В. Эктел

Тăван кĕтес илемĕ

Тольятти хулинчи «Современник» полиграфи предприятийě пирĕн ентеш, РСФСР тава тивěçлě художникě Виталий Петрович Петров (Праски Витти) пултарулăхне халалласа пысăк та илемлě, нумай тĕслĕ каталог-проспект пичетлесе кăларнă. Ăна паллă художник-монументалистăн çак хуларах 50 çул тултарнă ятпа ирттернĕ выставкăри ěçěсенчен калăпланă. Калас пулать, выставка та, çак проспект та чăвашсен сăнарлă искусствишěн пысăк пěлтерĕшлě те курăмлă. Художник нумай çул хушши республика тулашĕнче пурăннă май, унăн ěçěсене эпир сахалрах пěлетпěр.
Праски Витти Вăрнар районěнчи Малти Ишекре 1936 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Шупашкарти художество училищинче вĕреннě чухнех унăн монументлă искусство енне туртăм пулни палăрнă: Чăваш АССРě 40 çул тултарнине паллă тунă чухне вăл Атăл хĕррине илемлетес ĕçе хутшăнать. 1967 çулта Ленинградри В. И. Мухина ячěпе хисěпленекен художествăпа промышленность институтĕнчен вěренсе тухать.
Каярахпа Пермь хулинчи кěнеке издательствинче тата унти художествăпа производство мастерскойěнче ěçлет. Çав çулсенчех Пěтěм Российăри кĕнеке искусствин конкурсĕнче лауреат ятне илет, çĕршыври чылай выставкăсене хутшăнать. 1972 çултанпа унăн пурнăçĕ çěнĕ индустри хулипе — Тольяттипе çыхăнать. Унăн Сызраньте тунă «Мирлě ěç» ятлă мозаикăллă паннона 1975 çулта РСФСРти монументлă искусствăн чи лайăх тĕслěхěн шутне кěртнĕ.
Тĕрлě вăхăтра вăл СССР художество фончě сĕннипе художниксен интернационаллă ушкăнěсемпе пěрле Венгри Халăх Республикинче, Болгарире, Демократиллě Германи Республикинче пулать, монументлă ěçсем ăсталать, выставкăсене хутшăнать. Творчествăлла командировкăсенче тĕрлěрен ярăмсем хатěрлет. Ăçти çěршывсенче çÿресен те, вăл хăйěн ěçěсене чăваш халăхĕн пурнăçĕпе, искусствипе, фольклорěпе, литературипе çыхăнтарать, тăван çĕрěн чапне мухтать.
1981 çулта Праски Витти Чăваш республикишĕн калама çук пысăк ěç турě — Çěнě Шупашкарти спорт комплексне «Тăван çěрěм» монументлă-декоративлă композиципе илемлетрĕ. Ăна РСФСР художество фончě çак енĕпе тунă чи лайăх ěç тесе хакларĕ. Çак вуншар тăваткал метрлă ÿкерчĕкре чăннипех те чăваш халăхěн ěмěрсем хушшинчи кун-çулě, ěмěт-шухăшě, илемлěх туйăмě курăнать.
Çакна палăртмалла: художник пултарулăхĕ, кирĕк хăш енчен илсен те, авалхи чăваш халăхěн мифологийěнчи тĕнчекурăмпа çыхăннă. Çавăнпа та унăн ěçěсем пирěншěн пăчах урăхла, çĕнěлле курăнаççĕ. Çакă шухăша хăйне евĕр уçса панинче те, илемлĕх меслечĕсенче те уçăмлăн палăрать. Тольяттире ирттернě выставкăра «Чăваш халăхне çутта кăларакансем» ярăмри И. Н. Ульянов, И. Я. Яковлев, Çеçпěл Мишши, Федор Павлов портречěсем пысăк вырăн йышăнчěç. Халăх тумěн эрешне ěмĕрлěхе хăварас шутпах вăл XVIII ěмěрти тěрě-эрешсене вěри эмаль техникипе ÿкерсе кăтартма тытăнчě. Константин Ивановпа унăн вилĕмсěр «Нарспийě» те Праски Витти пултарулăхĕнче ярăмшарăн шăранса тухрĕ.
Унăн монументлă ěçěсем Ижевск, Пермь, Тольятти, Сызрань, Куйбышев хулисемпе тăванла социализмла çĕршывсенчи чылай хуласене илем кÿреççě. Вěсем этем ăс-хакăлне, улăпла хăватне, малашлăх туртăмне мухтаççě.
Художник нумай техникăна алла илнě. Вěсен шутěнче графика, мозаика, живопись, скульптурăллă рельеф, чеканка, керамика, йывăçран каснă рельеф, витраж, энкаустика, левкас, вěри эмаль. Ун пек нумай евěрлě аталаннă монументалист пирěн республикăра çукчě-ха.
Праски Витти çавăн пекех живопиçпе графикăра та тухăçлă ěçлет. Сăмахран, «Сикни» тата «Чупни» офортсене çеç илер. Вěсем ун ăнланăвěнче ахаль спорт вăййи çеç мар философиллě символпа тулнă.
Каларăмăр ěнтě, паллї чăваш художникěн ěçěсене республикăри искусствăна юратакансем сахал пěлеççĕ-ха. 1982 çулта Шупашкарта вăл «Нарспи» сюжечěпе ăсталанă тăватă эмаль кăтартнăччě. Виçěм çулхи «Анлă Атăл» выставкăра вара графика, эмаль ěçěсемпе эскизсем пулчěç.
Халĕ Праски Витти тăван республикăра ěçлеме тытăнчĕ. Кăçал Шупашкарта унăн творчествипе анлăн паллашма пулăшакан выставка уçăлмалла. Вăл монументлă-декоративлă искусство аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнасса шанас килет.

Коммунизм ялавě. 1987. 10 кăрлач. ;

Эктель, В. Самана сăнěсем = Лики эпохи: статьясем, рецензисем /

В. Эктель. Шупашкар, 2003. С. 26–27.