М. Васильев

Праски Витти. Выставкăра

Виталий Петров пире, хăйěн ентешěсене, унчченхи, катари хуласенчи, выставкисене темиçе те чĕннĕ, анчах çитсе курассиех пулмарĕ. Кун умĕн, сăмахран, унăн Тольяттири выставки чаплă иртнĕ, терĕç. Халь, акă, паллăрах произведенийĕсене тăван Шупашкарта кăтарать. Чăваш государство художество музейĕн çÿлти пĕр хутне пĕтĕмпе тенĕ пекех РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ Виталий Петров (Праски Витти) йышăннă. Выставкăра — монументлă тата декоративлă искусство, живопись, графика. Ăна Чăваш АССР Культура министерстви, Чăваш АССР Художиксен союзĕ тата, каларăмăр, художество музейĕ йĕркеленĕ. Шăпах çирĕм çул каяллахи аса килчĕ. Виталийпе тăван Айкăшра, амăшĕ патĕнче тĕл пултăмăр. Вăл чăматанне уçрĕ те унта та кунта — урайне хупламалăхах – графика ÿкерчĕкĕсем пăрахса тултарчě. Вĕсене нумайччен киленсе пахаларăмăр. А. Решетовăн «Шурă çулçă» ятлă сăвă кĕнеки, художник алă пусса парнеленěскер, хальте-ха ал айĕнчех упранать. Сборнике Виталий Петрович илемлетнĕ. Ăна Пĕтĕм Российăри тата Пĕтĕм Союзри кĕнеке искусствин конкурсне тăратнă. Мускавра, Ленинградра «чи лайăх кĕнеке» выставкисенче кăтартнă. Виталий Петрова Пĕтĕм Российăри кĕнеке искусствин конкурсĕн хавхалантармалли дипломне панă. Кун хыççăнах ăсталăхě ÿссе пыракан художника «Хăюлăх çилĕ» кĕнекене илемлетнěшěн Пěтěм Российăри кěнеке искусствин Иккěмěш Степеньлě дипломĕпе наградăланă.
Унтанпа, халь вара, çаврăнса пăхрăмăр та – тĕлĕнсех кайрăмăр: мĕн чухлĕ ÿкерсе тултарнă! Ал ĕçĕпе монументлă-декоративлă произведенисем вăтăра яхăн, эмальпе вĕри эмаль – вăтăр иккĕ, нумай тĕслĕ сăрăпа ÿкернисем – алла яхăн, графика – вăтăр улттă. Пурĕ тăватçěртен иртет.
Эп тахçанах асăрханă: Виталий ăнсăртран пĕр чăваша тĕл пулсан та каçса кайса чăвашла калаçма юратать. Пире, ентешĕсене, выставка уçăличчен пĕтĕм картинисене кăтартса çаврăнма ĕлкĕрчĕ. Хамăрăн халăхăн историпе культурине, сăмахлăхĕпе пултарулăхне художник сĕм авалтан пуçласа витĕр «шĕкĕлченĕ», чăваш тĕррине кирек еплине те «вулама» вěреннĕ, тĕрěсене сехечĕ-сехечěпе ăнлантарма пултарать, вěсемпе хăйĕн творчествинче питĕ анлăн усă курать. Нумай пысăк хуласенче вăл чăваш наци колоритне яр-уççăн палăртса ÿкернĕ монументлă-декоративлă произведенисем пур.
Художник пултарулăхĕнче «Нарспи» поэма мотивě витĕмě уйрăмах паллă вырăнта: Сетнер, Нарспи, Тăхтаман, Уйрăлни, Туй, каллех Нарспи, Нарспипе Сетнер, Килĕшмен Упăшка – кусем пăхăрпа вěри эмальпе тунисем, содержанипе çав тери кăткăс та пуян, анчах пурте ăнланмалли япаласем: Çуркунне, Çемье уй-хире тухсан, Тырă акакан, Çураçнă хĕр, Тарни, каллех Юратман упăшка, Тустару, Нарспи вилĕмě... Ку картинăсен уйрăлми пайĕ «чĕрĕ чĕлхеллĕ» чăваш тĕрри пулса тăрать.
«Нарспи» поэма мотивĕсене Çĕнĕ Шупашкарти Спорт керменĕн интерьерĕнче те («Туй» роспись), Кунгур хулинчи Культура керменěн ташă залĕнче те («Тĕлпулу» роспись), Тольяттире тунă интерьерсенче те уйăрса илетĕн.
Праски Виттин Айкăшри пахчинче Константин Васильевич Иванов тополĕнчен касса лартнă хунавсем хитре ÿссе хăпарнă. Топольсене художник час-часах килсе курать, амăшĕ вĕсене кил-йыша юратнă пек юратса пăхать...
1984 çулта ÿкерсе хатĕрленĕ «Чăваш халăхне çутта кăларакансем» цикл питĕ интереслĕ. Сери пуçламăшĕнче – чăваш ачисем валли пайтах шкул уçса панă Илья Николаевич Ульянов, ун хыççăн – чăваш çырулăхне пуçарса янă И. Я. Яковлев, чăваш халăхěн ĕмĕр асри поэчĕ Константин Иванов, Ф. Павлов композитор, вунçичĕ томлă чăваш словарьне туса хатĕрленĕ Н. И. Ашмарин, революци юрăçи Çеçпĕл Мишши, А. Т. Миттов художник, Трубина Мархви учительница...
Выставка апрелĕн 23–мĕшĕнче уçăлчĕ. Çак ятпа малтан Чăваш художникĕсен союзĕн правленийĕн председателĕ, РСФСР халăх художникĕ Р. Ф. Федоров тухса каларĕ. Искусствоведени кандидачĕ А. А. Трофимов художник пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Шупашкарти малтанхи çак пысăк выставкăна В. П. Петров 50 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ. Юбиляра юлташĕсем, ентешĕсем, тăванĕсем чун-чĕререн хĕрÿллĕн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Ăна малашне татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума вăй патăр!

Çěнтерÿ çулě (Вăрнар р–нě). 1987. 1 май.