В. Г. Родионов

И. Я. Яковлев шкулĕ йĕркеленсе аталанни (70–80 - мĕш çулсем)

Ку ыйтупа сахал мар çырнă, И. Я. Яковлевпа унăн вĕрентекенĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕрлĕ енчен пăхса хаклама тăрăшнă. Вĕсен çитĕнĕвĕсем педагогикăра та, шкул уçас, çырулăха аталантарас ĕçре те пĕлтерĕшлĕ тата курăмлă. Илемлĕ литература историйĕшĕн ытларах авторлăх ăнĕ, жанрсен йĕркеленĕвĕ, поэтикăри ăсталăх пирки калаçни кирлĕрех. Çавăнпа та патриархăмăр шкулĕ пирки çырнă чухне эпĕ чи малтан илемлĕ литература шкулĕ çинчен шухăшласа çырăп. Çакна вулавçăсене шута илме ыйтатăп.

И. Я. Яковлевăн сăнарлă шухăшлавĕ чылаях аталаннине унăн «Ловите дни весны веселой...» сăвви те, нимĕçле çырнă пьесăн вырăсла куçарăвĕ («Благодатный сын») те лайăх кăтартаççĕ. Вĕсене пурне те 1870 çул тĕлнелле хайланă вăл. Çав çулхинех çырнă «О влиянии театра» ĕçĕнче акă мĕн калать пулас студент: «Театр может в нас возбудить и развить эстетическое чувство, т. е. чувство ко всему прекрасному и возвышенному; он может также напоминать нам о высшем назначении человека, о долге и обязанностях, отсюда вытекающих; может поддерживать в нас нравственное чувство и на-правлять его к истине и добру».

Автор шухăшланă тăрăх, театр, уйрăмах вăл пăсăк çынсен аллине лексен, гражданла обществăна аркатма тата çынсен кăмăл-сипетне пăсма та пултарать. Çыраканĕ грексен обществинчи театра мухтать, вăл патшалăх тытăмне çирĕплетме, çынсен кăмăл-сипетне ырăлатма пулăшнине палăртать. Унăн шухăшĕпе, хальхи (1870 çул тĕлĕнчи) театр гражданла обществăпа патшалăха аркатать кăна.

Сочинени авторăн çак шухăшĕпе вырăс литературине вĕрентекен Т. Барсов пачах та килĕшмен. Чăваш-гимназист вара хăйĕн шухăшĕнчен пĕрре те пăрăнман: илемлĕ литература уншăн яланах кăмăл-сипете юсакан эмел вырăнĕнче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл çав енпе палăрса тăракан Л. Н. Толстойăн пултарулăхне кăмăлланă.

Халĕ тепĕр факта аса илер. 1871 çулта Иван Яковлев студент В. Белилин вырăс çамрăкĕпе тата И. Иванов, Т. Петров юлташĕсемпе чăваш ялĕсенче халăх сăмахлăхне пухаççĕ, чăваш чĕлхинчи сасăсен уйрăмлăхĕсене палăртаççĕ. Çав пухнă материалсем тăрăх И. Я. Яковлевпа В. Белилин çĕнĕ чăваш алфавичĕн малтанхи вариантне хатĕрлеççĕ.

Вырăс каччи пулас патриарха чăвашла тĕн кĕнекисем мар, илемлĕ литература хайлавĕсене куçарма сĕнет. Çак шухăша И. Я. Яковлев пуçĕпех хирĕçлет, халăхшăн тĕн литературине пĕлни кирлĕрех пулнине палăртать. Кунта акă мĕне аса илмелле: çав вăхăтри вырăс литературинче тĕрлĕ идеологиллĕ хайлавсем йышлă пулнă. И. Я. Яковлев вара халăха ун чухне шкуллă, кĕнекеллĕ тăвасси кирлĕрех ĕç тенĕ. Илемлĕ литературăри шухăшсем халăхăн кăмăл-сипетне пăсма та пултараççĕ-çке (театр çинчен каланине аса илĕр). Тĕн кăна çыннăн чунне тасатса çĕклентерет, - тенĕ Яковлев. Çавăнпа та чи малтан вырăс литературин классикине мар, православи тĕнĕн кĕнекисене куçарас ĕçе пуçăннă вăл. Çак ĕç çутлăх тапхăрĕн пуçламăшĕнче, шкулсем уçнă, букварьсем хатĕрленĕ вăхăтра кирлĕрех пулнă.

Хамăн шухăша ĕнентерес тĕллевпе коми халăхĕн çав вăхăтри лару-тăрăвне аса илтерем. Вĕсен 60-70-мĕш çулсенче хăйсен Иванĕ - Иван Куратов - мăнаçлăн çĕкленет. Вăл вырăс классикине куçарас, коми халăхĕн поэзине аталантарас çула суйласа илет. Хăй пĕр-пĕччен пысăк çитĕнÿсем тăвать пулсан та халăха малалла туртса кайма вăй-халĕ çитеймест унăн. Сăлтавĕ паллă: коми поэчĕн вĕренекенĕсем питех те сахал пулнă.

Ку тĕлĕшрен И. Я. Яковлевăн çулĕ халăхăн ăнĕпе пĕр шайра çураçăнса пынă: халăх вĕренÿн уссине туйнă тапхăрта шкулсем уçнă, вулама вĕренмелли (кăмăл-сипете çирĕплетмелли те!) кĕнекесем куçарса кăларнă. Ан тив, çав çул илемлĕ литературăна малалла кал-кал аталанма майсем тусах паман пултăр. Вăл вăхăта ытарлăн сĕткен пухнă вăхăт, мехел çитес умĕнхи пин-пин самант капланăвĕ теме май пур. Тĕн литератури куçарса литература чĕлхи çирĕпленет, тĕрлĕ стильсем палăрса пыраççĕ, жанрсен çĕнĕ кÿлеписем хывăнаççĕ. Вĕсенчен те ытларах тĕнче, вырăс литературине лайăх пĕлекен интеллигенци хунавĕ тĕрекленсе, халăх сăмахлăхĕн шерпечĕпе шăварăнса çитĕнни пахарах та пĕлтерÿшлĕрех. Пăхăсăн, Кĕçтенкки Ивановсен вăхăчĕ те мехел çитерсе çитет. Апла тăк вилĕмсĕр «Нарспипе» ытти ылтăн çÿпçере юлнă хайлавсем те хăйсем çураличчен чылай малтан И. Я. Яковлев шкулĕнче ÿт илсе, чунланса та чĕмленсе пынă. Çакна асра тытар та патриархăмăр 70 - 80-мĕш çулсенче тунă мĕн пур ĕç илемлĕ литература пуласлăхĕшĕн питех те кирлĕ пулнине палăртар. Ку тĕлĕшрен унăн пайти коми поэтĕннинчен пысăкрах та: вăл литература шкулĕ йĕркелесе вун-вун çыравçа çитĕнтернĕ, вĕсен хайлавĕсене çутă тĕнчене килме пулăшнă.

Малалла тепĕр шухăша çирĕплетни кирлĕ. Пирĕн ăслăлăхра И. Я. Яковлевăн ĕçне унчченхи тапхăрпа хирĕçлетсе кăтартас меслет çирĕп тымар янă. Ку çул икĕ тапхăртан пĕрне хурласси, теприне мухтасси патне илсе çитерет. Кашни тапхăрăн хăйĕн историлле функцийĕпе пĕлтерĕшĕ пулнине манма кирлĕ мар. С. Михайлов-Янтуш вăхăчĕ Н. И. Золотницкипе И. Я. Яковлевăннинчен урăхларах. Вăл тапхăрта чăвашăн хăйĕн культура талккăшне тупмалла, тĕнчери халăхсен ретĕнче хăйĕн вырăнне йышăнмалла пулнă. Çав тĕллеве С. Михайлов-Янтуш пурнăçланă.

60-мĕш çулсенче чăваш халăхĕн вĕренмен, цивилизаци çулĕнчен пăрăнса юлнă интеллигенцисĕр обществăран асăннă пахалăхсемлĕ общество пулса тăрас çул çине тухмалла пулнă. Çак ĕçе Н. И. Золотницкий пуçарать, И. Я. Яковлев вара ăна аталантарса тепĕр фазăна (тавлăка) куçарма хал çитерет: чăваш обществи XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çамрăк Наци пулса тăрать.

Çапла вара И. Я. Яковлев хăйĕн умĕнхисенчен пачах та уйрăм шăтса тухнăскер мар, вăл вĕсен çулçи-çимĕçĕпе тутлăхланнă çĕре тымар ярса çулçă сарнă йывăç евĕр çĕкленнĕ çутуçă (просветитель).

Темиçе çултан хăшĕ çитес çĕре çитерме пултарнине тĕрлĕ мелпе пĕлме май пур: е кашни çулне утса тухмалла, е çырса хунине (кăтартнине) итлемелле. Н. И. Золотницкий çырулăх шыравĕнче утнă çул тупик, ниçта та çитерме пултарайман çул пулнине И. Я. Яковлев гимназист чухнех ăнланса илет. Çакă ăна çĕнĕ букварь çырма, Евангелие çĕнĕрен куçарма хистеттерет.

Çакна та манма кирлĕ мар: малтанхи çулсенче И. Я. Яковлев шкулĕнче вĕренекенсем Н. И. Золотницкин «Чăваш кĕнекипе» усă курнă. Игн. Иванов та хăйĕн 1870 çулта çырнă çырăвĕсене çав çырулăхпа усă курса шăрçалать. Е Яковлевпа Белилинăн 1871 çулта хатĕрленĕ «Чăваш ачисене çырăва вĕрентмелли кĕнекене» аса илер-ха тата. Унта Н. И. Золотницкин «ÿ» сасă паллине пĕр улăштармасăрах кĕртнĕ, йĕкĕр сасăсене «йа», «йу», «йе» тесе çырасси те малтанхиллех юлать. Н. И. Золотницкий хăйчченхи çырулăх традицине упрани (калăпар, сăмах пусăмне палăртни, чăваш чĕлхинчи хăйне евĕрлĕ уçă сасăсене вырăс алфавитĕнчи тĕрлĕрен сасă паллисемпе çырни) И. Я. Яковлева çав патаксемпех пусăмсене мар, çемçелĕхе палăртма, ятарлă сасă паллисем (ç, ă, ĕ) шухăшласа кăларма хистет. Çĕр çул ытла аталанса çирĕпленнĕ çырулăх (1769 - 1870) пулни И. Я. Яковлева çав кириллицăна чăваш чĕлхишĕн юрăхлатса çитерме майсем туса парать. Çак тĕлĕшрен вăл кириллицăна тĕпе хунă çырулăха аталантараканĕ тата çĕнĕ литература чĕлхи никĕслекенĕ, (Яковлевчченхи литература чĕлхин никĕсĕнче тури чăвашсен калаçăвĕ пулнă) пек курăнса каять.

И. Я. Яковлевăн пĕлтерĕшне чи малтан çĕнĕ букварь (çырулăх мар!) тунинче курма пире чĕлхеçĕсем хăнăхтарнă. Букварьсем унччен те пулнă. Унччен чăвашла вĕрентекенсем пулман, чăвашла кĕнеке кăларакан куçаруçăсен ушкăнĕ, шкулта вуламалли текстсене хайлакансен йышĕ пулман. Чăвашла вĕрентекен шкулсен йышĕ пĕр теçеткене те çитмен. И. Я. Яковлев наци шкулĕн концепцине йĕркелет, педагогикăра тĕлĕнмелле çĕнĕлĕхсем шыраса тупать, наци интеллигенцине чăмăртать. Ыттисем пурте çула май тунă, тĕп тĕллеве пурнăçлама пулăшнă ĕçсем. Библие те вăл тĕншĕн мар, нацие çĕклес тĕллевпе, «чăваш ĕçĕшĕн» куçарать.

Халĕ каллех илемлĕ литература патне таврăнар. Каларăмăр ĕнтĕ: И. Я. Яковлев ăна халăх кăмăл-сипетне юсас ĕçе пăхăнтарнă. Унăн шучĕпе, литературăн тĕп тĕллевĕ - кăмăл-сипете тивĕçлĕ шайра тытасси, çынна усал ĕç тăвассинчен упрасси. Кунта литература пĕлтерĕшĕ тĕн функцийĕпе пĕр килсе тухать.

Тĕн литературине Н. И. Золотницкипе унăн вĕренекенĕсем те кăларнă (М. Дмитриевпа Г. Филипповăн ÿкĕчĕсемпе сăваплă пурнăç çырăвĕсем). И. Я. Яковлев та çав ĕçе ăмăртса пуçăнать. Малтан вăл В. Васильев тĕслĕхĕпе (лешĕ тутарларан куçарса 1871 çулта «Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă» ятлă кĕнеке кăларать) тутарларан куçарать, ку ĕçе Игн. Ивановпа А. Рекеева тата ытти вĕренекенĕсене хутшăнтарать. Çапла майпа вĕсем 1872 çулта «Чăн тĕн кĕнеки» пичетлесе кăлараççĕ.

1873 çулта И. Я. Яковлев «Матфей çырнă Евангели», «Мăн кун кĕллисем» кĕнекесем кăларать, «Чăн тĕн кĕнекине» тепĕр хут пичетлет. Çав çулах вăл Авал хунă Сăмахăн тата Çĕнĕ Сăмахăн сăваплă историне куçарни паллă (куçару уйрăм кĕнекен тепĕр виçĕ çултан кун çути курать). 1874 çулта Маркпа Лука çырнă евангелисем пичетленеççĕ тата ыт. те.

Тĕн кĕнекисем кăларни И. Я. Яковлева хăйĕн букварьне чăваш шкулĕсемпе чиркĕве кĕртме, хăй никĕсленĕ литература чĕлхине çирĕплетме, хăйĕн шкулне мала тухма (кунта Кăнна Кушки чăвашĕ Урхас Кушкă вырăсĕн вырăнне йышăнса 1875 çулта инспектор пулса тăни питех те пĕлтерĕшлĕ) пулăшнă. Миссионерсен обществипе Лондонри Библи обществи кĕнекесем кăларма, шкулсем тытса тăма укçа пани те тĕн литературин куçарăвĕсемпех çыхăннă.

1877 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсен тĕп шкулĕ пулса тăрать, унта вĕрентекенсене хатĕрлеме пуçлаççĕ. Çавăн чухнех И. Я. Яковлев кăларнă кĕнекесемпе мĕн пур чăваш шкулĕнче вĕрентме йышăнаççĕ.

Çав вăхăт тĕлнелле Хусанти учительсен семинарийĕнчен хастар чăвашсем вĕренсе тухаççĕ: Даниил Филимонов (6.12.1855), Андрей Петров (12.08.1858), Петр Васильев (14.12.1858), Илья Бюргановский (14.07.1858) тата ыт. те. Вĕсене И. Я. Яковлев пурне те Чĕмпĕр шкулне ĕçлеме илет.

Тĕлĕнмелли акă мĕн: малтанхи икĕ çамрăкĕ М. Дмитриевăн, виççĕмĕшĕ В. Ислентьевăн вĕренекенĕсем пулнине чăваш шкулĕсен инспекторĕ питĕ аван пĕлнĕ. Малтанхи çулсенче (1873 - 1875) уншăн çакă пĕлтерĕшлĕ пулнă-ха. А.Рекеев патне янă пĕр çырăвĕнче вăл М. Дмитриева юратманнине, ăна Хусанти учительсен семинарине вĕрентме илессине питĕ хирĕç пулнине пĕлетпĕр. Ку ĕç икĕ шкул (Н. И. Золотницкиннипе И. Я. Яковлевăнни) мала тухассишĕн тупăшнă тапхăрпа тÿр килнĕ.

1877 çулта лару-тăру улшăннă терĕмĕр: Чĕмпĕр шкулĕ пур енĕпе те мала тухнă. Халĕ И. Я. Яковлевăн çĕнĕ тĕллев тĕвĕленнĕ: чăваш учителĕсене хатĕрлесси, çĕнĕ букварьсемпе вулав кĕнекисем кăларасси. Хусанти учительсен семинарийĕнче чăваш çырăвне патриархăмăрăн чи малтанхи вĕренекенĕ А. Рекеев вĕрентнĕ. Эппин, пулас учительсем И. Я. Яковлев букварьне те, вăл никĕсленĕ литература чĕлхине те аван пĕлнĕ. Çакă патриархăмăра пуçĕпех çырлахтарнă. Н. И. Золотницкин вĕренекенĕсен вĕренекенĕсем тури тата анат енчи чăвашсем пулни те сивлемелли сăлтав пулман Яковлевшăн: вăл пĕтĕм чăваш пирки шухăшланă, ăна чăмăртасшăн тăрăшнă. Паянхи вирьялçăсемпе анатриçĕсемшĕн вĕренмелли тĕслĕх мар-и-ха çакă.

80-мĕш çулсенче букварь тексчĕсем çине-çинех çĕнелсе пичетленеççĕ. Акă, А. В. Рекеев пухса 1880 çулта кăларнă кăларăма 5 çĕнĕ калав кĕнĕ пулсан, 1885 çулта П. Васильев пухса хатĕрленĕ кĕнекере вара 24 çĕнĕ хайлав пичетленнĕ. 1886 çулта вăл тата 5 çĕнĕ текст хушса кăларнă. Унтанпа 1897 çулччен букварь кăларăмĕсем пĕр улшăнмасăр, вак-тĕвек тÿрлетÿсемпе кăна тухса пынă. Эппин, букваре вулав тексчĕсемпе çĕнетес ыйтăва И. Я. Яковлев 1880 - 1886 çулсенче татса пама пултарнă. Çав çулсенчех (1882 çулта) Д. Филимонов А. Ф. Петрушевскин «Рассказы из русской истории» кĕнекине чăвашла куçарса кăларать. 1888 çулта ăна çĕнетсе тата хушса тепĕр хут пичетлеççĕ. 1882 çулта Л. Н. Толстойăн «Çĕнĕ азбукине» чăвашла куçараççĕ. 1889 çулта вырăс писателĕн «Школта вуламалли пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекесем» чăвашла пичетленсе тухаççĕ. Вĕсене П. Васильев куçарнă.

Букварь тексчĕсем те, куçарусем те И. Я. Яковлевăн тĕллевне пăхăнса тăнă: вĕсем пурте кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп пулма вĕрентнĕ. Çав шухăша прозăра уççăнрах калама май килнĕ, сăвă çемми-эрешĕ куçаруçăсемшĕн ытлашши япала пек туйăннă.

В. Ислентьев кĕнекин (1882) тĕллевĕ урăхларах пулнă тенĕччĕ маларах. Унта вырăс чĕлхин техĕмне туйтарма, поэзи классикипе паллаштарма тăрăшнă. Çавна май малтанхи поэзи куçарăвĕсем те курăнкаланă. Шел пулин те, В. Ислентьев каярах тĕн воспитанине маларах лартма пуçлать, çакă вăл кăларнă ар (удмурт) букварĕнче питĕ лайăх палăрать. Унăн икĕ вĕренекенĕнчен пĕри (П. Васильев) И. Я. Яковлев çулĕпе, тепри (М. Федоров) вара В. К. Магницкий тата малтанхи Ислентьев çулĕпе утаççĕ. Пĕри кăмăл-сипет калавĕсене куçарать, вĕренекенсене çыртарать, тепри вырăс поэзине куçарать, хăй те сăвă-поэма хайлать.

И. Я. Яковлевăн çĕр-çĕр вĕренекенĕсенчен чи малтанхи тата чи çывăххи А. Рекеев пулнă.


Родионов, В. Г. И. Я. Яковлев шкулĕ йĕркеленсе аталанни : (70 – 80 – мĕш çулсем) // Родионов, В. Г. Чăваш литератури / В. Г. Родионов. –Шупашкар, 2002. – С. 55–62.