Художникăн творчествăлла кун çулĕ

Праски Витти (Виталий Петров) Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш нацилле наука академийĕн член-корреспонденчĕ. Кăçал унăн творчествине пысăка хурса хакланă, сăнарлă искусство енĕпе Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ ятне панă.

Праски Витти хамăр районти Айкăш ялĕнче 1936 çулта çуралнă. 1944-1954 çулсенче Малти Ишекри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. 1954-1961 çулсенче Шупашкарти художество училищинче вĕреннĕ. Çав çулах вăл Ленинградри В. И. Мухина ячĕпе хисепленекен художествăпа промышленноçăн Аслă училищин монументаллă-декоративлă факультетне вĕренме кĕнĕ. Унтан вăл 1967 çулта ăнăçлă вĕренсе тухнă.

Виталий Петрович Петров (Праски Витти) – капмар çуртсене ÿкерчĕксемпе илем кĕртес, кĕнеке графикин произведенийĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе тата эмальпе керамика искусстви енĕпе пысăк ăстаçă. Вăл монументаллă-декоративлă тата эмаль искусстви енĕпе Тăван çĕршывра ирттерекен нумай-нумай творчествăлла семинарсен участникĕ тата руководителĕ пулнă. Германири, Чехословакири, Венгрири художниксен ушкăнĕсемпе хамăр çĕршывра та, чикĕ Леш енче те сахал мар ĕçленĕ.

Виталий Петрович Германире, Болгарире, Венгрире, Польшăра, Испанире, СШАра тата хамăр çĕршывра ирттернĕ нумай-нумай выставкăсене хутшăннă. Вăл 1982, 1989 тата 1992 çулсенче эмаль искусстви енĕпе Кечкеметре ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери выставкăна хутшăнать. 1986 тата 1988 çулсенче вара Сочире ирттернĕ çавнашкал выставкăра пулать. 1991 çулта Праски Витти эмаль искусстви енĕпе Мускавра ирттернĕ тĕнчери иккĕмĕш выставкăра тата Кевентон хулинче (СШАри Кентукки штачĕ) хăйĕн ĕçĕсене кăтартать.

Çав çулсенче Виталий Петровичăн творчестви тата çÿллĕрех шая хăпартать. Вăл тĕнчери паллă художниксен ретне тăрать. 1992 çулта графика енĕпе унăн ĕçĕсен выставкисем Кечкемет хулинче тата эмальпе графика енĕпе Будапештра иртеççĕ.

Кăçал Праски Витти ĕçĕсем Кечкеметри Пĕтĕм тĕнчери эмаль енĕпе ирттернĕ выставкăра пĕрремĕш премии илме тивĕç пулаççĕ. Унăн ĕçĕсене çулталăкри чи лайăххисем тесе хакланă. Эмаль искусстви енĕпе Мускавра пулса иртнĕ тĕнчери виççĕмĕш выставкăра та ăна Диплом парса чысланă.

Праски Витин произведенийĕсем Тольятти, Сочи, Шупашкар, Мускав, Украина хулисен, Венгри, Испани, Германи, Болгарии, США, Бельги, Болгари, Польша тата ытти çĕршывсен хулисенчи музейĕсен тата уйрăм çынсен коллекцийĕсем шутланаççĕ. Хальхи вăхăтра художник произведенийĕсен пĕр пайĕ Германире кăтартаççĕ, тепĕр пайĕ, хурсă тата пăхăр çине эмальпе ÿкернисем, Шупашкарти выставкăра. Праски Витти – Гран-При илме тивĕç пулнă художник.

Çěнтерÿ çулě (Вăрнар р–нě). 1993. 21 авăн.