З.А. Андреева

Чăваш алфавичĕпе çырулăхне туса хуни. Кĕнекесем куçарни. Чăвашсен илемлĕ литератури

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн руководителĕ И. Я. Яковлев тунă пысăк ĕçсенчен пĕри вăл – чăваш алфавичĕпе çырулăхне туса хуни пулать. Чăваш алфавитне вырăс саспаллисемпе усă курса тума йышăннă, мĕншĕн тесен çав ĕç – Яковлев хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕнче тума ĕмĕтленнĕ ĕç – чăвашсене вырăс культурипе хăвăртрах та çăмăлтарах паллашма май парĕ тесе шутланă.

Нумай вăхăт хушши тимлĕн ĕçленĕ хыççăн 1871 çулта чăваш алфавитне туса хунă. Унта малтан 47 саспаллипе уйрăм паллăсем пулнă, каярахпа вара алфавита çăмăллатнă, саспаллисен хисепне чакарнă. Çапла вара 1938 çулчченех пĕртте тенĕ пекех улшăнмасăр тытăнса тăнă чăваш алфавичĕ пулса тăнă, хăшпĕр саспаллисем чăваш алфавитĕнче çак таранчченех юлнă.

И. Я. Яковлев ĕçсене унпа пĕр вăхăтра пурăннă çынсем пысăка хурса хакланă. Çапла Н. И. Ильмикский чăваш алфавитне "Яковлев алфавичĕ" тесе ят панă. Чĕмпĕрти хĕрачасен гимназийĕн директорĕ Годнев чăваш алфавитне "питĕ лайăх алфавит" тесе шутланă, ăна лингвистикăн ун чухнехи требованийĕсене шута илсе тунă, унта нихăш сасса та темиçе саспаллипе палăртмалла туман, тенĕ.

Чăваш алфавитне туса хунипе тата ăна лайăхлатса пынипе И. Я. Яковлев хăйĕн халăхне культура тĕлĕшĕнчен малалла аталантарса пыма питĕ лайăх май туса панă. Çапла вара И. Я. Яковлев хăйĕн халăхне культура тĕлĕшĕнчен çÿле хăпартмалли вăйлă хĕçпăшал туса панă. Чăваш халăхне вĕрентес тата воспитани парас ĕçре тăван чĕлхе пысăк вырăн йышăнса тăнине вăл лайăх пĕлнĕ. И. Я. Яковлев çапла çырнă:

"Чĕлхе хăйне тунă халăхпа пĕрле çеç вилет; халăх хăйĕн тăван чĕлхине мантăр тени вăл çав халăха вĕлерес тенипе пĕрех пулать. Истори тĕлĕшĕнчен уйăрăлса хăйне уйрăм пурнăçпа пурăнакан кашни халăх сĕм авалтанпах хăйен туйăмĕсен ăнланăвĕсен тата идейисен кĕлеткине (скелетне) илсе пырать, вĕсене вăл хăйĕн ăстăнĕн вăйĕсемпе тата майĕсемпе усă курса тунă, вĕсем халăхпа пĕрле çеç вилĕç. Чĕлхе вăл çав ăстăн пуянлăхĕн хуппи кăна пулса тăрать, анчах та çав хупă хăйĕн ăшчиккипе пĕрле ÿссе ларать, унтан уйăрăлмасть".

И. Я. Яковлев алфавит туса хунипе тата букварь çырса хатĕрленипе чарăнса тăман. Вăл çав алфавитпа букваре вĕренекен чăваш ачисем мĕнле хăвăрт та çăмăл ăнланма пултарнине тĕрлĕ çынсем урлă тĕрĕсленĕ, çав алфавитпа букварĕн лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене палăртма тăрăшнă. Опыт çакна кăтартса панă: И. Я. Яковлев тунă алфавитпа вăл çырнă букварь унччен пулнă алфавитпа букварьтен нумай лайăхрах пулнă, вĕсене чăваш халăхĕ çăмăл ăнланнă. Çавăнпа та И. Я. Яковлев алфавитне те, вăл тăван чĕлхепе пичетлесе кăларнă кĕнекесене те чăвашсем юратса вуланă. Çаксене пула вара чăвашсен литература чĕлхи çуралса ÿссе, малалла аталанас май пулса тăнă.

И. Я. Яковлев алфавичĕ пирки часах вăйлă кĕрешÿ пуçланса кайнă. Çав алфавита хирĕç чи малтан тата пуринчен ытла хăшпĕр приходсенчи чăваш пупĕсем кĕрешнĕ.

Мельников ятлă пĕр çын, каярахпа белогвардеец пулса тăнăскер, 1903 çулта çапла çырнă: "Чăваш культури пулман та, пулас та çук. Пирĕн чăваш чĕлхине сыхласа тăмалла мар, чăваш чĕлхипе литература кăлармалла мар, вăл чăвашсем хушшинче вырăссенчен уйăрăлас шухăш-кăмăл сарать, вĕсене хăйсем çинчен ытлашши шухăшлаттарать. Пирĕн çав йăхăн лайăх пахалăхĕсене – тÿрĕ кăмăллă пулнине, тирпейлĕхне, пурне те пĕлме тăрăшнине, çĕр ĕçне юратнине сыхласа хăварса аталантармалла, – çакă ĕнтĕ, пирĕн шухăшпа, чиркÿпе шкулăн чăн-чăн задачи пулса тăрать", тенĕ.

Чăваш пупĕсенчен чăваш эсерĕсем те юлман. Яковлев алфавитне хирĕç пыракансем пурте çапла шутланă: чăвашла кĕнекесене вырăс алфавичĕпе усă курса çеç пичетлес пулать, урăх нимĕнле саспаллисем те шухăшласа кăлармалла мар, тенĕ.

Алфавит туса хуни чăваш çырулăхĕн историйĕнче питех те пысăк событи пулса тăнă. И. Я. Яковлев, хăйĕн алфавичĕпе кĕнекисене темĕн пекех критикăланине пăхмасăрах, кĕнекесем кăларас ĕçе пăрахман. Ĕлĕкрех чăвашсем тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене вулама юратман пулсан, шкулсенчен хăранă пулсан, И. Я. Яковлев алфавит шутласа кăларса кĕнекесем пичетлеме пуçласан, ĕç пĕтĕмпех улшăнса кайнă. Чăвашсем чăвашла кĕнекесене интересленсе вуланă, чăваш шкулĕсене кăмăлланă, унта хăйсен ачисене ирĕклĕнех янă.

Ун чухнехи вырăс обществин малта пыракан пайĕ, уйрăмăнах, малта тăракан интеллигенци – Чĕмаĕр кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен директорĕ И. Н. Ульянов, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинари директорĕ Н. И. Ильминский тата ыт. те И. Я. Яковлевăн халăха вĕрентсе çутта кăларас тĕлĕшпе тăвакан ĕçĕсене пĕтĕмпех ырланă. Çакă И. Я. Яковлева хăй пуçласа янă ĕçе сыхласа хаварма май панă.

Аллă çул хушши педагогика енĕпе ĕçлесе, И. Я. Яковлев чăваш чĕлхипе кĕнекесем нумай пичетлесе кăларнă. И. Я. Яковлев тăрăшнине пула, чăвашсенчен поэтсем, вырăсларан чăвашла ăста куçарма пултаракан çынсем ÿссе çитĕннĕ.

Рекеев хăйĕн асаилĕвĕсенче çакна кăтартса парать: Яковлев чăвашла кĕнекесене питĕ тĕплĕн редакциленĕ, вĕсене вăл темиçе хут тÿрлетнĕ, çак ĕçе нумай çынна хутшăнтарнă. "Иван Яковлевич тĕрĕс куçарма тата яка чĕлхепе куçарма тăрăшнă", тет Рекеев.

Чăваш литературине пуçарса янă К. В. Иванов – вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăн авторĕ – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, вăл И. Я. Яковлевăн чи лайăх ученикĕ пулнă.

Федоров çырнă «Арçури" пек произведенисене И. Я. Яковлев тăрăшнипе çеç пичетлесе кăларма май пулнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче чăвашсен литература чĕлхи аталанса, шăрçаланса пынă, унта чăвашла çырнă тата вырăсларан чăвашла куçарнă произведенисене пичетлесе кăларнă, унта чăваш литератури классикĕн К. В. Ивановăн "Нарспи" поэмине чи малтанхи хут пичетлесе кăларнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ чăваш юррисене, халапĕсене, ваттисем каланисене тата ыт. те питĕ тăрăшса пухнă.

Октябрьти Социализмлă Аслă революци умĕн чăвашсен хăйсен алфавичĕпе çырулăхĕ пулнă пулсан, вĕсен чылаях çирĕпленсе çитнĕ литература чĕлхи пулнă пулсан, çакăншăн пирĕн чи малтан И. Я. Яковлева тата унăн Чĕмпĕрти чăваш шкулне тав тăвас пулать.

И. Я. Яковлев аллă çул хушши туса пынă обществăллă-педагогикăллă ĕçсем пысăк результатсем панă. Вĕсем чăвашсен культура шайне хăпартнă, вĕсен пурнăçĕнче пур енчен те палăрса тăнă. И. Я. Яковлев чăвашсен вĕренсе çутта тухас шухăш-кăмăлĕсене вăратнă. И. Я. Яковлев системи тата вăл кăларнă кĕнекесем чăвашсене аслă вырăс халăхĕпе пĕрлешме, унпа туслă пурăнма, унăн малта пыракан культурине вĕренсе йышăнма нумай пулăшнă.

И. Я. Яковлев туса хунă çырулăх чăвашсене совет влаçĕ пуçлансанах хăйсен культурине – форми енчен нациллĕ, содержани енчен социализмлă культурине малалла вăйлăн аталантарас ĕçе тÿрех хутшăнма май панă.

Андреева, З. А. Чăваш алфавичĕпе çырулăхне туса хуни. Кĕнекесем куçарни. Чăвашсен илемлĕ литератури // Андреева, З. А. Иван Яковлевич Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ / З. А. Андреева. – Шупашкар, 1949. – С. 24–27.

З.А. Андреева

И. Я. Яковлевăн ача чухнехи тата çамрăк чухнехи пурнăçĕ

И. Я. Яковлев 1848 çулхи апрель уйăхĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи, Пăва уездĕнчи Кăнна Кушкинче, хресчен çемйинче çуралнă. Вăл пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнă. Ăна вара Пахомовсен çемйи усрава илнĕ. Çак çемье ăна хăйĕн тăван ачине пăхнă пекех лайăх пăхса усранă. И. Я. Яковлев унта хресчен условийĕсенче пурăнса ÿснĕ. Çамрăкранах ялхуçалăх ĕçĕсене хутшăннă.

Сакăр çула çитсен, ăна Пăрăнтăкри удел училищине вĕренме панă. Унта вăл тăватă çул вĕреннĕ. Çав шкула И. Я. Яковлева обществăллă повинность йĕркипе илсе кайнă (хиртенех илсе кайнă, теççĕ). И. Я. Яковлев хăй удел училищинче вĕренни çинчен çапла çырнă: "Пăрăнтăкри шкулта вĕреннĕ вăхăт çинчен тата унта çамрăк воспитанниксем мĕнле пурăнни çинчен манăн пуçра ĕмĕрлĕхех йывăр шухăшсем юлчĕç; çамрăк воспитанниксене унта аслăраххисем, пăсăлса кайнăскерсем, культурасăрскерсем, мĕн тăвас тенĕ, çавна тăватчĕç..."

Пăрăнтăкра И. Я. Яковлев вырăс хресченĕ Мушкеев çемйинче пурăннă. Çак çемье те ăна, тăлăхскере, Пахомов çемйи пекех хĕрхеннĕ, лайăх пăхнă. Çав çемьере пурăнни И. Я. Яковлева вырăс халăхĕн ĕçпе пурăнакан сийĕсене юратма вĕрентнĕ. И. Я. Яковлев вара çавăн пек вырăссене хăй виличченех юратса пурăннă.

1860 çулта И. Я. Яковлев удел шкулĕнчен вĕренсе тухнă, пĕлÿсем тĕлĕшпе вăл пĕрремĕш ученик пулнă. Ăна вара, лайăх вĕренсе тухнăскере, удел ведомстви Чĕмпĕрти землемерсен училищине (çĕр виçме вĕрентекен шкула) вĕренме янă. Землемерсен училищинче И. Я. Яковлев виçĕ çул вĕреннĕ. Унтан ăна çĕр виçекен туса хунă. Çак ĕçре И. Я. Яковлев виçĕ çула яхăн ĕçленĕ.

Землемерсен училищинче вĕренни И. Я. Яковлевшăн усăллă пулнă. Училищĕри ĕçлĕ обстановка тата учительсем вĕренÿре хытă ыйтни ăна пур ĕçсене те вăхăтра тума, дисциплинăна тĕрĕс тытса пыма вĕрентнĕ. Çуллахи вăхăтра практикăллă ĕçе кайса çÿренисем уншăн уйрăмăнах усăллă пулнă. Чĕмпĕр, Самара, Хусан кĕпĕрнисенчи тĕрлĕ халăхсем пурăнакан вырăнсенче çÿресе И. Я. Яковлев хăйĕн тавракурăмне аслăлатнă, тĕрлĕ халăхсен пурнăçĕпе, йăлисемпе паллашнă. Çакă И. Я. Яковлева чăваш халăхĕн пурнăçне ытти халăхсен пурнăçĕпе танлаштарса пăхма май панă. Çавăнта çÿренĕ чухне ĕнтĕ И. Я. Яковлев чăваш халăхне вĕрентсе, унăн культура шайне хăпартса пыма кирли çинчен шухăшла пуçланă.

Çĕр виçсе çÿренĕ вăхăтрах И. Я. Яковлев гимназие вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленнĕ. Чĕмпĕрти гимназие кĕме май пултăр тесе, вăл удел департаментĕнчен хăйне вырăнтан кăларма ыйтнă.

И. Я. Яковлев çав тери çине тăрса тăрăшнине пула вара ăна хăйне вĕрентнĕ чух тухнă тăкаксемшĕн удел ведомствине укçа тÿлеттермесĕрех ĕçрен кăларнă.

И. Я. Яковлев гимназие кĕме хатĕрленнĕ тата унта вĕреннĕ вăхăт ирĕке тухассишĕн пыракан движени тапхăрĕ пулнă.

Çав вăхăтра общество сийĕсем "инородецсен ыйтăвĕ" çинчен те нумай шухăшланă. Хастарлă та талантлă çамрăк Яковлев вĕренме тăрăшнине Чĕмпĕрти малта пыракан вырăс çыннисем кăмăлланă, ăна яланах пулăшнă. И. Я. Яковлев вара Чĕмпĕрти гимназие вĕренме кĕнĕ. Ирĕке тухассишĕн пыракан движенин тапхăрĕнчи шухăшсем гимназие те пырса кĕнĕ. Гимназире малта пыракан обществăллă шухăшсене тытса ĕçлекен преподавательсем пулăшнипе, И. Я. Яковлев Чернышевский, Добролюбов, Белинский произведенийĕсемпе паллашнă.

Гимназири условисем землемерсен училищинчи условинчен лайăхрах пулнă. Землемерсен училищинче çурма крепăсла йĕрке пулнă пулсан, гимназире ирĕклĕрех йĕрке, этеме хисеплемелли йĕрке пулнă. Çакă вара И. Я. Яковлева питех те лайăх шухăш-кăмăл панă. Гимназире вăл чăвашсен пуçламĕш шкултан аслăрах шкулне куçасси çинчен шухăшла пуçланă.

1870 çулта вăл гимназирен ылттăн медальпе вĕренсе тухнă. Питĕ лайăх вĕреннĕ пирки ăна пĕлекенсем Чĕмпĕр хулинче нумайланнă. И. Я. Яковлев гимназиста Чĕмпĕр хулин çав вăхăтри чи лайăх çыннисем хăйсен килĕ умĕнче кăмăл туса йышăннă.

Çав çултах И. Я. Яковлев Хусанти университетăн математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Анчах çав факультетран часах историпе филологи факультетне куçнă. Университетра вĕреннĕ чухне И. Я. Яковлев хăйĕн пĕтĕм пушă вăхăтне чăвашсене вĕрентсе çутта кăларас тĕлĕшпе ĕçлесе ирттернĕ. Университетра вĕреннĕ чухнех вăл чăваш алфавитне туса хатĕрленĕ, чăвашла букварь çырнă, вырăсла кĕнекесене чăвашла куçарас ĕçе пуçарса тăнă.

Хусанти университетран 1875 çулта вĕренсе тухсан, И. Я. Яковлева Хусан вĕрентÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ туса хунă. Çак вăхăтран пуçласа вара И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулне тĕреклетес, чăваш ялĕсенче çĕнĕ шкулсем уçас, шкул çурчĕсем тăвас, учительсене методика енчен пулăшас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленĕ.

II. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тата унăн чăваш халăхне вĕрентсе çутта кăларас ĕçри вырăнĕ

Чăваш халăхне вырăс культурине вĕрентсе унпа çыхăнтарас ĕçре Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пысăк вырăн йышăнса тăнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн тата унăн инспекторĕн И. Я. Яковлевăн тава тивĕçлĕ ĕçĕ, чи малтан, çакă пулса тăрать: вĕсем чăвашсене вырăссемпе туслă пурăнтарма тăрăшнă тата туслă пурăнтарма сĕннĕ çеç мар, çак ĕçе мĕнле майпа пурнăçламаллине те кăтартса панă.

И. Я. Яковлев ертсе пынипе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ халăха вĕрентес ĕçĕн хăйне уйрăм системине туса хунă Çав система тăрăх шкулсенче вĕренекенсене хăйсен чĕлхипе вĕрентнĕ. Çакна пула çав шкулсем халăха çывăх шкулсем пулса тăнă.

И. Я. Яковлев хăй çамрăк чухнех чăвашсене шкулсенче вĕрентсе тĕттĕмлĕхрен кăларас тĕллев лартнă. 1868 çулта, гимназин VI-мĕш класĕнче вĕреннĕ чухнех, И. Я. Яковлев Пăва уездĕнчен Чĕмпĕре тăватă чăваш ачине чĕнсе илнĕ. Вăл вĕсене, уездри училищĕпе педагогика курсне вырнаçтарса, унта темиçе çул хушши хăйĕн вăйĕпе вĕрентнĕ. Вĕрентсе пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ вăл подписка тăрăх пухнă. Укçа пухмалли çав хутсене Пăва уездчĕпе Кăрмăш уездĕнчи ялсене çырупа пĕрле салатнă. Вăл çырусем вара чăвашсене вĕрентме кирли çинчен каласа ăнлантарма, вĕсене вĕрентессишĕн агитацилеме пулăшакан материал пулса тăнă.

Чĕмпĕрти земски управа совечĕн председателĕ Назарьев çав вăхăтра "Вестник Европы" ятлă журналăн 1876 çулхи март уйăхĕнче тухнă номерĕнче пичетленĕ "Хальхи тĕттĕм кĕтес" ятлă статьяра И. Я. Яковлев çинчен çапла çырнă: "Эпир пурăнакан тĕттĕм кĕтесре пĕр çын ĕçле пуçларĕ. Унăн официальнăй вырăн пулман, ăна никам та хисеплесе йышăнман, ĕçлеме никам та хавхалантарман, кĕсйинче унăн пĕр пус укçа та пулман, вăл питĕ пысăк хĕн-хур тÿссе пурăннă. Çапла пулин те, вăл пирĕн ыйхăллă обществăна хамăрăн кĕпĕрнери тĕттĕм халăх çине, сĕм авалхи пек пурăнакан чăваш халăхĕ çине çавăрăнтарса пăхтарнă. Çак тивĕçлипе хакламан, питех паллă мар деятель, чăваш, калама çук пысăк йывăрлăхсене сирсе, хăйĕн пĕтĕм вăйĕпе тăрăшса, тĕттĕм чăваш ялĕнчен çут тĕнчене тухнă. Вăл халăх шкулĕнчен пуçласа уннверситета çитнĕ, университетран та вĕренсе тухнă. Вăл малалла кайса пынă, уроксем панипе укçа тупса çеç тытăнкаласа пурăнкă, пĕр тимĕр çеç чăтма пултаракан йывăрлăха тÿссе пурăннă. Апла пулин те, вăл хăйпе тăван чăвашсене çутта кăларас шухăша пĕр минутлăха та пăрахман. Вăл хăй гимназире вĕреннĕ чухнех тĕттĕм ялсенчен темиçе чăваш ачине чĕнсе илнĕ те пирĕн хулари пĕрремĕш чăваш шкулне темле майпа уçма пултарнă. Çĕнĕрен уçнă çак шкул мĕнле тытăнса тăни, çамрăк дикарьсем мĕнпе тăранса пурăнни, кĕнекесемпе вĕренме кирлĕ пособисем мĕнле укçапа туянни, - çаксем пĕртте паллă мар, тĕлĕнмелле ĕç пулса тăраççĕ теме те пулать. Çакăн пек ĕç вăл Руçра çеç пулма пултарать. Анчах эпир çакна лайăх пĕлетпĕр: çĕнĕрен уçнă шкул малтан чухăн гимназистăн хăй ĕçлесе тупнă укçипе кăна тытăнса тăнă, ăна кайрантарах çеç земство, министерство, юлашкинчен, уйрăм çынсем пулăшма тытăннă".

Çапла вара Яковлев гимназист пÿлĕмĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн никĕсне хывнă.

И. Я. Яковлева çăмăл пулман. Унăн çав чăваш ачисене вĕрентмелле пулнă, вĕсене вĕрентсе пурăнма мĕнле те пулин укçа тупма тивнĕ. Тата хăйĕн те вĕренмелле пулнă. Çапах та вăл И. Н. Ульянов тăтăшах пулăшнипе, пур йывăрлăхсене те çĕнтерсе пынă.

И. Я. Яковлев - вырăссен паллă просветителĕпе педагогĕн Илья Николаевич Ульяновăн тусĕ, чи çывăх юлташĕ пулнă. Вăл ăна чăваш ачисене вĕрентесси çинчен, вĕсем вали шкулсем уçасси çинчен хăйĕн шухăшĕсене кала-кала кăтартнă. И. Н. Ульянов ăна вара кирек хăçан та пулăшнă.

И. Н. Ульянов Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Вăл хăй пурнăçĕн тăршшĕнче яланах "инородецсене вĕрентес" ĕçпе хытă интересленнĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне тата Хусан кйпĕрнинчи чăваш шкулĕсен округри инспекторне И. Я. Яковлева пĕрмаях пулăшса тăнă. Сăмахран, И. Я. Яковлев Хусанти университетра вĕреннĕ чухне И. Н. Ульянов Чĕмпĕрти чăваш шкулне пăхса усрас ĕçе хăй çине илнĕ.

И. Н. Ульянов вăл вырăс мар халăхсем хушшинче вĕсен чĕлхипе вĕрентекен шкулсем уçма, унта вĕрентме лайăх учительсем яма вирлĕн тăрăшнă. Вăл çав шкулсенчи учительсене педагогикăн çĕнĕ требованийĕсем тăрăх вĕрентес ĕçре пулăшса тăнă. И Н. Ульянов Атăл тăрăхĕнче пурăнакан пур халăхсене те вĕренме пултаракан халăх тесе шутланă. Вырăс мар халăхсен ачисене вĕрентме светски шкулсем кирлине йышăнман çынсемпе И. Н. Ульянов килĕшмен. Çавăнпа та вăл шкулсем çук ялсенче çавăн пек шкулсене уçас тĕлĕшпе, шкулсем пур çĕрте вĕсен ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ.

Çутĕç министерстви И. Я. Яковлев укçипе вĕренсе пурăннă тăватă чăваш ачине пулăшу пама килĕшсен, И. Н. Ульянов Чĕмпĕрте чăваш учителĕсем вĕрентсе хатĕрлекен шкул уçас тĕлĕшпе питĕ вăйлă ĕçлет. Ăна çак ĕçре Ильминскипе Шестаков пулăшнă. И. Н. Ульянов çав шкула уçнă хыççăн та уншăн тăрăшма пăрахман. Вăл çав ачасене вĕрентме уйрăм учитель уйăрса лартнă. Вăл кайрантарах палăртса каланă тăрăх, çав шкул çине земство та, чăваш хресченĕсем те шанса тăракан пулнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекен чăваш ачисен хисепĕ ÿсессине Илья Николаевич шанса тăнă. Мĕншĕн тесен чăваш хресченĕсем хăйсен ачисене вырăс çырулăхне вĕрентме питех те тăрăшнă, унччен вĕсем хăйсен ачисене çывăхри ялти шкула та ярасшăнах пулман.

Аслă Ленинăн ашшĕ, И. Н. Ульянов, çапла ĕнтĕ, И. Я. Яковлевăн пуçарăвне ырласа, ăна пулăшса тăнă. Çавăн чухнехн условисенче, çĕнĕ ĕç пуçарса яма тăрăшакан çынсене шанмасăр, хĕсĕрлеме те пăхнă вăхăтра, И. Я. Яковлева çавăн пек пулăшса пыни питех те кирлĕ пулнă. И. Н. Ульянов пулăшнипе çеç Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрачасен отделенине уçма май килнĕ. Вĕрентÿ округĕн попечителĕ патне И. Я. Яковлев çинчен лайăх отзывсем çырса ярас тĕлĕшпе те И. Н. Ульянов питĕ пысăк ĕç тунă. Çавăн чухне вĕрентÿ округĕн пуçлăхĕсем çĕнĕ работник çинчен, уйрăмах та "инородец" çинчен, вăл шанчăклипе шанчăклă марри çинчен час-часах директорсемпе инспекторсенчен ыйтса пĕлнĕ. И. Я. Яковлев çинчен реакционерсем: вăл вырăссене хирĕç пырать, чăвашсене вырăссенчен уйăрса яма тăрăшать, тесе сăмах сарнă. И. Н. Ульянов çав тĕрĕс мар реакциллĕ хыпара сирсе янă.

И. Н. Ульяновпа И. Я. Яковлев, халăха вĕрентсе çутта кăларасси çинчен пĕр пек шухăшланă пирки, пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăннă. Вĕсем иккĕшĕ те формалист чиновниксем пулман. Вĕсем, халăха вĕрентес ĕçе чĕререн парăннă çынсем пулса, çав ĕçе Российăри халăхсен пурнăçне лайăхлатмалли май пулса тăрать тесе шутланă, хăйсен пĕтĕм вăйĕпе пултарулăхне çав хăйсем чун-чĕререн юратакан ĕçе панă. Н. Ульяновпа унăн арăмĕ Мария Александровна, иккĕшĕ те, И. Я Яковлевпа унан шкулĕ çине ырă кăмăлпа пăхнă. Вĕсене кура вара И. Н. Ульяновăн ачисем те И. Я. Яковлева юратнă. И. Я. Яковлев ыйтнипе, Владимир Ильич гимназире вĕреннĕ чухнех чăваш учительне Н. М. Охотникова аттестат зрелости илмешкĕн экзамен пама хатĕрленĕ. И. Я. Яковлев патша патне, Александр Ильича айăпланинчен хăтарас тесе, каçару ыйтма кайнă.

Çапла ĕнтĕ, вырăс мар халăхсене вĕрентес ĕçри пысăк деятеле Н. И. Ильминские тата çав вăхăтри чи прогрессивлă педагогсенчен пĕрне И. Н. Ульянова пула, чăвашсен пулас просветителĕн Иван Яковлевич Яковлевăн педагогикăллă шухăшĕсем йĕркеленсе, аталанса пынă.

И. Я. Яковлев Чĕмпĕрте учительсем вĕрентсе хатĕрлекен чăваш шкулне уçнă, вăл шкул пур тĕлĕшпе те вĕренсе çитнĕ учительсене хатĕрленĕ, çĕнĕ йышши пуçламĕш шкул - тăватă çул вĕренмелли шкул туса хунă, ăна светски характер панă; чăваш алфавичĕпе çырулăхне туса йĕркеленĕ; чăвашла мĕнле вĕрентмеллине тата чăваш шкулĕсенче вырăс челхине мĕнле вĕрентмеллине кăтартса панă. Çапла тунипе вăл чăваш халăхне наци тĕлĕшпе вĕрентсе аталантарас тата вĕсене вырăс культурине вĕрентсе унпа çыхăнтарас тĕлĕшпе вăйлă та ăнăçлă ĕçленĕ.

"Вĕренни мĕн тери кирлине тата хресченсене вĕренме йывăррине эпĕ хамăн йывăр опытран питĕ лайăх куртăм. Çавăнпа манăн тăван чăвашсене май килнĕ таран пулăшас кăмăл çуралчĕ", тенĕ И. Я. Яковлев. Çапла пуçланса кайнă унăн шкул тăвас, хăйĕн задачисем тĕлĕшпе ялти шкулсенчен малта тăракан, тĕп халăхран тухнă çынсенчен учительсен кадрĕсене хатĕрлекен шкул тăвас шухăшĕ.

Хусанти университетра вĕреннĕ чухне И. Я. Яковлев паллă деятельпе Н. И. Ильминскипе паллашнă. Ильминский Хусан кĕпĕрнинчи вырăс мар халăхсене вĕрентме уйрăм система шухăшласа кăларнă. Çав системăн лайăх енĕ çакă пулнă: вăл пуçламĕш шкулта, уйрăмах та пĕрремĕш класра, ачасене хăйсен тăван чĕлхипе вĕрентме хушнă. И. Я. Яковлев Ильминский системин çак прогрессивлă енне вара хапăл тусах йышăннă.

Ильминскипе паллашни Яковлева чăвашсене çутта кăларас ĕçре хăйне кирлĕ система парать. Ильминский системи И. Я. Яковлевăн çутта кăларас ĕçĕнче пуçламĕш пункт пулса тăнă. Тĕне кĕнĕ тутарсен Хусанти тĕп шкулĕ ) тата унăн вырăнсенчи "уйрăмĕсем" пулса тăракаш шкулсем вара Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçас çĕрте тĕслĕх параканĕсем пулнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Тĕне кĕнĕ тутарсен Хусанти тĕп шкулĕпе танлаштарсан, вырăсла вĕрентнĕ пулин те, вĕренекен ачасем тăван чĕлхене манман.

И. Я. Яковлев чăваш шкулĕсене лайăх хатĕрленнĕ учительсене парас задача лартнă, çакна вăл хăйĕн тĕп ĕçĕ тесе шутланă. Çав учительсем халăх пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăракан çынсем пулмалла пулнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ уçăлнă хыççăн малтанхи çулсенчех унта вĕрентÿ ĕçне малта пыракан педагогика принципĕсем тăрăх йĕркелесе янă. Шкулти наставниксем хăйсен вăхăтĕнчи чи лайăх педагогика принципĕсене пĕлсе тăнă. И. Я. Яковлев Российăра тата ют çĕршывсенче пичетлесе кăларнă ун чухнехи педагогика литературине лайăх пĕлнĕ. Вăл пуринчен ытла Ушинские, Толстоя, Пирогова пысăка хурса хакланă. И. Я. Яковлев пулас учительсене пур енчен те лайăх вĕрентсе хатĕрлеме тăрăшнă. Учителĕн чăваш халăхне çывăх тăмалла, унăн нушисене лайăх пĕлмелле, хăй ĕçлесе пурăнакан халăхран уйăрăлса тăмалла мар, тенĕ вăл. Вĕренекенсен тăван чĕлхипе усă курса, чăвашсене аслă вырăс халăхĕпе тачăрах çыхăнтарса, унпа туслă пурăнтарас тĕлĕшпе учителĕн тăтăшах ĕçлемелле; учитель ăнăçлă ĕçлетĕр тесен, ăна вĕрентÿ методикипе хĕçпăшаллантармалла, пуçламĕш шкулта усă курмалли методика литературипе паллаштармалла, тенĕ вăл.

1890 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне учительсем хатĕрлекен шкул тесе ят панă. Унăн прависем те вара учительсем хатĕрлекен семинарисенни пек пулса тăнă. Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕ чăваш ялĕсенче пуçламĕш шкулсемпе тата вĕсен учителĕсемпе питĕ тачă çыхăнса тăнă. Вăл учительсем вĕрентсе хатĕрлекен шкул çеç пулман, вăл тата пуçламĕш шкулсенчи учительсене педагогикăпа методикăн меслечĕсемпе паллаштарса тăракан пĕртен-пĕр центр пулнă.

И. Я. Яковлев халăха çутта кăларас тĕлĕшпе пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ. Çак ĕçе çапла туса пынинче вăл Российăри халăхсен пурнăçĕ лайăхланассине курнă, вăл шутра чăвашсен пурнăçĕ те лайăхланĕ, тенĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ хăй вĕрентсе кăларакан учительсем педагогика требованийĕсен çÿллĕшĕнче тăччăр тесе тăрăшнă. Чăваш шкулĕн вĕренÿ планне кĕртнĕ пур предметсене те И. Я. Яковлев Ушинский кăтартса панă тăрăх вĕрентнĕ. Сăмахран, пуçламĕш шкулта ĕçлекен учителĕн шкулта вĕрентекен предметсене çеç мар пĕлмелле, унăн естественнăй наукăсене тата медицинăпа ялхуçалăх наукин никĕсĕсене те пĕлмелле. Учителĕн лайăх та илемлĕ вулама, çырма, картинкăсем ÿкерме, чертежсем тума, юрлама пĕлмелле. Унăн вĕрентÿ меслечĕсене лайăх пĕлмелле, тенĕ. Ушинскин çак кăтартăвĕсене ĕнтĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăнăçлăн пурнăçа кĕртсе пынă.

"Закон божий" хыççăн пуринчен ытла вырăс чĕлхине тĕплĕн вĕрентме тăрăшнă. Çапла вĕрентнине пула вара вĕренекенсем ултă çул вĕреннĕ хыççăн вырăс чĕлхине лайăх пĕлекен пулнă. Вырăс чĕлхине вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхипе те усă курнă.

Вырăс историне вĕренни ачасене вырăс халăхне юратма вĕрентнĕ. Географи вĕрентнĕ чухне нумай халăх пурăнакан Россия хăватлă та пуян пулни çинчен уйрăмах лайăх ăнлантарса панă.

И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче педагогика вĕрентмелле тунă. Педагогика урокĕсенче вăл вĕрнекенсене воспитанипе вĕрентÿ теорийĕсен никĕсĕсемпе тата шкулсенче мĕнле ĕçлессипе паллаштарнă. Педагогика вĕрентнĕ чухне пуринчен ытла чăвашсен пуçламĕш шкулĕсенчи программăсемпе учебниксене, шкулсен практикине тĕплĕн вĕрентме тăрăшнă. Вĕренекенсен педагогика вĕреннипе пĕрлех Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчи пуçламĕш шкулта уроксем памалла пулнă. Кашни урок мĕнле иртнине вара инспектор хăй ертсе пынипе сÿтсе-явнă.

"Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ялхуçалăх ĕçĕн теорийĕпе практикине вĕренесси пысăк вырăн йышăнса тăнă. "Ялхуçалăх, - тенĕ И. Я. Яковлев, - çакăн пек предмет: вăл учителе хресченсемпе ытларах пĕрлешме, вĕсене хăйĕн пĕлĕвĕпе, ăслă канашĕсемпе, примерĕпе вăй çитнĕ таран пулăшма тата наукăллă пĕлÿсене ĕненекен туса хума май парать", тенĕ вăл.

1899 çулта И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти ялхуçалăх обществинчен 150 теçетин çĕр тара илнĕ. Виçĕ çултан, çав участокра ялхуçалăх продукчĕсем нумай туса илнине курсан, ялхуçалăх обществи вăл çĕре каялла туртса илнĕ. Ывăна пĕлми ĕçлекен инспектор кун хыççăн тата икĕ участок тара илнĕ: пĕрне тăлăхсен приютĕнчен, тепĕрне сăра заводĕнчен илнĕ. Çав участоксенче вăл ялхуçалăх ĕçĕсене наука вĕрентнĕ тăрăх туса пынă. Анчах çак участоксене те пăртак тăрсан каялла туртса илнĕ. Вара И. Я. Яковлев, вĕрентÿ округĕ хирĕç пулнă пулин те, 1912 çулта Чĕмпĕртен 13 километрта удел ведомствинчен 160 гектар çĕр сутăн илнĕ. Унта вăл опытлă ялхуçалăх участокĕ тата выльăх-чĕрлĕх ферми туса хунă. Вĕренекенсĕм пахчара ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх пăхса, утарта ĕçлесе, ялхуçалăх ĕçĕсене культурăллă майпа тума вĕреннĕ.

1890 çултан пуçласа чăваш шкулĕн вĕрентÿ планĕ аслăланнă, мĕншĕн тесен ăна учительсем хатĕрлекен семинарисенни пек правасем панă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче естественнăй наукăсем пысăк вырăн йышăнса тăнă, Ильминский системинче вĕсем ун пек пысăк вырăн йышăнса тăман. Чĕмпĕрти шкулта физика, хими, минералоги, ботаника, зоологи, анатомипе физиологи вĕрентнĕ. И. Я Яковлев, естествознание пысăка хурса, çапла çырнă: "Естествознани ачасен ăстăнĕн ĕçне аталантарать, вĕсен тавракурăмне аслăлатать, таврари çутçанталăк çине тĕрĕс тата ăнланса пăхма вĕрентет, сăнама хăнăхтарать, физически ĕçпе пурăнма хăнăхнине упраса тăрать".

Аслă классенче педагогикăпа логика вĕрентнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пулас учительсене ĕçе юратма, хăйсен малашнехи ĕçĕпе пурнăçĕ çине тĕплĕн пăхма вĕрентнĕ.

Вĕрентÿпе педагогика тĕллевĕсене асра тытса, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тĕрлĕ алă ĕçне тутарттарнă. Малтанхи çулсенче кĕнекесене хытă хуплашкаллă тăвас ĕçе вĕрентнĕ, атă-пушмак çĕленĕ, унтан столярпа токарь ĕçĕсене тунă. Хĕрачасене çĕвĕ çĕлеме, тĕрĕ тĕрлеме вĕрентнĕ. Учительсем ялта кирлĕ пулакан ремесласене пĕлччĕр, вĕсене ялта хресченсем хушшинче сарма пултарччĕр тесе тăрăшнă И. Я. Яковлев.

Шкулта юрă юрлама вĕрентес тата юрă юрлас ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Юрлама вĕрентме кашни класра эрнере 3 сехет уйăрса хунă. Шкулта виçĕ хор, икĕ оркестр-пулнă. 1913 çулта вĕренекен ачасен вăйĕпе "Иван Сусанин" оперăна лартса панă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ачасене ытти шкулсенчи пек наказанисем паман, поведени пирки отметкăсем лартман, ачасем хăйсене мĕнле тыткалани çинчен çырса хумалли журналсем пулман, хупса лартмалли карцерсем те пулман. Шкулта дисциплина шкул руководителĕн тата учительсен авторитечĕ çинче тытăнса тăнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекен ачасене хресчен апатнех çитерсе усранă. Вĕсем ахаль тумтирсемпех çÿренĕ. Ачасен физически ĕçсем те туса пурăнмалла пулнă: вĕсем вутă çурнă, çĕрулми шуратнă, сада, пахчана пăхса тăнă тата ыт. те.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче чăвашсем кăна мар, вырăссем те тата ытти халăхсен ачисем те вĕреннĕ.

И. Я. Яковлев хĕрачасене вĕрентесси çине питĕ тимлĕн пăхнă. Ўссе пыракан ăрăва воспитани парас ĕçре хĕрарăмсем пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ, тенĕ вăл.

Хусантан таврăнсан, тепĕр çулнех, И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнче хĕрачасен икĕ класлă шкулне уçма ирĕк пама ыйтнă, анчах ана çаван пек шкул уçма ирĕк паман. И. Н. Ульянов пулăшнипе çеç вара 1878 çулта хĕрачасен отделенине уçнă. Вăл кайран хĕрачасен шкулĕ, унтан хĕрачасен педагогика курсĕ пулса тăнă.

"Арçын ачасен шкулĕ пекех, хĕрачасен шкулĕ те малтан уйрăм çынсем панă укçапа пурăнчĕ. Эпĕ ăна хамăн хваттерте вырнаçтартăм, вĕрентессе хам арам вĕрентетчĕ," тесе çырвă И. Я. Яковлев. 1892-мĕш çулăн иккĕмĕш çурринче кăна, И. Я. Яковлев ыйтнипе, миссионерсен обшестви хĕрачасен шкулне тытса тăма çулталăкне 2.700 тенкĕ укçа парса тăма йышăннă. 1908 çултан пуçласа вара ăна çутĕç министерстви хăйĕн аллине илнĕ, ун валли хăй укçа парса тăнă.

Хĕрачасен шкулне уçни мĕн тери паха ĕç пулни çинчен И. Я. Яковлев 1913 çулта Хусан вĕрентÿ округĕн попечителĕ патне çапла çырса янă: хĕрачасене вĕрентсе çутта кăларнине пула халĕ "культурăллă хĕрачасем тата культурăллă чăваш хĕрарăмĕсем пулса тăчĕç", вĕсем вырăс нацийĕн шухăш - кăмăлне тытса пыраççĕ, тенĕ. Тепĕр çырура вăл: "Чĕмпĕрти шкултан вĕренсе тухнă чăваш хĕрĕсем çинчен усал сăмах калани халиччен пĕртте пулман", тенĕ.

1879 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен малтанхи хут 15 учитель вĕренсе тухнă. Çав шкул учительсемпе учительницăсене мĕнпурĕ пине яхăн вĕрентсе кăларнă. Вĕсем лайăх хатĕрленнĕ учительсем пулнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ аллă çул хушшинче хăйĕн вĕрентÿ ĕçне тăтăшах лайăхлатса пынă. И. Н. Ульяновпа И. Я. Яковлев ĕçленине пула çеç чăвашсем революциччен хут пĕлни енчен илсен, Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхсенчен малта тăнă. Çакна ун чухне пурăннă çынсем те курса тăнă, Чĕмпĕрпе Хусан кĕпĕрнисенчи уездри училищĕсен совечĕсемпе халăх шкулĕсен директорĕсем те хăйсен официальнăй отчечĕсенче çирĕплетсе панă.

И. Я. Яковлев светски кĕнекесем чылай куçарса пичетлесе кăларнă, çав шутра вăл вырăс литературин классикăллă произведенийĕсене те куçарнă. Патша цензурине пăхмасăрах, вăл К. В. Ивановăн "Нарспи" ятлă классикăллă произведенине пичетлесе кăларнă.

И. Я. Яковлев ун çинчен элек сарнă вăхăтра, хăйне хĕсĕрленĕ условисенче ĕçлесе пурăннă. Ун çинчен: вăл чăвашла тĕрĕс куçармасть, унăн алфавичĕ начар, тесе каланă.

Патша чиновникĕсем чăваш учителĕсене хĕсĕрлесе айăплама тытăннă, чăваш шкулĕсем начар, вĕсем ачасене вырăс чĕлхине лайăх вĕрентмеççĕ, тенĕ. Унтан тата И. Я. Яковлева: вăл чăвашсене вырăссенчен уйăрма тăрăшать, тесе айăплама пуçланă.

Кунта Хусан вĕрентÿ округĕн попечителĕ Спешков çинчен уйрăмах каламалла. Вăл "инородецсене" вĕрентессине питĕ хытă хирĕç тăнă. Спешков чăваш шкулĕсенче вĕрентÿ меточĕсем начар тесе çеç каламан, вăл политика тĕлĕшĕнчен айăплама та сăлтавсем шырама пуçланă. Вăл И. Я. Яковлев политика тĕлĕшĕнчен шанчăклипе шанчăклă марри çинчен ыйтса янă, И. Я. Яковлева шанчăксăра кăларас тесе, ревизисем тунă. И. Я. Яковлев çук чухне шкулта вĕренекен ачасен арчисене ухтарса пăхнă, Чĕмпĕрти шкула, вырăс мар халăхсен пĕтĕм ĕçне шанчăксăра кăларма тăрăшнă. Юлашкинчен, 1903 çулта вара И. Я. Яковлева кĕтмен çĕртен чăваш шкулĕсен инспекторĕ вырăнĕнчен кăларнă.

1912 çулта И. Я. Яковлева вĕрентÿ округĕн попечителĕ ирĕк памасăр нимĕнле ĕç туса пурăнма та чарнă.

1914 çулта, И. Я. Яковлева пĕтĕмпех айăплас тесе, Чĕмпĕрти чăваш шкулне ревизи тунă.

И. Я. Яковлевăн ăсне, талантне, хастарлăхне пула çеç Чĕмпĕрти чăваш шкуле пур йывăрлăхсене те тÿссе ирттернĕ, патша влаçĕ лартса пынă пур чăрмавсене те сирсе янă.

Чăвашсене вырăс культурине вĕрентсе унпа çыхăнтарас ĕçре Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пысăк вырăн йышăнса тăнине кайран И. Я. Яковлева хирĕç пынă çынсене те йышăннă. "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн пытарма çук паха ĕçĕ вăл çакă: çав шкул тĕттĕм чăвашсене вырăс культурине вĕрентсе хăнăхтарма сахал мар пулăшрĕ", тенĕ вĕсенчен пĕри - Хусан вĕрентÿ округĕн попечителĕ Деревицкий. Анчах çав Деревицкиех кайран, çутĕç министерствинче ĕçленĕ вăхăтра, Чĕмпĕрти чăваш шкулне хупмалли проект çырса хатĕрленĕ. Октябрьти Социализмлă Аслă революци çеç шкула хупассинчен çăлса хăварнă.

Чăвашсене вĕрентсе çутта кăларас ĕçре Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тата унăн инспекторĕ И. Я. Яковлев мĕнле вырăн йышăнса тăни çинчен каланă чухне В. И. Ленинăн çак телеграммине тĕпе хурас пулать:

"Чĕмпĕр, Совдеп председательне.

Чăвашсен учительсем хатĕрлекен хĕрачасемпе арçын ачасен семинарийĕсен председательне мĕнле обстоятельствăсенче (тата) условисенче суйлани çинчен телеграфпа пĕлтерĕр. Мана Иван Яковлевич Яковлев инспекторăн кунçулĕ интереслентерет, вăл аллă çул хушши чăвашсене наци тĕлĕшпе аталантарас тесе ĕçленĕ, патша йĕрки ăна темиçе хут та хĕсĕрленĕ. Яковлева хăйĕн ĕмĕр тăршшĕнче туса пынă ĕçĕнчен пăрса яма кирлĕ мар тесе шутлатăп.

Совдеп председателĕ Ленин".

Революцин çулпуçĕ Ленин, хăйĕн ашшĕн çывăх тусне И. Я. Яковлева пĕчĕкренпех лайăх пĕлнĕскер, çавăн пек тăрăшнă ĕнтĕ И. Я. Яковлевшăн.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн лайăх енĕсем çинчен каланă чухне унăн тĕксĕм енĕсене те манма юрамасть. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн патша Российинчи ытти шкулсенни пекех çитменлĕхсем пулнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн начар енĕсенчен пĕри вăл - вĕрентÿпе воспитани ĕçне миссионерла шухăшсемпе туса пыни пулать. Кирек хăш предмета вĕрентнĕ чухне те, çав шутра вырăс чĕлхине вĕрентнĕ чухне те, тĕн енĕпе воспитани парас ĕç çине уйрăмах тимлĕн пăхнă. Çавăнпа ĕнтĕ кĕнекесем куçарас тата пичетлесе кăларас тĕлĕшпе те Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пуринчен ытла чиркÿпе тĕн çинчен калакан кĕнекесене куçарса пичетлесе кăларнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн тепĕр пысăк çитменлĕхĕ тесе çакна каламалла: шкулта пĕтĕм ĕç, пĕтĕм пурнăç пĕр çынна, шкул инспекторне ытлашши хытă пăхăнса тăмалла пулнă, урăхла каласан, унта авторитарнăй йĕрке пуç пулса тăнă. Çак йĕрке çитĕннĕ ачасене килĕшмен. Çавăн пирки хăшпĕр чухне вĕсемпе шкул администрацийĕ хушшинче хирĕçÿсем те пулнă. Шкулăн малтанхи çулĕсенче çавăн пек авторитарнăй йĕрке кирлĕ пулнă пулсан, каярахпа вара вăл, уйрăмах та 1905 çулхи революци хыççăн, çав революци вăхăтĕнче шкулăн икĕ аслă класĕ забастовка тунă хыççăн, ачасене воспитани парас ĕçе кансĕрлекеи япала пулса тăнă.

Калас пулать, çак çитменлĕх ун чухне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çине хăшпĕрисем тăшманла пăхнинчен те нумай килнĕ. Шкулти режима кăшт çеç вăйсăрлатсанах, ачасене дисциплинăна пăсма май парсанах, çав шкула хупса лартма та пултарнă.

1905-1907 çулсенчи революци вăхăтĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулне Чĕмпĕрти хаçатсем, уйрăмах чăваш эсерĕсем, тапăннă. Вĕсем, И. Я. Яковлев çинчен тĕрлĕ элек сарса, шкула хупма тăрăшакан реакциллĕ чиновниксене нумай материал панă.

Анчах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн çитменлĕхĕсем, унăн начар енĕсем çак тĕп шухăша сирсе пăрахма пултараймаççĕ: Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ чăваш халăхне вĕрентсе наци тĕлĕшпе аталантарас, ăна вырăс культурине вĕрентсе унпа çыхăнтарас тĕлĕшпе çур ĕмĕр хушши ăнăçлă ĕçленĕ.

Октябрьти Социализмлă Аслă революци хыççăн Чĕмпĕрти чăваш шкулне учительсем хатĕрлекен семинари туса хунă. И. Я. Яковлев унăн суйласа лартнă пирвайхи директорĕ пулса тăнă. Çапла вара Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ чăваш историнче чи пуçласа педагогика аслă шкулĕ пулса тăнă.

Андреева, З. А. И. Я. Яковлевăн ача чухнехи тата çамрăк чухнехи пурнăçĕ // Андреева, З. А. Иван Яковлевич Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ / З. А. Андреева. - Шупашкар, 1949. - С. 7-20.