М. Васильев

Пирěн ентеш – тава тивěçлě художник

Виталий Петров художник-монументалиста РСФСР тава тивěçлě художникěн ятне панă.
Çак художник ячě çěршывěпех паллă. Вăрнарсем ăна тахçанах пěлеççě: вăл Айкăшра çуралса ÿснě. РСФСР Художниксен союзě тата Тольятти хулинчи (В. Петров унта ěçлесе пурăнать) культура пайě çак кунсенче тава тивěçлě художникăн выставкине йěркеленě. Вăл хулари Спорт керменěнче иртет. В. Петров унта 1980-1982 çулсенче Будапештра, 1981 çулта Берлинта пулнă чухне çул çинче ÿкерсе çÿренě тěрленчěкěсене тăратнă.
Тава тивěçлě ентеш иртнě эрнере пирěн хаçат редакцине кěрсе тухрě.
– Вăрнарсене выставкăна чěнетěп, — терě вăл. — Кăтартмалли нумай, сирěн патра та пěр-пěр выставка ирттерес шухăш пур.

Çěнтерÿ çулě (Вăрнар р–нě). 1983. 17 май.