В. И. Сергеев

И. Я. Яковлев шкулĕ тата хĕрсемпе

хĕрарăмсене вĕрентес ĕç

Хальхи вăхăтра Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕр пин çын таран вĕренет, вĕсенчен 95%- хĕрсем. XX ĕмĕр вĕçĕнче хĕрсене вĕрентес ĕçре татса паман ыйтусем çук, анчах та XIX ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ку ыйту çивĕч тăнă. Тĕрĕссипе илсен, хĕрсене вĕрентесси кăна мар, арçын ачасене вĕрентесси те çăмăлах пулман.

И. Я. Яковлев кăна питех те аван ăнланнă: Хусан вĕрентÿ округĕнче шкул çулне çитнĕ 400 ача пуçне пĕр халăх шкулĕ пулнă, çавна май вунă арçын ачаран пĕри кăна шкула çÿренĕ, хĕрачасенчен 33 çынтан пĕри кăна вĕренме пултарнă. Ку Атăл тăрăхĕнчи халăхсен пĕтĕмĕшле статистики пулнă. Чăваш ачисем мĕн чухлĕ вĕренни пирки нимĕнле статистика кăтартăвĕсем те пулман. Тĕрĕссипе каласан, чăваш хĕрĕсем те, хĕрарăмĕсем те пачах та хутла пĕлмен.

Хĕрарăмсене те хутла вĕрентесси пирки И. Я. Яковлев тахçанах шухăшланă. 1870 çулта Хусан университечĕн студенчĕ пулнă чухнех округ попечителĕ П. Д. Шестаков патне çырнă хутра хĕрачасем валли ятарлă шкул уçмалли çинчен сăмах пуçарнă. Кайрантарах, официаллă должноçри çын пулса тăрсан, çав ыйтăва каллех çĕкленĕ: Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрсен уйрăмне уçма сĕнÿ тăратнă. Малтанхи ыйту хуравсăрах юлнă, иккĕмĕшне Халăха вĕрентес ĕç Министерстви хирĕçленĕ: сăлтавĕ - вырăс-турккă вăрçи. Вăрçă вăрçах ĕнтĕ вăл, унăн хăйĕн нуши-терчĕ, йывăрлăхĕ.

Вăрçă пĕтнĕ хыççăнах Вĕрентÿ министерствинчен савăнăçлă хыпар çитнĕ: унта Министерство хĕрачасем валли ятарлă шкул уçассине хирĕç пулманнине палăртса каланă, анчах та Чĕмпĕрте мар, чăвашсем пурăнакан территори центрĕнче. И. Я. Яковлев шучĕпе, ун пек уездсем виççĕ пулнă: Етĕрне, Çĕрпÿ тата Буинск уезчĕсем. Хавхаланнă И.Я. Яковлев ял общинисен ячĕпе хĕрачасен шкулне уçма ирĕк ыйтса ĕçлĕ хутсем çырнă. Кăна вăл чăвашсем хĕрĕсене вĕрентессине хирĕç пулнине пĕлсех тунă. Чăнах та, хĕрсен училищине уçма кăмăл туса Буинск уездĕнчи Тăрăн ял общини кăна хут янă. Сăлтавĕ кунта çакă пулнă: темиçе хĕрача чиркÿ хурал çуртĕнче хутла вĕренме пуçланă иккен. Кăмăла хирĕç кăмăл пулмалла пек ĕнтĕ: ял общини тăкаксене хăй çине илет – кун пекки час-часах пулмасть. Анчах та И. Я. Яковлев васкамасть, ăна Тăрăн ялĕ пит аякра пулни тата таврара вырăс ялĕсем пулманни шухăшлаттарать. Тĕп сăлтавĕ кунта, паллах, И. Я. Яковлев хĕрачасен пуçламăш шкулне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчех уçасшăн пулнинче: учительсем пур, вĕренÿ класĕсем çителĕклĕ тата хĕрсем те яланах куç умĕнче. Анчах та мораль тĕлĕшĕнчен яланах типтерлĕ пулнă И. Я. Яковлева пĕр ыйтÿ канăç паман: вăл хусах-çке-ха (1877 çул пуçламĕшĕнче вăл авланман пулнă-ха), çакă чараксăр чĕлхесене тĕрлĕ сăмах сарма çул уçса парать мар-и?

Студент чухне вăл Катя Григорьева курсисткăна хăйĕн мăшăрĕ пулма сĕнсе "çунса кайнă" та, ун хыççăн чылай вăхăт хушши хĕрарăмсенчен "тарарах" çÿренĕ. Çапла майпа темиçе çул иртнĕ. Çав вăхăтра Н. И Ильминский çемйинче профессорăн усрав хĕрĕ Катенька Бобровникова ÿссе хĕр пулнă, 16 çула кайсан "пиçсе çитнĕ". И. Я. Яковлев ăна юратса пăрахать - хăйĕн мăшăрĕ пулма сĕнет. Халъхинче хирĕçлев пулман. 1877 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Н. И. Ильминский хваттерĕнче туй пулса иртнĕ: Катя Бобровникова Екатерина Алсксеевна Яковлева пулса тăнă.

Çамрăк мăшăр, Хусантан Чĕмпĕре куçса килсе, Чăваш шкул çурчĕн флигелĕнче вырнаçнă. Халĕ хусах пулнин чăрмавĕ сĕвĕрĕлнĕ, анчах та çичĕ уйăх иртнĕ пулин те, официаллă панă ирĕк пулман-ха, тата училище уçма 1691 тенкĕ кирлĕ пулнине те укçана тивĕçтермен. И. Я. Яковлев хăйĕн шкулне уçнă чухнехи опыта аса илнĕ те - ирĕк памасăрах хĕрарăмсен училищине уçнă. 1878 çулхи август уйăхĕнче Буинск уездĕнчи Городище ялĕнчен пĕрремĕш хĕрача Чĕмпĕре килет. Тепĕр ик-виç эрнерен хресченсем хăр тăлăх виçĕ хĕрачана илсе пыраççĕ. Ун хыççăн Çĕрпÿ уездĕнчен тата пилĕк хĕрача пырса çитет. Шкула уçмалли вăхăт çитет. Çав вăхăтра 5 хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ Чĕмпĕре пырса çитеççĕ, хĕрĕсене каялла илсе кайма тилмĕреççĕ. Такамăн чараксăр чĕлхи усал хыпар сарнă иккен: "Хулана лекнĕ хĕрсем яруххана каяççĕ имĕш, кайран вĕсене никам та качча илмест, çапла майпа чысĕ çухалать".

И. Я. Яковлев вĕсене ÿкĕте кĕртет - кĕртетех (тата хĕрĕсем те каялла кайма килĕшмеççĕ), лешсем, хаш сывласа, çапла каласа хăвараççĕ: "Турри хушнă пулĕ, апла пулсан, пирĕн хĕрсем вĕренччĕр. Ӳстертĕмĕр, ĕçтерсе çитертĕмĕр, халĕ вĕсене сирĕн аллăра паратпăр, лайăх пăхса вĕрентсе ÿстер, чыссăрланма, ята яма ан пар," - теççĕ вĕсем И. Я. Яковлева.

Вĕренÿ пуçланни, унта 11 хĕрача пулнине И. Я. Яковлев вĕренÿ округне уведомлени ярса пĕлтерет. Вĕренме килекен хĕрсен шучĕ ÿссех пырать, вĕсем уйрăм пÿлĕмре пурăнаççĕ. Петĕм тăкаксене малтанхи вăхăтра И. Я. Яковлев хăй çине илет.

Хĕрсен шкулне хăй ирĕккĕн уçнăшăн И. Я. Яковлев айăплав кĕтет, анчах та вĕренÿ министрĕ Д. А. Толстой ăна ку ĕçшĕн тав тунă, анчах укçа-тенкĕпе пулăшассине шантарман.

Екатерина Алексеевна Яковлева хĕрачасен шкулне уçас ĕçре хастар хутшăнса ĕçленĕ, кайрантарах ăна ертсе пынă. Çапла майпа вăл хăйĕн упăшкине унăн ĕçĕнче пулăшаканĕ пулса тăнă. Екатерина Алекссевна пĕр вăхăтрах вĕрентекен те, ăс паракан та, пăхса тăракан та пулнă. Вĕренекенсем ăна юратнă. Вĕренсе тухнă хыççăн та хĕрсем (хĕрарăмсем) Екатерина Алексеевнăран ăс ыйтнă, хăш-пĕр ыйтусене татса пама ыйтса çырнă. Вăл май килнĕ таран пулăшнă.

Екатерина Алексеевна яланах хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле пулма тăрăшнă: уявсенче хаклă мар парнесем панă, хула тулашне тата ытти хуласене тухса çÿренĕ. Вĕсем Мускавра, Чулхулара, Ярославльте пулнă.

Хĕрачасем ял хуçалăх ферминче ĕçленĕ, Екатерина Алексеевна унта та вĕсемпе пĕрлех пулнă. Екатерина Алексеевна ал ĕçне пит килĕштернĕ: алсиш-чăлха çыхнă, чĕнтĕрленĕ, çĕвĕ çĕленĕ. Хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех хăйĕн воспитанникĕсене панă. Хĕрачасен ал ĕçĕсем час-часах Хусанти, Чĕмпĕрти выставкăсене хутшăнса, Чулхулари ярмаркăра пулса парнесем илме тивĕçлĕ пулнă.

Ялтан килнĕ хĕрачасене çырма-вулама анчах мар, хула пурнăçĕпе паллаштармалла, цивилизацие, гигиена тата культура енĕсене хăнăхтармалла пулнă. Çаксене пурне те Екатерина Алексеевна хăй çине илнĕ.

Вăхăт иртнĕ май Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хĕрсем хайсен ĕçне тĕплĕн пĕлекен учительсем кăна мар, çав вăхăтрах ĕçе тата упăшкине юратакан тивĕçлĕ арăмсем те, ăслă та çепĕç амăшĕсем те, кăмăллă асламăшĕсем те пулса тăнă. Паллах, кунта Екатерина Алексеевна тÿпи те чылай пысăк.

Çулсем иртнĕ май Чĕмпĕрти хĕрарăмсен шкулĕ аталансах пынă. Малтанах икĕ-виçĕ çул вĕренмелли педагогика курсĕсем уçăлаççĕ. 1918 çул тĕлне хĕрарăм учительсен семинарийĕ пулса тăрать. Ĕçне кура, Екатерина Алексеевнăна ылтăн медальпе наградăлаççĕ. Ку, чăнах та, тивĕçлĕ награда пулнă.


Сергеев, В. И. И. Я. Яковлев шкулĕ тата хĕрсемпе хĕрарăмсене вĕрентес ĕç / В. И. Сергеев // Школа государственной жизни, науки и приобщения к мировой цивилизации. – Чебоксары, 1998. – С. 100-104.