Георгий Ирхи

Праски Виттине

ЎНЕРÇĔ эс. Талант.
Пиччеçěм,
Çěклентěн эсě Вăрнартан.
Ӑсчах та эс
Пěлÿç-пěлевçě –
Эп тěшмěртетěп
Аякран...
Сан пеккисем сайра,
Пěлетěп.
Сан пеккисем,
тен, урăх çук.
Çамрăксене
Чунран пиллетěн
Хыпса çунаслă
Калаçу...
Ăнланмасан
Пит ан айлан.
Илсе чăвашлăха ăша
Çěклен те
Ырлăхпа сăйлан
Берлинпала Париж
Таран!...

Капкăн. 2006. Ака ( №7 ). С. 5