А. Марков, Н. Краснов

Чăваш хĕрарăмĕсен шкулĕ

Кăçал кĕркунне Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулĕ çумĕнчи хĕрарăмсен училищине уçнăранпа 100 çул çитет. Чăваш халăх историйĕнче ку училище нациллĕ пĕрремĕш педагогика вĕренÿ заведенийĕ шутланать. Ăна пуçарса йĕркелесе яраканĕ И. Я. Яковлев пулнă.

Хĕрарăмсене вĕрентмесĕр, обществăлла пурнăçа явăçтармасăр халăх культурине тĕрлĕ енлĕ аталантарма май çукки пирки хăй вăхăтĕнче вырăссен революциллĕ демокрачĕсем В. Г. Белинский, А. И. Герцен, Н. А. Добролюбов, Н. Г. Чернышевский нумай каланă. Çĕнĕ общество тунă чухне хĕрарăмсене вĕрентме, обществăлла-политикăлла юхăма хутшăнтарма кирли çинчен В. И. Ленин пĕрре мар çырнă.

Хĕрарăмсене вĕрентнин, çутта кăларнин общсствăлла пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăккине И. Я. Яковлев та лайăх ăнланнă. Хĕрарăмра вăл пĕтĕм халăх культурине аталанма пулăшакан социаллă пысăк вăй курнă. «Халăха çутта кăларас ĕçĕн ăнăçлăхĕ, — çырнă И. Я. Яковлев, — хĕрарăм халăх пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннинчен нумай килет». Çавна пула ĕнтĕ вăл чăваш хĕрарăмĕсене те арçынсемпе пĕр танах вĕрентессишĕн вăхăтне те, укçи-тенкине те шеллемен.

XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем çитиччен чăвашсем, уйрăмах хĕрарăмсем, шкул çине хăраса пăхнă. Пур çĕрте те вĕсем вырăс культурипе вырăс чĕлхинчен ютшăннă. Çакна халăх училищисен инспекторĕ И. Н. Ульянов лайăх асăрханă. 1870 çулхи июль уйăхĕнче Хусан вĕренÿ округĕн попечительне акă мĕн çырса ярать вăл: «Чăваш хĕрарăмĕсем тесен вара, вĕсем кăштах та вырăсланман, вырăс чĕлхине пачах пĕлмеççĕ, çавăнпа та эпĕ Чĕмпĕр уесĕнчи Кивĕ Элкешпе Вăтам Тимĕрçен ялĕсенче чăваш хĕрачисене вĕрентмешкĕн хĕрарăм шкулĕсем уçни усăллă тесе шутлатăп; вулама-çырма вĕрентнисĕр пуçне вĕсене унта хресчен хуçалăхĕнче кирлĕ алĕç тĕслĕхĕсене те хăнăхтармалла».

И. Н. Ульянов шухăшĕпе Шестаков попечитель те килĕшет, чăваш хĕрарăмĕсем шкул тулашĕнче пурăнни, вĕсем, çĕр çул каяллахи пекех, хăйсен киреметне пуççапса аппаланни юрăхсăр япала тесе пĕлтерет.

Паллă ĕнтĕ, 1868 çулта Иван Яковлевич Яковлев гимназист Чĕмпĕрте учительсем хатĕрлекен шкул уçнă пулнă. Темиçе çултан çак шкул чăвашсен пĕрремĕш наци шкулĕ пулса тăнă. Чăваш халăх пурнăçĕнчи унăн пĕлтерĕшĕ çинчен И. Я. Яковлев хăй акă мĕнле çырать: «...Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçиччен чăвашсем вулама-çырма вĕренесси пирки пĕр чĕптĕм те шу-хăшламан. Шкулсенчен, вырăс культуринчен вĕсем питĕ хăранă, ăна пысăкран та пысăк хăрушлăх тесе шутланă.

Чăваш халăхĕн çутта тухас, пĕлÿ илес туртăмĕ, тÿрех мар пулин те, шăпах ĕнтĕ Чĕмпĕр хулинче чăваш шкулĕ уçнă хыççăн пуçланса каять».

Çак йĕркесене вăл таçтан сывлăшран илсе мар, чăваш халăх пурнăçне тымартан тĕплĕн сăнаса пăхса çырнă.

XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем умĕн чăваш хĕрарăмĕсене тăван чĕлхесĕр, тÿрех вырăсла вĕрентме хăтланса пăхнин усси пулманни пирки, паллах, калаçса тăма та кирлĕ мар. Чăваш хĕрарăмĕсене наукăлла педагогика никĕсĕ çинче вĕрентме И. Я. Яковлева чи малтан халăх чĕлхипе килĕшÿллĕ алфавит туни, çав алфавитпа кĕнекесем, вĕренÿ пособийĕсем кăларни, унсăр пуçне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн вунă çулхи опычĕ пулăшать. Каярахпа вăл, халăхлăх принципĕ çине тĕренсе, хĕрачасемпе арçын ачасене вĕрентессин пĕтĕмĕшле системине туса хатĕрлет.

Чăвашла çырулăх пуçланиччен уçнă хăшпĕр хĕрарăм шкулĕсем халăх культурине аталантарма ним чухлĕ те пулăшманнине И. Я. Яковлев аван курса тăнă. Наци культурине упраса хăвармашкăн, ăна малалла çĕклемешкĕн тăван чĕлхе çырулăхĕ кирлĕ пулнă. Çав çырулăха И. Я. Яковлев ăнăçлăн пуçарса ярать те, 70-мĕш çулсенче вара вăл акнă пĕрремĕш вăрлăхсем шăтса тухма тытăнаççĕ. И. Я. Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем ырми-канми тăрăшса ĕçленине пула вунă çул хушшинче (1868-1878) тăван чĕлхепе вĕрентекен шкулсем сахал мар уçăлаççĕ, букварьсемпе ытти учебниксем пичетленсе тухаççĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ хăйĕн малтанхи учителĕсене вĕрентсе кăларать. Çав учительсемсĕр, паллах, хĕрарăмсен училищине уçасси пирки сăмах та пулма пултарайман.

Чĕмпĕрти чăваш шкулне укçа-тенкĕ енĕпе тытса пырас, ăна малашне тата пысăклатас ыйтупа Хусанти вĕренÿ округĕн попечителĕ патне янă хăйĕн пĕрремĕш официаллă çырăвĕнчех И. Я. Яковлсв чăваш хĕрарăмĕсене тăван чĕлхепе вĕрентес ыйтăва хускатать. Унăн шучĕпе «...чăваш хĕрарăмĕсем кил-тĕрĕшре тата кăштах обществăлла пурнăçра та пысăк вырăн йышăнаççĕ». (И. Я. Яковлев. Материалы к исторпи Симбирской чувашской школы, 1915, 13 стр.)

Чĕмпĕрте 1868 çулта уçнă чăваш шкулĕн çаплах-ха хĕрачасене вĕренме илмешкĕн майсем пулман. Çуртне те ун валли патшалăх 1877 çулта çеç панă.

1875 çулхи сентябрьтен пуçласа 1876 çулхи июль уйăхĕччен И. Я. Яковлев Хусан, Чĕмпĕр, Самар кĕпĕрнисенчи чăваш шкулĕсен инспекторĕнче ĕçленĕ. 1876 çулхи августăн 17-мĕшĕнче Чĕмпĕре таврăнсан, вăл Хусан вĕренÿ округĕн управленине «Хусан вĕренÿ округĕнчи чăвашсене малалла вĕрентесси пирки» хут ярать. «Хальхи вăхăтра, — çырать унта И. Я. Яковлев, — хăшпĕр шкулсенче хĕрачасем вĕренеççĕ, анчах вĕренÿре вĕсем ăнăçлăх кăтартаймаççĕ-ха. Ятарласа уçнă чăваш хĕрарăмĕсен шкулĕсем ытла та сахал».

Яковлев халь ĕнтĕ хĕрарăм-учительсем хатĕрлекен тĕп чăваш шкулĕ уçасси пирки татăклă сăмах пуçлать.

1876 çулхи ноябрь уйăхĕнче çутĕç миннстрĕ Д. А. Толстой чăваш хĕрарăмĕсем валли тĕп шкул уçмашкăн министерствăн укçа-тенкĕ çукки çинчен пĕлтерет. Çавна май вăл хĕрарăмсен пуçламăш училищине уçмашкăн пĕр-пĕр ăнăçлă ял шыраса тупма хушать. И. Я. Яковлев министерство сĕнĕвĕпе усă курма шутлать, çав вăхăтрах хĕрарăмсен училищине Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчех уçассишĕн çине тăрса кĕрешме тытăнать. 1878 çулхи февралĕн тăваттăмĕшĕнче Хусан вĕренÿ округĕн попечительне акă мĕн пĕлтерет вăл: «Кунта кăштах вырăс хĕрĕсене те нлесчĕ, хула пурнăçĕн лару-тăрăвĕнче ку вăл чăваш хĕрачисене вырăсла вĕренме, ăс-тăн пусăмне çĕклеме, нравственноçа аталантарма пулăшаççĕ». Çак çырăвĕнчех И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ хăйĕн опычĕпе, педагогика кадрĕсемпе, пурлăх никĕсĕпе хĕрарăмсен пулас училищине нумай пулăшма пултарасси çинчен аса илтерсе хăварать.

Хирĕç çыру килессе И. Я. Яковлев çичĕ уйăх кĕтет, анчах кĕтсе илеймест. Вара официаллă йĕркепе ирĕк паманнине пăхмасăрах, хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнче хĕрарăмсен училищине уçмашкăн чăваш хĕрĕсене пухма тытăнать. Пĕрремĕш вĕренекенсем август пуçламăшĕнчех килсе çитнĕ пулин те, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнче хĕрарăмсен училищи уçăлни çинчен И. Я. Яковлев 1878 çулхн сентябрĕн 29-мĕшĕнче çеç пĕлтерет. Малтанах пĕлтернĕ пулсан, министерство хĕрачасене кунта килме ирĕк паманнине вăл, паллах, лайăх пĕлсе тăнă. «Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче, — çырса ярать И. Я. Яковлев Хусана, — Чĕмпĕрти чăваш шкулне Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен 11 чăваш хĕрачи вĕренме килчĕ. Вĕренес текенсем хуллен ÿссех пыраççĕ, вĕсем валли уйрăм пÿлĕм хатĕрлерĕмĕр. Чĕмпĕрте чăваш хĕрарăмĕсен шкулне уçичен ку хĕрачасене пĕтĕмпех эпĕ хамăн укçа-тенкĕпе вĕрентетĕп».

Çутĕç министерстви çак училищене тата виçĕ çултан тин – 1881 çулта — официаллă йĕркепе йышăнать, çавăнччен унти хĕрачасене пурне те И. Я. Яковлев хăйĕн укçи-тенкипе вĕрентсе пурăнать. Малтанхи чăваш учительницисене хатĕрлеме унăн мăшăрĕ Е. А. Яковлева (хĕр чухне Бобровникова) нумай вăй хунă, училищĕре пурĕ вăл хĕрĕх çул ытла ĕçленĕ. Чĕмпĕрте çапла, çутĕç Министерстви хирĕçленине пăхмасăрах, чăваш халăхне çутта кăларас ĕçĕн тепĕр вучахĕ йăлкăшма тытăнать. Асăрхаттарса хăвармалла: Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулне те, 1868 çулта уçнăскере, министерство виçĕ çул иртсен тин, 1871 çулта, йышăнать, унччен ăна та И. Я. Яковлев виçĕ çул хушши хăйĕн укçи-тенкипе тытса тăрать.

Çĕнĕ училище, И. Я. Яковлев ертсе пынипе, малтанхи çулсенче ялти пуçламăш шкулсем валли учительницăсем вĕрентсе хатĕрлет. Унăн никĕсĕ çинче 1901 çулта хĕрарăм педагогика курсĕ, 1907 çулта икĕ класлă хĕрарăм училищи уçăлать. 1912 арăмсен икĕ çуллăх педкурсĕнчен виçĕ çуллăх курс туса хураççĕ, 1918 çулта вĕсен вырăнне хĕрарăмсен учитель семинарийĕ пуçланса каять.

Халăх нушине, пурнăç ыйтнине шута илсе, И. Я. Яковлев учительницисене вĕрентме тĕплĕ программа хатĕрлет, çав программăна педагогика практикине ăнăçлăн кĕртсе пырать. Чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕнчи кирлĕ мар йăла-йĕркесене пĕтересси, пулас учительннцăсене тĕттĕм халăха çутталла туртăнтарма пулăшакан пĕлÿсемпе хĕçпăшаллантарасси – акă мĕне пысăк вырăна хурать И. Я. Яковлев хăйĕн программинче. Калас пулать, И. Я. Яковлев ĕмĕчĕсем унăн куçĕ умĕнчех пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Яковлев вĕренекенĕсем хăйсен пурнăçĕн тĕслĕхĕсемпе хĕрарăмсен ялти культура шайне чылай çĕклеме пулăшаççĕ, наукăлла пĕлÿсемпе усă курса вĕсене обществăлла пурнăçа вăй çитнĕ таран хутшăнтараççĕ. Хăшпĕр вĕренекенĕсене И. Я. Яковлев каярахпа Чĕмпĕрти чăваш шкулне ĕçлеме каялла чĕнсе илет (Н. Я. Яковлевăна, А. А. Григорьевăна, Т. С. Савельевăна, Т. В. Васильевăна, т. ыт. те.). Çакна май В. П. Назарова пирки те каласа хăварас килет. Яковлев шкулĕ хыççăн вăл пĕр вăхăт Çĕпĕрте учительницăра ĕçлесе пурăннă, каярахпа, чăваш хĕрарăмĕсенчен чи малтан Петербургра аслă пĕлÿ илсе, Чĕмпĕрти чăваш шкулне ĕçлеме каялла таврăннă.

Хĕрарăм-учителъсем хатĕрлемелли программăна тунă чух И. Я. Яковлев практикăллă дисциплинăсене пысăк вырăна хунă. Сăмахран, училищери хĕрачасене апат-çимĕç пĕçерме, алса-чăлха çыхма, кĕпе-йĕм çĕлеме вĕрентнĕ, юрлама, сĕрме купăс калама хăнăхтарнă. Унсăр пуçне вĕсем арçын ачасемпе танах шкулăн ялхуçалăх ферминче ĕçленĕ. Арифметика, тăван чĕлхе, вырăс тата чиркÿ-славян чĕлхисем, географи, вырăс историйĕ, геометри, çутçанталăк, педагогикăпа логика, пуçламăш шкулта вĕрентмелли предметсен методики т. ыт. те — акă мĕнле тĕп предметсем малти вырăнта тăнă училище программинче. Хĕрачасен, çапла вара, арçын ачасенчен ытларах предмет вĕренме тивнĕ.

«Хĕрарăм уйрăмĕ уçса, — çырнă И. Я. Яковлев 1881 çулта, — эпĕ каярахпа унран пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн уйрăм вĕренÿ заведенийĕ туса хума шутланăччĕ, вĕренÿ программинчи предметсен шутне ÿстерсе, хĕрарăмсен пуçламăш шкулĕсенче ĕçлеме лайăх учительницăсем хатĕрлеме ĕмĕтленнĕччĕ». Яковлев шучĕпе, шăпах çав учительницăсем ĕнтĕ киремете е тутар туррисене пуççапса пурăнакан тĕттĕм чăваш хĕрарăмĕсене çутта кăларма тивĕç пулнă.

Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕнче ĕçленĕ май, И. Я. Яковлев ялсенче пурĕ çичĕ хĕрарăм училищи уçма май тупнă, вĕсенчен иккĕшĕ икĕ класлă училище пулнă.

1903 çулта Яковлева унăн тăшманĕсем — вырăс мар халăхсене çутта кăларассине хирĕç кĕрешекенсем — инспектор ĕçĕнчен кăларттараççĕ. Калаçса тăма та кирлĕ мар: çак ĕçрех ĕçленĕ пулсан, вăл уçнă хĕрарăм училищисен шучĕ нумай пысăкрах пулма кирлĕччĕ.

Акă мĕн çырать вăл хăйĕн пĕр юлташĕ патне (Вулакана И. Я. Яковлевăн вырăсла çырăвĕсен стилĕпе паллаштарас тесе, ăна чăвашла куçармасăрах хăваратпăр. Пĕрремĕш хут пичетленет): «Работая для народа, который еще только в лице своих лучших представителей, передовых, так сказать, людей, понял всю необходимость духовного просвещения, часто приходится оставаться совершенно одиноким на этом поприще, часто приходится выслу-шивать упреки со стороны тех, на чыо пользу работаешь, не говоря уже о том, что много встречается разных препятствий со стороны людей, на которых вполне можно было бы рассчитывать. Силы для того, чтобы не падать духом, а продолжать начатое дело, приходится черпать из един-ственного нсточника — собственного сознания полезности и необходимости дела. Это же сознание и служит обыкновенно единственной наградой за все. Все это пришлось мне испытать самому, (ЧАССР ЦГА, 207 ф., 1 оп., 84 д., 41 л.)».

Çапла, йывăр пулнă Яковлева, апла пулин те унăн паттăр чĕри айăшса ларман. Вăл, малтанхи пекех, хăй вĕрентсе кăларнă учительсемпе тачă çыхăну тытнă, пулăшнă. Патша бюрократине, реакциллĕ чиновниксене хирĕç пынă кĕрешÿре çапла алла-аллăн тытăнса ĕçлемесĕр çĕнтерме май та пулман. Халăха юратни, унăн интересĕсене чун-чĕререн парăнни И. Я. Яковлева хĕрарăмсене çутта кăларас, халăх училищисем валли малалла та учительницăсем хатĕрлес ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ 1917 çулччен пурĕ 1200 учитель вĕрентсе кăларнă, вĕсенчен тăватçĕрĕшĕ хĕрарăм пулнă. Халăхăн культурине çĕклеме, Атăл тăрăхĕнчи чăвашсем хушшинче наукăлла пĕлÿсем сарма çакăн чухлĕ йыш, паллах, вăл вăхăтра пысăк вăй шутланнă. Яковлев вĕренекенĕсем шкулта ачасене вĕрент-нипе пĕрлех ялти обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, хăйсемех агроном, хăйсемех тухтăр, ветеринар пулнă.

Паллах, çак интеллигенци ушкăнĕ, мĕн тери вăй хурса тăрăшса ĕçлесен те, халăх пурнăçне тĕпрен улăштарма пултарайманни çинчен калама та кирлĕ мар. Ку ĕçе Октябрьти Социализмла Аслă революци çеç тума пултарнă. 1920 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче И. Я. Яковлев, Чăваш Автономиллĕ Облаçĕн пĕрремĕш съездне тата Пĕтĕм Российăри советсен чăваш хушшинчи иккĕмĕш съездне саламласа, çакăн пек телеграмма çаптарнă: «Хамăр, уйрăм çынсем, 50 çул каялла пуçласа янă культура ĕçĕ чăваш халăхĕ хушшинче вăйлă аталанса кайнишĕн чун-чĕререн савăнатăп. Антив, ĕлĕк историллĕ йывăр шăпаллă пулнă юратнă тăван халăхра сарăлсах, тарăнлансах пытăр вăл. Çакна сĕнес килет тата: чăваш культурине аталантарас ĕç патшалăх ĕçĕпе, паян кун стройне хăватлăн демократизацилесе пыракан аслă вырăс халăхĕн хăйĕн политикăлла, обществăлла идеалĕсемпе çирĕппĕн килĕшсе пытăр».

Наци культурине çĕнĕ пурнăçпа, вырăс халăхĕпе тусланса аталантарма чăваш халăхĕпе, унăн правительствине çапла ыр сунать И. Я. Яковлев. Ку вăхăт тĕлне вăл чăвашсенчен никамран малтан РСФСР Конституцине чăвашла куçарма ĕлкĕрнĕ пулнă.

Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенчех Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен тухнă Яковлев вĕренекенĕсем çĕнĕ пурнăç тăвас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, Октябрь тивлечĕпе аслă пĕлÿ илсе, тухтăрсем, агрономсем, педагогсем, наукăпа культура ĕçченĕсем уйрăмах нумай кирлĕ пулнă. «Хĕрарăмсем пулăшнипе, вĕсем пĕлсе те тарăн шухăшланипе çеç çĕнĕ общество строительствине çирĕплетме пулать». (Ленин, Çырнисен пуххи, 37 т., 521 стр.). А. В. Луначарский каланă тăрăх, халăха çутта кăларас ĕçре аллă çул вăй хурса, И. Я. Яковлев чăвашсемпе Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхсене «Октябрь революцине ăстăнпа шухăшласа хутшăнма, революциллĕ пролетарипе пĕрле Октябрьте çĕнсе илнисене хÿтĕлеме хатĕрленĕ» (ЧАССР ЦГА, 447, 1оп., 4 д., 151 стр.).

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хĕрарăмсем совет шкулне тума, вырăнти советсене йĕркелеме, хĕрарăмсен коммунистла юхăмне сарма нумай пулăшаççĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне те пулин хушаматран асăнса хăварас килет. Акă, сăмахран, М. Д. Трубина, Яковлев шкулĕнчен вăл 1909 çулта вĕренсе тухнă, кайран ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учительници пулса тăнă, Ленин орденĕ илнĕ. А. М. Михайлова-Корчагина — Яковлев шкулĕнчен 1899 çулта вĕренсе тухнă, ялта учительницăра ĕçленĕ, 1917 çулта Коммунистсен партине кĕнĕ. А. И. Васильева — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен 1904 çулта вĕренсе тухнă, мăшăрĕпе пĕрле (вăл та Яковлев вĕренекенĕ) Совет влаçне туса хурас ĕçе хастар хутшăннă, Ленин орденĕ илме тивĕçлĕ пулнă. А. Уразбаева — казах хĕрарăмĕ, Яковлев патĕнче 1909 - 1911 çулсенче вĕреннĕ, казахсен пĕрремĕш хĕрарăм-революционерĕ пулнă. С. А. Тарасова — РСФСР тава тивĕçлĕ учительници, 1925 çултанпа КПСС членĕ. Е. Я. Орлова — Яковлев шкулĕнчен 1914 çулта вĕренсе тухнă, КПСС Чăваш обкомĕн хĕрарăм пай заведующийĕнче ĕçленĕ, 1918 çултанпа КПСС членĕ. М. Г. Борисова-Эльмень — 1920 çултанпа КПСС членĕ, республикăри парти работникĕ пулнă.

Яковлев патĕнче вĕреннĕ С. А. Тарасова çинчен тĕплĕнрех каласа хăварас килет. Ашшĕ унăн революци ĕçне хастар хутшăннă. «1915 çулхи август уйăхĕнче, — каласа парать Тарасова, — пирĕн пата жандармсем пырса кĕчĕç. Аттене ярса илчĕç те çенĕкрех çакса вĕлерчĕç. Унта вăл темиçе кун çа-кăнса тăчĕ, çĕрме те пуçларĕ, анчах пире ăна пытарма ирĕк памарĕç (пĕр жандармĕ кăнтăрла та, çĕрле те хурал тăчĕ). Манăн ĕнтĕ кая юлнă пулин те, Чĕмпĕре тухса каймаллаччĕ. Çакăнса тăракан аттепе чĕрĕ аннене çавнашкал пысăк хуйхăра хăварсах тухса кайрăм вара килтен. Чĕмпĕрти чăваш шкулне çитсен, тÿрех Иван Яковлевич патне кĕтĕм, мĕншĕн тесен кая юлнăскере вĕренме экзаменсăр илес ыйтăва вăл çеç татса пама пултарнă. Иван Яковлевича хам çинчен эпĕ пĕр пытармасăр каласа патăм. Манăн йывăр хуйха вăл хăй те, унăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна та лайăх ăнланчĕç. Вĕренме экзаменсăр илчĕç, тумлантарчĕç-тăхăнтарчĕç, вара мĕн вĕренсе пĕтеричченех тăван аттепе анне вырăнĕнче шутланса пурăнчĕç» (С. А. Тарасова 1969 çулхи майăн 11-мĕшĕнче И. Я. Яковлев вилтăпри çинче каланă сăмахран).

С. А. Тарасова кайран Мускавра пурăннă, Дзержинский районĕнчи çутĕç пай заведующийĕ пулнă. Ĕçри хастарлăхшăн правительство ăна нумай орден-медальпе наградăланă.

Çапла, Иван Яковлевич Яковлев патĕнче вĕреннĕ сахал мар хĕрарăм каярахпа пĕтĕм республикипех, çĕршывĕпех паллă çынсем пулса тăнă, хăйсен мĕнпур вăйне, мĕнпур чун хĕрÿлĕхне вĕсем тăван халăха çутта кăларас, социализм обществи тăвас ĕçе панă.

* * *

Шупашкарта, Карл Маркс урамĕнче, Советсен çурчĕпе юнашар, тăватă тата ултă хутлă икĕ капмар çурт лартать. Ир пуçласа каçченех вĕсен алăкĕсене çутă пит-куçлă хаваслă хĕрсемпе йĕкĕтсем уçа-уçа хупаççĕ.

Чăвашсен патшалăх педагогика институчĕ вырнаçнă ку кермен-çуртсенче. Институчĕ вара Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать.

Вĕренÿпе культура работникĕсем хатĕрлес тĕлĕшрен чăвашсен педагогика институчĕ республикăра тĕп вырăн йышăнать. 1977 çул тĕлне кунтан пурĕ 17000 çын учитель дипломĕ илсе тухнă, вĕсенчен ытларах пайĕ — хĕрарăмсем. И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен институтран вĕренсе тухнă 15 хĕрарăма РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ ятне, 70 хĕрарăма — ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ ятне панă. Институт çуллен 13 специальноçпа ĕçлекен ултçĕре яхăн учитель вĕрентсе кăларать. Кунта И. Я. Яковлевăн прогрессивлă педагогикăлла идейисемпе, унăн учительсем хатĕрлес тĕлĕшпе çур ĕмĕр хушшинче пухнă пуян опычĕпе анлăн усă кураççĕ.

Института ятпа çеç мар, хăйĕн чылай ĕçĕнчи содержанийĕпе те яковлевла аслă шкул теме пулать. Кунта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн малта пыракан традицийĕсене упраса малалла аталантараççĕ, И. Я. Яковлевăн тата вăл уçнă шкултан тухса чап илнĕ паллă çынсен япалисемпе докуменчĕсене усраççĕ. Институтра Иван Яковлевичăн мемориаллă музейĕ, чăваш халăхне çутта кăларас ĕç историне тĕпчекен лаборатори ĕçлет.

Пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлет паян кун Чăвашсен Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе хисепленекен патшалăх педагогика институчĕ.

Марков, А. Чăваш хĕрарăмĕсен шкулĕ / А. Марков, Н. Краснов // Ялав. – 1978. - № 9. – С. 30-31.