И. П. Павлов

И. Я. Яковлев каларнă кĕнекесен

орфографийĕ çинчен

И. Я. Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăха çутта кăларассишĕн, халăх культуришĕн калама çук пысăк ĕç тунă.

Чăваш улăпĕн нумай-нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕнчен ыттисене шута илмесен те, пĕр чăваш графикине туса йĕркелени хăех хак парса çитерейми, çав тери вăйлă, çав тери пархатарлă ĕç шутланать. Чăвашсем хăйсен чĕлхинчи сăмахсене çырура пĕр хуçкаламасăр, пăсмасăр, тĕрĕс вулама-çырма май илнĕ.

Хамăр статьяра эпир графикăпа тачă çыхăннă орфографи ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăрасшăн, мĕншĕн тесен И. Я. Яковлев шкулĕнче хатĕрлесе кăларнă кĕнекесен1 орфографине ятарласах тĕпчени пулман, наука статйисенче вара ку ыйтупа хирĕçÿллĕ е тĕрес мар çирĕплетсе каланисем тĕл пулаççĕ.

Вулавçăсем тÿрех: «Чимĕр, мĕнле-ха капла, И. Я. Яковлев нимĕнле орфографи правилисем те çырман-çке?» — тесе ыйтма пултараççĕ.

Чăнах та, чăвашсем çеç мар, патша саманинче çыру (графика) йĕркелеме пултарнă ытти халăхсем те тÿрех орфографи правилисем тума, орфографи словарĕсем пичетлесе кăларма пултарайман. Ку ĕçсем валли вăй та, вăхăт та нумай кирлĕ пулнă. Тата пуп таврашĕпе тÿре-шара енчен чăрмавсем, хирĕçÿсем пысăк пулнă. Кунта И. Я. Яковлев çĕнĕ çыру йĕркеленине хирĕç пуп таврашĕсем хаçатсенче шав пуçарнине илсе кăтартма пулать. Мĕнле-ха вăл вăхăтра орфографи правилисемпе словарĕсем тума ĕç хускатăн?

Çитменнине, чăвашсен çĕнĕ çыру пуçланнă тапхăрта орфографи правилисен тĕслĕхĕ те пулин пулман.

Çырулăхăн малтанхи тапхăрĕнче, акă, вырăссем сăмахсене пĕр-пĕринчен уйăрмасăр çырнă пулнă. Çавăнпа та сăмахсене пысăкран е пĕчĕкрен çырмалли, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарса çырмалли правилăсем çинчен, паллах, калаçу та пулма пултарайман. Кунашкал правилăсене пирвайхи хут 1885 çулта тин — вырăс çырăвĕ пуçланнăранпа сакăр ĕмĕр иртсен — Я. К. Грот академик «Русское правописание» ятлă кĕнекере пичетлесе кăларнă.

Çапла, И. Я. Яковлев ятарласа чăваш чĕлхин орфографи правилисене çырман. Букварĕн умсăмахĕнче («Предуведомление») графика ыйтăвĕсене никĕсленĕ май кăна сăмахри сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхне, янăравлăхĕпе янăравсăрлăхне çырура мĕнле палăртмалли çинчен правилăсем панă. Анчах ку пĕрре те И. Я. Яковлев кĕнекисенче орфографи енчен нимĕнле норма та пулман тенине пĕлтермест. Унăн букварĕсене вулама ахальтен мар ĕнтĕ ытла та çăмăл.

Сăлтавĕ мĕнре-ши?

Çак ыйтăва тĕпчесе пĕлни орфографи историйĕшĕн те, халь усă куракан правилăсене лайăхлатас ĕçре те усăллă пуласса шанатпăр эпир.

Пирĕн шутпа, сасăсене сăмах тытăмĕпе морфемăсен тытăмĕнче мĕнле çырасси, сăмахсене текстра пĕрле, уйрăм е дефис урлă çырасси, сăмахсене пысăкран е пĕчĕкрен пуçласа çырасси тата сăмахсене пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарса çырасси И. Я. Яковлев кĕнекисенче мĕнле йĕркелени çинчен кирлĕ таранах калама пулать, у. к. кĕнекесенче сăмахсене мĕнле пичетленине тĕплĕн тишкерсе тухсан, Яковлевăн орфографи нормине «реконструкцилесе» тупма май пур. Ку çеç-и? Кивĕ çырулăхпа тухнă кĕнекесенчи сăмахсене мĕнле çырнипе танлаштарсан, пĕтĕмлетсе малтанах çапла каласшăн: И. Я. Яковлев графикăра çеç мар, орфографире те пысăк утăм тунă. Халь усă куракан орфографи правилисем, тĕпрен илсен, Яковлевăн орфографи нормисем çинчех никĕсленсе тăраççĕ тесшĕн эпир. Ытларах та калама тивет: паянхи орфографи системине И. Я. Яковлев орфографийĕн системипе танлаштарсан, унăн кĕнекисенчи орфографире чăваш чĕлхинчи сăмахсен специфики уçăмлăрах палăрать теме май пур. Пирĕн халь пуринчен ытла сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефис урлă çырасси И. Я. Яковлев çырнинчен уйрăлса кайнă.

Орфографин тĕп уйрăмлăхĕсем çинчен каличчен икĕ асăрхаттару тума тивет. Пĕрремĕшĕнчен, И. Я. Яковлев орфографийĕнче, правилăсем çырман пирки, кунта мĕнле туртăмсем вăйлăрах палăрни е пуç пулса тăни çинчен çеç калаçу пулма пултарать: вăл е ку ыйтăва И. Я. Яковлев çапла е капла татса панă тесе çирĕппĕнех калама май çук, мĕншĕн тесен уçăмлăн палăракан туртăма хирĕçлекен хăшпĕр тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, И. Я. Яковлев орфографийĕ пĕр вырăнта тăман, аталанса пынă, лайăхланнă. Букварĕн малтанхи кăларăмĕсенче сăмахсен пĕр-пĕр ушкăнне çирĕп правилăна пăхăнтарайман пулсан, каярах тухнă кăларăмĕсенче çав сăмахсенех паллă йĕркене пăхăнтарса çырнă.

Малтанах сăмах е морфема тытăмĕнчи сасăсене палăртассинче мĕнле принципсемпе усă курнине кăтартса тухар.

И. Я. Яковлев кĕнекисене Н. И. Золотницкий кĕнекисемпе танлаштарсан, пĕр питĕ уçăмлă палла асăрхатпăр. Н. И. Золотницкий хытă тата çемçе вариантлă аффикссене туйса илеймен пулсан, И. Я. Яковлев хăйĕн тексчĕсене чăваш сăмахĕсен кĕвĕлĕхне, сасăсен килĕшĕвне (сингармонизма) питĕ уçăмлă палăртать. Танлаштарăр:

1. Н. И. Золотницкий тексчĕсенче:2 Ись - сыр тума намыс (7). Ислемэзыр ларма намыс (8). Пильмэстпыр (10). Волама пилетпыр (10). Xалыхшин (11). Вильзэсын (14). Каламашкын пилетны? (15) т. ыт. те.

2. И. Я. Яковлев тексĕсенче: Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлхана çыхма тытăнтăм. Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпе чăлхантарса пĕтертĕм. Анне курчĕ те: ачам, малтан çыхма вĕрен халĕ, унтан вара тин çыхтарăп, терĕ (Букв., 1900, 22 — 23).

Ку тĕлĕшрен И. Я. Яковлев кĕнекисенче фонетика принципне çирĕп тытса пынă; сăмах тĕпĕ (е тымарĕ) хытă пулсан, аффиксăн варианчĕсене те хыттисене хушнă, сăмах тĕпĕ (е тымарĕ) çемçе пулсан, аффиксăн çемçе варианчĕсене хушнă. Тепĕр чухне сăмах тĕпĕнче мĕнле уçă сасă пулнине тÿрех пĕлме йывăр: ы е и (чыс е чис, çырла е çирла) çырмалла? Кунта И. Я. Яковлев сăмах тĕпĕ çумне аффиксăн хăш варианчĕ хушăннине пăхнă: хытă вариант хушăнсан, сăмах тĕпĕнче те хытă уçă саспалли çырмалла, çемçе вариант хушăнать пулсан, — çемçе уçă саспалли.

Сăмахри морфемăсем пĕрлешнĕ вырăнти хупă сасăсем пĕр евĕрлĕ артикуляциллĕ пулнă чухне пуплевре çав сасăсем час-часах пĕрпекленсе каяççĕ (ассимиляциленеççĕ). Букварĕн малтанхи кăларăмĕсенче кунашкал пулăма И. Я. Яковлав, Н. И. Золотницкий пекех, фонетика принципне пăхăнса палăртнă. Танлаштарăр:

1) Н. И. Золотницкий кĕнекинче: танышшамба (11), пичишшэм (16), полашшин (1), порнашшин (1).

2) И. Я. Яковлев букварĕнче: каяшшăн, килĕшше. Букварĕн каярахри кăларăмĕсенче вара И. Я. Яковлев хупă сасăсен пĕрпекленĕвне çырура палăртасшăн пулманни сисĕнет, чылай чухне морфологи принципне пăхăнтарса çырать. Тĕслĕхсем (Букварь, 1900):

Тăратпăр, ларатпăр, вулатпăр (134), çÿретпĕр (137). Сана тавлашса çĕнтереймĕн (37). Айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать (37). Нимĕн тăва пĕлместпĕр (24). Акар йытти ашса пырать (27). Тавлашса виçĕ кун ирттерчĕç тет (27). Эпĕ халĕ выçă, çавăнпа  çиетĕп ĕнтĕ сана, тенĕ (37).

Паллах, морфологи принципĕ кунта вырăнлăрах. Вăл сăмахăн тытăмне вулаканшăн ăнлануллăрах тăвать. Анчах та каярахри кăларăмсенче те ку принципа пăхăнман, фонетика принципне пăхăнса пичетленĕ вырăнсем те тĕл пулкалаççĕ: Е хырăму выççассăн? (26). Çав пушипе куракана пĕрне çапаччĕ (27).

Сăмахра икĕ уçă сасă хушшинче тата ялан янăракан хупă сасăпа усă сасă хушшинче хупă сасăсем янăравлăрах илтĕннине И. Я. Яковлев лайăх пĕлнĕ. Çак фонетика условийĕпе çыхăннă çурма янăравлăха вăл уйрăм палăртасшăн пулман (лаша, пукан, хисеп, калта, куршанкă). Кунта б, г, д, ж, з саспаллисем урлă кăтартни чăваш чĕлхишĕн вырăнлă маррипе ĕнтĕ И. Я. Яковлев вăл саспаллисене букварĕн 2-мĕш кăларăмĕнчех пăрахăçланă. Кашни фонетика условийĕпе çыхăннă сасă улшăнăвнех палăртни сăмаха транскрипцилесе çырниех пулнă пулĕччĕ. Тĕслĕх: турат турадăн.

В. Г. Егоровпа Н. П. Петров тĕпчевçĕсем хальхи çырулăхра чăваш чĕлхинчи хупă сасăсен янăравлăхне янăраман хупă саспаллисемпе палăртни традици принципне пăхăнса çырни пулать теççĕ.3 Çак шухăшпа ниепле те килĕшме май çук. И. Я. Яковлев кĕнекисем тухма тытăннăранпа çĕр çул çитрĕ. Çак кĕске хушăрах хупă сасăсен янăравлăхĕ вăйланнă теме пирĕн нимĕнле факт та çук. Филологи наукисен докторĕн У. Ш. Байчуран эксперимент тĕпчевĕсем те чăваш чĕлхинчи хупă сасăсен янăравлăхĕ пысăк марри çинчен калаççĕ.4

Морфемăсене туллин тата кĕскен калама май пуррине пăхсан, И. Я. Яковлев кĕнекисенче сăмахсене ытларах морфологи принципне пăхăнтарас туртăма асăрхатпăр. Сăмах тытăмĕнчи морфемăсене, вĕсем пуплевре кĕскелеççĕ пулин те, çырура туллин палăртма тăрăшнă. Танлаштарăр:

И. Я. Яковлев кăларнă кĕнекесенче:
пурăнăç (Ск., 7)
Пуплевре:

пурнăç
тавăрăннă (Бук., 1900, 42) таврăннă
вырăнаç (Бук., 1900, 79) вырнаç
шăнкăрчăсем (Бук., 1900) шăнкăрчсем
ниăçта (Бук., 33) ниçта
тепĕринпе (Бук., 34) тепринпе
пулăçăпа (Бук., 1900, 34) пулăçпа
пăтрататăн (Бук., 1900, 37) пăтратан

Морфемăсене тулли формăпа çырас туртăм пысăк пулнă пулин те, кĕске формăсене пĕтереймен: шултра, аптранă (39), пит (сахал) (41), нÿр (çапнă) (34). Уйрăмах «Сказки и предания чуваш» кĕнекере ансăр формăсем йышлă тĕл пулаççĕ.

Анчах пĕр букварьтех иккĕлле çырнине те асăрхама пулать: пĕр сăмахах пĕр çĕрте морфологи принципне, тепĕр çĕрте фонетика принципне пăхăнтарса çырнă. Танлаштарăр:

1. Ачасем, вĕренекен ача классра мĕн-мĕн тăвать? (1900, 112) — Вĕренекен ача класра каласа парать (113).

2. Пĕрре мана тырă вырнӑ вăхăтра чĕпĕ сыхлама хăварчĕç. Ун чух чĕпĕсем тухни виççĕмĕш кун анчахчĕ (44). — Пĕр чĕп амăшĕ чĕпсем кăларнă (37).

Çапла вара, сăмахсенчи пĕлтерĕшлĕ пайсене çырнă чухне И. Я. Яковлев фонетика принципĕпе морфологи принципне те шута илнĕ. Анчах та И. Я. Яковлев ку принципсене мĕнле кирлĕ апла ылмаштарман, кашнинчех ку е тепĕр принципĕ вырăнлăрах, усăллăрах пулнине мала хунă.

Сăмахсене пĕрле, дефис урлă е уйрăм çырас проблема паянхи орфографишĕн чи йывăрри те тавлашулли шутланать.

Ку тĕлĕшрен И. Я. Яковлев хăйĕн букварĕн малтанхи кăларăмĕнчех тĕрĕс позици йышăннă: пĕлтерĕшлĕ кашни сăмахах уйрăм çырнă. Чăнах та ĕнтӗ, сăмахсене уйăрса çырни питӗ кирлĕ, мĕншĕн тесен пуплев сăмахсем çине пайланать: сăмах хыççăн пĕчĕк пауза тăватпăр; сăмахăн, ялан тенĕ пекех, ударени пур. Сăмахсене пĕр-пĕринчен уйăрмасăр вуласа кайни текста ăнланма йывăрлатать, мĕншĕн тесен сăмахсене пĕрлештерсе вуланă чух юнашар тăракан сасăсем пĕр-пĕрне витĕм кÿреççĕ: янăрама тивĕçлĕ мар хупă сасăсемех янăравлăн илтĕнме, çемçен илтĕнме кирлĕ мар хупă сасăсем çемçен илтĕнме пуçлаççĕ. Вара сăмахăн пĕлтерĕшне те пĕрре вуланипех ăнланса илме йывăрланать. Акă, хальхи вăхăтра пĕрле çыракан хăшпĕр сăмах майлашăвĕсене илсе пăхар: алпалли (танл.: алпа), анракăшман (танл.: акă), вĕлтрентăрри (танл.: антӑм), йĕкехÿре (танл.: çÿхе), нумайкĕтеслĕх (танл.: айкаш), пахчаçимĕç (танл.: аçи) т. ыт. те. Палăртнă саспаллисене, чăваш сăмахĕсенчи фонетика законĕсене кура, б, г, д, гъ, зь вуламаллаччĕ. Анчах вĕсем унашкал вуланмаççĕ, мĕншĕн тесен сăмах майлашăвĕсене кĕрекен нихăш сăмахĕ те хăйĕн уйрăмшарлăхне çухатман, çав сăмахсем хушшинче çыхăну пĕлтерĕшĕ те пĕтсе ларман.

Анчах хăшпĕр сăмахсем пĕр-пĕринпе таччăн пĕрлешсех каяççĕ; уйрăмах сăмахсен хушшинчи çыхăну пĕлтерĕшĕ пĕтсе ларсан тата сăмахсен çыхăнăвĕ палăракан пулăм е япала хăйĕн функцине улăштарсан, сăмах майлашăвне кĕрекен сăмахсене уйăрса каласси пĕтсе ларать, вĕсем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе каяççĕ, чылай чухне хăйсен фонетика сăн-сăпатне те çухатаççĕ. Паллах, кун пек сăмах майлашăвĕсене пĕр сăмаха (пĕр çыпçăнчăка) тухса кайнă темелле. Ун пек сăмахсене И. Я. Яковлев кĕнекисенче пĕрле çырнă. Акă букварьте алсиш тенине те, алшиш тенине те (144) тĕл пулатпăр. Паллах, вĕсем алса ăшĕ текен сăмах майлашăвĕнчен пулса кайнă: унăн пĕлтерĕшĕ алса ăшне хумалли (çăмран çыхнă) япала тенине кăтартать. Анчах çав япалан пурнăçри функцийĕ улшăннине пула — ытларах алсисĕрех тăхăнса çÿренине пула — ку сăмах майлашăвĕн тĕп пĕлтерĕшĕ майĕпен çухалса пынă — вара фонетика тĕлĕшĕнчен улшăнса, хутлă ăнлавран хутсăр ăнлава кăтартакан сăмах пулса тăнă. Кун пек тĕслĕхсене кĕнекерен татах илсе кăтартма пулать: арçын, тумтир (39), кĕркунне (50), чĕркуççи (54), анкарти (54), асанне (55), асатте (58). Вĕсене çырнă чухне пĕрре те иккĕленсе тăман: И. Я. Яковлев пурне те фонетика принципне пăхăнса çырнă, сăмах хăй вăхăтĕнче мĕнле сăмахсем пĕрлешсе кайнипе пулнине пăхса тăман.

Анчах та пăхăнуллă çыхăнура тăракан сăмахсен майлашăвĕнчи компонентсен лексика пĕлтерĕшĕсем те, фонетика сăп-сăпачĕ тата çав компонентсен хушшинчи çыхăну пĕлтерĕшĕ те упранса тăраççĕ пулсан, вăл сăмах майлашăвĕсене И. Я. Яковлев пĕрле çырасшăн пулман: вĕсене, ялан тенĕ пекех, е уйрăм çырнă, е дефис урлă çырнă. Час-часах апла та, капла та çырнине курма пулать. Акă, халĕ хĕрача сăмах майлашăвне эпир пĕрле çыратпăр, И. Я. Яковлев букварĕнче тесен — е дефис урлă çырнă (129)5, е уйрăм (182); пĕрле çырнине ниçта та тĕл пулмастпăр. 1900 çулти букварьтен илнĕ ытти тĕслĕхсем:

услан - кайăк шыв ĕçет (125), ăмăрт кайăк ярăнса аннă (42);

хура-курак (18), ула курак (37);

çĕнĕ-çын (30), хура тулă (155), вĕçен кайăк (205);

çĕр улми (146), çĕр çырли, хурăн çырли (187), иçĕм çырли (28);

кил-ăшчикки (41), кил-карти (46, 51);

сар-çупа услам-çу (199);

пир-тăла, çăм-тăла (144);

вăрăм-туна (19, 36); çап йывăççи (154, 203);

çăм атă сăран атăран çăмăл та çемçе (12), çăм-атă, кĕççе-атă (142);

суха пуçĕ, ака пуçĕ (153); сухапуçĕ (203), суха-пуçĕ (63);

ват-супнă, ват супнă (40);

йĕке-хÿре пĕр çăмарта тупнă тет (32); мĕн тăвас йĕке-хÿресен? (32);

сăвап-сунан, сăвап сунсан (56);

ал-шăлли (42), çара-уран (41), ăш-çунтармăш (45), виçĕм-кун (54), мун-кун (63), тунти-кун, ытлари-кун, юн-кун (199) т. ыт. те.

Кун пек конструкцисене нумай илсе пама пулать. С. П. Горский хăйĕн статйисенче каланă тăрăх, И. Я. Яковлев çакнашкал конструкцисене хутлă сăмахсем тесе шутланă6 имĕш. Пĕр енчен, кун пек конструкцисене вăл вăхăтра никам та хутлă сăмах темен.7 Тепĕр енчен, тата ыйтусем те сиксе тухаççĕ: мĕншĕн вăл икĕ е виçĕ майлă та çырнă-ха пĕр конструкциех? Дефис лартса уйăрнин сăлтавĕ мĕнре-ши?

Пирĕн шутпа, сăмах майлашăвĕнчи компонентсене дефиспа уйăрни (пĕрле çырманни) вĕсен лексика пĕлтерĕшĕ, çыхăну пĕлтерĕшĕ тата фонетикăпа морфологи сăн-сăпачĕ улшăнманнинчен килнĕ. Пĕрле çырнă сăмахсен пĕлтерĕшĕсем тĕксĕмленнине, орфографие пула вулав ĕçĕ йывăрланнине И. Я. Яковлев лайăх пĕлсе тăнă. Çавăнпа ĕнтĕ кунашкал конструкцисене вăл пĕрле çырасшăн пулнă.

Мăшăрăн каланă сăмахсене çырассинче букварĕн малтанхи кăларăмĕсенче пĕрпеклĕх пулман. Акă, 1880 çулта тухнă кĕнекере атте-анне мăшăр сăмах компоненчĕсене пĕр-пĕринчен запятой лартса уйăрнă: Манăн атте, аннесене çăл (41); аçу, аннÿ пиллĕхне... (30). Ача-пăча мăшăр сăмахра нимĕн паллă та лартман, тарçă - тĕрçĕ сăмахра дефис лартнă: Ача пăчана шанакан хăрах куçлă пулнă тет, тарçа - тĕрçе (!) шанакан сĕм суккăрах пулнă тет (7, 8).

Каярахри кăларăмсенче мăшăр конструкцисене ялан тенĕ пекех дефис лартса çырнă. Апла пулсан, ку йĕрке И. Я. Яковлев вăхăтĕнчех йĕркеленсе çитнĕ темелле. Акă, 1900 çулта тухнă кĕнекере: атте-анне, ывăл-хĕр, ача-пăча, кил-йыш, йыт-качка, савăт-сапа, кил-çурт т. ыт. те.

Кунта пĕр уйрăмлăха палăртса хăвармалла: хĕр тата арăм сăмахсен çыхăнăвне И. Я. Яковлев букварĕн пур кăларăмĕсенче те яланах дефис урлă пичетленĕ: 1880 çулта 39 стр., 1886 çулта 76 стр., 1897 çулта 19 стр., 1900 çулта 20, 129 стр. пăхăр. Халь усă куракан орфографи тăрăх, хĕрарăм çыраççĕ.

Ик хут каланипе пулнă формăсене çырнă çĕрте букварĕн малтанхи кăларăмĕсенче те, кайранхисенче те пĕрлĕх пулман. Компонентсене уйрăм (пĕр палăртмасăр) çырни те, запятой е дефис лартса çырни те кашни кăларăмрах тĕл пулаççĕ, сайрара пĕрре пĕрле çырни те пур. Тĕслĕхсем:

1880 çулта: тӑнланă, тăнланă та çывăрнă (6), чавăп, чавăп кăларăп (17); Тилли... кула, кула çисе выртнă (28); чупса, чупса пынă чух... (12). Эпир пĕр-пĕр ĕмĕре савса пурăнсан... (32).

1886 çулта: Эпир тыр вырнă вăхăтра эрни-эрнипе хирте пурăнатпăр (11); йӑлтăр, йăлтăр тăвать (19); асапланкаларĕ асапланкаларĕ тет, ниепле тухаймарĕ тет (21); урам хушшинчи çырмасем чăл-чăл-ч ă л юхса выртаççĕ (23); пĕтĕм кĕтÿне пăва-пăва тухрĕ тет (25); вĕçтерсе çÿресен-çÿресен пирĕн çерçи çатан çине пырса ларчĕ (29); халь ĕнтĕ епле те пулин кайăп-кайăпах (38).

1894 çулта: йĕре-йĕре ĕçлекен кула-кула çиет, тет (10); чупрăм, чупрăм çитеймерĕм (12); пĕр-пĕр çын сана хур тусассăн (13).

1900 çулта: хăмла аврисем явăна, явăна çÿле çитичченех улăхрĕç, хăмлисем алса пÿрнески пек усăна, усăна тăра пуçларĕç (24); чупса-чупса пынă чух...  (24); пĕтĕм кĕтÿне пăва пăва пăрахрĕ тет (29), шăнкăр, шăнкăр шыв юхать (34); ...тăп тăп савса ачашлакаланă... (62); пĕр пĕрне пулăшса... (48); пĕр пĕр çын (67). Икĕ хут калакан формăсене пĕрешкел çырасси Октябрь революцийĕ хыççăн тин йĕркене кĕрсе çитет.

Сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефис урлă çырас ыйту икĕ е темиçе сăмахран тăракан хисеп ячĕсене те пырса тивет. 11 - 19, 80 - 90, 200 - 700 тата ыттисене кăтартакан хисеп ячĕсене И. Я. Яковлев кĕнекисенче пĕрле çырни те, дефис урлă çырни те тĕл пулать: вуниккĕн авăн çапма лайăх (1900 ç., 15), вун-иккĕпе тунă çăпата (59), сакăр-вунă çулхи старик (51), мăн асатте хуранне çĕр-аллă çын йăтаймасть (58). Хальхи орфографи правилисем тăрăх, çĕр аллă хисеп ячĕсĕр пуçне, çÿлерех кăтартнă хисепсен ячĕсене пĕрле, ыттисене уйрăм çырма йышăннă. Чăваш тĕпчевçисем ĕнентернĕ тăрăх, ку йĕрке традици принциине пăхăнать-мĕн.8 Анчах та кунта мĕнле традици принципĕ пулма пултартăр? Традици принципне, пирĕн шутпа, чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕнче тĕрĕс мар ăнлантараççĕ.

Традици (истори) принципĕ хушнă тăрăх, хальхи чĕлхери сăмахсене, вĕсем фонетика е морфологи тĕлĕшĕнчен нумай улшăнса кайнă пулсан та, ĕлĕкхи пекех çыраççĕ, вуласса вара - çĕнĕлле вулаççĕ. Тĕслĕхрен, акăлчансем çырулăхĕнче традици принципĕнчен хăтăлаймаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен орфографийĕнчи традици принципне улăштарни авалхи çырулăха пĕлме хытă чăрмантарнă пулĕччĕ.9

Чăваш çырулăхĕнче орфографи нимĕнле традици принципĕ те пулма пултараймасть. Пĕр енчен, хальхи чĕлхере хисеп ячĕсене И. Я. Яковлев вăхăтĕнчи пекех калаççĕ, вĕсенче пĕр улшăну те палăрмасть. Тепĕр енчен, хальхи орфографи хисеп ячĕсене И. Я. Яковлев пек çырма хушмасть. Апла пулсан, орфографи историйĕнчи 30 - 40 çул традици принципĕ çуратма пултарĕ-ши?

Тĕрĕссипе илсен, кунта чăваш чĕлхин хисеп ячĕсене вырăс чĕлхинчи хисеп ячĕсемпе пĕрешкел çырма тăрăшни çинчен çеç калаçу пулма пултарать. Вырăс чĕлхинче 12 - 19, 80 - 90, 200 - 900 хисеп ячĕсене фонетика принципне пăхăнтарса çыраççĕ. Ку тĕрĕс ĕнтĕ, мĕншĕн тесен двенадцать сăмахри две тата десять хушшинчи çыхăну пĕлтерĕшĕ те, теçетке ячĕн фонетика сăн-сăпачĕ те улшăнса кайнă. Ытти хисеп ячĕсенче те çакăн евĕрлĕ пулăмах куратпăр. Чăваш чĕлхинче вара — асăнса тухнă хисепсен ячĕсенче нимĕнле фонетика улшăнăвĕ те палăрмасть. Темиçе сăмахран тăракан хисеп ячĕсене морфологи принципне пăхăнтарса çырнă пулсан, хисеп ячĕсене çырассинче нимĕнле йывăрлăх та пулман пулĕччĕ.

Сăмахсене пысăкран е пĕчĕкрен пуçласа çырасси, пĕлетĕр ĕнтĕ, идеографи принципĕпе çыхăннă. И. Я. Яковлев тексчĕсенче чĕлхе спецификине кăтартакан паллăсем çук. Вырăс кĕнекисенчи пекех çырнă. Точка хыççăн сăмахсене яланах пысăк саспаллинчен пуçласа çырнă. Анчах ыйту палли тата кăшкăру палли хыççăн тăракан предложенисене час-часах пĕчĕкрен пуçласа çырнине куратпăр: Кульльа, çÿçне чипер пуçтарса çыхсам ачам! ав, аппу епле тирпейлĕ çÿрет (1900, 21). Мĕн пăхатăн тата? атя, хуçа сана та пирĕн пекех тăрантарĕ (33).

Кавычкăра илнĕ урăх çын самахĕ автор сăмахĕсен варринче тăрать пулсан, урăх çын сăмахне пĕчĕкрен пуçласа çырнă: Михаларан пушине туртса илчĕ те хăйне çаптара пуçларĕ, «ан тив çынна! ан тив çынна! ак сана!» терĕ (27). Кашкăр куран пекки туса çынсене «килĕр кунта! кашкăр пур, кашкă-ă-ăр!» тесе кăшкăра пуçларĕ тет (28).

Пайăр ятсене И. Я. Яковлев яланах пысăк саспаллинчен пуçласа çырнă. Çавнашкалах турă кульчĕпе çыхăннă сăмахсене те вăл вăхăтра пысăкран пуçласа çыртарнă: Эй чĕрлĕх паракан Турӑ Ывăлĕ, Сана кирек хăçан та... (70).

Сăмахсене пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарнă чухне И. Я. Яковлев орфографийĕнче фонетика принципĕ пуç пулса тăнă. Сăмахсене пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене вĕсем сыпăксем çине пайланнине кура куçарнă. Акă, 1900 çулта тухнă букварьтен илнĕ хăш-пĕр тĕслĕхсем: ирттерич||чен (27), пă||тине (31), пулă чĕп||пи (34), яп-||яка (35), çÿлел||ле (38), пулмал||ла (45), шар||тах сикет (38).

Маларах кăларнă букварьсенче фонетика принципĕ çакăн пекех çирĕп принцип пулман. Акă 1880 çулта тухнă букварьте фонетика принципне пăхăмасăр куçарса çырнисем те тĕл пулаççĕ: сы||хлама (31), сăма||хпа (41).

Юлашкинчен çапла калама пулать. И. Я. Яковлевăн графики пур енчен йĕркеленсе, пиçсе çитнĕ пулсан, унăн орфографийĕ пĕтĕмпех вырăна ларса çитеймен-ха. Каларăмăр ĕнтĕ маларах та, çырулăх пуçламăшĕнчех чĕлхери пур пулăмсене те шута илсе çитерме тата орфографи правилисем йĕркелеме май килмен. Апла пулин те, вăл кăларнă кĕнекесен орфографийĕ, тĕпрен илсен, çирĕп никĕс çинче тăрать. Пирĕн шутпа, хальхи орфографири хирĕçÿлĕхсене И. Я. Яковлев принципĕсене шута илсен çеç пĕтерме пулать. Уйрăмах «хутлă сăмах» текен конструкцисемпе мăшăр сăмахсене çырмалли правилăсене юсамалла.


Павлов, И. П. И. Я. Яковлев кăларнă кĕнекесен орфографийĕ çинчен / И. П. Павлов // 100 лет новой чувашской письменности. – Чебоксары, 1972 - С. 109–120.




1 И. Я. Яковлев кăларнă кĕнекесен шутне эпир хăй хатĕрленĕ «Чăваш кĕнекине» (Букварьне) çеç мар, унăн вĕренекенĕсем çырнă е куçарнă, И. Я. редакциленĕ кĕнекесене те кĕртнĕ. Статья валли «Букварьсĕр» пуçне «Чувашские предания и сказки» кĕнекене илнĕ.

2 Тĕслĕхсене Н. И. Золотницкин «Чуваш кнегинчен» илнĕ. (Хусан, 1870). Скобкăра страницăсене кăтартнă.

3 В. Г. Егоров. Современный чувашский лнтературный язык в сравннтельно-историческом освещении, ч. I. Чебоксары, 1954, стр. 238; Н. П. Петров. Чăваш çырулăхĕ. Шупашкар, 1971, 25 стр.

4 У. Ш. Байчура. Некоторые кимографические данные о длительностн гласных и о звонкости и длительности согласных чувашского языка. «Ученые записки» ЧНИИ, вып. XVIII, Чебоксары, 1958, стр. 73 — 79.

5 Çак страницăрах арçын ача  сăмах майлашăвне дефис урлă пичетленĕ.

6 С. П. Горский. И. Я. Яковлев чăваш литература чĕлхине йĕркелени. «Ялав», 1968, 9 №, вăлах: Орфографири улшăнусене мĕнле ăнланмалла. «Тăван Атăл», 1970, 3 №.

7 Хутлă сăмах ыйтăвне чăваш чĕлхи наукинче 20-мĕш çулсенче çеç хускатнă. Тимухха Xĕветĕрĕ. Чăваш чĕлхийĕн крамматтикĕ. Шупашкар, 1928 çул. 115 стр.

8 В. Г. Егоров. Асăннă кĕнеке, 239 стр.; Р. И. Цаплина. Обучение орфографии родного яэыка в чувашской начальной школе. Чебоксары, 1957, стр. 26.

9 Л. В. Щерба. Основные принципы орфографии и их социальное значение. «Избранные работы по русокому языку». М., 1957, стр. 48.