулта вĕрентме тытăнать. Кунта вăл пĕр улшăнмасăр 30 çул хушши, пенсие тухичченех, ĕçлет. А. В. Рекеев — И. Я. Яковлевăн паллă сотрудникĕ. Вăл мĕн виличченех И. Я. Яковлевпа пĕрле чăваш халăх культурине ÿстерессишĕн ĕçлесе пурăннă. Вĕсем хушшинчи туслă та ĕçлĕ çыхăнусен пĕлтерĕшĕ чăваш çырулăхĕн историйĕнче питех те пысăк.

Игнатий Иванович Иванов12 1848 çулта хальхи Тутар республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче удельни хресчен çемйинче çуралнă. 1856 çулта вăл И. Я. Яковлевпа пĕрле Пăрăнтăкри удельни шкулне вĕренме кĕнĕ, унтан Чĕмпĕрти çĕр виçекенсен шкулĕнче вĕреннĕ, анчах ашшĕ ÿкĕтленипе унăн вĕренме пăрахса яла таврăнма тивнĕ. Вара 1870 çулчченех кунта хресчен ĕçĕпе пурăннă. 1870 çулта И. Я. Яковлев чĕнсе илнипе И. И. Иванов Хусана Н. И. Ильминский уçнă тĕне кӗнĕ тутар ачисен шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать, учитель пулма хатĕрленет. 1871 - 1875 çулсенче тăван ялĕнчи шкулта ĕçлесе пурăнать. 1876 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире учитель ятне илме экзамен тытнă хыççăн Тетĕш уесĕнчи тĕрлĕ шкулсенче учительте ĕçлет.

Тăван ялта ĕçленĕ вăхăтра И. И. Иванов халăх пурнăçĕнчен илнĕ темăсем тăрăх йăла калавĕсем çырма тытăннă. Унăн калавĕсенчен паллăраххисем: «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă», «Çынна епле тăвăн, ху та çавна курăн», «Çынна усал тăвакан хăй те усал курать» т. ыт. те. И. И. Иванов пурĕ 14 калав çырнă. Вĕсенче вăл халăх пурнăçĕнчи, йăли-йĕркинчи çитменлĕхсене питлет. Унăн икĕ калавĕ 1900 çулта хăй вилнĕ хыççăн Чĕмпĕрте тухнă «Чăваш букварĕнче» пичетленнĕ, ыттисем ку таранчченех алçыру халлĕн упраннă. И. И. Иванов 1885 çулта тăван ялĕнчех вилнӗ.

Пăва уесĕнчи Пимĕрсел ялĕнчи Т. П. Петров учитель те çĕнĕ çырулăх тăвакансене хастар пулăшнă: укçа-тенкĕ ярса тăнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене пухнă, тимлĕ информатор пулнă. 1873 çулхи октябрьте Н. И. Ильминскипе И. Я. Яковлев пулăшнипе вăл халăх училищисен учителĕн ятне илме экзамен ăнăçлă тытнă. И. Я. Яковлев 1873 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче А. В. Рекеев патне янă çырăвĕнче Т. П. Петров çинчен çапла çырнă: «Ӗнтӗ пирĕн инçетри чăвашсемшĕн тăрăшакан тата пĕр çын пулчĕ. Тимофей Петрович чăвашла вĕрентме пит ăстах пулмасан та, - вăл хамăр çын, кирлĕ пулсан ун патне пулăшма чăвашла авантарах пĕлекен ача яма та юрать».

Т. П. Петров учителĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулман, вăл 1875 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче хальхи Куйбышев облаçĕнчи Чаллăпуç районне кĕрекен Тилечер ялĕнче çĕре кĕнĕ.

Юлашкинчен çапла çирĕплетсе калăпăр: çĕнĕ чăваш çырулăхĕн сăпки умĕнче чĕлхе наукине ăста пĕлекен хастар çынсен ушкăнĕ тăнă. Çĕнĕ чăваш çырулăхне тăвас шухăш чи малтан Н. И. Ильминский пуçĕнче çуралнă. Çав идейăна пурнăçлама ăна И. Я. Яковлев пек çивĕч ăслă, пултаруллă организатор кирлĕ пулнă. Ку вара пĕтĕм ĕçе йĕркелесе ертсе пынă. Уншăн вăл хăйĕн вĕренӳ вăхăтне те, укçи-тенкине те хĕрхенмен. И. Я. Яковлева çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре унăн çывăх юлтăшĕсем В. А. Белилин, С. Н. Тимрясов тата малтанхи вĕренекенсемпе тусӗсем А. В. Рекеев, И. И. Иванов тата Т. П. Петров хастар пулăшса тăнă. Çавăншăн чăваш халăхĕ вĕсене яланах асра тытĕ.


Алексеев, А. А. И. Я. Яковлев тата ăна çырулăх тума пулăшакансем / А. А. Алексеев // 100 лет новой чувашской письменности. – Чебоксары, 1972. - С. 98–108.




1 О. С. Ахманова. Словарь лингвистических терминов. М., 1969, стр. 323.

2 К. М. Мусаев. Алфавиты языков народов СССР. М., 1965. стр. 9.

3 В. Ф. Каховский. Была ли письменность у чувашей в древности? «Ученые записки» ЧНИИ, вып. XXI, 1962, стр. 201 — 212; А. А. Трофимов, Тĕрĕри çырулăх. «Коммунизм ялавĕ», 1971, окт. 21-мĕшĕ.

I

4 Журнал Министерства Народного Просвещення, 1870, февраль, стр. 1 – 2.

5 ЧНТИ НА, II уйрăм, 836 хр. ед., инв. № 2666, 55 — 58 лл.

6 «Записки Отдела рукописей Государственной ордена Ленина библиотеки им. В. И. Ленина», вып. 18, 1956, стр. 345.

7 ЧНТИ НА. II уйрăм, 836 хр. ед., инв. 2666 №, 98 — 103 лл.

8 ЧАССР Государство Тĕп архивĕ, 125 ф., 3 оп., 5 хр. ед., 313 л.

9 ОР Государетво тĕп архивĕ, 1235 ф., 136 оп., 334 хр. ед., 6 л.

10 ТАССР Государство Тĕп архивĕ, 93 ф., 1 оп., 64 хр. ед., 85 л.; 93 ф., 1 оп., 90 хр. ед., 126 л.; 93 ф., 1 оп., 88 хр. ед., 124 л.; 93 ф., 1 оп,. 48 хр. ед., 7 л.; ТАССР Государство тĕп архивĕ, 968 ф., 1 оп., хр. ед. 156, 36 — 38 л.

11 ЧАССР Государство Тĕп архивĕ, 207 ф., 1 оп., 6 хр. ед. 45 л.

12 М. Я. Сироткин. Очерки дореволюционной чувашской литературы. Чебоксары, 1968, 61 - 65 стр.