Н. П. Петров

И. Я. Яковлев — çĕнĕ чăваш çырулăхĕпе

хальхи литература чĕлхине йĕркелекенĕ


Этемлĕх историйĕнче çырулăх çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кирек мĕнле халăхăн та культура аталанăвĕ çырулăхпа çыхăннă.

Чăвашсем хушшинче çырулăх XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче сарăлма тытăннă. 1737 çулта Наукăсен академийĕ хушнипе чăваш сотникĕсемпе çыруçăсем вырăс алфавичĕпе усă курса икĕ вырăсла-чăвашла словарь çырнă. 1767 çулта чăваш чĕлхин ÿкĕтлевçи Ермей Рожанский пуп чăвашла сăвă хайланă. Унсăр пуçне катехизиса икĕ хутчен чăвашла куçарнă. Вăл куçарнă катехизис кĕнекисем чăвашла тăватă хутчен (1800, 1804, 1807, 1852 çç.) пичетленсе тухнă. Рожанский чăваш çырулăхĕн никĕсĕ вырăнне вырăс алфавитне, кĕнеке чĕлхин никĕсĕ вырăнне тури диалекта йышăннă.

XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсемччен чăвашла тăватă апостол Евангелийĕ (1820 ç.), кĕске катехизисăн çĕнĕ куçарăвĕ (1832 ç.), Христос вĕрентĕвĕн пуçламăшĕ (1832 ç.), Псалтирь (1858 ç.), С. Михайловăн «Чăвашла калаçăвĕсемпе юмахĕсем» (1853 ç.), Н. Золотницкий кĕнекисемпе куçарăвĕсем тата ыттисем те кун çути курнă. Яковлевччен пĕтĕмпе 20 кĕнеке ытла çапăнса тухнă. Кун çути курмасăр ал çыру халлĕн юлнисем те пур. Вĕсем пурте тенĕ пекех вырăсларан е кивĕ славян чĕлхинчен куçарнăскерсем, куçарасса та вĕсене чăвашсем хушшинче ĕçлекен пупсем валли çурма чăваш, çурма вырăс пупĕсем куçарнă. Оригинал тыткăнĕнчен хăпаймасăр сăмах хыççăн сăмах куçарса пынăран тата алфавитра чăваш сассисене палăртма ятарлă паллăсем пулманран куçаруçă чĕлхи питĕ йывăррăн çыхăнса пынă, ăна вулама та, ăнланма та çăмăлах пулман.

Вырăс алфавитне чăваш çырулăхĕнче усă курма юрăхлă тăвас тесе XVIII ĕмĕрпе XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче чылайăшĕ тытăнса пăхнă пулнă. Е. Рожанский, П. Талиев, С. Элпидин, XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çуррин пуçламăшĕиче Н. Золотницкий чăваш çырулăхĕнче хăш-пĕр улшăнусем те тунă, уйрăм сасăсем валли хăш-пĕр саспаллисем те шухăшласа кăларнă. Анчах ă, ĕ, ÿ, ç сасăсене палăртма мел тупайман. Н. Золотницкий алфавита ÿ саспалли кĕртнĕ, анчах унпа ÿ сасса та, ĕ сасса та палăртнă, ă, ĕ, ÿ, ç сасăсене тĕрĕс уйăрса илеймен. Çак çитменлĕхе пуçласа 18 çулхи И. Я. Яковлев кăтартнă.

1867 çулта Золотницкин «Сöлдалык кнеге» ятлă чăваш календарĕ пичетленсе тухсан, ун пирки Яковлев рецензент çапла çырнă: «Çав шутпа, чăваш чĕлхинчи сасăсем валли хăш-пĕр паллăсем йышăнмалла, унсăрăн чăваш чĕлхинчи сасăсене вырăс саспаллисемпех палăртса çитерме çук», тенĕ. Çĕнĕ саспаллисем кирлине лайăх курса тăнă пулин те, Яковлев çав саспаллисене тăвас ĕçе тÿрех тытăнма пултарайман, мĕншĕн тесен малтан пĕлÿ пухмалла, чĕлхене тĕпчемелле иулнă. Тепĕр тăватă çултан, гимнази пĕтерсе Хусанти университета вĕренме кĕрсен, Яковлев вак халăхсене çутта кăларас ĕçре ырă ят илнĕ Н. И. Ильминский профессорпа çывăхланать. Ильминский профессор системипе тата вăл ертсе пыракан кĕрешĕн тутар шкулĕнче тăван чĕлхепе вĕрентнин усăлăхĕпе паллашнă хыççăн Яковлев кашни халăхăн хăйĕн çырулăхĕ пулма кирлине, тăван чĕлхепе тăван çырулăх урлă кăна халăхсем тĕттĕмлĕхрен, тĕшмĕшлĕхрен, чун нишлĕхĕнчен хăтăлма, хăйсен социаллă пурнăçĕпе экономикине улăштарса лайăхлатма пултарнине тата çирĕпрех ĕненнĕ. Çакă ăна чăваш çырулăхне тăвас ĕçе çине тăрсах тытăнма хистенĕ. Ăна ырă шухăшĕсене пурнăçа кĕртме пулăшса, хавхалантарса пыраканĕ чи малтан Ильминский пулнă.

Кирек епле алфавит та чĕлхери сасăсен (фонемăсен) хисепне палăртнинчен пуçланать. Çавăнпа та, алфавит тăвас пулсан, чи малтан чĕлхери сасăсен йышне, вĕсен сăн-сăпатне, тĕрлĕ вырăнта (сăмах пуçламăшĕнче, тĕрлĕ сасăсем хушшинче, сăмах вĕçĕнче) епле янăранине палăртмалла. Çакна палăртма чĕрĕ калаçу чĕлхине сăнамалла, халăх сăмахлăхне пухмалла, сăмахсен йышне тĕпчемелле. Çак ĕçре Яковлева пулăшаканĕсем те тупăннă. Ильминский сĕннипе Яковлева пулăшма университетра араб, тутар чĕлхисене вĕренекен вырăс студенчĕ В. А. Белилин кĕрешĕн тутар шкулĕнче вĕренекен чăваш С. Н. Тимрясов хаваслансах килĕшнĕ. Яковлев, Белилин тата ачаранпах тутарсем хушшинче ÿснĕ Тимрясов чăваш чĕлхинчи сасăсене вырăс, тутар чĕлхинчи сасăсемпе танлаштарса тĕпченĕ. Вăл вăхăтра анатри диалектпа çырнă текстсем пулман пирки Тимрясов тутар кĕнекисене чăвашла куçарнă, Белилнн вăл куçарнине хут çине çырса пынă. Хăй вырăс пулнă ман хăйшĕн ют чĕлхе шутланакан чăваш чĕлхннчн сасăсене вăл уççăнах уйăрса илме пултарнă. Çапла вĕсем хĕл каçах чăвăш чĕлхинчи сасăсене тĕпченĕ. 1871 çулхине çулла Яковлев Белилина хăйĕн тăван çĕр-шывне илсе кайнă.

1871 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Яковлев Ильминские çапла çырса пĕлтерет: «Василий Алексеевич Белилин чăваш чăтлăхĕнче чăваш пикисен çăварĕнчен шăранса тухакан янăравлă çепĕç юрăсене итлесе çырса çÿрет, унăн шухăшĕпе, чăваш юррисем поэзи пултарулăхĕ енчен пачах катăк мар... Вĕсем Тимофей Петровичпа уйăх каяллах юмахсем, юрăсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем нумай пухрĕç... Эпĕ те ун чухне темиçе юмах, ваттисен сăмахĕсемпе сутмалли юмахсем çырса илтĕм, çу варринче ку ĕçе эпĕ татах тытăнасшăн. Халĕ ĕнтĕ чăваш кĕнекине çырма пирĕн материал çителĕклех». Çырура асăннă Тимофей Петрович Петров Яковлев пулăшнипе, хăй тĕллĕн вĕренсе, 1873 çулта учитель ятне илнĕ, Яковлев валли чăваш сăмахлăхне пухнă. Букварь çырма халăх сăмахлăхне пухас ĕçе Яковлев Игнатий Иванова та хутшăнтарнă. Яковлев пулăшнипе вăл та учитель ятне илнĕ, çĕнĕ чăваш букварĕпе ĕçлеме пуçăнаканĕсенчен пĕри пулнă. Яковлевпа унăн ĕçтешĕсем халăх сăвви-юррисене, юмах-халапĕсене пухнă май чĕрĕ калаçу чĕлхинчи сасăсене сăнанă, хĕл каçа ирттернĕ эксперимент результачĕсене тĕрĕсленĕ. Çапла ĕçлесе чăваш чĕлхинче 8 уçă сасă (о сасса шутламасăр) тата 37 хупă сасă (пĕтĕмпе 45 сасă) тупса палăртнă, ă, ĕ, ÿ сасăсен уйрăмлăхне тĕпчесе пĕлнĕ. Çакă Яковлевпа Белилин тунă пысăк пĕлтерĕшлĕ открыти пулнă. Хусана таврăнсан Ильминскипе канашласа букварь çырма тытăннă. Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче ăна çырса пĕтернĕ те Хусан вĕренÿ округĕн попечительне П. Д. Шестакова кăтартнă, лешĕ унпа чăваш шкулĕсенче усă курма хушнă, 1871 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче Яковлев Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ И. Н. Ульянов патне çапла çырать: «Эсир попечительтен (П. Д. Шестаковран. — Н. П.) хут илтĕр пулĕ ĕнтĕ, унта вăл эпир Белилинпа хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекипе (букварьпе. — Н. П.) чăваш шкулĕсенче пуçласа вĕренме тытăннă чух усă курма сĕнет. Çитес вăхăтрах ку вĕренÿ кĕнеки сутлăха тухĕ».

Цензура ку кĕнекене пичетлеме 1871 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче пичет пусса çирĕплетнĕ. Унăн ячĕ «Тъваш адизене с'ыръва вьренмелли кнеге». Кĕнекене пайăн-пайăн пичетленĕ. Унăн малтанхи пайĕ пичетленсе тухни çинчен Яковлев А. В. Рекеева 1871 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче çырса пĕлтерет. 1872 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче вара Яковлев Рекеев патне çапла çырать: «Ку çырупа пĕрле сана эп чăвашла тухнă вĕренÿ кĕнекине 10 экземпляр ярса паратăп. Ку кĕнекепе усă курма пĕлмелле». Малалла мĕнле усă курмалли çинчен каланă. Çырура тата çакăн пек сăмахсем пур: «Эпир юлашки вăхăтра урăх азбукăпа усă курма пуçларăмăр, анчах ăна пĕтĕмпех йышăнман-ха, мĕншĕн тесен унта хăш-пĕр çитменлĕхсем пур, вĕсене тÿрлетмелле»... Ку йĕркесенчен эпир Яковлевпа Белилина пĕрремĕш алфавит, фонетика транскрипцийĕн мелĕпе тунăскер, çырлахтарманнине сисетпĕр.

«Чăваш ачисене çырăва веренмелли кĕнеке» алфавичĕ вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсене те, тĕп чăваш сăмахĕсене те пĕр йĕркене пăхăнтарса çырма май панă. Ку алфавитăн лайăх енĕ. Анчах лайăххипе пĕрлех унăн çитменлĕхĕсем те пулнă. Пĕрремĕш çитменлĕх — алфавитри саспаллисем пурнăçра усă курма ăнăçлах пулманни. Саспаллисем тăррине лартса тухнă шăрт пек патаксем кĕнекене наборланă чух хуçăлкăланă. Иккĕмĕш çитменлĕх — алфавитри саспаллисен йышĕ ытла та пысăк пулни. Виççĕмеш çитменлĕх — янăравлăхпа янăравсăрлăх тĕлĕшĕнчен сасăсемпе саспаллисем хушшинче хирĕçÿлĕх тухни (къбък — къбъга, хъват — хъваду, кас — казат'). 1872 çулта Яковлев 47 саспаллиллĕ алфавита 27 саспаллие çити кĕскетет те çĕнĕ букварь «С'ыръва вьренме тытънмалли кьнеке» кăларать. Ку букварьте янăравлă хупă сасăсене пĕлтерекен паллăсене алфавитран кăларнă. Янăравсăр хупă сасăсен çемçе мăшăрĕсенчен с' л', н', т' сасăсене кăна ятарлă паллăсемпе палăртнă, мĕншĕн тесен вăл сасăсем малти ретри уçă сасăсемпе кăна мар, кайри ретри уçă сасăсемпе те юнашар тăма пултараççĕ, урăхла каласан, вĕсен çемçелĕхе фонетика позицийĕнчен килмест. Çак паллăсене çырма алфавита Ç ç, Љ ль, Њ њ, Ť т паллăсене кĕртнĕ. Анатри ч сасса Ђ, паллăпа çырнă. Алфавит çакăн пек пулса тухнă: А а, Ъ ъ, У у, Ы ы, Е е, Ь ь, У ÿ, И и, J j, В в, Љ ль, М м, Н н, Њ њ, Р р, С с, Ç ç, Ш ш, К к, X х, П п, Т т, Ť т , Ђ т, О о,Ф ф.

1873 çулта Яковлев алфавита çĕнĕрен пăхса тухать: ă сасса палăртакан Ъ ъ паллăна А ă паллăпа, Ь ь паллăна Ĕ ĕ паллăпа, J j паллăна Й й паллăпа ылмаштарать, О о, Ф ф паллăсене алфавитран кăларать. Çав çулах Яковлев алфавитăн виççĕмĕш вариантне хатĕрлет, çавăнпа пĕрлех çĕнĕ букварь кăларать. Вăл икĕ пайран — чăваш тата вырăс букварĕсенчен тăрать. Вырăс букварĕ вырăс алфавичĕпе паллаштарать, вырăс сăмахĕсене çырма вĕрентет. Çак алфавитпа 1873 çулта Яковлев «Матфей çырнă евангели», «Чăн тĕн кĕнеки», «Мăнкун кĕллисем», «Аслă праçниксем» ятлă кĕнекесене куçарса пичетлесе кăларать. Çакăн хыççăн Яковлев алфавичĕ 60 çул хушши ним улшăнмасăр тытăнса тăнă. 1933 çулта кăна, Совет тапхăрĕнче чăваш чĕлхине вырăс сăмахĕсем йышлăн куçнине шута илсе, алфавита янăравлă хупă сасăсене пĕлтерекен саспаллисем хушнă. 1938 çулта я, ю, щ, ъ, ь паллăсем кĕртнĕ.

Çĕнĕ чăваш алфавичĕ çурални чăваш халăх пурнăçĕнче революциллĕ утăм туниех пулнă. Çĕнĕ алфавитран чăваш çырулăхĕн историйĕнче, культура аталанăвĕнче чăннипех çĕнĕ тапхăр пуçланса кайнă. Анчах малтанхи вăхăтра чăваш халăхĕн хăйĕн çырулăхе, хăйĕн литератури тата литература чĕлхи çуралнинчен сехĕрленсе ÿкнĕ вырăс пупĕсемпе вырăсланнă пупсем Яковлевăн ырă ĕçĕсене пачах та йышăнасшăн пулман, вĕсем Яковлева хирĕç кĕрешÿ пуçарса янă, аслă пуçлăхсем патне çине-çинех элеклĕ хутсем çÿретнĕ, Яковлев «мăйракаллă, хÿреллĕ саспаллисемпе таса турă кĕнекисенчен мăшкăллать», «вырăс патшалăхĕшĕн сиенлĕ ĕç тăвать» тесе янăрашнă.

Çав вăхăтрах 1879 çулта Çĕрпÿре пухăннă чăваш пупĕсен съезчĕ Яковлев ĕçĕсене тивĕçлĕ хак парса çапла йышăннă: «Кавычкăллă, хÿреллĕ саспаллисемлĕ орфографи Яковлев кĕнекисене халăхăн чи юратнă кĕнекисем пулма нимĕн чухлĕ те чăрмантармарĕ, чăвашсем ку кĕнекесене ытларах та ытларах ыйта пуçларĕç, кăшт та пулин вулама-çырма пĕлекен кашни кил-йышрах Яковлев кĕнекисем куллен тыткаламалли кĕнекесем пулса тăчĕç».

И. Я. Яковлев алфавичĕ уйрăмах халăха çутта кăларас ĕçе пысăк усă кÿнĕ. Яковлевччен халăхпа шкул хушшинче тачă çыхăну пулман. Тĕрĕссипе, халăх шкултан ютшăннă. Вĕрентÿ ĕçне пĕтĕмпех вырăсла йеркеленĕрен, тăван чĕлхепе усă курманран учительсемпе ачасем пĕр-пĕрне ăнланман, ашшĕ-амăшĕсем вара шкул çине шанмасăр пăхнă, ачисене шкултан пăрма тăрăшнă. Яковлев алфавичĕпе кĕнекесем тухма пуçласан, çав кĕнекесене пурне те ăнланмалла чĕлхепе çырнине курсан, кĕнекесен авторитечĕпе пĕрле шкул авторитечĕ те ÿсме тытăннă, вĕренекенсен йышĕ те хушăнсах пыма пуçланă. 1897 çулта чăвашсем хушшинче хутла пĕлекенсем 7% шутланнă, тепĕр 15 - 16 çултан, пĕрремĕш тĕнче вăрçи умĕн, хутла пĕлекенсен йышĕ 11 - 12% çитнĕ. 1920 çулта вара 23,2% пулнă.

Яковлев алфавит тунипе пĕрлех литература чĕлхине те йĕркеленĕ, ăна çĕнĕ сăмахсемпе, сăмах майлашăвĕсемпе нумай пуянлатнă, пуплев стилĕсене аталантарнă, вăл çине тăрса ĕçленипе хальхи чăваш литература чĕлхи, тĕпрен илсен, революцичченех йĕркеленсе çитнĕ. Н. И. Ашмарин профессор Яковлев çĕнĕ литература чĕлхине мĕнле нормăлани çинчен çапла аса илет: «Яковлев алçырусене пичете париччен йышпа сÿтсе яватчĕ. Кунта нумай тавлашатчĕç, çак тавлашусене вуншар çын хутшăнатчĕ, тавлашсан-тавлашсан ку е вăл текста йышăнатчĕç. Çапла вара, чăваш литература чĕлхи мĕн малтан пуçласах таса анатри те мар, таса тури те мар, пĕтĕм чăваш чĕлхи пулса аталаннă».

1872 - 1917 çулсенче Яковлев алфавичĕпе, вăл йĕркеленĕ литература чĕлхипе 670 кĕнеке ытларах çапăнса тухнă, 1906 - 1907 çулсенче чăваш хаçачĕ те кун çути курнă.

Паллах, революциччен пирĕн çырулăх туллин аталанма пултарайман, патша чиновникĕсем ăна пур майсемпе те хĕсĕрлесе тăнă. Анчах революцичченех çырулăх тата литература чĕлхи пулни чăваш халăхне совет влаçĕн малтанхи кунĕсенчех хăйĕн культурине çĕклес, хут пĕлменлĕхе пĕтерес ĕçе хастаррăн пуçăнма май панă. 1917 çулта «Хыпар» хаçат çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă, 1918 çулта 5-мĕш Çар политпайĕ çумĕнче «Чухăнсен сасси», Чĕмпĕрте «Çĕнĕ пурнăç» хаçат, Хусанта «Ана» журнал тухма пуçланă.

1919 çулта Хусанта обществăпа политика тата илемлĕ литература журналĕ «Шурăмпуç», ялхуçалăх журналĕ «Çĕр ĕçлекен», кунсăр пуçне, Ĕпхÿре «Хĕрлĕ Урал», 2-мĕш Çар политпайĕ çумĕнче «Хĕрлĕ салтак», Хусанта «Хĕрлĕ ялав», Шупашкарта «Хреçчен сăмахĕ» хаçатсем тухнă. Вĕсене ялсенче, хуласенче, çар чаçĕсенче хапăлласах йышăннă. Сăмахран, 1918 çулхи октябрь уйăхĕнче пуçласа 1920 çулхи январь уйăхĕччен «Канаш» хаçат пĕтемпе 3 584 150 экз. тухнă, вăл шутран ялсенче 1 552 150 экз., çар чаçĕсенче 2 232 000 экз. сарăлнă. 1920 çулхи март уйăхĕнче кăна «Канаш» 36 367 экз. тухнă. Вăл шутран Шупашкар уесĕнче 9 600, Етĕрне уесĕнче 3 897, Çĕрпÿ уесĕнче 5 750, Чикме уесĕнче 4 607 экз. валеçĕннĕ.

Çапла вара, И. Я. Яковлев вĕрентÿ ĕçĕпе кĕнеке кăларас, вырăсларан тĕрлĕ жанрлă кĕнекесене чăвашла куçарас ĕçе хăй аллине илсе тăрăшуллăн, тĕллевлĕн йĕркелесе пынипе пĕр ăру тăршшĕнче вăйлă çырулăх, таса та пуян, пиçĕ те çепĕç, пĕтĕм халăхшăн килĕшÿллĕ литература чĕлхи туса хума пултарнă. Унăн ывăлĕ Алексей Иванович Яковлев профессор калашле, çавăн пек литература чĕлхи тума ытти халăхсене темиçе çĕр çул кирлĕ пулнă.


Петров, Н. П. И. Я. Яковлев – çĕнĕ чăваш çырулăхĕпе хальхи литература чĕлхине йĕркелекенĕ / Н. П. Петров // И. Я. Яковлев тата Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулĕ. – Шупашкар, 1997. – С. 10 – 16.