В. Долгов

И. Я. Яковлевпа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен нумай çырнă. И. Я. Яковлев çинчен те çавах. Анчах та вĕсем çинчен иртнĕ вăхăтра çырнă литературăра, пуринчен ытла чăвашла çырнисенче, И. Я Яковлевпа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ĕçĕсемпе пĕлтерĕшне тĕрĕс хакламан е юриех пăсса кăтартнă.

Юлашки вăхăтра, пĕлтĕр тата кăçал, пичетленсе тухнă кĕнекесем (чăвашлисем те, вырăслисем те) И. Я. Яковлевпа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн историри вырăнĕпе пĕлтерĕшне парти позицийĕ енчен хаклаççĕ. Çав кĕнекесен шутне 3. А. Андреева юлташăн «И. Я. Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» ятлă кĕнеки те кĕрет*.

3. А. Андреева çырнă кĕнекере, буржуалла националистсен тата ытти ирсĕр этемсен И. Я. Яковлев çинчен сарнă сиенлĕ юмах-халапĕсене сирсе пăрахса, чăвашсен паллă педагогĕн, просветителĕн — И. Я. Яковлевăн пурнăçне, ĕçне-хĕлне, шухăшĕсене, унăн педагогикăллă системине кĕскен çутатса панă.

И. Я. Яковлев — чăваш халăхĕн ĕçпе пурăнакан сийĕ хушшинчен тухнă, хурапа шурра нумай курнă çын. Вăл пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнă. Иван Яковлевич мĕн пĕчĕкренпех тăван халăхăн нушисене курнă, сисĕмлĕ чĕрипе туйса ӳснĕ. Çамрăк Яковлева чи малтан вырăс çыннисем пысăк пулăшу панă, вĕренме пулăшнă, тĕрĕс çул çине — халăхшăн пĕтĕм вăя парса ĕçлес çул çине кăларнă.

Вĕреннĕ чухне И. Я. Яковлев Пăрăнтăкри удел училищинче те, Чĕмпĕрти землемерсен училищинче те пĕрремĕш ученик пулнă. 1870 çулта вăл гимназирен ылттăн медальпе вĕренсе тухнă; Хусанти университетра та лайăх вĕреннĕ. Çаксем И. Я. Яковлев пултаруллă çын пулни çинчен, вăл йывăрлăх-сенчен хăраманни çинчен каласа параççĕ. Çав талантлă çын хăйĕн умне пысăк тĕллев лартнă. Ку вăл — тĕттĕм чăваш халăхне мĕн май çитнĕ таран пулăшасси, ăна çутта кăларасси пулнă. Пысăк тĕллев ăна ĕçре хавхалантарнă, вăй-хал панă.

Гимназире вĕреннĕ вăхăтрах, малта пыракан шухăшсене тытса ĕçлекен преподавательсем пулăшнипе, И. Я. Яковлев вырăссен революционер-демокрачĕсен Герценăн, Чернышевскин, Добролюбовăн, Белинскин произведенийĕсемпе паллашнă. Çакă вара ăна хăйĕн тĕллевне лайăхрах тавçăрса илме, уншăн вирлĕрех кĕрешме пулăшнă.

Халăхшăн тăвас пархатарлă ĕçе И. Я. Яковлев пĕтĕм вăйпа тытăннă. 1868 çулта, гимназин VI класĕнче вĕреннĕ чухне, И. Я. Яковлев Пăва уезĕнчен Чĕмпĕре тăватă чăваш ачине чĕнсе илнĕ. «Çапла вара Яковлев гимназист пӳлĕмĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн никĕсне хывнă» («И. Я. Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ», 11 стр.).

Университетра вĕреннĕ чухнех И. Я. Яковлев хăйĕн пĕтĕм пушă вăхăтне чăвашсене вĕрентсе çутта кăларас тĕлĕшпе ĕçлесе ирттернĕ. Ку вăхăтра вăл чăваш алфавитне туса хатĕрленĕ, чăвашла букварь çырнă, вырăсла кĕнекесене чăвашла куçарас ĕçе пуçарса янă.

И. Я. Яковлевăн ĕçĕ, унăн хастарлăхĕ часах ун чухнехи çынсене хăй çине çаврăнтарса пăхтарнă. Сăмахран, Чĕмпĕрти земски управа совечĕн председателĕ Назарьев çав вăхăтрах «Вестник Европы» ятлă журналăн 1876 çулхи март уйăхĕнче тухнă номерĕнче пичетленĕ «Хальхи тĕттĕм кĕтес» ятлă статьяра И. Я. Яковлев çинчен çапла çырнă: «Эпир пурăнакан тĕттĕм кĕтесре пĕр çын ĕçле пуçларĕ. Унăн официальнăй вырăн пулман, ăна никам та хисеплесе йышăнман, ĕçлеме никам та хавхалантарман, кĕсйинче унăн пĕр пус укçа та пулман, вăл питĕ пысăк хĕн-хур тӳссе пурăннă. Çапла пулин те, вăл пирĕн ыйхăллă обществăна хамăрăн кĕпĕрнери тĕттĕм халăх çине, сĕм авалхи пек пурăнакан чăваш халăхĕ çине çаврăнтарса пăхтарнă. Çак тивĕçлипе хакламан, питех паллă мар деятель, чăваш, калама çук пысăк йывăрлăхсене сирсе, хăйĕн пĕтĕм вăйĕпе тăрăшса, тĕттĕм чăваш ялĕнчен çут тĕнчене тухнă. Вăл халăх шкулĕнчен пуçласа университета çитнĕ, уни-верситетран та вĕренсе тухнă. Вăл малалла кайса пынă, уроксем панипе укçа тупса çеç тытăнкаласа пурăннă, пĕр тимĕр çеç чăтма пултаракан йывăрлăха тӳссе пурăннă. Апла пулин те, вăл хăйпе тăван чăвашсене çутта кăларас шухăша пĕр минутлăха та пăрахман. Вăл хăй гимназире вĕреннĕ чухнех тĕттĕм ялсенчен темиçе чăваш ачине чĕнсе илнĕ те пирĕн хулари пĕрремĕш чăваш шкулне темле майпа уçма пултарнă. Çĕнĕрен уçнă çак шкул мĕнле тытăнса тăни, çамрăк дикарьсем мĕнпе тăранса пурăнни, кĕнекесем тата вĕренме кирлĕ пособисем мĕнле укçапа туянни, — çаксем пĕртте паллă мар, тĕлĕнмелле ĕç пулса тăраççĕ теме те пулать. Çакăн пек ĕç вăл Руçра çеç пулма пултарать. Анчах эпир çакна лайăх пĕлетпĕр: çĕнĕрен уçнă шкул малтан чухăн гимназистăн хăй ĕçлесе тупнă укçипе кăна тытăнса тăнă, ăна кай-рантарах çеç земство, министерство, юлашкинчен, уйрăм çынсем пулăшма тытăннă».

Çапла И. Я. Яковлев пуçарса янă ĕç, калама çук пысăк йывăрлăхсем пулнă пулин те, вăй илнĕ, аталансах пынă. Вырăс çыннисем Иван Яковлевича çамрăк чухне вĕренме пулăшнă, чăтăмлă пулма вĕрентнĕ пулсан, çитĕнсе çитсен вара тата та пысăкрах пулăшу панă. Çак тĕлĕшпе аслă Ленин ашшĕ, И. Н. Ульянов уйрăмăнах паллă вырăн йышăнса тăнă.

Кун çинчен 3. А. Андреева кĕнекинче фактсемпе усă курса çырса панă.

И. Я. Яковлев — вырăссен паллă просветителĕпе педагогĕн Илья Николаевич Ульяновăн тусĕ, чи çывăх юлташĕ пулнă. Вăл ăна чăваш ачисене вĕрентесси çинчен, вĕсем валли шкулсем уçасси çинчен хăйĕн шухăшĕсене кала-кала кăтартнă. И. Н. Ульянов вара ăна кирек хăçан та пулăшнă.

И. Н. Ульянов Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Вăл хăй пурнăçĕ тăршшĕнче яланах «инородецсене» вĕрентес ĕçпе хытă интересленнĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне тата Хусан кĕпĕрнинчи чăваш шкулĕсен округри инспекторне И. Я. Яковлева пĕрмаях пулăшса тăнă. Сă-махран, И. Я. Яковлев Хусанти университетра вĕреннĕ чухне И. Н. Ульянов Чĕмпĕрти чăваш шкулне пăхса усрас ĕçе хăй çине илнĕ.

Хăйне ырă кăмăлпа пулăшнине кура, И.Я. Яковлев та И. Н. Ульянова вăй çитнĕ таран пулăшса тăнă. Вĕсем хушшинче çирĕп туслăх пулнă.

«И. Н. Ульяновпа И. Я. Яковлев, халăха верентсе çутта кăларасси çинчен пĕр пек шухăшланă пирки, пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăннă. Вĕсем иккĕшĕ те формалист-чиновниксем пулман. Вĕсем, халăха вĕрентес ĕçе чĕререн парăн-нă çынсем пулса, çав ĕçе Российăри халăхсен пурнăçне лайахлатмалли май пулса тăрать, тесе шутланă, хăйсен пĕтĕм вăйĕпе пултарулăхне çав хăйсем чун-чĕререн юратакан ĕçе панă. И. Н. Ульяновпа унăн арăмĕ Мария Александровна, иккĕшĕ те, И. Я. Яковлевпа унăн шкулĕ çине ырă кăмăлпа пăхнă. Вĕсене кура вара И. Н. Ульяновăн ачисем те И. Я. Яковлева юратнă. И. Я. Яковлев ыйтнипе, Владимир Ильич гимназире вĕреннĕ чухнех чăваш учительне Н. М. Охотникова аттестат зрелости илмешкĕн экзамен пама ха-тĕрленĕ. И. Я. Яковлев хăй патша патне, Александр Ильича айăпланинчен хăтарас тесе, каçару ыйтма кайнă» (12стр.).

3. А. Андреева хăйĕн кĕнекинче тата Н. И. Ильминский, унăн системи И. Я. Яковлевшăн мĕнле вырăн йышăнса тăни çинчен çырса панă (кĕнекен 13 стр. вулăр)*.

1879 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен малтанхи хут 15 учитель вĕренсе тухнă. Çав шкул учительсемпе учительницăсене мĕн пурĕ пине яхăн вĕрентсе кăларнă. Вĕсем лайăх хатĕрленнĕ ăста учительсем пулнă.

И. Н. Ульяновпа И. Я. Яковлев ĕçленине пула çеç чăвашсем рево-люциччен, хут пĕлни енчен илсен, Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхсенчен малта тăнă.

И. Я. Яковлев светски кĕнекесем чылай пичетлесе кăларнă, çав шутра вăл вырăс литературин классикăллă произведенийĕсене те (сăмахран, М. Ю. Лермонтов, Л. Н. Толстой тата ыт. çырнă кĕнекесене) куçарнă. Патша цен-зурине пăхмасăрах, вăл К. В. Ивановăн «Нарспи» ятлă классикăллă поэмине пичетлесе кăларнă. Ку произведение халĕ чăвашсем кăна мар, ытти халăхсем те юратсах вулаççĕ.

Чăваш националисчĕсен пĕр ушкăнĕ И. Я. Яковлев çинчен «пилсĕр этем», «руссификатор», «монархист» тесе, намăса пĕлмесĕр, кăшкăрнă, унăн ĕçĕнчи, вăл уçнă шкулăн тĕксĕм енĕсене çеç илсе, прогрессивлă рольне ним вырăнне хумасăр, ирсĕр элек сарнă. Çапла вара, буржуалла националистсем И. Я. Яковлев çинчен чăвашсене вырăс халăхĕпе туслă пурăнма, ăна юратма, унăн прогрессивлă культурине ăса илме вĕрентнĕ çын çинчен тăшманла элеклесе, аслă вырăс халăхĕпе унăн тĕнчипе паллă вырăн йышăнса тăракан культури çинчен те элек сарнă.

З.А. Андреева кĕнекинче И. Я. Яковлев вырăс халăхĕпе унăн культурине пысăка хурса хисепленине, чăваш халăхне вырăс халăхĕпе çывхартас, унпа туслă пурăнтарас тесе тăрăшнине Яковлевăн сăмахĕсемпе çырса панă. 1912 çулта çут ĕç министрĕ патне янă çырура И. Я. Яковлев çапла çырнă: «Юн тĕлĕшĕнчен, хамăн чухăн та вăйсăр халăхпа çыхăнса тăни енчен илсен, эпĕ — чăваш, анчах та шухăш-кăмăл енчен, воспитани енчен, хамăн аслă тăван çĕршыва юратни енчен, хамăн ăс-тăнпа пурнăç çыхăнăвĕсем енчен тата служ-ба енчен илсен, — эпĕ хама аслă вырăс çемйин членĕ тесе шутлатăп, унăн хуйхи манăн чуна ыраттарнă, халĕ те ыраттарать, унăн савăнăçĕ мана савăнтарнă, халĕ те савăнтарать.

Эпĕ чăвашран çурални тата манăн воспитани мана малашне мĕн енĕпе ĕçлемеллине палăртса пачĕç. «Эпĕ хамăн пурнăçăн задачи вырăнне вырăс халăхĕ, историллĕ кун-çула пула, хăйĕн йышне кĕртнĕ нацисенчен пĕрине — чăвашсене — вырăс халăхĕпе çывхартас задача лартрăм...

Хĕвелтухăçĕнчи инородецсем вĕсем вырăс халăхĕн пĕтĕм тĕнчери пысăк кĕлеткин пĕчĕк пайĕсем, унпа пĕрле пыракансем пулса тăраççĕ... Вĕсем унăн историллĕ çулĕпе пыраççĕ, унăн телейĕ — вĕсен телейĕ, унăн хуйхи — вĕсен хуйхи, унăн пуласлăхĕ — вĕсен пуласлăхĕ…»

Çавăнпа ĕнтĕ И. Я Яковлев вырăс культурине, вырăс чĕлхине пысăк вырăна хунă, вырăс чĕлхи чăвашсене вырăс культурине вĕренсе пыма пулăшать, тенĕ.

Буржуалла националистсен тепĕр пайĕ, И. Я. Яковлевăн ырă ячĕпе усă курса, хăйсен тăшманла шухăшĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Вĕсем, Чĕмпĕрти шкулăн тата И. Я. Яковлевăн ĕçĕсенчи тĕксĕм енĕсене курмасăр, çав шкулпа Яковлевăн историри пĕлтерĕшĕпе вырăнне ытлашши ӳстерсе кăтартнă, çав шкула вăл чăваш халăхĕ хушшинче чăн-чăн культурăллă революци тунă пек кăтартма хăтланнă. Тĕрĕссипе илсен, патша саманинче чăваш культурине, çавăн пекех ытти халăхсен культурине те, патша чиновникĕсем пур майсемпе те путарса пынă, Чĕмпĕрти шкула та пĕрре çеç мар тапăннă, И. Я. Яковлева хăйне те хĕсĕрленĕ. Чăваш халăхĕ Октябрьти Аслă Социализмлă революцие пула çеç хăйĕн экономикипе культурине вăйлăн аталантарса ячĕ, Совет Союзĕнчи халăхсен туслă çемйине пĕртан праваллă наци пулса кĕчĕ.

«И. Я. Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» ятлă кĕнекере Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн паха ĕçĕсене çутатса панă вăхăтрах, тĕксĕм енĕсене те кăтартса панă. Пĕри вăл — вĕренӳпе воспитани ĕçне миссионерла шухăшсемпе туса пыни пулать. Тепĕр çитменлĕхĕ — шкулта пĕтĕм ĕçе, пĕтĕм пурнăçа пĕр çынна, шкул инспекторне, ытлашши пăхăнтарса тăмалла туни (автори-таризм) пулать.

«Анчах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн çитменлĕхĕсем, унăн начар енĕсем çак тĕп шухăша сирсе пăрахма пултараймаççĕ: Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ чăваш халăхне вĕрентсе наци тĕлĕшпе аталантарас, ăна вырăс культурине вĕрентсе унпа çыхăнтарас тĕлĕшпе çур ĕмĕр хушши ăнăçлă ĕçленĕ» (20 стр.).


*   *   *


И. Я. Яковлевăн ĕçне хакланă чухне эпир яланах В. И. Ленинăн паллă телеграммине тĕпе хуратпăр. Унта аслă Ленин И. Я. Яковлев çинчен: «Мана Иван Яковлевич Яковлев инспекторăн кун-çулĕ интереслентерет, вăл аллă çул хушши чăвашсене наци тĕлĕшпе аталантарас тесе ĕçленĕ, патша йĕрки ăна темиçе хут та хĕсĕрленĕ», тенĕ (Ленинский сборник. XXI. 263-264 стр.).

Çак сăмахсенче И. Я. Яковлевăн халăхшăн тунă пархатарлă ĕçне, унăн прогрессивлă рольне истори енчен хакланă. «Чăвашсене наци тĕлĕшпе аталантарас тесе ĕçленĕ» тени вăл акă мĕне пĕлтерет: И. Я. Яковлев чăваш халăхĕн нациллĕ ăс-тăнне йĕркелеме тăрăшнă, ăна культура çулĕ çине тăрат-са, аслă вырăс халăхĕпе тăванла пурăнма, унăн малта тăракан культурине йышăнса культурăллă нацисен йĕркине кĕме пулăшас шухăшпа ĕçленĕ. Вăл, чăваш çырулăхне, унăн алфавитне туса, литература чĕлхине йĕркелеме тăрăшса, чăваш чĕлхин пĕрлĕхне (чĕлхе пĕрлĕхĕ кирек мĕнле нацин те уйрăмлăхĕсенчен пĕри пулса тăрать) тăвас ĕмĕтпе ĕçленĕ.

Халăха вĕрентес тата воспитани парас ĕçре тăван чĕлхе пысăк вырăн йышăнса тăнине И. Я. Яковлев лайăх пĕлнĕ. Вăл çакăн пек шутланă: тăван чĕлхепе усă курса, ачасен ăс-тăнне малалла аталантарма, вĕсен шухăш-кăмăлне улăштарма, кивĕ ăнланăвĕсем вырăнне çĕнĕ ăнланусем йышăнтарма пулать, тăван чĕлхепе вĕрентсе вырăс культурипе çыхăнтарма пулать. Анчах та тăван чĕлхепе усă курмасан, çав ĕçе тума май пулмасть, тенĕ. И.Я. Яковлев çапла каланă: халăх хăйĕн чĕлхине мантăр тени вăл çав халăха пĕтерес тенипе пĕрех пулать; чĕлхе хăйне тунă халăхпа пĕрле çеç вилет, тенĕ.

И. Я. Яковлев чăваш культурине аталантарма тăрăшнă. Çакă вăл шкул ĕçне, чĕлхене, çырулăха, литературăна аталантарас тесе ĕçленине пĕлтерет. Ку енĕпе вара И. И. Яковлев чăннипех те пысăк ĕç тунă. «…»


*   *   *


3. А. Андреева юлташ çырнă «Иван Яковлевич Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» ятлă кĕнекене кашни учителĕн, активистăн, хамăрăн социализмлă культурăна аталантарма тăрăшакан çыннăн вуласа тухмалла. Çак кĕнекене вуласан, вĕсем кирлĕ те усăллă материалсем тупĕç, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн, И. Я. Яковлевăн пурнăçĕпе паллашĕç. Пирĕн кашниннех çĕнĕ экономикăпа культурăшăн пĕтĕм вăйпа тăрăшса ĕçлемелле, халăхшăн тăрăшнă çынсен ĕçĕн чи лайăх енĕсене малалла аталантарса пымалла.


Долгов, В. И. Я. Яковлевпа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ / В. Долгов // Ялав. – 1949. - № 8. - С. 29-31.


* З. А. Андреева. Иван Яковлевич Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. Чăвашгосиздат. 1949 ., 29 стр. Хакĕ 1 т. 50 пус

* Совет педагогики Н. И. Ильминскин системине хальхи вăхăтра çакăн пек хаклать: «Являясь «духовным сыном» крупного деятеля в области просвещения нерусских национальностей — Н. И. Ильминского, Яковлев проводил его взгляды в своей работе по образованию и воспитанию чувашских детей. Во взглядах и деятельности Ильминского, наряду с консервативными элемснтами, были прогрессивные начала, объективно и часто независимо от Ильминского дававшие положительные результаты. Передовые взгляды Ильминского разделял и И. Н. Ульянов. Известно, чго Ильминский считал необходимым вести обучение детей на родном языке, видя в этом надежную предпосылку для усвоения учащимися русского языка. Ильминским была предложена система образоваяия детей татар, оказавшая большое и положительное влияние на развитие просвещения среди многих народностей России» (Н.И.Алпатов. Педагогическая деятельность И. Н. Ульянова. Учпедгиз. 1946. Стр. 90).