Н. Cмирнова

Праски Витти кăçал та Венгрире пулчĕ

Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Праски Витти /В.П.Петров/ кăçалхипе саккăрмĕш хут хутшăннă Кечкеметре /Венгри/ йĕркелекен Пĕтĕм тĕнчери симпозиума. Санкт-Петербургри, Германири, Австрири, Голландири, Бельгири, Венгрири художниксемпе пĕрле эмаль искусствине малалла аталантарас тĕлĕшпе вăй хунă. ÿнерçĕсене ятарлă тема - Христос тĕнĕпе ĕçлеме сĕннĕ. Виталий Петрович вара авалхи чăваш тĕнĕпе те ÿкернĕ. Кечкеметре вăл вăтăра яхăн ĕç пурнăçланă, вĕсенчен иккĕшне вырăнти эмаль искусствин музейне парнелесе хăварнă.
Кечкеметри симпозиум ĕçлеме пуçланăранпа пĕлтĕр 20 çул çитнĕ. çавна май юбилей альбомĕ кăларнă. Унта вун икĕ художник пирки венгрла тата акăлчанла каласа кăтартнă, вĕсен картинисене вырнаçтарнă. çaв шутра Праски Виттине те анлă пропагандăланă. çуллен хатĕрлекен каталога Виталий Петровичăн «Чăваш туйне» кĕртнĕ.

Хыпар. 2000. 22 чÿк.