Евгения Николаева, ЧПУ студентки

Чăваш ÿнер «çăлтăрĕ» – Испанире

Нумаях пулмасть Виталий Петрович Петров (Праски Витти) Испанири Солоу хулинче иртнě эмальпе ěçлекен художниксен выставкинчен таврăнчě. Ку ăмăртăва вăл кăçалхипе пиллěкмěш хут хутшăнчě. Ытти çулсенче Виталий Петрович Венгри, Америка, Япони, Германи, Испани, Польша тата урăх çěршывсенчи ăстасемпе ăмăртса икě хутчен премие тивěçнě.
Праски Виттин ěçěсем чăн-чăн чăваш чěлхипе «калаçаççě», тăван халăхăн аваллăхне çывхартса ăна паянхи куçпа пăхса хаклама, тěнче курăмлăха анлăлатма пулăшаççě.
Кăçал Солоу курорт хулине чăваш ÿнерçи еплерех çитсе килни пирки ыйтса пěлес шутпа хăйěнпе тěл пултăм.
– Виталий Петрович, эмальпе ěçлекен художниксен выставкине мěншěн Испанире ирттереççě?
– Барселона тинěс хěрринче вырнаçнă. Вăл – Каталони тěп хули. Каталони (Испанин пěр пайě) вара, XX ěмěре илсенех, ÿнер тěнчине пултаруллă çын çав тери нумай парнеленě: П.Пикассо, Гауди архитектор, Миро живопись ăсти, Сальвадор Дали.
Каталонире пултаруллă художниксен шучě ÿссех пырать. Çавăнпа та Андреу Виласис, Нурия Лопес – Рибалта пек ÿнерçěсем çакăн евěрлě куравсем йěркелеççě.
– Эмальпе ěçлекен художниксен выставкине икě çулта пěрре ирттернине, сире кашнинчех çěнě ěç сěннине пěлетпěр-ха эпир. Кăçал вара мěнле япала ăсталамалла пулчě?
– 2005 çулхи курав валли ÿкерсе илемлетнě виçě тирěк хатěрлеме тиврě.
– Кун йышши выставкăсен пěлтерěшне еплерех хаклатăр? Миçе çын хутшăнать унта?
Курава вăтамран 20-30 патшалăхран 250 çынна яхăн хутшăнать. Нумайăшне паллакан пулса çитрěмěр. Кăçал эпě Японирен, Бразилирен, Германирен килнě юлташсемпе тěл пултăм. Курнăçушăн питě савăнтăм, мěншěн тесен ăста ÿнерçěпе тěл пулни тавра курăма анлăлатма пулăшать-çке. Çавăнпа та эпě çынпа тěл пулма, хама кăтартма тенě пек тěрлě çěре çитсе курма тăрăшатăп. Пурте мана чăваш художникě пек пěлеççě. Кашни халăхăн хăйěн историйě, йăла-йěрки, культури. Çавăнпа та пěр-пěрне ăнланма вěсен аваллăхне пěлни кирлех.
Тěрлě халăх ÿнерçисен ěçěсене тинкернě май ěмěчěсене, тěллевěсене еплерех пурнăçланине тÿрех асăрхатпăр. Ахальтен мар-çке пире, ÿнерçěсене, талант пěрлештерсе тăрать.
– Ку выставка коммерци ěçěпе çыхăнман-и?
– Çук. Художниксем кунта хăйсен ěçěсене кăтартассишěн тата ытти çěршыври ÿнерçěсемпе тěл пулассишěн хутшăнаççě. Çапах та вěсене хавхалантармалли майсем те пур. Укçа-тенкě çине куçарсан ку пысăках мар (150-1000 доллар). Ман шутпа, нихăш çěршывра та ÿнерçěсем пуян мар. Пире курма стадион тулли çын пуçтармаççě, 1000000 тенкěлěх парнесем те хатěрлемеççě.
– Хамăрăн «çěр пин тěрě» çěршывěнче те çакăн йышши курав йěркелес ěмěт çук-и сирěн?
– Кун пек выставка йěркелесси чăнах та ěмěтре анчах пулě. Чăннипе Шупашкарта кунашкал курав ирттерме пулать, анчах та ун валли пÿлěм, транспорт, реклама, пичет, укçа кирлě. Ăна йěркелени хамăрăн чăваш художникěсемшěн питě кăсăк пулěччě, мěншěн тесен пирěн аслă пěлÿ илнě, ăста, пултаруллă ÿнерçě чылай. Çав вăхăтрах хальлěхе кун пек пысăк мероприяти ирттерме яваплă çын çук.
- Чăваш ÿнерçисене мěн суннă пулăттăр эсир?
– Кашни художникăнах тěрлě халăх хушшинче иртекен куравсене хутшăнма тăрăшмалла. Чи малтанах ку пирěн республика ятне-шывне çěклеме кирлě. Ун чухне чăваш халăхě хăйне пěтнě халăх тесе шутламě, культурипе, искусствипе мăнаçланě. Ку спорт мар, анчах та ăс-тăн шайěнчи ăмăрту.
Манăн вара, сăмах май, Раççей тава тивěçлě художникě, чăваш халăх художникě, ЧР патшалăх премийěн лауреачě, Чăваш наци академикě, Чăваш патшалăх университечěн профессорě ятне тивěçнě Виталий Петрович Петрова татах та пысăк çитěнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей сунас килет.

Чăваш хěрарăмě. 2005. 20–26 çурла (№ 33). С. 4.