С. Чикмякова

Ӳкерчĕксенче – наци культурин аталанăвĕ

Вăрнартри историпе краеведени музейĕнче ĕçлеме пуçланă выставка аслă çынсемшĕн те, çитĕнекен ăрушăн та интереслĕ, усăллă, вĕрентӳллĕ пулĕ. Ку хутĕнче унта паллă ентешĕмĕрсен, Праски Виттипе Геннадий Дубровин ӳнерçĕсен ĕçĕсем вырăн тупнă. Ăна район администрацийĕ, культура пайĕ, чăваш художникĕсен тата Чăваш Республикин дизайнерсен пĕрлешĕвĕсем пулăшнипе йĕркеленĕ.
«Чăваш çĕрĕ» выставка эрне каяллах уçӑлнă. Ăна пăхнă хыççăн асра юлнă шухăш-кăмăла, туйăмсене палăртса çырса хăварнисем те пур. Анчах та курав «хуçисемпе» хăйсемпе курса калаçнине, ӳкерчĕксен тĕп шухăшĕсен тупсăмне пĕлме пултарнине нимĕн те çитмест. Çак тĕллевпех ĕнтĕ иртнĕ шăмат кун авторсем Вăрнара килсе çитрĕç, выставкăна презентациленĕ çĕре хутшăнчĕç.
Калас пулат, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлă чăваш халăх художникĕн, ЧР наукăпа искусствăсен наци академийĕн член-корреспонденчĕн Праски Виттин хăйĕн уйрăм стиль. Тĕрĕссипе, пĕрре пăхсан вăл мĕн калас тенине ăнланма йывăртарах. Ӳкерчĕкĕсем тарăн шухăша яраççĕ, сăтсе явма, çĕршер çул каяллахи пурнăçа, йăх-несĕлĕмĕрсен легендисем патне таврăнма хистеççĕ, хамăр пурнăç çине философилле куçпа пăхма сĕнеççĕ. Унăн ĕçĕсем иртнипе пуласлăха тачă çыхăнтараççĕ. Чăваш наци культуришĕн кулянни, пăлханни, унăн аталанăвĕпе çитĕнĕвĕшĕн мăнаçланни палăрать вĕсенче. Ăҫта кăна «çитсе курман» пулĕ унăн ĕçĕсем – пур çĕртре те хисепе тивĕçнӗ, вĕсене çӳллĕ шайра хакланă. Парижра, Германире, Афинăра тата ытти çĕрте персоналлă выставкăсем йĕркеленĕ. Тĕнче «курса ҫӳренĕ» ӳкерчĕксем Вăрнара та çитни пирĕншĕн уйрăмах хаклă.
– Енчен те мĕн ӳкернине халăха каласа кăтартмасан, художникпа çынсем хушшинчи çыхăну татăлать, художество пултарулăхĕ сӳнет, - терĕ художник-профессионал (40 çул ытла!) выставкăна уçнӑ самантра каланă сăмахсенче. Наци искусствипе интересленекенсем Праски Витти картинисемпе кăсăклансах паллашрĕç, ӳкерчĕкри ку е вăл элемент мĕне пĕлтернине ыйтса пӗлчĕç. Автор каланă тăрăх, вăл мĕн шутлать, çавна ĕçĕсенче сӑнлать.
Çӳлерех асăнтăм ĕнтĕ, выставкăра тепĕр ентешĕн, Хапăс çыннин Геннадий Дубровин художник-дизайнерăн те ĕçĕсем – живопись тата дизайн – пысăк вырăн йышăнаççӗ. Çакна та каласа хăвармалла, Геннадий Федорович хăйĕн проекчĕпе поселока илемлетнĕ çĕре пысăк тӳпе хывнă. Унăн шухăшĕсем, идейисем Вăрнар урамĕсенче кĕске вăхăтрах пурнăçа кĕчĕç. «Дизайнер ĕç паянхи пурнăçра чи кирли пулса тăчĕ», – терĕ вăл тĕл пулура. Выставкăна тăратнă 14 ĕçрен ытларахăшĕ – çуртсене, интерьера пĕлсе илемлетмелли проектсемпе эскизсем. Г.Дубровин дизайн ĕçĕпе йĕркеленĕ чылай конкурсăн çĕнтерӳçи. Унăн ӳкерчĕкĕсенчи шĕвĕр вĕçлĕ тăрăсем, вĕçкĕтеслĕхсем малашлăха ĕненнине, талпăннине палăртаççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Игнатьев, культура пайĕн пуçлăхĕ С.Журавлева, музей директорĕ Е.Шарипова тата ыттисем те ӳнерçĕсене тав турĕç. «Çак выставкăра пулса курнă хыççăн тăрăшарах ĕçлес, ырă ĕçсем тăвас килет. Тавах сире, хамăр ентешсене манманшăн, вĕсен чунĕсене хăпартлантарнăшăн», – терĕç искусствăна кăмăллакансем.
Асăннă выставка Республика кунне халалланă мероприятисен йĕркипе иртет. Июнĕн 24-мĕшĕнче кунта ытти регионсенчи пысăк хăнасем пулса курĕç, ентешĕмĕрсен ĕçне курса савăнĕç.

Çěнтерӳ çулě (Вăрнар р–нě). 2005. 8 çěртме.