Праски Витти

Шухăшсем, шухăшсем…

...Эп хуллен пăшăлтататăп. Пурнăç кĕске, искусство – ĕмĕрлĕх. Культура пĕрре. Пĕтĕм тĕн турăпа çыхăннă. Халăх хыççăн унăн пултарулăхĕ юлать. Анчах культурăпа, искусствăпа пуян халăх вилет-ши?.. Çапла пулас! Ăçта Ĕмĕрхи тата Авалхи, Рим, Византи, Вавилон, Ассири, скифсем, хазарсем, шумерсем?

...Ӳкересси вăл – ăнтăлу. Ырă ăнтăлу (суйнине, варланине пачах хирĕçле ăнтăлу...). Художник вилĕмсĕрлĕх патне чи çывăххи. Çапах та пултарулăхăн чи пысăк тĕсĕ кăткăс ăсталăхăн чи пысăк çимĕçĕ вăл – поэзии (халăх иккĕленме, хăйĕн çулпуçĕсене, вĕсен çĕнтерĕвĕсемпе пĕрле, тиркеме, çитĕнĕвĕсемпе сутăнчăклăхĕнчен кулма-тăрăхлама пултарать, анчах хăйĕн поэтĕнчен вăл нихăçан та кулмасть).

Халăх ăс-тăн çухатнă вăхăтра Турă ун патне поэта ярать. Манăн халăх ĕмĕрлĕхех çухаласси умĕнче… Кам çĕрĕн кĕлетки, пичĕ тăрăх утать?.. Чăваш–и, вырăс-и, якут-и, калмăк и?

...Çын ыйтма пултаракан, анчах хуравлама пултарайман тата хуравламасăр хăварма пултаракан ыйтусем пур. Вăрманта тĕрлĕрен йывăç-курăк - мĕншĕн вăл çавăн пек? Мĕншĕн çĕр çинче халăхсем, чĕлхе, ĕненÿсем нумай?.. Çынăн хуравĕ йăнăш пулма пултарать. Турă вара çак нумай енлĕхĕн шухăшĕпе тĕллевĕсене, пĕлетăркачах, шарламасть.

…Пĕр пек йывăçсем нумай – ку вăрман мар… Эпĕ çĕр çине чăваш пулса çуралнă (анчах урăх халăхăн çынни çеç мар, кайăк, пулă, тискер чĕр-чун пулса та çуралма пултарнă…) Ман халăх сăнарлă искусствăна ăнланать. Çавна май Кокель, Спиридонов, Сверчков, Зайцев аталаннă… Эпир ÿкерме вĕренме пултарнине çирĕплетсе панă. Тепĕр ăру вара ÿкерме вĕреннĕ çеç мар, ыттисене те вĕрентме пултарнине çирĕплетнĕ… Овчинников, Филиппов… Унтан эпир килтĕмĕр – Петр Петров, Виталий Петров, Юрий Николаев. Хамăр ÿкерме, вĕрентме пĕлнине çеç мар, халăхсем хушшинчи тĕрлĕ выстăвкăсенче çĕнтерме пултарнине те кăтартрăмăр. Миттов пирĕн искусствăри çăлкуçсене çухатмасăр Хĕвелтухăç искусствинче палăрчĕ… Халĕ Фомиряков, Михайлов художниксем килчĕç… Вĕсен ĕçĕсене пăхса, вĕсене чăнах та чăваш ÿкерни пирки калама пулать. Вĕсем ĕçĕсене чăваш пек пулса ÿкереççĕ… Эппин, эпир истори хăми çине каялла таврăнатпăр…

Çĕнĕ шухăшсем çуратса вĕсене пурнăçа кĕртме пултарсан - эпир вилместпĕр. Чăн-чăн талант вăл – нумай пĕлнипе туйăмсен пуянлăхĕн пĕрлĕхĕ.

Талантлă художникпа тĕл пулни маншăн – чăн-чăн телей. Эпĕ пушă нигилизмран классиксенчен вĕреннипе тата вĕсене хисепленипе хăтăлтăм. Эпир классикăлла вĕрентĕве сыхласа хăварни пит лайăх. Çакă вăл тĕнчепе çынна сăнарлама пултаракан чăн-чăн художника çуратма пултарать.

Хамăн пултаруллăхра эпĕ – художник-монументалист. Ку урăхла ĕçсенче те курăнать. Монументаллă композицине тунă чух чи малтан вĕсен тĕп пайне (шăмшакине) палăртатăн. Ылтăн касăкăн (сечение) законĕ тăрăх ÿкеретĕп. Пулнă пайлашусем хушшине шухăшласа хунă сăнарсене вырнаçтарма меллĕ. Хамăн ĕçре геометрилле тата оптикăлла факторсемпе усă куратăп.

Монументаллă тĕрлевсенче тĕссем – илемлĕ курăнаканисем. Çавăпа пĕрлех тĕс уçлăха тÿремлĕх çине ÿкерме май парать. Хĕрлĕ тĕс ума туйтарать, кăвакки – инçетлĕхе. Живопиçре таса тĕссемпе усă курни çав вăхăтрах мораль хаклăхĕ пирки халăхăн шухăшлавĕсене палăртнине астăватăп. Кăвак тĕс – шухăшсен тасалăхĕ, хĕрлĕ – пурнăçри вăй-хал, сарă – çепĕçлĕх, ăшăлăх.

Живопиçри манăн хăшпĕр ĕçсенче сăмахпа каласа памаллине шыраса ларма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен вĕсенче сăнарлăхăн таса чĕлхи. Çакăн пек туни художника пултарулăхри пуçтахлăка упраса хăварма фантази патне çул уçма пулăшать.

Ача чухне эпĕ К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине интересленнĕ. Поэмăн таса, чуна витĕр тивекен чĕлхе. Вăл пире, чăвашсене, ÿкерет. Унта этем пурнăçĕн пĕтĕм тапхăрĕ: çуркуннерен пуçласа асар писер çанталăк, савăнăçпа хуйхă, уявсемпе аркату, çепĕç тĕлпулусемпе тавăру таранах. «Нарспи» - этемĕн ăшчик аталанăвĕн тĕлĕнмелле ÿкерчĕкĕ. Эпир хитре, илемлĕ хĕрпе унăн туйăмăсене таптанине куратпăр. Унăн асапĕсем ăна киревсĕр ĕç патне илсе çитереççĕ. Художникăн çынпа пулса иртекен мĕнпур улшăнусене курмалла. Поэма вĕçĕнче Нарспи пачах урăх çын. Ăна хитре çын пек ÿкерме юрамасть. Сăнĕнче – асапсен, хăрушлăхсен пичечĕ. Унăн пурнăçĕ арканнă. Ăна сивленĕ. Нарспи хăйне тыткалани – ватă çынсен законĕсене пăхăнманни. Курайманлăх çынна пĕтерет. Шел пулин те Нарспи те çав çулпах утать. Унăн шăпи – пире асăрхаттарни.

Хамăн халăхăн пурнăçне ÿкернĕ чухне эпĕ яланах «Нарспи» поэмăн сăнарĕсем çинчен шухăшлатăп. Кирек мĕн ÿкерсен те мана «Нарспи» ÿкернĕ пекех туйăнать.

Хамăн персонажсене час-часах пĕкĕсемпе тата йĕрсемпе туртса пĕтернĕ тăваткалра ÿкеретĕп. Ку тĕнчен авалхи калăпĕ. Варринчи йĕр – пурнăç йĕрĕ, пĕкĕ – пĕлĕт, çарашка йĕр – çĕр, кĕтессенче – хĕвелĕн тĕсĕсем çуркуннехи, çуллахи, кĕркуннехи, хĕллехи. Çак тĕнчере çыншăн пĕтĕмпех тăваткалра пулса иртет. Çанталăкăн тăватă тапхăр, çутăн тăватă ен, талăкăн та шăпи çаплах. «Нарспи» геройĕсене кашнине вĕсем тĕнчене мĕнле йышăннине кура сăнарланă. Ĕç пулса иртнĕ вăхăта, авалхи тĕрĕсене, тĕллевсене кăтартнă. Вĕсене эпĕ те хамăн композицисенче усă куратăп.

Тĕрĕсен орнаменчĕсенче ватă çынсем хăйсем тĕнчене, çынсен пурнăçне лайăх пĕлнине кăтартнă. Çак вĕсене çÿллĕ çĕклет. Анчах çак чун категорийĕсем иртеççĕ. Паянхи çын вĕсене йышăнса ăнланма пултарать-ши? Эп шухăшланă тăрăх вĕсен тĕсĕ, калăпăшĕ улшăнать, искусствăн урăх тĕсĕсенче палăрать. Халăх пултарулăхĕ тискер çутçанталăкпа пĕрешкел. Сăмахран – курăк. Халăх вĕсенчен пучахлă тырăсем тунă. Пурăна-киле çĕнĕ сортсем тупнă, хăшпĕр тĕсĕ ĕмĕрлĕхех çухалнă. Çавăнпа çĕнĕлĕхĕн яланхи куçăмĕ кирлĕ. Çĕнĕ сортсем тупмалла. Ăна тупма каялла, ĕмĕрхи-авлхи курăксем патне, таврăнмалла.

Малтанхи çăлкуçкуçсене упраса хăварни пурнăçра питĕ кирлĕ. Çавăнпа та, енчен те эсĕ художник, хăвăн мăн кăмăллăхри пуçтахлăхупа хăв ăçта кайнине ăнланмасăр инçете вĕçрĕн пулсан, çаврăнса пăх: тĕллесе хунă тĕлех çитрĕн-и? Пултаруллăх аталанăвĕн малтанхи çăлкуçĕсене аса ил. Санăн сăну çине халăхăн таса та çутă искусстви çинчен çутă ÿкĕ. Санăн чуну лăпкăн тапма пуçлĕ, ăстăну янкăр таса пулĕ.

…Енчен те тепĕр хутчен çуралма май пулсан, эпĕ сасă, кĕвĕ, юрă пулса çуралăттăм.

Монументаллă искусство халăх валли. Вăл халăхăн культура шайне кăтартать.Пирĕн наци архитектурине тума никĕс те, халăх утнă çулпа, унăн искусствипе кăсăкланни те пур. Тĕнчекурăмăн анлăхĕ, ман шутпа, архитектурăллă сăнарпа живопиçе пĕрлештерс ĕçре пулăшать. Хамăрăн пултарулăха пуянлатма халăхсен хушшинчи çыхăнусене анлăлатмалла. Вĕсем пире сывлăш пек кирлĕ. Анчах та ку урăх çĕршывсемпе çеç туслашмалла тенине пĕлтермест. Çав вăхăтрах кÿршĕсемпе те туслă пурăнмалла – мариецсемпе, удмуртсемпе, тутарсемпе. Искусствăн урăх халăхăн культурине те йышăнмалла. Унсăрăн – аталану чухăнланать.

Çĕнтерÿ çулĕ. 1993. 21 сентябрь.