«Художник пулнипе телейлě...»

Виталий Петрович Петров — паллă художник. Вăл илемлетнĕ кěнекесене совет çыннисем те, ют çěршывсенчи вулакансем те лайăх пěлеççĕ. 1967 çулта унăн ěçне Асла Октябрь 50 çул тултарă ятпа ирттернě Пěтěм Союзри кěнеке искусствин конкурсěнче чи лайăххи тесе йышăннă. Художникăн «Тěлпулу» композицине кăçал «Советский художник» издательствăра кăларнă «Монументальное искусство СССР» кěнекере нумай тěспе репродукциленĕ. Ку кěнекене монументла пропагандăн 60 çул хушшинчи чи лайăх произведенийěсен шутне кěртнě.


Художник çав хушăрах хуласене эстетика тěлěшěнчен илемлетес ěçе ертсе пырать. Нумай вăхăт хушши вăл СССР тата РСФСР художникěсен союзěсен монументла искусство комиссийěсен, РСФСР Художество фончěн эксперт совечěн членě.


Çак кунсенче В. П. Петров Шупашкарта пулчě. Пирěн штатра тăман корреспондент А. Григорьев искусствовед паллă художникпа тěл пулса калаçнă.


— Творчество ěçěнчен пěр куна уйрăлма та кансěр. Виталий Петрович, Эсир тăван республикăна мěн сăлтавпа килни çинчен пěлтермěр-ши?
— Октябрьте Сочи хулинче РСФСР художникěсен монументла искусствин 4-мěш выставки уçăлать. Унтах çак искусство умěнче тăракан задачăсене сÿтсе явма симпозиум ирттереççě. Выставкăра ман ěçсем те пулаççĕ. Симпозиумра тухса калама хатěрленнě май Шупашкарти художниксен ěçěсемпе тĕплěнрех паллашас терěм. Земляк-монументалистсем хушшинче чи пултарулли Анатолий Иванович Ивановчě. Вăл чылай хушă Шупашкар хулин главнăй художникě пулса ěçлерě. Анчах йывăр чирлесе, хěрěхе çитичченех вилсе кайрě. Чăваш АССР Художниксен союзě ăна асăнса ирттернě выставкăра пултăм. Тěп хулара та, ялсенче те савăнтаракан ěçсем сахал мар куртăм. Республикăра ку тěлěшпе специалистсем вěрентсе хатěрлеме çине тăрсах тăрăшни савăнтарать.
— Эсир, аякра пурăнакан çын, пирěн ěçе ырлани кăмăллă...
— Эп аякри çын мар. Кунта, Вăрнар районěнчи Малти Ишекре манăн анне пурăнать. Çак ялта çуралса ÿснě эпě. Пěчěклех çурма тăлăх юлнă пулин те, пурнăçăм чăннипех телейлě пулчě. Пуçламăш шкул учителě Иван Никандрович Никандров пěрремěш класрах мана художник профессине юратма вěрентрě. Шупашкарти художество училищине килсен, И. Т. Григорьев, Е. Е. Бургулов, Р. М. Ермолаева çак ăсталăха алла илме пулăшрěç. Манпа пěрле, пĕр курсра вěреннě А. Иванов, С. Медведев, С. Владимиров, В. Емельянов художниксене те тав.
Пысăк талантлă çынсем, вěсем мана талăкě-талăкěпе ěçлеме хăнăхтарчěç. Ленинградри В. И. Мухина ячěпе хисепленекен художествăпа промышленность училищин профессорěсене Г. А. Савинова тата К. Л. Иогансона чунтан хисеплесе аса илетěп.
Çак кунсенче, СССР Конституцине йышаннăранпа çулталăк çитнине палăртнă вăхăтра, В. И. Ленин монументла пропаганда çинчен калани пирки, хамăр пурнăçăн Тěп Законě çинчен татах та татах шухăшлатăп. Совет влаçě мěнпур майсем туса панипе утса тухрăмăр эпир, чăваш ачисем, çак çула.
Эпě художник пулнипе телейлě. Чунра мěн пуррине сăнарласа кăтартма пултарнишěн телейлě. Нумай çÿресе курнă. Ют çěршывсенчи художниксен пултарулăхěпе те паллашнă. Унти академисен веренÿ йеркине те пěлетěп. Пирěннинчи пек мар, виçě çул кăна вĕренеççĕ вĕсенче çамрăксем, ытларах техникăна алла илме тăрăшаççě. Çавна май каллех Шупашкарти художсство училищи аса килет. Çěршыври чи паллă шкулсенчен пěри вăл. Ặна йěркеленě Ф. С. Быков чăн-чăн реалист, совет искусствин задачисене витěр курса тăнă педагог. Кунта вěрентсе пурăннă А. М. Тагаев-Сурбан, И. Т. Григорьев, Н. К. Сверчков, М. С. Спиридонов. Е. Е, Бургулов, В. С., Гурин, Р. М. Ермолаева, хăйсем паллă художниксем пулнипе пĕрлех, талантлă çамрăксене лайăх вĕрентсе хатěрлеме пултарнă. Педагогика институтěнчи художествăпа графика факультечě те, Чăваш АССР Художниксен союзĕ те республика искусствинче кирлě пур тěрлě специалиста та пухма пěлни савăнтарать.
– Апла пулсан, Эсир те кунтан тухнă специалист. Сирěн пултарулăхăра тăван республикăра лайăхрах пěлме тивěç...
– Ěçлеме пултарайсан, пěлěç-ха тăван республикăра та. Кěçех Шупашкара яланлăхах таврăнасшăн эпě. Ленинградран вĕренсе тухсан, мана Пермь хулине ěçлеме ячĕç. Шăпах унти издательствăра пичетлесе кăларнă кěнекесем Мускаври тата ют çĕршывсенчи пысăк выставкăсенче пулчěç. 1972 çулта Тольятти хулине, хула пурнăçне эстетика тěлěшěнчен çĕнĕлле йěркелес ěçе ертсе пыма хушрěç. Çак хулара пухнă опыт Шупашкарта та усăллă пулассăн туйăнать.

Коммунизм ялавě. 1978. 13 октябрь.