Г. Ильин

Патша саманин юлашки тапхăрĕнчи

шкул системипе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ

Мана «Ялав» журнал редакцийĕ вулакансен çырăвĕсене ярса пачĕ. Унта вĕсем акă мĕнле ыйту хускатаççĕ: Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тăван халăхăмăрăн историйĕнче аслă вырăн йышăнса тăни çинчен сахал мар çырчĕç, анчах çав шкулта миçе çул вĕренмелле пулнă, мĕнле йĕркепе вĕрентне, çавна мĕншĕн çырса кăтартмаççĕ-ши, теççĕ. «Çырса кăтартмаççĕ» тесех калама сăлтавĕ» çук пулĕ. Кун çинчен çырни те пур. Сăмахран, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çĕр çул тултарнă тĕле, 1968 çулта, виç-тăватă кĕнеке те тухрĕ: И. Я. Яковлева асăнса çырнисем — пĕр кĕнеке, Тĕпчев институчĕпе Педагогика институчĕн ятарласа хатĕрленĕ кĕнекисем т. ыт. те. Çапах та вулакансем ыйтнипе кĕскен каласа хăварам эппин.

Паллă ĕнтĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне И. Я. Яковлев 1868 çулта уçнă. Малтанлăха кунта чăваш ачисене ялти шкултинчен анлăрах вырăсла пĕлÿ парас тĕллев кăна тытнă. Каярахпа И. Я. Яковлев çак шкулта чăваш халăхне çутта кăларассишĕн ĕçлекенсене хатĕрлеме шутлать. Малтанлăха шкул Çутĕç министерстви шутĕнче тăман. 1877 çулта ăна, Центральная Чувашская школа ятпа йышăнса, министерство ялти пуçламăш чăваш шкулĕсем валли учительсем хатĕрлеме ирĕк парать. 1890 çултанпа вăл Симбирская чувашская учительская школа ята тивĕç пулать. Ку ĕнтĕ çак шкула та учительсем хатĕрлекен ытти училищесем шутне кĕртни пулнă. Унта «икĕ класлă» шкулсен йĕркипе ултă çул вĕренмелле туса хураççĕ. «Икĕ класлă» тени акă мĕне пĕлтерет: пĕтĕмпе кунта виçĕ класс (пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш) пулнă, кашни класра икшер çул вĕреннĕ. Унсăр пуçне И. Я. Яковлев хăй шкулĕнче хатĕрлев класĕ (подготовительный класс) тытнă. Унта ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ ачасене пĕрремĕш класа кĕме хатĕрленĕ.

Чĕмпĕрти шкул хресчен ачисен шкулĕ пулнă. Шкулăн мĕнпур системи халăха усăллă специалистсем хатĕрлес тĕллеве пăхăннă. Специалистсем хатĕрлекен ытти училищесенчи пек мар, ку шкул ачисем хресченрен нимпе те уйрăм пулман. Çав çипуçпах, çав апат-çимĕçпех пурăннă. Ял пурнăçĕпе çыхăннă ĕçе вĕрентесси (çĕр ĕçĕ, столяр ĕçĕ, атă-пушмак ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхасси т. ыт. те) кунта чи малта тăнă.

Ĕççыни ачисене çавăн пек ятарласа уçнă шкулта вĕрентме ун чухне питĕ йывăр килнĕ. Мĕншĕн тесен, 1-мĕш Николай патшан реакциллĕ политики çĕршывра пĕр-пĕринчен уйрăм тăракан икĕ шкул системи туса хунă: пуçламăш шкул системи, вăтампа аслă шкул системи. Пуçламăш шкулсем шутне виçĕ çул вĕренмелли уезд шкулĕ кĕнĕ. Вăтампа аслă шкул системине — çичĕ çул вĕренмелли гимназипе университет. Гимназире дворян ачисене вĕрентнĕ. Университета гимназирен вĕренсе тухнисене çеç илнĕ. Прихут шкулĕнчен тухнисем уезд шкулне кĕме пултарнă. Промышленность аталаннине шута илсе вăтам пĕлÿ паракан техникăпа ялхуçалăх училищисем уçа пуçланă. Петербургра технологи, сăрт-ту, вăрман институчĕсем уçнă.

Прихут шкулĕнче тĕн çинчен, вулама, çырма, арифметикăн тăватă действине вĕрентнĕ. Уезд шкулĕнче тĕн çинчен, грамматика, географипе истори, арифметика, геометрин пуçламăшне, физика, çутçанталăк, рисовани предмечĕсене вĕрентнĕ. Гимназире нимĕç, француз, латин, грек, вырăс чĕлхипе литературине, историпе географине, çутçанталăк çинчен, математи-кăна, физикăна, философин пуçламăшне вĕрентнĕ.

1912-1916 çулсенче те рабочисемпе хресченсемшĕн пуçламăш шкул системи анчах пулнă. Вĕсене те пулин патша правительстви малалла аталантарма ирĕк паман. Пĕр класлă пуçламăш шкулта виçĕ çул тĕн çинчен, вырăс чĕлхипе арифметика тата юрлама вĕрентнĕ. Икĕ класлă пуçламăш шкулта пилĕк çул вĕрентнĕ. Лайăхрах йĕркеленисем — хула, земство, министерство, чугун çул шкулĕсем, япăхраххисем — прихут шкулĕсем.

И. Я. Яковлев чăваш ялĕсенче пĕр класлă пуçламăш шкулсем уçать, унта тăватă çул хушши вĕрентнĕ. Кĕçĕн уйрăмра икĕ çул, вăтам уйрăмра — икĕ çул. Унта тăван чĕлхене, вырăс чĕлхине, арифметикăри тăватă действисене, юрлама, садпа пахча-çимĕç ĕçне, хĕрачасене — ал ĕçне вĕрентнĕ. Уроксене кăтарту меслечĕпе ирттернĕ. И. Я. Яковлев 1875 çултан пуçласа 1903 çулхи августчен Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсене пăхакан инспектор пулнă. Вăл тăрăшнипе 1913 çул тĕлне чăваш ялĕсенче 463 шкул ĕçленĕ. Унта 29 600 арçын ачапа хĕрачана 822 учитель вĕрентнĕ. Ку шкулсенче, халăха кирлине шута илсе, ялхуçалăх ĕçне те наукăлла тума хăнăхтарнă.

1912 çултанпа Раççейра аслă пуçламăш шкулсем уçма пуçланă. Вĕсем ытларах хуласенче пулнă. Унта служащисен, сутă тăвакансен, кулаксен ачисене илме палăртнă, хăшпĕр шкулсенче педагогика, суту-илÿ, ялхуçалăх курсĕсем уçăлнă. Аслă пуçламăш шкул учителĕсене пĕтĕм Раççейĕпе те тăватă институт кăна хатĕрленĕ. Ялти пуçламăш шкул учителĕсене семинарисемпе учительсен шкулĕсенче хатĕрленĕ. Çавна шута илсен, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ мĕн тери паллă пĕлтерĕшлĕ тата хăйне евĕр вырăн йышăнса тăнине ăнланма йывăр мар.

И. Я. Яковлевăн Чĕмпĕрти шкулĕнче хатĕрленÿ класĕнче арçын ачасемпе хĕрачасене пĕрле вĕрентнĕ. Хĕрачасен тата хăйсен тăватă çул вĕренмелли икĕ уйрăм пулнă. Ялти икĕ класлă шкултан тухнисене унта пĕрремĕш класа илнĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине, алгебра, физика, геометри, биологи, ботаника, зоологи, чĕрчунсемпе этем анатомипе физиологине, минералоги, ялхуçалăх наукисене, истори, географи, психологи, логика, педагогика, методика, юрлама, рисовани, черчени, гим-настикăна вĕрентнĕ. Тăван чĕлхепе литературăна вырăс чĕлхине тишкернĕ май танлаштарса вĕрентнĕ. Апла пулин те, çак шкултан вĕренсе тухнисем чăваш чĕлхин чи çивĕч ăстисем пулнă. Ку И. Я. Яковлев педагогика сис-темин паха енĕсенчен килнĕ. Виççĕмĕш класра вĕренекенсем тăватă çул вĕренмелли пуçламăш шкулта кăтарту урокĕсем ирттернĕ. Мастерскойсенче столяр, слесарь ĕçне, хĕрачасене тĕрĕ тума, çĕлеме вĕрентнĕ. Çулла 264 теçеттин лаптăклă шкул ферминче сад, пахчаçимĕç ÿстерме, хурт-хăмăр ĕрчетме вĕрентнĕ. Çав ĕçсене вĕрентни ялта, ялти шкулта кирлĕ пулнă. Паллах, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, ялти чăваш шкулĕсенче чиркÿ — тĕн йĕркине те вĕрентнĕ. Унсăрăн патша саманинче пĕр шкул та тытăнса тăрайман пулĕччĕ. Анчах И. Я. Яковлев шкулĕнче тĕп предметсем шутĕнче ыттисем пулнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче чăвашла кĕнекесем кăларнине пурте пĕлеççĕ. Ку шкулта хальхи чăваш çырулăхĕ, çĕнĕ литература йĕркеленнĕ. Вăл — чăваш культурин вучахĕ.

Эпĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче К. В. Ивановпа пĕр вăхăтра вĕрентĕм. Хам куçпа хам курнинчен, хам туяннă пĕлÿрен, нумай çул хушши шкулта ĕç-ленинчен татсах калама пултаратăп: И. Я. Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тытса пынă педагогика системи патша саманин чи реакциллĕ тапхăрĕнче те халăха малалла, çутă пурнăç енне, нацин малашлăхĕ енне тур-такан прогрессивлă система пулнă. Ахальтен мар хальхи шкулта та пултаруллă педагогсем унăн системинчен кирлине вĕренсе пыраççĕ.


Ильин, Г. Патша саманин юлашки тапхăрĕнчи шкул системипе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ / Г. Ильин // Ялав. – 1975. - № 8. – С. 29.