Е. Федорова

Чĕмпĕрте тапраннă аталану

Праски Витти, Чăваш халăх художникĕ, ЧР патшалăх премийĕн лауреачĕ, ЧР Академин корреспондент членĕ, профессор. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлни 130 çул çитнĕ тĕле чăваш комплексĕнче пулса курнă хыççăн хăйĕн шухăшĕсемпе пирĕн корреспондента паллаштарчĕ:
– Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексне курса çÿренĕ хыççăн мĕнле туйăмсем çуралчĕç Сирĕн?
– Чи малтанах эпĕ Константин Васильевич Иванова аса илетĕп, мĕншĕн тесен ман шухăш, ман юрă унăн поэзийĕпе çыхăннă. Эпĕ шутланă тăрăх, Иванов тĕнчене пирĕншĕн килнĕ çын. И. Я. Яковлева чунтан хисеплесе асра тытатăп пулин те «Нарспи» авторĕ мана, художника, ытларах хумхантарать. Поэт пирки аса илсен, унăн пурнăçне тишкерсен кăмăлсем çемçелеççĕ, куçсем те мĕскĕнленеççĕ пулмалла. Пĕтĕм туйăмсем ун пирки, мĕншĕн тесен вăл кунта нумай нуша курнă, анчах хăй юррине пурнăçласа хăварма пултарнă. Мĕнле чун вăраннă-ши тетĕп çак çĕр çинче?
- Эсир кунта пĕрремĕш хут мар апла?
- Пĕрремĕш хут мар, анчах та чи малтан пĕлтĕр çеç килсе курнă. Эпĕ яланах Константин Иванов çуралнă Слакпуçне çÿретĕп, кашни çул. Унта эпĕ савăнса та, макăрса та курнă. Чĕмпĕр çĕрĕ çине ватăлас умĕн килсе курни - хамăн чуна, хама хам парне пани тетĕп. Кунта килсе курмасăр ватăлса вилме юрамасть, мĕншĕн тесен пирĕн чун çакăнтан тухнă.
- Малашне мĕн курас килет Сирĕн чăваш комплексĕнче?
- Халăх хăйĕн писателĕсемсĕр, поэчĕсемсĕр, художникĕсемсĕр пурăнаймасть. Çак вырăнта Чĕмпĕртен тухнă поэтсен, писательсен тата ытти пултаруллă, чăваша чапа кăларнă, вĕсемшĕн ырми-канми ĕçленĕ чăваш çыннисен ячĕсене мемориал хăмисем çине ÿкерсе-çырса ĕмĕр асăнмалăх туса хăвармалла. И. Яковлев, паллах, пĕрремĕш вырăнта, анчах та тĕнчене килекен чăваш вăранăвĕ çакăнта пуçланнă тесен суя пулмĕ. Шел пулинте эпир паянта тĕнчене тухма тапаланатпăр кăна-ха. Кĕскен каласан, тĕнчере миллиард çын, эпир 2 миллион çеç, çапах та пăхар-ха, пирĕн хушăра чи пултаруллă артистсем, олимп чемпионĕсем - велосипедистсем, ишекенсем, чупакансем... Майĕпен чăваш культури те аталанса пырса тĕнче культурине кĕрсе пырать пулĕ тетĕп. Чĕмпĕрте тапраннă çак аталану.

Канаш. 1998. 12 авăн (№ 37). С. 3.