Н. Краснов

Чĕмпĕр шкулĕ

Чĕмпĕр шкулĕ çинчен нумай çырнă, анчах унăн пĕтĕм кун-çулне малтан пуçласа юлашки кунĕсем таран çутатса паракан статьясем çукпа пĕрех. Чылай кĕнекепе статьясен авторĕсем учительсем хатĕрлекен çак шкул çумĕнче мĕнле-мĕнле пĕчĕк шкулсем, обществăсем тăнине шута илсе çырмаççĕ.

Çак çитменлĕхе пĕтерес шутпа, Чăваш пединститучĕ çумĕнчи И. Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне тĕпчекен Лаборатори Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ мĕнле аталанса пынине кăтартакан схема туса хатĕрлерĕ. Ку схема учительсем хатĕрлекен шкул çумĕнче ытти мĕнле-мĕнле шкулсем пулнине, вĕсем хăçан, миçе çул ĕçленине пĕлсе тăма май парать.

И. Я. Яковлев Чĕмпĕр гимназине вĕренме 1867 çулта кĕнĕ. Тепĕр çулне, çуркунне, экзаменсене ăнăçлă тытса, вăл тăван ялне, Кăнна Кушкине, таврăнать. Ялта гимназист хăйпе пĕрле Чĕмпĕре вĕренме пымашкăн кăмăл тăвас чăваш ачисем шырама тытăнать. Шырасан-шырасан, вăл Алексей Рекеева, хăйпе пĕрле вĕреннĕ юлташне, тĕл пулать. И. Я. Яковлев Рекеева тĕрĕслеме пĕр вырăсла кĕнеке панă. Лешĕ аванах вуланă, лайăх астуса юлнă. Иван Яковлевич хăй юлташне кĕркунне Чĕмпĕре вĕренме пыма хушнă.

А. В. Рекеев кун хыççăн хăйĕн малалла вĕренес шухăшĕ пурри çинчен апат çинĕ вăхăтра килйышне каласа панă. Çакна илтсенех сĕтел хушшинче лараканскерсем пурте сиксе тухнă та Алексее ярса илнĕ. Пиччĕшĕ, Сахар ятлăскер, ăна хытă хĕненĕ. Вăл Алексее: «Ваше блахороди, хосподин», — тесе каллĕ-маллĕ утса çÿренĕ. Амăшĕ тата: «Эсĕ ĕçрен хăраса вĕренме каяс-шăн», — тесе вăрçнă.

Ун чухне шкулсенче вырăсла çеç вĕрентнĕ пирки, вырăс мар ачасем уроксенче каланине нимĕн те ăнланман, анчах вĕсене вĕренмеççĕ тесе пĕрмаях хĕненĕ. Çавăнпа вара нумайăшĕ шкултах вилсе пĕтнĕ. Ахальтен мар чăвашсем вăл вăхăтра шкула «вилĕм çурчĕ» тенĕ.

1868 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче Рекеев, амăшне хăйсен тăванĕсем патне чăкăт илме каятăп тесе, лаша çине утланса тухса кайнă та килне таврăнман. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче вăл Чĕмпĕре Иван Яковлевич патне çурран утса çитнĕ. Лешĕ ăна çав кунах парикмахерскине илсе кайнă, ун валли юриех хатĕрленĕ костюм тахăнтартнă. Каçалапа иккĕшĕ те гимнази директорĕ патне, И. В. Вишневский патне, кайнă. Директор, чăвашсем хушшинче çуралса ÿснĕскер, Рекеева Чĕмпĕрти уес шкулĕнче тÿрех иккĕмĕш класра вĕренме ирĕк панă. Çапла вара 1868 çулхи ноябрĕн 10-мĕш кунĕ Чĕмпĕрте чăваш шкулĕ пуç-ланса кайнă кун шутланать.

И. Я. Яковлев Рекеева хăй хваттерĕнче çитерсе, тумлантарса, вĕрентсе пурăннă. Пуринчен ытла вăл вырăс чĕлхине вĕренме пулăшнă.

Пĕрремĕш урокра географи учителĕ Рекеева доска патне тухса карттă çинче Европăри юханшывсене кăтартма ыйтнă. Чăваш ачи, ялти шкулта вĕреннĕ чухне карттă курманскер, вăл мĕнне те пĕлмен. «Эпĕ çакăн пек юхан-шывсене пĕлетĕп — тенĕ вăл: — Атăл, Сĕве...» Учитель çав шывсене карттă çинче кăтартма ыйтсан, Рекеев кантăк патне утса пынă та: «Вĕсем кунтан курăнмаççĕ, хула айккинче», — тенĕ.

Тепĕр кунне Рекеев пĕрремĕш класа çÿреме пуçланă. Çав вĕренÿ çулнех уншăн тепĕр инкек сиксе тухнă. Пĕррехинче пĕр вырăс ачи Рекеев çурăмĕ çине сиксе ларнă та: «Чувашская лопатка, будь моя лошадка», тесе çухăрнă. Лешĕ вара, çилленсе, ăна аяккалла тытса ывăтнă. Усал ача алăк çумне пырса çапăннă та пуçĕ юн тухмаллах аманнă. Çакăншăн Рекеева шкултан кăларса яма пикеннĕ, анчах Иван Яковлевич хăтарнă. Рекеев кайран чăнах та чăваш халăхне пулăшакан çын пулнă: хăй укçипе чăваш ачисем валли 3 шкул уçнă, нумай статья çырнă.

1868 çултах декабрь уйăхĕнче Чĕмпĕре Иван Яковлевич хушнипе тепĕр чăваш ачине илсе пынă. Ку Егор Андреев (Улюкин) пулнă. Вăл та Рекеевпа пĕрле Иван Яковлевич хваттерĕнче пурăннă. Çапла майĕпен ачасен шучĕ пĕрмаях ÿссе пынă.

1870 çулта Иван Яковлевич гимназирен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă та Хусана университета вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтра унăн хваттерĕнче 4 ача вĕренсе пурăннă.

Егор Андреев, лайăх вĕреннĕ пулин те, çав хĕлех ашшĕ пырсан киле пăрахса кайнă. Каярахпа вăл куншăн питĕ ÿкĕннĕ.

Иван Яковлевич Хусана вĕренме кайиччен шкул ачисем валли укçа-тенкĕ, хваттер тупса хăварнă. Ачасем хушшинче Рекеева аслине суйланă.

Иван Яковлевич Хусанта вĕреннĕ вăхăтра чăваш ачисене нумай вырăс çынни пулăшса тăнă. Вĕсем хушшинче Раевскисем (Самсон Дмитриевич, Клеопатра Дмитриевна), Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи шкулсен инспекторĕ И. Н. Ульянов, А. А. Глазова (пĕр ватă полковникăн хĕрĕ) тата ыттисем те пулнă.

С. Д. Раевский службăран тухнă ватă уксах полковник пулнă. Вăл хĕлле Мускавра Петровка ятлă урамра, çулла Чĕмпĕрте дачăра пурăннă. Раевский А. С. Пушкина питĕ лайăх пĕлнĕ. Иван Яковлевич унпала 1863 çулта июль уйăхĕнче Чĕмпĕрте вĕреннĕ чухне паллашнă. Çав полковник пулăшнипе Иван Яковлевич, çĕр виçсе çÿремелли ĕçе пăрахса, гимназие вĕренме кĕнĕ, чылай вăхăт ун хваттерĕнче пурăннă.

Раевский 1868 çулта вилнĕ. Унăн аппăшĕ Клеопатра Иван Яковлевича нумай япала: сĕтел-пукан, шкапсем, чашăк-тирĕк панă. 1871 çулта чăваш ачисем валли укçа-тенкĕ çитменнине пула Иван Якавлевич хăшне-пĕрне сутнă. Çав вăхăталлах И. Я. Яковлев хăйĕн гимназирен чаплă вĕренсе тухнăшăн панă ылтăн медальне те сутнă. Раевскисен хăшпĕр япали халĕ Шупашкарти музейра упранать.

И. Н. Ульянов çемйи Чĕмпĕрти чăваш шкулне пулăшни çинчен «Тăван Атăлăн» пĕлтĕрхи улттăмĕш номерĕнче каласа панăччĕ.

1870 çултан пуçласа чăваш ачисем патне пĕр вырăс ачи, Рекеев юлташĕ, В. А. Калашников çÿренĕ пулнă. Вĕсем иккĕшĕ ытти ачасене вырăсла вулама, çырма, юрлама вĕрентнĕ. Ун пирки Иван Исаев Хусана Иван Яковлевич патне: «Алексей Васильевич пире нотăсем вулама, юрлама вĕрентет», — тесе çырнă. Çав çулах Иван Яковлевич чылай юрăсем вырăсларан чăвашла куçарса Чĕмпĕре янă.

1871 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа В. А. Калашников чăваш шкулĕнче учительте ĕçленĕ. 1874 çулта Калашников ĕçлеме урăх çĕре тухса кайнă, ун вырăнне А. Н. Суров юлнă. 1875 çултан пуçласа Суров вырăнне вăхăтлăха К. М. Макаров (Яковлев ученикĕ пулнăскер), каярахпа Д. Ф. Филимонов ĕçленĕ. Çав çулах Иван Яковлевнч университетран вĕренсе таврăннă. Ăна Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсене пăхса тăракан инспектор помощникĕ вырăнне ĕçлеме янă.

Иван Яковлевич Хусантан таврăннă тĕле Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче 53 ача вĕреннĕ. Вĕсен хушшинче 6 вырăс ачи пулнă. Нумай статьясенче ачасен шутне палăртнă чухне иккĕлле катартусем пур, ку вара çакна пĕлтерет: пĕри вĕренÿ çулĕ хушшинче миçе ача вĕреннине, тепри çулталăк пĕтнĕ çĕре миçе ача пулнине кăтартать. Сăмахран, 1875 çулта веренÿ çулĕ пынă вăхăтра ачасен шучĕ 53 шутланнă, Иван Яковлевич хăй çырса панă тăрăх 66 ача пулнă (И. Я. Яковлевăн Лабораторинче упранакан материалсем. 16-мĕш папка). Вунвиçĕ ачи вара кĕркунне, 1875 çул пĕтиччен, пынăскерсем.

Иван Яковлевич Хусантан таврăннă çул хăй шкулĕнче уроксем ирттермен, унăн пĕрмаях ытти чăваш шкулĕсем пирки çÿреме тивнĕ. Çав çул шкулта Филимоновпа 4 учитель ĕçленĕ.

1877 çулта Чĕмпĕрти Чăваш шкулне «Центральная чувашская школа» тесе ят панă. Çак шкулта пĕтĕм чăваш шкулĕсем валли учительсем хатĕрлеме пуçланă. 1875 çултах чăваш шкулĕ семинари программипе ĕçлеме тытăннă.

1877 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче А. П. Петров (Туринче) ĕçлеме тытăннă. Вăл — чăвашсен юрлама вĕрентекен чи малтанхи учителĕ — унта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинари пĕтерсе пынă.

Туринче чăвашсене питĕ юратакан çын пулнă. Нумай пулмасть эпир унăн 1877 - 78 çулсенче вырăсла çырса пынă дневникне тупрăмăр.

«Эпĕ Иван Яковлевича, иртнĕ тунтикун урамра курса, çапла каланăччĕ: мана шкулти ĕçсем килĕшмеççĕ, кунтан урăх çĕре каятăп тесе. Çакна илтсен, вăл шухăша кайрĕ, анчах эпĕ хам та кулянса илтĕм. Иван Яковлевича хĕрхенсе илтĕм...» — çырать вăл хăйĕн дневникĕнчи малтанхи страницăра. Туринчепе Иван Яковлевич шкулта чăваш хорне тăвасси çинчен нумай калаçнă. Вĕсем тăрăшнипе каярахпа чăнахах та чăвашсен питĕ вăйлă хорĕ аталанса кайнă. Н. Н. Ильминский профессор 1886 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче хăй юлташĕ патне Туринчепе унăн хорĕ лайăх юрланине темиçе çĕр çухрăмран килнĕ чăвашсем итлени çинчен çырнă (Н. И. Ильминский çырăвĕсем. Хусан. 1895. 188 стр.)

1879 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен учительсен пĕрремĕш кăларăмĕ вĕренсе тухнă. Кунта П. М. Миронов, Н. М. Охотников паллă математиксем те пулнă.

П. М. Миронов (1863-1921) 1872 çулта Иван Яковлевич шкулне хăех пынă. Шкула кĕриччен кĕтÿ кĕтнĕ. Йывăр пурнăçа чăтаймасăр, вăл ялтан тухса тарнă та Чĕмпĕр шкулне вĕренме пырса кĕнĕ. Ытти шкул ачисем ăна «Кукша» тесе мăшкăланă, мĕншĕн тесен унăн пуçĕ чăнахах та кукшаллă пулнă. Иван Яковлевич ăна Хусантан килмессерен вĕри мунчана илсе кайса тĕрлĕ супăньсемпе çунă, сывалма, пысăк çын пулма пулăшнă.

Миронов Чĕмпĕр шкулĕнчен питĕ лайăх вĕренсе тухнă хыççăн Иван Яковлевич ăна пĕр çул хăй шкулĕнче ĕçлеттернĕ. Унтан вăл Оренбургри учительсем хатĕрлекен институтран ылтăн медальпе вĕренсе тухнă та çав округăн шкул инспекторĕ пулса тăнă.

Миронов математикăна питĕ вăйлă пĕлнĕ, çав енĕпе шкулта вĕренме нумай кĕнеке кăларнă. 1913 çулта вăл пĕтĕм тĕнчери паллă ученăйăн П. Ферма теоремине хăй майлă шутласа парса Парижри Академине янă, анчах империализм вăрçи пуçланни Миронов ĕçне татса пама кансĕрленĕ. Ку таранччен никам та çак паллă чăваш ученăйĕн ĕçне тĕпчемен-ха.

1883 çулта Иван Яковлевича инспектор помощникĕнчен инспектора куçарнă, действительнăй статски советник ятне панă.

1890 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ учительсем хатĕрлекен шкул пулса тăнă. 1911 çулта Иван Яковлевич çав шкул валли хăй укçипе 312 гектар çĕр лаптăкĕ илнĕ. Ун хыççăн шкулăн пысăк хуçалăхĕ аталанса кайнă.

1917 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ учительсем хатĕрлекен семинари, 1918 çулта вăл икĕ комплектлă семинари (арçынсен, хĕрарăмсен), 1919 çулта виçĕ çул вĕренмелли педагогика курсĕ пулса тăнă. Унтан вăл 1920 çулта чăвашсен чи малтанхи аслă шкулĕ пулать. Ăна ЧУПРИНО тенĕ.


Краснов, Н. Чĕмпĕр шкулĕ / Николай Краснов // Тăван Атăл. – 1968. - № 4. – С. 84-85.