Надежда Смирнова

Праски Витти Барселонăра та, Мускавра та куравсем уçрĕ

РАÇÇЕЙ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Праски Витти (В.П.Петров) Сурхурине инçетри Испанири Барселона хулинче кĕтсе илнĕ. Кăрлачăн 8-мĕшĕнче кунти пĕр галерейăра Виталий Петровичăн ятарлă куравĕ уçăлнă. Унта 30 яхăн ĕç тăратнă. Пĕр ярăмĕ Чăваш Енри паллă çынсен (А.Васильев композитор, А.Хусанкай, М.Яклашкин, В.Иванов юрăç) портречĕсенчен тăрать. Тепри чăваш темипе пурнăçланă эмаль ĕçĕсене пĕрлештерет. Виççĕмĕшĕ вара – живопиç. Вĕри чĕреллĕ, хĕрÿ туйăмлă испансем чăваш пурнăçне сăнланă ĕçсемпе кăсăкланса паллашнă. Унсăр пуçне курава Праски Виттин проекчĕпе пурнăçланă тухьяна, мăй çыххине, арçын кĕпине те тăратнă.
Курава йĕркелекенĕсем – Испанири паллă ÿнерçĕсем Нурия Лопес-Рибалта, Андреу Виласис. Вĕсем Барселонăри аслă ÿнер шкулĕнче ĕçлеççĕ, Праски Витти пекех эмаль ăстисем. Чăваш художникĕн Испанири тусĕсем Виталий Петрович пушă вăхăта интереслĕ ирттертĕр тесе те тăрăшнă. Хăйсем вăй хуракан шкулпа çеç мар, хулан историпе çыхăннă вырăнĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Виталий Петрович Барселонăра пĕр эрне пурăннă. Çак тапхăр ун асĕнчен чылай вăхăт тухмĕ. Хулан тирпейлĕхĕ, архитектура илемĕ, Барселонăра усă курса, паллă вырăнсене ÿкерсе илме май тупнă.
Праски Витти Испанирен таврăнсанах кăрлачăн 14-мĕшĕнче Мускаври Раççей-Нимĕç çуртĕнче тепĕр курав йĕркеленĕ. Хальхинче вара ÿнерçĕ хăйĕн 60 ĕçне тăратнă. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕнчи полномочиллĕ представителĕ А.И.Григорьев хутшăннă. Мускаври чăваш хорĕ пысăк концерт кăтартнă. Тĕп хулари йăхташăмăрсем халăх художникĕн ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашнă. Курав 20 куна пырать.

Хыпар. 2002. 24 кăрлач.