В. Кузьмин

«Чăвашра художник нумай, анчах чăвашла ÿкерекенни cахал»

Чăвашăн тулăх çěрěнче утмăл çул каялла, Вăрнар тăрăхěнчи Малти Ишекре, тепěр улăп çуралнă. Праски инке ывăлне Виталий ят хурас тенě. Праски Витти çапла ял ачисемпе ÿссе, салтака кайса килсе, Турă панă хăвата йăх тымарěн сěткенěпе аталантарса, халăх художникěн ятне илет, Раççей, тěнче ÿнерçисен ретне хăюллăн йышăнать.
Ăçта кăна çитмен пуль вăл, анчах тăван халăхăн аваллăхěпе паянхи хăватне, илемне яланах карта хурать.
Тěлпулусенче, выставкăсенче тарăн шухăшлă та савăнăçлă Праски Витти. Виçěмçулхи пуш уйăхěнче эпир, Вăрнаръен çыннисем, Шупашкарти литература музейне пухăнтăмăр. Унччен унта Виталий Петровичăн илем ěçěсене пиншер çын курса пысăк хак панă. Выставка хупăннă ятпа иртрě хавас тěлпулу. «Мěн тума пултарнине эпě йалтах халăхран илетěп. Халăх культури – халăхра. Ăна аталантарма пире турă пил панă. Унпа туллин усă курмасан хамăр наци умěнче – этемлěх умěнче намăс пулать. Мěн калăн, Шупашкарти ÿнер училищин ку тарана çитсе те чăваш наци искусствине тěллевлěн вěрентмелли планě çук. Чăвашăн пултаруллă ÿнерçисем аякри çěре саланни те ахальтен пулман.
Чăвашра художник нумай, анчах чăвашла ÿкерекенни сахал».
Тěнче искусствин анлă тинěсěнче Праски Витти Чăваш киммипе малалла ишет. Чăваш сывлăшě Илем Парăсне асаплă çěнтерÿ çулěпе хăвалать.

Хресчен сасси. 1996. 10 сентябрь.