[Праски Витти]

Район историйĕнче Вăрнар Енĕн сумлă-ятлă ывăлĕ-хĕрĕсем хушшинче Мăн Айкăш ялĕнче çуралса ÿснĕ (пичетре Малти Ишек ялĕнче çуралнă тесе çырни пур) Виталий Петрович Петров (Праски Витти) ÿнерçĕ хисеплĕ вырăн йышăнать. Вăл Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Çавăн пекех Виталий Петрович Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, академик тата Чăваш Патшалăх университечĕн профессорĕ.

Раççейĕпе паллă художник ÿкерчĕкĕсене Венгрире, Германинче, Италире, Америкăра тата ытти патшалăхсенче пулса иртнĕ пĕтĕм тĕнчери выставкăсенче кăтартнă. Пĕррехинче вара тĕнчери 40 патшалăхран хутшăннă ÿнерçĕсен выставка тупăшĕвĕнче чи сумлă та хисеплĕ преми – Гран-при çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, Праски Витти таланчĕ питĕ анлă.

Çĕнтерÿ çÿлĕ. 1997. 21 ноябрь. С. 6.