Н. Краснов

Туслăх шкулĕ

И. Я. Яковлев пĕчĕкренех тĕрлĕ халăх хушшинче пурăнса ÿснĕ. Пуçламăш шкула вĕренме кайичченех ăна усрав ашшĕ, Пахом Кириллов, Хаким ятлă тутарпа кĕтÿ кĕтме янă. Çав тутар ашшĕ-амăшĕсĕр пĕчĕк Ивана хĕрхеннĕ, каннă вăхăтра шăхличсем, чечеклĕ тюпетейкăсем туса панă, хăйне те ĕçлеме вĕрентнĕ. Хакимах ăна чăн-чăн вăрăм пушă явса панă. Çак пушша И. Я. Яковлев каярах Чĕмпĕрте кĕнеке шкапĕнче усранă (хăйĕн мăнукĕ Е. А. Некрасов каласа панă тăрăх).

1856 çулхи кĕркунне Ивана, тутар юлташĕнчен уйăрса, Пăрăнтăкри шкула вĕренме илсе кайнă. Кунта вăл тĕрлĕ халăх ачисемпе пĕрле вĕреннĕ.

Хваттер хуçи, Мушкеев хушаматлă вырăс çынни, чăваш ачине питĕ юратнă, ăна тĕрлĕ ĕçе хутшăнтарнă, вак-тĕвек япаласем тума вĕрентнĕ, пулă тытма илсе çÿренĕ. Çакăнтан пуçласах вăл вырăссене юратса ÿснĕ, вĕсен хушшинче те чăвашсене юратакансем, ырă сунакансем пуррине пĕлсе çитнĕ.

Пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, И. Я. Яковлев Чĕмпĕре васкать, унта каллех тĕрлĕ халăх ачисемпе пĕрле вĕренет. Çакăнта унăн туслăх шанăçĕ çирĕпленет, вырăс хулине килĕштерсе, хăйĕн хваттерĕнче чăваш шкулĕ уçать.

Чĕмпĕрти чăваш шкулне аталанма тĕрлĕ халăх çыннисем пулăшнă, пуринчен ытла – вырăссем: И. В. Вишневский (гимнази директорĕ), И. Я. Христофоров (гимнази учителĕ), В. И. Ленин ашшĕ И. Н. Ульянов, вĕренÿ округĕн пуçлăхĕ П. Д. Шестаков, Н. И. Ильминский профессор, мăкшă çыннисем И. А. Горбунов (кĕпĕрнери земство членĕ), Н. Я. Шатров (пустав фабрикин хуçи), тутар учителĕ В. Т. Тимофеев тата ыттисем те.

Çапла ĕнтĕ И. Я. Яковлев шкулĕ тĕрлĕ халăхсем пулăшнипе аталанса пынă, каярахпа халăхсен пысăк туслăх çурчĕ пулса тăнă Чăвашсемсĕр пуçне унта вырăс, мăкшă, тутар, украин, мари тата ытти халăх ачисем вĕреннĕ. Пĕр вăхăтра И. Я. Яковлев икĕ корееца вĕренме илесшĕн пулнă, анчах Хусанти вĕренÿ округĕн пуçлăхĕ илтермен. Вулакансем пĕлеççĕ, 1886 çулсенче В. Ульянов-Ленин та, ашшĕ çулĕпе пырса, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçлекен Н. М. Охотниковпа В. Н. Никифоров учительсене малалла вĕренме пулăшнă. 1887 çулхи çуркунне А. Ульянова вырăс патшине вĕлерме тапăннăшăн тĕрмене хупнă. Çав йывăр вăхăтра та В. Ульянов чăваш учителĕсене вĕрентме пăрахман.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче халăхсем пĕр-пĕрне пулăшнă тĕслĕхсем сахал мар. 1909 çулта хĕрачасен шкулне Казахстанран Алма Уразбаева вĕренме кĕнĕ. Вăл пĕтĕм казах хĕрарăмĕсен хушшинче пĕрремĕш революционер пулнă, Казахстанра совет влаçĕ тăвас ĕçе хастар хутшăннă, 1925 çулта партин Центральнăй Комитечĕ ăна хĕрарăмсене вĕрентме Монголие янă.

Уразбаева чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. 1909 çулхи августра ăна ашшĕ Чĕмпĕре илсе пынă. И. Я. Яковлев вĕсене тарават йышăннă, ашшĕне каялла кайма çичĕ тенкĕ хăй укçине парса янă.

Вĕреннĕ вăхăтра И. Я. Яковлев чухăн Алмана чылай пулăшнă. Майăн 21-мĕшĕнче (1911 ç.) шкул чиркĕвĕнчен ăна ултă тенкĕ илсе пани паллă. Икĕ çул хушши вĕреннĕшĕн тÿллеме Алман укçа пулман. Хусанти вĕренÿ округĕнчен килне ревизор Алма Уразбаевăна нумай вăхăт тÿллемесĕр усранăшăн И. Я. Яковлева вăрçнă, хĕрачана шкултан кăларса ямалла тунă.

Çапла вара А Уразбаеван шкултан веренсе тухма май килмен. И. Я. Яковлев ăна чăваш хĕрачисемпе пĕрле Астрахане «Русь» пăрахутпа лартса янă. (Каярахпа Алма учитель пулнă-пулнах).

И. Я. Яковлев шкул ĕçне лайăхлатас ĕмĕтпе кĕнекесем куçарса-çырса кăларнă чух тĕрлĕ халăхсен ăсталăхĕпе усă курма тăрăшнă. Пуринчен ытла К. Д. Ушинский, Л. Н. Толстой кĕнекисене тишкернĕ. Музыкăна вĕрентес ĕçре нимĕçсен паллă педагогĕн А. Днетервегăн опытне пысăка хунă.

Нумаях пулмасть эпир И. Я. Яковлев эрмен педагогĕсемпе çыру çÿретни çинчен калакан материалсем тупрăмăр. 1892 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче вăл Тифлис хулине çакăн пек çыру янă: «Кĕнекесем сутакан тĕп çуртран мана пăхăнса тăракан Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен Чăваш шкулĕ валли малтанхи майпах çак кĕнекесене ярса пама тархасласа ыйтатăп:

1) Мартыновский. Русские писатели в выборе и обработке для школ, т. I, 20 экз.

2) Тер-Давтян. Русское слово. Руководство для армянских училищ, год I и II; если есть, то и III, I экз.

3) Тер-Акопяни. Начальная книжка русского языка для армянских училищ, 1 экз.

4) Его же. Учебник русского языка для армянских училищ, 1 экз.

5) Агниашвили. Первый шаг для издания русского языка для грузинских школ, 1 экз.

Кавказ халăхĕсем валли ытти çĕнĕ учебниксем е вĕренÿ хатĕрĕсем пулсан та ярса пама ыйтатăп...»


Çÿлте асăннă эрмен, грузин педагогĕсен кĕнекисем чăваш шкулĕн библиотекинче чăнахах та упраннă. Вĕсене И. Я. Яковлев тухнăçемĕн туянсах пынă курăнать. Ахаль мар ĕнтĕ вăл çырăвĕнче «малтанхи майпах» (на тех же условиях) тесе асăнать.

1894 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче И. Я. Яковлев Тифлисри арçын ачасен гимназийĕн директорĕ патне те, Кавказ халăхĕ валли кăларнă кĕнекесем ыйтса, çыру çырнă. «Вырăс мар халăхсене вырăс чĕлхине вĕрентмелли ытти кĕнекесем пулсан та ярса параймăр-ши?» тенĕ вăл юлашкинчен. (Çырăвĕсем малтанхи хут пичетленеççĕ. Чăваш государство тĕп архивĕнче упранаççĕ).

Кун умĕн гимнази директорĕ Мартыновский Чĕмпĕрти чăваш шкулне хăйĕн «Русские писатели в выборе и обработке для школ» кĕнекине 20 экземпляр ярса панă. Çакăнтан эпир пулас чăваш учителĕсем грузинпа эрмен педагогĕсен кĕнекисемпе паллашнине пĕлетпĕр. Пуринчен ытла вĕсемпе И. Я. Яковлев букварьсем кăларнă чух усă курнă.

Çак майпа та И. Я. Яковлев пулас учительсене пĕтĕм халăха юратма, чыслама хăнăхтарнă, ун пирки букварĕсенче те çырнă. «Чăваш, вырăс, мордва... пурте çын...» тенĕ вăл хăйĕн пĕр калавĕнче.

Вĕренÿ округĕн инспекторĕнче ĕçленĕ вăхăтра (1875 - 1903) чăваш просветителĕ нумай шкул уçнă. Вĕсенче Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсем вĕреннĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ патша чиновникĕсем И. Я. Яковлева «вак халăхсене хÿтĕлекен» тесе сивленĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕсем чиновниксене килĕшмен, çавăнпа 1903 çулта ăна округ инспекторĕнчен кăларнă.

Патша вăхăтĕнче халăх библиотекисенче вырăсла çырна кĕнекесене анчах тытасшăн пулнă. 1897 çулта Черногородск хулинче пурăнакан эрменсем, халăх библиотекисене хăйсен чĕлхипе çырнă кĕнекесем пама ыйт-са, çутĕç министрĕ патне çыру янă. Лешĕ ку ыйтăва Кавказ вĕренÿ округĕнче сÿтсе явма хушнă. Кавказ вĕренÿ округĕнчи чиновниксем вара халăх библио-текисенче вырăсла çеç мар, ытти чĕлхепе çырнă кĕнекесене те тытмалла, тесе йышăнна. Çав решение çутĕç министрĕ патне ярса панă. Лешĕ ыйтăва Хусан вĕренÿ округĕнче сÿтсе явма хушнă, мĕншĕн тесен Атăл тăрăхĕнчи халăхсем те библиотекăсенче хăйсен чĕлхипе çырнă кĕнекесене вуласшăн пулнă.

Хусан вĕренÿ округĕн пуçлăхĕ В. А. Попов ку ыйтăва И. Я. Яковлева татса пама хушнă. Чăваша çутта кăларакан ним иккĕленмесĕрех çапла ответ çырнă: «Вследствие предложения от 23 декабря 1897 г. за № 10648 по вопросу о допущении в народные читальни в местностях с инородческим населением книг, напечатанных на соответствующем инородческом наречии, имею честь сообщить следующее:

Народное образование среди чуваш поставлено твердо и крепко. На чувашский язык переведены книги на религиозно-нравственные темы, книги по медицине, сельскому хозяйству...»

Малалла И. Я. Яковлев халăха хÿтĕлесе çапла çырнă: «Нужные народу книги беспрепятственно и с пользою могут быть допущены в народные читальни, которые, конечно, со временем будут открываться и среди чувашского населения, но сейчас их не имеется». (Çырăвĕ малтанхи хут пи-четленет. Чăваш государство тĕп архивĕнче упранать.)

И. Я. Яковлев тĕрĕслĕхшĕн хастар кĕрешекен паттăр çын пулнă, шухăша тÿррĕн калама юратнă. Хăйне пупсемпе патша чиновникĕсем «националист» е «сепаратист» тесе айăплама сăлтав шыранă пулнн те, вăл пĕрмаях ха-лăхшăн çуннă.

Йывăр саманара ĕçленĕ И. Я. Яковлев вырăссем хушшинче нумай ырă çын тупнă. Вĕсем ăна вĕрентÿ ĕçĕнче пулăшса тăнă. Ахаль мар ĕнтĕ вăл хăйĕн халалĕнче тăван халăхне вырăссемпе туслă пурăнма хушса хăварнă.

Вырăс çыннисем Чĕмпĕрти чăваш шкулне пулăшни çинчен вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть эпир тепĕр интереслĕ документ тупрăмăр. 1911 çулта Д. И. Менделеев ученăйăн хĕрĕ И. Я. Яковлева пулăшу парас пирки çыру çырнă. Мария Дмитриевна Менделеева çав вăхăтра Рязань кĕпĕрнинчи Алешино ял хĕрĕсене ялхуçалăх ĕçне вĕренмелли курс (курсы усадебного хозяйства) уçнă пулнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулне вăл çав курсăн положенине ярса панă.

Чемпĕрти чăваш шкулĕнчен веренсе тухнă ачасем, тĕрлĕ выранта, тĕрлĕ халăхсем хушшинче ĕçлесе, хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çавăнпа вĕсене М. Д. Менделеева та пĕлнĕ, юратса хăй патне вĕренме чĕннĕ.

Патша чиновникĕсем Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене «инородецсем», «иноверецсем» тенĕ. Нумай хушă вĕсене çырулăх паман, шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентмен. Çапах та халăх вăйне çĕнеймен. Ырă вырăс çыннисем пулăшнипе чăвашсем те çырулăх тунă, кĕнекесем çаптарнă, шкулсем уçнă. Октябрьти Аслă революци хыççăн кашни халăх хăйĕн формипе нациллĕ культурине аталантарма хăват илчĕ. Çак хăватăн иксĕлми çăлкуçĕ - Совет халăхĕсен 50 çул ĕлĕкрех йĕркеленнĕ нихçан арканми туслă Союзĕ.


Краснов, Н. Г. Туслăх шкулĕ / Н. Краснов // Ялав. - 1972. - № 9. – С. 31-32.