Надежда Смирнова калаçнă

Тата, тата килсе курас килет кунта

РАÇÇЕЙ тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Праски Витти (В.П.Петров) Испанири Салоу хулинчи эмаль искусствин музейĕпе çыхăну тытма пуçланăранпа кăçал шăпах 10 çул çитнĕ. Çак тапхăрта 4 хутчен çитсе килнĕ вăл унта. Икĕ çул каялла «Аццессит» премие (иккĕмĕш вырăн) тивĕçнĕччĕ.
Эмаль ĕçĕсен кăçалхи куравĕ çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçăлнă. Испанирен таврăннă хыççăн Виталий Петрович редакцие кĕрсе тухрĕ.
Курав йĕркелÿçисем – тĕнчипе паллă ÿнерçĕсем Андреу Вилассис тата Нурия- Лопес-Рибалто. Вĕсем Барселонăри искусствăн аслă шкулĕнче вĕрентеççĕ. Вилассис çавăн пекех Салоу хулинче эмаль искусствин музейĕн директорĕ те. Вĕсем хăйсен вăйĕпе галерея тытса тăраççĕ, унта Испани, урăх çĕршывсенчи ÿнерçĕсен произведенийĕсене кăтартаççĕ. Эпĕ çулталăк каялла унта хамăн ĕçсене тăратнăччĕ, – каласа парать Праски Витти.
– Виталий Петрович, кăçалхи курава мĕнле темăпа йĕркеленĕ? Унта хутшăнакансем йышлăччĕ-и?

– Пурин те пĕр евĕрлĕ ĕç – ураллă савăт-сапа тăратмаллаччĕ. Эпĕ халăх юррин конкурсĕн çĕнтерÿçине тивĕçекен парне-кубок илсе кайрăм. Ӑна пăхăртан, тĕрлĕ тĕслĕ эмальпе пурнăçланă. Хăйĕн эрешĕпе вăл халăх тумне аса илтерет.
Пурĕ 121 художник хутшăнчĕ. Вĕсем Америкăран, Канадăран, Бразилирен, Аргентинăран, Бельгирен, Германирен, Корейăран, Японирен тата ытти çĕршывсенчен пулчĕç.
– Раççейрен сирĕнсĕр пуçне татах пурччĕ-и?

– Çук. Эпĕ пĕчченех пултăм. Грузирен тепĕр ÿнерçĕ хутшăнчĕ.
– Хулапа тĕплĕнрех паллашма май килчĕ-и?
– Салоу питĕ тĕлĕнмелле хитре, таса хула. Канакансем питĕ йышлă унта. Эмаль искусствин музейĕ XIII ĕмĕрте тунă крепоçре вырнаçнă. Культура центрĕ те кунтах. Вĕсене муниципалитет вăйĕпе тытса тăраççĕ.
Салоура темиçе хут пулнă пулсан та хальхинче те курса киленмелли пайтахчĕ. Тата, тата килсе курас килет кунта. Скульптурăсем хăйсем мĕне тăраççĕ! Авентура порчĕ тĕнчери пур халăха йышăнать. Унти кану центрĕ çулталăк тăршшĕпех лăк тулли. Эпĕ май тупса хулан вăл е ку паллă вырăнне ÿкертĕм. Вĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене те паллаштарас тетĕп.

Хыпар. 2003. 10 çěртме.