Ольга Тургай калаçнă

Эпир телей курма çуралнă

Праски Витти (Петров Виталий Петрович) – Чăваш Республикин халăх художникĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лаурерачĕ, Чăваш Наци Академийĕн член-корреспонденчĕ. Вăл 1936 çулта Чăвашра çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн 1954 çулта Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕрет. Училищĕре вĕренсе пĕтерсенех, 1961 çулта, Ленинградри В. И. Мухина ячĕллĕ Аслă художественно-промышленнăй училищĕре пĕлĕвне ÿстерет.

Праски Витти – монументла-декоративлă мелпе ÿкернĕ ĕçсен, станокпа кĕнеке графикин ĕçĕсен авторĕ, эмальпе керамика та уншăн ют мар. Вăл хамăр çĕршывра, ют çĕршывсенче ирттернĕ нумай выставкăсене хутшăннă, сăмахран, Пăлхарта, Венгрире, Германире, Испанире, Америкăра… Çавăн пекех Пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттерекен симпозиумсене те хутшăннă. 1992 çулта Кечкемет хулинче «Венгри» Пĕтĕм тĕнчери эмаль пултарулăх центрĕ ирттернĕ симпозиумра Праски Витти çав çулхи чи лайăх ĕçсемшĕн Пĕрремĕш премие тивĕçет. Çав çулах вăл Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери эмаль ĕçĕсен выставкин лауреачĕ пулса тăрать

Художник ĕçĕсем Германири, Пăлхарти, Венгрири, Бельгири, Америкăри, Испанири музейсемпе уйрăм çынсен коллекцийĕнче упранаççĕ.

- Виталий Петрович, сирĕн шутпа пирĕн, чăвашсен, чăн-чăн патшалăх йĕркелес тесен мĕн тумалла, мĕнле пулмалла?

- Чăваш Республикин гражданĕ тенине çирĕплетмелле. Шел пулин те, çук-ха вăл пирĕн. Ку вара чăвашсемшĕнех питĕ начар, мĕншĕн тесен кам кунта паспортпа çырăннă, çавсене пурне те çĕр параççĕ, сутаççĕ. Ытларах чухне çав çĕре чăваш мар, таçтан ют çĕртен килнисем туянаççĕ. Хамăр сисмесĕрех, хамăр саккунсем çук пирки, хамăр çĕре сутса яратпăр. Çĕре ăна камăн чăваш гражданстви пур, çавна кăна сутмалла. Çĕрсĕр халăх çук.

Эпĕ ĕненетĕп: пур халăх та пĕр тан Турă умĕнче. Ку тĕнчене эпир телей курма çуралнă. Пур этем те пĕр пек çуралать, ÿсет, вилет… Анчах пĕр халăхĕ сывлăхлă, пуян пурăнать, ĕçлеме те, канма та пĕлет – унăн пурте пур. Тепĕр халăхĕ вара нишлĕ, чирлĕ, аталанайман халăх. Пĕрремĕшсем хăйсене валли лайăх пурăнмалли мелсем шыраса тупнă, иккĕмĕшсем – çук. Пирĕн те пĕрремĕшсен шайне çитес тесен президент суйланисĕр пуçне, ялавпа герб çирĕплетнисĕр пуçне, гражданлăх йышăнмалла, хамăрăн паспорт пулмалла, банк системи, чăвашăн хăйĕн укçине тумалла. Унсăрăн Раççей малтанхи пекех пире çаплах ĕç лаши вырăнне хурса ахалех ĕçлеттере-ĕçлеттере хăй пуять. Калаççĕ: «Пирĕн нимĕн те çук, укçа тума тавар кирлĕ», - теççĕ. Мĕн кирли пурте пур пирĕн. Укçа тунă хыççăн хамăрăн патшалăх хăрушсăрлăхĕн органне йĕркелемелле, унта чăваш милицийĕ, чăваш çарĕ халăхпа президент чысне, хăрушсăрлăхне сыхлакан министрсен кабинечĕ кĕрет. Вĕсем пĕри те çук-ха пирĕн. Тĕслĕхрен, Лихтенштейн патшалăхĕнче вунпĕр пин çын çеç пурăнать, апла пулин те вĕсен çар пур – вунвиçĕ салтак. Унтан ытла вĕсене кирлĕ те мар. Ку вăл лайăх аталаннине кăтартакан паллă. Апла пулсан, мĕншĕн пĕрисен хăйсен çарне тума юрать, пирĕн, чăвашсен, юрамасть. Мĕн айăпа пула?

- Хăранине пĕлтермест-ши ку?

- Паллах. Империри кашни вак халăхăн хăйĕн çарĕ пулсан вĕсене тытса тăма йывăртарах. Çар халăх хутне кĕме пултарасси шиклентерет импери çÿлти влаçне, çавăнпа ирĕк памаççĕ те.

- Чăваш вăл паянхи кун самолетран парашютсăр кăларса пăрахнă çын пек аялалла вирхĕнсе анать, терĕр Эсир, Виталий Петрович. Ытла хăрушă сăнар…

- Çапла, хăрушă. Чăваш вăл çын тарçи, унăн нимĕн те çук. Раççей йышне кĕмелле, вăл пире пулăшать тесе ĕнентернĕ те пире. Ăçта пулăшни?

- Пулăшмастех те мар-çке…

- Пулăшнинчен пулăшманни ытларах. Ăçта йÿнĕрех, çавăнта ĕçлеме чăваша «ăсатаççĕ». Челябинскра трактор завочĕ тумалла, Кузбассра шахтăра ĕçлемелле, Таджик чиккине сыхламалла т.ыт.те, т.ыт.те. Хамăршăн мар вĕт, ют халăхшăн, ют укçашăн. Пирĕн Таджикистанпа та, Афганистанпа та ним парса илес те çук. Камшăн хăрушă, çавă хăйсен ачисене ятăр та çапăçтăр. Хамăрăн патшалăх пулнă пулсан, çакăн пек япаласем пулмастчĕç.

Чăваш çын аллинче пулнипе унăн чĕлхи кăна мар пĕтсе пырать. Вăл тĕнче умне çĕнĕ шухăш кăлараймасть хăй ячепе.

- Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе унта тăрса юлман, паллах. Раççей Федерацийĕ йĕркелеме тытăннă вăхăтра В. И. Ленин чăвашсене тĕп хулине тума Чĕмпĕре сĕнет. Анчах эпир, чăвашсем, те сăпайлă темелле, те айван темелле пире, çак сĕнÿпе килĕшместпĕр. Çакă та халăха сапалама пулăшнă, ман шутпа. Раççей правительствине пирĕн «Раççей территорине çĕнетсе йĕркелес» ыйтупа тухмалла. Чăваш ĕмĕр-ĕмĕр пурăннă çĕрсене тавăрса илме тăрăшмалла пирĕн.

- Ку ĕçре Раççей интересĕ кăна мар, ытти кÿршĕллĕ руспубликăсен интересĕ те пур. Кам тавăрса парĕ пире чăвашсем тахçанах пурăннă çĕр лаптăкĕсене? Сăмахран, Тутарстан правительстви вăл пире тем тусан та хăйĕн территорине ватса çĕр лаптăкĕ парас çук. Пирĕн те Чăваш правительстви хамăр çĕре Тутарстана парас темĕ. Ку вăл халăхсем хушшинче хирĕçÿ çуратмасть-и?

- Халех пулмасть вăл. Тепĕр енчен, вĕсем пирĕн авалхи çĕрсем-çке-ха.

- Вĕсем каллаççĕ: ку пирĕн хальхи çĕрсем, теççĕ.

- Ку ĕç вăл хамăр республикара патшалăх пек аталанса çитсен, каярах пулмалли ĕç. Хайĕн патшаллăхĕ çукки пирки, тĕне çухатнă пирки халăх саланса кайнă. Эпир тăван республикăра хамăр пулнинчен вăтанса çÿретпĕр пулсан, тулашри чăвашсен мĕн тумалла? Вĕсем чăвашла калаçса ÿсмеççĕ, чăвашла калаçмаççĕ… Вĕсем ăçта пурăнаççĕ, çав республика çынни пулса тăраççĕ, майĕпен чăваш пулнине те манаççĕ. Çавсем хăйсен тымарне манса кайиччен çав çĕре Чăваш Республикине тавăрса памалла. Унта куçса кайнă чăвашсем вăл çĕрсене укса тÿлесе илнĕ, апла вăл вĕсен саккунлă çĕрĕ. Документсене тупса тĕпчемелле, эспертиза, анализ тумалла анчах.

- Юрĕ эпир каланă пек пулчĕ тейĕпĕр, тавăрса пачĕç пире хамăр çĕрсене. Тĕп хули вара ăçта пулмалла пек?

- Тĕп хули Чĕмпĕртех пулмалла пулĕ, мĕншен тесен унта çанталăкĕ те ăшăрах. Шупашкар хыçĕнче чăваш çук урăх, вăл хăй вăхăтĕнче çурçĕрти чи юлашки ял пулнă. Шупашкар вăл тĕнче хĕрри пекех – Ойкумена тĕнчи. Тĕп хула, хăшĕсем каланă тăрăх, Канашра, теприсем каланă тăрăх, Патăръелĕнче пулмалла теççĕ. Ку ĕнтĕ вăл вырăнти патриотизм анчах. Хуçалăх, географи, çутçанталăк енчен пăхсан тĕп хула Чĕмпĕртех пулмалла.

- Чăваш ятне пĕтерес марччĕ, чăвшах пулса юласчĕ, тетпĕр эпир. Виталий Петрович, сирĕн шутпа кама кирлĕ чăваш, мĕн тума?

- Çил вĕрет, хĕвел пăхать… Çав çилшĕн, хĕвелшĕн эс хăш халăх çынни пулни ниме те кирлĕ мар. Тĕнчере пин тĕрлĕ халăх. Çав халăхсене Турă хăйне савăнма тунă. Çавăнпа этеме хăй сăнне панă. Тĕнчере чăваш пур пулсан, апла вăл кирлĕ. Анчах каларăм ĕнтĕ, паян чăваш хавшаса пырать терĕм. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен, халăхăн тĕллев çук. Кун иртет те çитет тетпĕр. Аса илĕр-ха, авлхи Египета, урапа та пулман вăхăтĕнче, мĕнлерех пирамидăсем лартнă. Вăл халăхăн тĕп тĕллевĕ пулнă, çавăнпа ăна лартма вăй-хал çтернĕ. Пирĕн вара çав тĕлев тени çук.

- Виталий Петрович, Эсир тĕнче курнă çын. Анăçра тĕрлĕ выставкăсенче хутшăннă. Унтан Чăваш çĕрĕ мĕнле курăнать?

- Унтан курăнмась вăл. Чăваша пĕлмеççĕ. Хамăр ăçта пурăннине нумай ăнлантарса, ÿкерсе кăтартмалла. Мускава, Хусаа, Чулхулана пĕлеççĕ, Шупашкара çук. Эпир çаплах идейăпа идеологи тĕлĕшĕнчен çырмара пурăнатпăр: çĕнĕ шухăшсем кăлармастпăр, калаçмастпăр… Хамăр тĕнчере пурăнние пĕлместпĕр. пир интеллектуаллă тĕнчерен шухăш çырмине пытаннă. Эпĕ - художник. Тăван халăх ăс-тăнĕн çути ÿкнипе анчах эпĕ вĕсемшĕн интереслĕ художник, халăх пуянлăхне кăтартнипе. Халăх мĕнле юрласа ташлани, мĕнле тумланни, мĕнле кĕл туни, мĕнле çĕр улми лартни ĕсемшĕн питĕ кăсăклă. Пирĕн тумтир, халап-юмах ытти çĕршыв çыннисене хăй çинелле пăхтатать. Вĕсем эпир кам пулнине питĕ ăнланасăн. Аваллăхпа кăсăкланаççĕ. Паян вара пирĕн пит савăнмалиех çук. Каларăм ĕнтĕ, чирлĕ халăх эпир.

- Тен малалла аталанма чирелени те кирлĕ? Этем чирлет те сывалать, ура çине тăрать. Халăх та çавах мар-и?

- Çапла, чирлени те кирлĕ пулĕ. Анчах ĕлĕкхи тумсене тăхăнса чăвашла юрласа ташлани çеç аталаннине палăртмасть. Кунпа кăна çĕнĕ пурнăç тума çук. Паян пире финас системи, дипломатсен корпусĕ, т çĕршыв ĕçĕсен министерстви кирлĕ. Патшалăх тăвас тесен пирĕн ООНа е тĕнчери халăхсен пĕрлĕхне кĕмелле. Тĕлĕнмелле, кашни этемĕнех тус пур, юратман çын пур. Пирĕн , чăвашсен, юратнă халăх та, курайман халă та çук.

- Хамăрпа хамăр киленсе пурăнни мар-и ку? Капла çухалса каймастпăр-и эпир?

- Çухалнă ĕнтĕ. Тĕнче уçлăхĕ аслă. Хутшăнмастпăр эпир ытти халăхсемпе.

- Пач хутшăнмасăр та пурнаймастпăр мар-ха ĕнтĕ. Ют çĕршывсене тухкаласа кĕрекенсем те пур çке, хăвăрах, акă…

- Анчах та эпир унта халăх ячĕпе тухмастпăр. Эпĕ, сăмахран Раççей художникĕ пек пулса каятăп.

- Пирĕн хамăр тĕнчере пуррине пĕлтерме ют çĕршывсенчи тĕрлĕ радиостанцисене, хаçат-журналсене чăваш журналисчĕсене ямалла. Анчах та вăл çук. Чăваш ячĕ тĕнче илтĕнмелле кĕрлесе тăмалла малашне.

- Эсир каланисене пурнăçлама, ман шутпа, пĕр япаларан – чĕлхерен пуçламалла. Чăваш чĕлхине республикăра пĕртен-пĕр патшалăх чĕлхи тесе йышăнмалла, унсăрăн хăть мĕнле ĕç те пусăрăнса ларма пултарать.

Нимĕнле директор та пĕр вăхăтрах патшалăх чĕлхине икĕ чĕлхе йышăнтарнине пĕлместĕп эпĕ. Ку маншăн чи пысăк намăс.

Чĕлхе саккунĕ йышăнатпăр, укçа уйăратпăр, шкулта чăвашла вĕренетпĕр, теççĕ. Троллейбус билетĕнчен пуçласа паспорт таран, укçа таран пĕтĕмпех чăвашла пулмалла. Ют çĕршыв каймалла пулсан пĕтĕм хутсене чăвашла çырмалла тумалла. Эсĕ чăваш пулнин тÿрех курăнтăр. Ун чухне вара усси пулĕ.

Тата тепĕр япалла. И. Я. Яковлев тăрăшнипе эпир кириллица йышăннă, ку вăл вырăс империне кирлĕ пулнă. Тĕнче культурине кĕрес тесен пирĕн кириллицăран латынь алфавичĕ çине куçмалла.

- Вăл кăна пулăшĕ-ши вара?

- Паян куçар тени те вăл выляни анчах пулĕ. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе тумалла. Тĕнчери информаци системи пĕтĕмпех латыньпе усă курать. Ку пире те çăмăллăх парĕччĕ. Мĕншĕн тесен халĕ пирĕн чăвашларан вырăсла, вырăсларан, тĕслĕхрен: акăлчанла куçармалла. ÿремĕн тĕнченне тухамастпăр, ку пирĕншĕн пысăк чăрмав. Чăваш ячĕ тĕнчене сарăлĕ-ха.

- Калаçушăн пысăк тав.

Ялав. 1995. № 2. С. 6-8.