Ю. Трофимов

Пирěн кÿршĕ

Симěс урампа çамăл машина анса кайрě. Палланă «Нивăна» чÿречерен асăрхасанах чун тула туртăнчě, сисмесěрех алăкран тухрăм. Витя пичче чарăннă кил еннелле васкарăм.
Ěнтě мансăр та пускилсем темиçен çитсе тăнăччě. РСФСР тава тивěçлě художникне пěри те тепри алă тытаççě, вăл-ку сăмах çине çěнě хыпарсене ыйткаласа пěлеççě, хаваспах хăйcем те ял хыпарěсене пěлтереççě. Амăшě, Праски аппа, Перасковья Ананьевна, хыпăнса тăрать, ывăлне, куршěсене пÿрте чěнет.
– Чимěр-ха, – терě çавăн чухне, çу уйăхěн пуçламĕшěнче, Виталий Петрович, — малтан пěр пěчěк кăна ěç туса пăрахар...
Вăл Пушкăртсана кайса çÿренě-мěн, Çлакпуçěнче пулнă, Константин Васильевич Иванов тополěнчен темиçе турат касса килнě. Çавсенчен Айкăшра, хăйěн пахчинче, лапсăркка йывăçем ÿстересшěн.
– Курасчě халь сирěн – мĕн тери хăватлă ларать Кĕçтук тирекĕ!
– Хăй пекех ěнтě, «Нарспийĕ» пекех вилěмсěр пуль...
– Апла, хунавě пирěн патра та кайтăр-ха!
Тополь турачěсемпе çынсем чĕрě çынпа калаçнă пек калаçаççě, вěсене пурте курасшăн, сĕртěнсе пăхасшăн.
Тарават этем пирěн кÿршě. Çынна тиркемест. Пуплеме ÿркенмест. Кěç мěн те пулин шухăшласа кăларать. Çул çÿреме юратать.
Паллаштарам-ха унпа кăштах та пулин. Малти Ишекре çуралнă. Пěчěкрен ěçе юратма вěренсе ÿснě. Çутçанталăк ачи пулнă: тулта нумай чупнă, пурне те курма, пěлме ăнтăлнă, тěрлě пулăмсене хăй ăссěн ăнланма тăрăшнă, пуçа килнě шухăшне куçа курăнмалла ÿкерме хăтланнă, тěссене тěсенě. Ачан вăйлăрах туртăмне Иван Никандрович учитель асăрханă, ăна амаланма, майěпенех аталанма пулăшнă, хавхалантарнă.
Нурăсри вăтам шкултан тухнă хыççăн художник чунě кěнě çамрăк художество училищинех кайса кěнě, Шупашкарта вěреннě. Ун хыççăнах Ленинградри В. И. Мухина ячěпе хисепленекен аслă училищěре монументлă–декоративлă живопись ăсталăхне алла илнě, художник–монументалист пулса тăнă. Вěреннě хушăрах Пермьри кěнеке издательствинче иллюстраторта ěçлет. Алексей Решетов поэтăн вăл илемлетсе кăларнă кěнекине Пěтěм Российăри конкурсра чи лайăххи тесе йышăнаççě. В. Петрова, хайхи, кěнеке издательствинче ěçлеме чěнсе илеççě: вăл пěр вăхăтрах иллюстратор та, художествăпа производство мастерскойěнчи живописец-монументалист та. Çак вахăтра 50 яхăн кěнеке илемлетсе ěлкěрет. Вěсенчен чылайăшне Мускаври, ют çěршывсенчи пысăк выставкăсенче кăтартаççě.
1971 çулта СССР Художииксен союзěн членне йышăнаççĕ. Хăвăрт аталанакан çамрăк хулана Тольяттине чěнсе илесçě. Паян кунчченех унта ěçлесе пурăнать. Кунта вăл художествопа производство мастерскойě туса хурассишěн хытă тарăшать. Ку вăхăтри паллă ěçěсенчен пěри Сызрань валли туса хатěрленě монументлă-декоративла «Мирлě ěç» панно шутланать. РСФСР художество фончěн эксперт совечě ăна 1975 çулхи чи лайăх ěç тесе хакланă.
Виталий Петрова халě çěршывěпех пěлеççě. Унăн произведенийěсене Мускавра, Ленинградра, Балтика тăрăхěнче, Шупашкарта тата ют çěршывсенче те, сăмахран, Венгрипе ГДРта, анлăн кăтартнă.
Художник чăваш халăх историне, йăли-йěркисене, фольклорне, этнографине тимлě вěренет. Вăл Çěнě Шупашкарти Спорт комплексне илемлетсе тунă паллă ěçсене нумай изданисем тěрлě тěспе пичетлесе кăларчěç. Эпě вěсене Венгри журналěсенче те курса тěлěнтěм. «Тăван çěр» паннон хăшпěр пайěсене «Ялав» журналăн кăçалхи 5-мěш номерěнче кăштах кăтартнă.
Иртнě кунсенче В. Петровăн Шупашкарти автор выставки пысăк ăнăçлăхпа иртрě. ăна художник амăшне те лартса кайса кăтартнă. «Специалист мар пулсан та, пурне те чунтанах туятăп, ăнланатăп», — терě Праски аппа.
Хăй каланă тăрăх, В. Петрова Венгрипе Демократиллě Германи Республикинче тата Болгарире курса çÿрени, унти семинарсемпе выставкăсене хутшăнни, тăванла çěршывсенчи паллă художниксемпе çывăх туслашни питě нумай пулăшнă, пулăшать те. Халě унăн «Нарспи» поэма тăрăх тунă çěнě произведенийěсене пысăка хурса хаклаççě.
– Хамăр енче, Вăрнарта, пěр-пěр выставка йěркелесе кăтартас килет, – терě Виталий Петрович. – Вăрнарти пěрремěш вăтам шкул директорě Сергей Степанович Волков та мана тěл–пулăва тахçантанпах чěнет. Питě çитсе курса калаçас кăмăл пур...
...Хальхинче художник тăван килте темиçе кун пурăнчě. Нумай çынсемпе курса калаçрě. Ир пуçласа каçченех канмасăр тенě пек «хура ěç» турě. Ӗçлеме юратать вара. Тем тума та пěлет. Унпа пěрре кăна калаçсан та, вăл ěçленине кăштах кăна курса юлсан та чун–чěрепе тасарах, илемлěрех пулас килет, туллирех пурнăçпа пурнас килет.

Çěнтерÿ çулě (Вăрнар р–нě). 1984. 23 июнь.